Чǎваш çырулǎхне, чǎваш шкулне пурнǎç панǎ, тǎван халǎха тĕнче цивилизацийĕн шайне çĕклеме ĕмĕтленнĕ халалласа ака уйǎхĕн 21—28-мĕш кунĕсенче Тавǎтри вǎтам шкулта чǎваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ.

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тавăт шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Çак кун пур класра та халалласа класс сехечĕсем иртрĕç. 9-мĕш класра вĕренекенсем «Чăваш Улăпĕ» бюллетень кăларчĕç. Хаçата вуласан çинчен нумай çĕннине пĕлме пулать

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче калавĕсем тăрăх ÿкернĕ картинăсенчен выставка йĕркелерĕмĕр. Ку конкурса 6-мĕш класра вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç. Н. Яковлева, А. Владимирова, Н. Степанов ÿкерчĕкĕсем уйрăмах ăнăçлă пулса тухнă, вĕсене куракансем пысăк хак пачĕç.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче асра тытса шкул библиотекинче «—педагог-просветитель» кĕнекесен выставкине йĕркелерĕмĕр.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тавăтри вăтам шкулта «Чăваш чĕлхи—анне чĕлхи» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Кунта Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем, студентсем активлă хутшăнчĕç. Тĕрлĕ темăпа тухса калаçрĕç вĕрентекенсем. , хускатнă ыйтусем пурне те интереслентерчĕç. Конференци хыççăн шкул ачисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

.

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Ачасем чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕ вулассипе тупăшрĕç. 8-мĕш класра вĕренекен Н. Яккăвĕн «Чăваш чĕлхи» сăввине калани пурин кăмăлне те кайрĕ. Вал малти вырăна тухма пултарчĕ. 6-мĕш класра вĕренекен Т. Васильева Митта Ваçлейĕн «И мĕн пуян» сăввине пултаруллă вуларĕ. 6-мĕш класра вĕренекен Н. Степанов хăй çырнă сăвăпа савăнтарчĕ. Çавăн пекех 5-мĕш класра вĕренекен Н. Рыкова, Т. Порфирьева, 7-мĕш класра вĕренекен Л. Ярхуткина, Т. Николаева, К. Никифорова, 10-мĕш класра вĕренекен Д. Никифорова, Л. Прокопьева сăвăсене тăрăшуллă вуларĕç

..

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тавăтри вăтам шкулта «Янра, тӑван чĕлхемĕр, янра» уяв концерчĕ пулчĕ. Концертра тĕрлĕ класс ачисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. А. Карповăпа К. Семёнова «Анне кулли» юрра илемлĕ шăрантарчĕç. «Ĕç-- пурнăç тыткăчи» пьесăна ачасем пултаруллă вылярĕç. 2-мĕш классем вара—чăн-чăн артистсем. «Пĕр-пĕрне пулăшас» сценка пурин кăмăлне те кайрĕ. «Кукамипе кукаçи» юрра Д. Никитинăпа Р. Ефимов илемлĕ юрларĕç. 1-мĕш класра вĕренекен А. Григорьева куракансене «Пукане» юрăпа савăнтарчĕ. 3-мĕш тата 5-мĕш класра вĕренекенсем чăваш ташшине маттур ташларĕç. Çак кун ачасемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ.

Ака уйǎхĕн 28-мĕшĕнче Тавăтри вăтам шкулта «Чǎваш пики» конкурс иртрĕ. Конкурса 7,8,9,10-мĕш класра вĕренекен хĕр ачасем хутшǎнма кǎмǎл турĕç. Хĕрсем хǎйсен пултарулǎхне тĕрлĕ конкурсра кǎтартрĕç. «Чи тавçǎруллǎ пике» ята Н. Куликова, «Чи сǎпайлǎ пике»--О. Белова, «Чи пултаруллǎ пике»--Д. Васильева, «Чǎваш пики» ята Е.

Ярхуткина тивĕçрĕç. Хĕрсем, чǎннипех те, маттур!

Чǎваш чěлхипе литература вěрентекенěсем : ,