26 апреля в 3а классе в рамках Недели чувашского языка проведен классный час на тему: «Детские и юношеские годы великого чувашского просветителя ». Подводя итог беседы, учитель чувашского языка раздала детям небольшие памятки с краткой биографией на чувашском языке.
Иван Яковлевич Яковлев.
Иван Яковлевич Яковлев 1848 –мĕш ( пин те сакăр çĕр хĕрĕх саккăрмĕш) çулта Тутар Республикинче çуралнă.Унăн тăван ялĕ Кăнна Кушки ятлă. Пĕчĕк Иван виçĕ кунта тăлăха юлнă. Çавăнпа вăл кÿршĕсем патĕнче ÿснĕ.
Пахомовсем ырă çынсем пулнă. Вĕсем тăлăх ачана кÿрентермен, лайăх пăхнă, ĕçлеме вĕрентнĕ.Сакăр çулта Иван Чĕмпĕр гимназине вĕренме кĕнĕ.Унтан Хусан университетĕнчен вĕренсе тухнă.
Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларнă çын. Унпа халăх мухтанать. чăваш алфавитне тунă, чăваш букварĕ кăларнă.
1930-мĕш ( пин те тăхăр çĕр вăтăрмĕш) çулта Мускавра вилнĕ.



