Дамп данных таблицы ch_news
Ят | Текст | Хушнă | Хыпарçă |
«Çăртанлă çăлкуçĕсем» фестиваль иртнĕ | Иртнĕ вырсарникун Пенза облаçĕнчи __Çăрттанлă районĕнчи__ Культура çуртĕнче «Çăртанлă çăлкуçĕсем» ятлă регионсем хушшинчи чăваш культурин иккĕмĕш конкурсĕ иртнĕ. Ăна чăваш культурин вырăнти автономийĕн председателĕ Анатолий Архипкин çине тăнипе йĕркеленĕ. Çав кун сцена çине профессионал артистсемпе пĕрлех хăй тĕллĕн вĕреннĕ ăстасем хăпарнă. Вĕсем Сарăту хулипе облаçĕнчи, __Шупашкар__, Пенза, __Чĕмпĕр__ хулисенчен пырса çитнĕ. Вырăнти — Çăртанлă районĕнчи — маттурсем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Конкурса хутшăнакансене саламлама тата ăнăçу сунма Пенза облаçĕн правительствин элчисем, çав шутра регион кĕпĕрнаттăрĕн канашçи Виктор Медведев та пулнă. Мероприятие ирттерме пĕр тăван , Николай Безруков, Михаил Данилов, Михаил Никитин, Ринат Камяков, Николай Данилов, Александр Смирнов, Александр Антипов, Александр Лебедев укçа-тенкĕ парса пулăшнă. Вĕсене уншăн пысăк тав сăмахĕ калас пулать. | 22:23:00 | Эверкки |
«Çывăх вăхăтра туртма пăрахăп» | Çу уйăхĕн 31-мĕшĕ пирус туртнипе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун шутланать. Çавна май __Çĕмĕрлере__ ĕнер «Туртни — наркăмăш» акци йĕркеленĕ. Унта хулари 8-мĕш гимназире вĕренекенсем хутшăннă. «Пирус сĕрĕмне туртса илнĕ чух хăвна вĕлеретĕн, ăна сывласа кăларнă чух ыттисене вĕлеретĕн» шухăша палăртакан хутсене ачасем пирус туртакансене валеçсе çӳренĕ, çак самантранах туртма пăрахма чĕнсе каланă. Алăри пируса çамрăксем «Туртни — наркăмăш» тесе çырса хунă савăта яма сĕннĕ. Акцие йĕркелекенсем пĕлтернĕ тăрăх, хирĕçлекенсем пулман. Унтан та ытларах — аслисем: «Çывăх вăхăтра туртма пăрахăп», — тесе сăмах панă-мĕн. | 10:42:00 | Эверкки |
Палăкăн тивĕçлĕ проектне икĕ эрнерен кăна палăртĕç | __Шупашкарти__ Çĕнтерӳ паркĕнче çĕнĕ палăк уçма шухăшлани пирки __/news/2867.html_эпир пĕлтерсеччĕ__ ĕнтĕ. Вăл Чечен вăрçинче пуç хунисене асăнса лартни вырăнне йышăнĕ. Çĕнĕрен çĕклеме шухăшланă скульптура тĕрлĕ çапăçура, çав шутра Чечен Республикинче те, пуç хунисене сума сăвакан палăк пулĕ. Проектсене йышăнасси пирки хула администрацийĕ нарăс уйăхĕнчех пĕлтернĕ. Конкурса тăратнă 11 ĕçрен унăн условине пур енлĕн тивĕçтерекенни икĕ проект кăна пулнине кура конкурса халĕ тата тепĕр икĕ эрнене тăсма шут тытнă. Кун пирки хула администрацийĕнче палăк тăвас ыйтупа иртнĕ ларура каланă. Унта хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ӳнерçĕсемпе архитекторсем, тĕрлĕ вăрçăра ывăлĕсене çухатнă амăшĕсем, ветерансен организацийĕсен элчисем хутшăннă. | 10:02:00 | Эверкки |
«Экра» предприятие 90 миллионсăр хăварнă | Чăваш Енри пысăк компанисенчен пĕрне, «Экра» ăслăлăхпа производство предприятине, нумаях пулмасть 90 миллион тенкĕсĕр тăратса хăварнă. Ку вăл малтанласа шутланă тăрăх. Кам çапла хăтланни пирки хальлĕхе уçăмлатман-ха, анчах предприяти счёчĕ çинчи «кĕмĕле» ют çын куç хывманни пирки пĕлтереççĕ. Укçа çухалнине предприятин хăрушсăрлăх служби сиснĕ иккен. Кайран ун пирки Федерацин хăрушсăрлăх службине пĕлтернĕ, айăплисене халĕ çав тытăм шырать. | 22:56:00 | Эверкки |
