Природоведени урокĕнче.

5-мĕш класс.

Воспитани тĕллевĕсем : Ачасене пултаруллă та ĕçчен пулма, пушă вăхăта усăллă ирттерес туйăма аталантарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕсем: Хальхи вăхăтри глаголсемпе паллаштарасси.

Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве, вулав хăнăхăвне аталантарасси; сăмах йышне пуянлатасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем.

Усă курнă литература:

1., . Чăваш чĕлхи; вырăс шкулĕн 5- мĕш класĕнче чăвашла вĕренмелли кĕнеке, , . – Шупашкар,2006.

2. , . Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче чăвашла вĕренмелли кĕнеке , . – Шупашкар, 2006

3. Чăваш чĕлхи : вырăс шкулĕн 1-9 классен программи. – . – Шупашкар,-2004

Слайдсен аннотацийĕ:

1-мĕш слайд: Тема. Урока ирттернĕ кунхи числона çырнă информации.

2- мĕш слайд: Çанталăк çинчен калаçса пуплев хăнăхтарăвĕ ирттернĕ чух фон вырăнне усă курмалли ÿкерчĕк.

3- мĕш слайд: килти ĕçе тĕрĕслени.

4- мĕш слайд: Грамматика материалĕ: хальхи вăхăтри глаголсен схеми.

5- мĕш слайд: тăхăн, çи сăмахсем тата ÿкерчĕкĕсем.

НЕ нашли? Не то? Что вы ищете?

6- мĕш слайд: Словарь ĕçĕ иртермелли сăмахсем.

7- мĕш слайд: Ушкăнсен ĕçĕсем.

8- мĕш слайд: «Чăваш чĕлхи урокĕнче» ÿкерчĕк

9-мĕш слайд: Викторинăра хăш ушкăн çĕнтерни çинчен ыйту.

10-мĕш слайд: Пĕлме интереслĕ.

11-мĕш слайд: Чи ăслă чĕр чунсем.

12- мĕш слайд: «Шкулта» схема.

13- мĕш слайд: Урокра мĕн туни çинчен пĕтĕмлетни.

14- мĕш слайд: Киле ĕç пани.

Урок юхăмĕ.

1.Класа урока йĕркелени.(1-мĕш слайд)

-Сывлăх сунатăп, ачасем.

-Ырă кун пултăр, вĕрентекен.

Шăнкăрав сас пачĕ,

Урока чĕнсе.

Пĕтĕм класс шăпланчĕ

Парта хушшинче.

2. Урок темипе тĕллевĕсемпе паллаштарни.

-Сегодня поговорим о глаголах настоящего времени, поработаем с текстом «Природоведени урокĕнче», выполним упражнения в учебнике, будем работать в парах и в группах.

3.Пуплев хăнăхтарăвĕ (çанталăк çинчен калаçни ) .(2-мĕш слайд).

- çанталăк çинчен ачасем пĕр – пĕрне ыйтусем пани.

Паян урамра мĕнле çанталăк?

- Паян урамра сивĕ çанталăк.

Тӳпе мĕн тĕслĕ ?

- Тӳпе сăрă тĕслĕ .

Хĕвел пăхать-и?

- Хĕвел пăхмасть.

Мĕнле çил вĕрет?

- Сивĕ çил вĕрет.

Йывăçсем мĕнле?

- Йывăçсен çулçисем тăкăнса пĕтнĕ.

Кайăксем ăçта вĕçсе кайнă ?

- Кайăксем ăшă енне вĕçсе кайнă ?

Сана паянхи çанталăк килĕшет-и? Мĕншĕн ?

4. Килти ĕçе тĕрĕслени. (3-мĕш слайд)

Предложенисем патне ыйтусем пани.

-Алик усал ача.

-Унăн çӳçĕ хура тĕслĕ.

-Алик шкулта япăх вĕренет..

5. Грамматика материалĕпе ĕçлени. (4-мĕш слайд)

-Схема тăрăх вĕрентекен ăнлантарни.

