Партнерка на США и Канаду по недвижимости, выплаты в крипто

  • 30% recurring commission
  • Выплаты в USDT
  • Вывод каждую неделю
  • Комиссия до 5 лет за каждого referral

7 класс

Урок-викторина на тему: «Савнă çĕр—Чăваш çĕр-шывĕ»

Чăваш кĕвви янăрать. Учитель ачасене сывлăх сунать.

1.  Класа йĕркелесси

2.  Пуçламăшĕ.

а) 3 ача Чăваш республики çинчен сăвă вуласа параççĕ.

ă) Учитель кÿртĕм сăмах калать.

3. Викторина ирттересси.

а) Командăсемпе паллаштарасси.

ă) Жюрипе паллаштарасси.

б) Викторина правилисене ăнлантарасси

4. Вĕçĕ.

а) Вăййа пĕтĕмлетесси.

ă) Çĕнтерÿçĕсене палăртасси.

Викторина йĕрки:

Кĕвĕ янăрать.

1 ача: Юрататăп вуламашкăн

Вырăсла та чăвашла.

Ик чĕлхе вăл—ик ăс маншăн,

Эп пуласшăн ик ăслах.

П. Хусанкай.

2 ача: Эп чĕлхе хăватне ĕненетĕп.

Эп пĕлеп: сăмахпа этеме

Амантма та пулать, ÿкерме те,

Ўкнине те пулать çĕклеме.

П. Хусанкай.

Вĕрентекен: Паян эпир викторина-урок ирттеретпĕр. Викторинăра 7-мĕш класра мĕн вĕреннине аса илĕпĕр (жюрипе паллаштарать).

Халĕ командăсем çине пайланăр. Пĕрлерех ларăр. Командăра 4 ачаран ытла пулмалла мар. Командира тата команда ятне суйлăр.

Вĕрентекен командăсене пĕрер хут листи валеçсе тухать. Унта командăри ачасен хушамачĕпе ятне

НЕ нашли? Не то? Что вы ищете?

çырмалла.

Викторина ыйтăвĕсем.

1.Просклоняйте слово шăллăм
2. Поставьте в сравнительной и превосходной степени слово
хитре
3.Переведите слова хитри, шурри, хĕрли, вăрăмми, çавраки, сарлаки.
4. Просклоняйте местоимения эсĕ, вĕсем

5. Переведите поговорки.

1). Шухăшлă çыннăн ыйхи кěске.
2). Час çилленекен çын час ватăлать.
3). Калакан маннă, итлекен манман.
4). Икě мулкача хăвалакан пěрине те тытайман.

6. Тест

1. Юлташна ан … юлмăн хăрах.

а) васкат

ă) пăрах

б) мухта

в) пулăш

2. Лайăх ят … паха.

а) апатран

ă) юлташран

б) мултан

в) тăванран

3. Пěрре улталăн, иккě улталăн, … ларса макăрăн.

а) виççěмěшěнче

ă) тăваттăмěшěнче

б) пилěкмěшěнче

в) улттăмěшěнче

4. Ыр çын çынна хурламасть, хурлама мар, хăй … .
а) хурлать
ă) ятлать
б) савăнать
в) ырлать
5. Ырă чечек шăршинчен паллă, ырă этем … паллă.
а) ěçěнчен
ă) сăнěнчен
б) тумěнчен
в) çининчен
Ыр тăвакан … курать.
а) усал
ă) нуша
б) асап
в) ыр

7. Которая пословица подходит?

Вăрларěç

Манăн юлташ Степа пěрмаях çěнě юлташ шырать. Пěррехинче эпир хамăр подъезд умěнче выляттăмăр. Пирěн пата палламан арçын ачасем пырса тăчěç. Паллашрăмăр, футбол вылярăмăр, туслă калаçрăмăр, вěсем пире лайăх ачасем пекех туйăнчěç. Тепěр кунне Степа çěнě юлташěсене хăнана чěнчě. Ют ачасем ылтăн çěрре вăрласа тухса каясса шутламан çав Степа!

«Пур йăлтăркка япала та ылтăн мар» Ěçе вăхăтра тумалла.

8. Переведите словосочетания.

•  Тухса кай -

•  Хăваласа яр –

•  Ыйтса ил –

•  Кайса кил –

•  Тухса кай –

•  Кайса кил –

•  Туртса ил –

9. Какое слово на слоги правильно разделено?

(А) кă-нтă-рла-хи; (Б) тĕк-ĕл-ту-ра; (В) а-ча-лăх; (Г) п-ул-енк-ке.

10. Какие слова не антонимы?

(А) тулта—шалта; (Ă) ум—хыç; (Б) çÿлте—аялта; (В) кунта—унта; (Г) кайра—çывăхра.

11. Из первых букв рисунков составьте предложение.

Кашăк, ийĕ, лĕпĕш, чечек, ĕне;

Ыхра, рак, ăман;

Çарăк, упăте, ручка, кĕпе, упа, нăрă, нăрă, ешчĕк.

(Килчĕ ырă çуркунне).

Тĕрĕслев.

Викторина хуравĕсене учитель вулать. Командăсем пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕслеççĕ.

Викторинăна пĕтĕмлетни. Ачасен ĕçне хаклани. Çĕнтерÿçĕсене саламлани.