Хăйăр кӳлепе: пĕри тепринчен хитре | Ĕнер Шупашкарта хăйăртан кӳлепе тăвассипе йĕркеленĕ фестиваль вĕçленнĕ. Кăçал унта Раççейĕн тĕрлĕ тăрăхĕнчи (сăмахран, Мускаври, Пензăри, Челябинскри, Архангельскри, Шупашшкарти) тата Польшăри 17 ăста, вĕсенчен улттăшĕ хамăр патрисем, хутшăннă. Вĕсен кӳлепесем урлă ташă темине уçса пама тивнĕ. Хăйăртан кӳлепе ăсталама, маçтăрсем каланă тăрăх, шыв тата çилĕм кирлĕ. Маттурсен ĕçĕсен куравĕ авăн уйăхĕ вĕçленичченех пырĕ. | 23:47:00 | Эверкки |
«Евровидение» чăваш пики мар, Хусан хĕрĕ кайĕ | Паян Мускавра ача-пăчан «Евровидение» конкурсĕн финалĕ иртрĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи 18 ушкăнпа юрăç хутшăнчĕ. Çав йышра пирĕн республикăри Анастасия Егоркина та — вăл __Кӳкеçрен__ — пулчĕ. Финалта Настя саккăрмĕш вырăна тухрĕ. «Сцена çине хăпарас умĕн эпĕ питĕ хумхантăм, анчах кайран хама алла илтĕм. Мана йăлтах килĕшрĕ. Кунта эпĕ Юлия Савичевăпа паллашрăм. Унпа пĕрле сăн та ӳкерĕнтĕмĕр. Вăл мана канашпа пулăшрĕ. Киле ытларикун çеç кайăп — юлташ хĕрпе Мускав курса çӳресшĕн», — тенĕ-мĕн Настя конкурс хыççăн. «Евровидение» конкурсра Раççей чысне кăçал Хусан пики Даяна Кириллова хӳтĕлĕ. | 20:41:00 | Эверкки |
Ĕпхӳри вырсарни шкулĕшĕн сасăлар! | Çак кунсенче тĕнче тетелĕнче Ĕпхӳри чăвашсен ячĕллĕ вырсарни шкулĕшĕн сасăлав пырать. Вĕренӳ учрежденийĕ хăй пек ытти заведенисем хушшинче __http://*****/site/580_«Чи лайăх сайт»__ ята çĕнсе илесшĕн кĕрешĕве тухнă. Конкурс пирки «Одноклассники» халăх тетелĕнче Ĕпхӳ çынни Иван Тарасов çапла çырнă: «Калаҫҫĕ: чăваш ҫынни ăссăр ҫын, чăваш малтан кĕвĕҫет, чăваша чăваш ырă сунмасть, пулăшма тăрăшмасть, хĕрхенсе хĕлле юр памĕ, такăнтарас тĕлĕшпе ура хума ӳркенмĕ… Конкурс кăтартса пачĕ: калани — ултав, суя сăмах, эпир — ун пек халăх мар! Чăваш — ăслă, илемлĕ, маттур, хастар, паттăр, ĕҫчен, чи шанчăклă тус! Чăвашшăн чăваш — чи ҫывăх тус, тăван-хурăнташ! Тав сире! Ǎнăҫу ялан пултăр Сирĕнпе пĕрле!» Сăмах май, сасăлав ыран юлашки кун пырать. Апла тăк эсир те Ĕпхӳри вырсарни шкулĕшĕн __http://*****/site/580_**сасăлама пултаратăр**__. Хальлĕхе уншăн 118 компьютертан сасăланă иккен. | 21:04:00 | Эверкки |
Атте-анне çумрине çитеймĕ те... | Ĕнер, Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун, пĕчĕккисен ячĕпе унта та кунта мероприяти иртрĕ. __Çĕмĕрлери__ «Ёлочка» ача çуртĕнче те уяв йĕркеленĕ. Унта Раççей Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева пулнă. Пушă алăпа мар. Парнепе. Ача-пăча выляма-кулма юратнине шута илсе вăл роликлă коньки илсе пынă. Унччен маларах ачасене Шалти ĕçсен министерствинче тăрăшакансем ыр кăмăллăх пулăшăвĕ кӳнĕ иккен. Вĕсем ноутбук, 20 мăшăр йĕлтĕр, шашка-шахмат, канцеляри таварĕ, çемçе тетте парса савăнтарнă. Парне илме аван-ха. Анчах ача çуртĕнче пурăнакан шăпăрлансемшĕн тăван кил тупăнни хаклăран та хаклă парне пулнине вĕсен ашшĕ-амăшĕ ăнланманни чуна ыраттарать. | 21:25:00 | Эверкки |