- Схемăна словаре çырса хуни.

- тăхăн, çи сăмахсене тĕслĕхпе усă курса улăштарни. (5-мĕш слайд)

6. Çĕнĕ материалпа ĕçлени.

1.  Словарь ĕçĕ. (6-мĕш слайд)

Пуçланчĕ-начался

Ирттеретпĕр-проводим

Ăмăртатпăр-посоревнуемся

Пайланчĕ-разделился

Лекрĕмĕр-попали

Суйлăр-выберите

Хăвăр валли - для себя

Суйласа илчĕ-выбрал

а) учитель-хор

в) сăнчăрпа пĕрер сăмахăн вулани

г) сăмахсемпе предложенисем туни.

7.Текстпа ĕçлени. Ушкăнсенче карточкăсемпе ĕçлени

1-мĕш ушкăн ĕçĕ (7-мĕш слайд)

-1,2 - мĕш абзаца вуламалла

- вырăсла куçармалла

- калав тăрăх калаçу йĕркелемелле

2-мĕш ушкăн ĕçĕ

3,4-мĕш абзаца вуламалла

-вырăсла куçармалла

- калав тăрăх калаçу йĕркелемелле

3-мĕш ушкăн ĕçĕ (8-мĕш слайд)

«Чăваш чĕлхи урокенче» калаçу йĕркелемелле. Ачасем пĕр-пĕрне ыйтусем параççĕ.

-Чăваш чĕлхи кабинечĕ миçемĕш хутра вырнаçнă ?

-Чăваш чĕлхи кабинечĕ мĕнле?

- Чăваш чĕлхине кам вĕрентет?

- Чăваш чĕлхи урокĕнче мĕн тăватпăр ?

Унтан учитель ачасене ыйту парать.

- Викторинăра хăш команда çĕнтерчĕ? Мĕншĕн? (9-мĕш слайд )

- Шкулта мĕнле вĕренмелле?

- Шкулта лайăх тăрăшса вĕренмелле. Киле ĕçсене туса килмелле.

8. Физкультура саманчĕ.

Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă-

Пирĕн пысăк пулмалла.

Пиллĕк, улттă, çиччĕ, саккăр-

Физзарядка тумалла.

9. Пĕлме интереслĕ.

Ачасем вулаççĕ, унтан пĕр-пĕрне ыйтусем параççĕ. (10-11-мĕш слайдсем)

Страус - чи пысăк тата чи хăвăрт чупакан кайăк

Гепард-чи хăвăрт чупакан чĕр чун.

Сапсан - чи хăвăрт вĕçекен кайăк

Слон-чи йывăр чĕр чун.

Жираф-чи пысăк чĕреллĕ чĕр чун.

Тăрна-чи çӳллĕ вĕçекен кайăк

Слон-чи йывăр чĕр чун.

Качака, пакша, дельфин, йытă-чи ăслă чĕр чунсем.

10. Çыхăнуллă пуплеве аталантарни.

«Шкулта» схема тăрăх предложенисем йĕркелени. Глаголсем хальхи вăхăтра. (12-мĕш слайд )

11. Урока пĕтĕмлетни. (13-мĕш слайд)

-Паян урокра мĕн турăмăр?

Мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр?

-Хăш вăхăтри глаголсемпе усă куртăмăр?

- Шкулта лайăх тăрăшса вĕренмелле. Киле ĕçсене туса килмелле.

12. Ачасен ĕçне хаклани.

13. Киле ĕç пани. (14-мĕш слайд)

104- мĕш стр., 9- мĕш хăнăхтару. Ыйтусене хуравла.

14.Урока вĕçлени.

УÇĂ УРОКĂН План – КОНСПЕКЧĔ.

ТЕМА:

ПРИРОДОВЕДЕНИ УРОКĚНЧЕ

5-МĔШ КЛАСС.

ИВАНОВА ТАТЬЯНА ВАСИЛЬЕВНА

ÇĔНĔ ШУПАШКАР ХУЛИ.

8-МĔШ ШКУЛ

2012