Хăш фермера пулăшасси паллă | **ЧР Ял хуçалăх министерстви çемье выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантарма пулăшас тесе конкурс йĕркеленĕ.** Патшалăх укçине илме ĕмĕтленекенсем 23 çын тупăннă, анчах вĕсенчен пĕрин бизнес-проекчĕ конкурс ыйтнине тивĕçтерменнине кура ăна пăрахăçлама йышăннă. Асăннă ведомство хыпарланă тăрăх, патшалăх пулăшăвĕн вăтам виçи 4 миллион тенкĕпе танлашать. Укçана __Патăрьел районĕнчи__ , __Комсомольски районĕнчи__ , __Вăрнар районĕнчи__ , __Елчĕк районĕнчи__ , __Сĕнтĕрвăрри районĕнчи__ , __Çĕмĕрле районĕнчи__ , __Шăмăршă районĕнчи__ фермерсене пама йышăннă. Куликов, Хайртдинов, Яковлев, Бикулов тата Ермолаев фермерсем укçапа 50-100 пуçлăх сĕт-çу фермисем хăпартасшăн. Карасев вара выльăх-чĕрлĕх валли хуралтăсем çĕклесшĕн, выльăх апачĕ хатĕрлемелли техника тата ашлăх ăратлă ĕне-выльăх туянасшăн. Хлюкин халĕ 100 пуç ĕне тытакан фермăна юсасшăн. | 21:43:00 | Эверкки |
Шкул çумĕнчи лагерьсем ачасене хапăл | Республикăри шкулсем çумĕнче кăçал 399 уйлăх (лагерь) ĕçлемелле. Вĕсем ачасене 21 кун хушши йышăнĕç. Пĕтĕмпе çавсем 47 пин арçын ачапа хĕрачана йышăнĕç. Аслă классенче вĕренекенсенчен 13 пин ытла ача ĕçпе кану лагерĕсене çӳрĕ. Вĕренӳ министерстви хăйĕн сайтĕнче хыпарланă тăрăх, ачасем уйлăхра вăхăта кăсăклă та хаваслă ирттерессишĕн аслисем чунтан тăрăшĕç. | 21:52:00 | Эверкки |
Полигона Шупашкар районĕ урлă çӳрĕç | __Шупашкар районĕнчи__ __Илпеш__ ялĕ çывăхĕнчи йăлари хытă каяша йышăнакан вырăн тулса кайни, унти çӳп-çап тавралăха сăнсăрлатни пирки темиçе çул каяллах калаçатчĕç. Ыйтăвăн çивĕчлĕхне темиçе çул каялла хальхи йышши полигон тума йышăнчĕç. Вăл __Çĕнĕ Шупашкар__ патĕнче пулĕ. Анчах йăлари хытă каяша турттаракан машинăсене хула витĕр чуптарасшăн мар. Полигон патне пыракан çул __Шупашкар районĕнчи__ «Агарикус», «Атлашевский» хуçалăхсен тата уйрăм çынсен территорийĕ урлă кайĕ. Ĕçе пуçăниччен яваплисем халĕ кирлĕ хутсене йĕркелеççĕ. Çакăн пирки паян республикăн транспортпа çул-йĕр министрĕ Михаил премьер-министр ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. | 21:41:00 | Эверкки |
Ирĕк çук-тăк килте лар | Иртнĕ уйăхăн юлашки кунĕнче Шупашкарта ятарлă ирĕк илмесĕрех çул çине тухакан автомашинăсене палăртассипе тĕрĕслев йĕркеленĕ. Комиссие республикăн Транспорт тата çул-йĕр министерствин, Транспорт инспекцийĕн, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн тата хула администрацийĕн ĕçченĕсем хутшăннă. __Шупашкар__ хула администрацийĕ хыпарланă тăрăх, транспорта çула кăларма ирĕк париччен автобуссене техосмотр, водительсене медосмотр кăлармалли условсием пуррине, автобуссенче лармалли вырăн 18-тан кая мар пулнине тата ыттине тĕпе хураççĕ имĕш. Рейд вăхăтĕнче 57-мĕш тата 3«Р» маршрутсемпе çӳрекен виçĕ автобуса асăрханă-мĕн. Хайхисем пирки административлă правăна пăсни пирки протокол шăрçаласа тивĕçлĕ çĕре ăсатнă иккен. | 21:52:00 | Эверкки |
Йĕпреç хĕрĕсем Дублинта та маттур | Иртнĕ уйăхра Ирландин тĕп хулинче — Дублинта — кире пуканĕ йăтассипе Европа чемпионачĕ тата ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта аслисемпе пĕрлех çамрăксем те хутшăннă. Раççей ушкăнне 8 хĕр кĕнĕ, çавсен шутĕнче иккĕшĕ __Чăваш Енрен__ пулнă. Вĕсем иккĕшĕ те __Йĕпреç районĕнче__ çуралнă пикесем. Питĕрти аграри университетĕнче 5-мĕш курсра вĕренекен Джанита Павлова хăйĕн виçе категорийĕнче пĕрремĕш вырăна тухса Европа чемпионĕ пулса тăнă. Çакăн пек титула асăннă хулари вăй-хал культурипе çар институтĕнче 2-мĕш курсра ăс пухакан Марина Федорова та тивĕçнĕ. Маринăна ăмăртăва Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Петров хатĕрленĕ. | 22:17:00 | Эверкки |
Юрланă та ташланă, пир тĕртме те вĕреннĕ | __Шупашкарти__ Трактор тăвакансен культура керменĕнчи «Родные просторы» фольклор ансамблĕ Чулхула облаçĕнчи Пысăк Болдино ялĕнче иртнĕ фольклорпа этнографи коллективĕсен Пĕтĕм Раççейри X фестивальне хутшăннă. Унта Чулухла облаçĕнчи, Мари Элти, Мăкшă Республикинчи, Чăваш Енри 24 ушкăн хутшăннă. Фестиваль вăхăтĕнче пусмаран пукане, çăпата, тăмран тетте ăсталас, пир тĕртес енĕпе ĕç вăрттăнлăхĕсемпе те паллашма май килнĕ. | 22:28:00 | Эверкки |
Театра юратасси ачаран паллă | Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси — ачаран теççĕ халăхра. Тепĕр тесен вĕсем епле ӳсесси пирĕнтен, аслисенчен, килмест-шим вара? Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ ачасене мĕн пĕчĕкрен театра хăнăхтарма тăрăшать. Çавна май вăл «Театрăн асамлă тĕнчи» конкурс ирттернĕ. Унта хутшăнакансем хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ енпе — сăмахран, сăнӳкерчĕк, тĕрĕ, шăрçаран илемлĕ япаласем ăсталаса — кăтартнă. Сăвăпа сочинени çыракансем те тупăннă. Кирек мĕн пулсан та ачасен театр тĕнчине кăтартма тивнĕ. Конкурсра __Шупашкарти__ 1-мĕш пуçламăш шкулта вĕренекен Аркадий Ефимов, Шупашкарти 55-мĕш шкулти Ирина Андреева, Шупашкарти 4-мĕш ача-пăча ӳнер шкулĕнчи Дмитрий Мальгин çĕнтернĕ. Кунсăр пуçне маттуррисене уйрăм номинацисемпе те чысланă. Конкурса хутшăннисен чыславĕ «Амакайăк çулĕпе» спектакльпе вĕçленнĕ. | 22:44:00 | Эверкки |
Техникумăн черетлĕ çĕнтерĕвĕ | Шупашкарти машин тăвакан техникумра вĕренекен Виктор Петров çак кунсенче Пĕтĕм Раççейри олимпиадăран çĕнтерӳпе таврăннă. Вăл професси, теори тата практика пĕлĕвне кăтартса иккĕмĕш вырăна тухнă. Ку çĕнтерӳпе техникум тивĕçлипех мăнаçланма пултарать. Çук, тахçан та пĕрре çĕнтернипе мар. Асăннă вĕренӳ заведенийĕнче пĕлӳ илекенсем Раççейри олимпиадăсенче çĕнтересси ырă йăлана çаврăннипе. 2011 çулта, акă, Дмитрий Иванов, 2009-мĕшĕнче Павел Вторкин пĕрремĕш мала тухнă. 2007-мĕш çулта Иван Сергеев, пĕлтĕр Прохор Чугунов иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, 2010-мĕшĕнче Екатерина Федорова виççĕмĕш вырăнпа таврăннă. | 17:24:00 | Эверкки |
Пуканесем фестивале тухса кайнă | Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕсем __Хусанта__ иртекен Тĕрĕк халăхĕсен XI Пĕтĕм тĕнчери фестивальне тухса кайнă. Унта вĕсем Эрик-Эмануэль Шмитт пьесипе лартнă «Турă патне çырнă 14 çыру» спектакле кăтартĕç. Унти харкамçă — вилесле чирлĕ 10 çулхи арçын ача. Ăна пăхакан сĕннипе вăл куçне ĕмĕрлĕхе хупас умĕн Турă патне çыру çырать. Спектакле лартакансем (режиссерĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Юрий Филиппов), пурнăç кирек епле пулсан та хаклине кăтартасшăн иккен. Фестивале Раççейри, Турцинчи, Азербайджанри, Казахстанри, Кăркăсстанри, Туркменистанри коллективсем хутшăнмалла. Театр форумĕ ĕнер пуçланнă, çĕртмен 7-мĕшĕнче вĕçленмелле. Чăваш «пуканисем» хăйсен пултарулăхне паян кăтартнă. | 17:26:00 | Эверкки |
Килте ларсах тухтăр пулăшать | Сăмахăмăр сиплени, эмел тавраш çырса парни, укол туни пирки мар. Тепĕр тесен ытах чире кайсан киле те пырса пулăшаççĕ-ха, анчах паян эпир урăххи пирки. Калаçăвăмăр çынсене электронлă майпа пулăшу кӳресси çинчен. Çакна тухтăрсен хушшинче анлă сарас тĕллевпе республикăра кăçалхипе виççĕмĕш çул ĕнтĕ ятарлă конкурс ирттереççĕ. Председатель пулса ăна республикăн сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Татьяна Богданова ертсе пыракан комисси хакланă. Конкурс тĕллевĕ — «Сывă Чăваш Ен» медицина порталне кĕрекен организацисем хушшинче чи лайăх сайта палăртасси. Хальхинче унта 29 учрежденипе врач хутшăнма кăмăл тунă. Çынсене электронлă майпа пулăшу кӳрессипе тата информацие уçса парассипе __Çĕнĕ Шупашкарти__ стоматологи поликлиникипе тата ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин штатра тăман специалисчĕн — эндокринологĕпе танлашакан пулман иккен. Уйрăм номинаципе те хакланă сайтсене. Сăмахран, информаци енчен уçăмли — Çĕнĕ Шупашкарти стоматологи поликлиникин сайчĕ, __Куславккари__ район больницин сайтне çынсем çĕнĕ хыпарсемпе паллашассишĕн час-час кĕреççĕ иккен. | 18:28:00 | Эверкки |
Старакра çак уйăхра тухтăр çурчĕ хута каймалла | мĕш çулсенче республикăра 100 фельдшерпа акушер пункчĕ хута яма палăртнă. Вĕсене пурне те хăвăрт купалакан меслетпе хăпартаççĕ. 100 пунктран çиччĕшне кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ĕçлеттерсе ярасшăн. Çывăх кунсенче уçма палăртнă тухтăр çурчĕсенчен пĕринче — __Çĕрпӳ районĕнчи__ __Старак__ ялĕнчинче — паян тĕплĕ шайри пуçлăхсем: район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов, Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерствин элчи Сергей Судьбин, __Çĕрпӳ районĕн__ тĕп тухтăрĕ Ольга Ермакова пулнă. Хальхи вăхăтра çуртăн кăшкарне çĕклесе лартнă. Унта шыв тата газ кĕртмелле, канализаци тумалла. Çĕрпӳ район администрацийĕн официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, тухтăр çуртне хăпартассипе район пуçлăхĕн асăрхаттармалли те тупăннă. Строительсем ĕçе çак уйăхра вĕçлеме шантараççĕ иккен. | 17:59:00 | Эверкки |
305 тенкĕлĕх вăрланăшăн — çирĕп режимлă колоние | 55 çулхи 2-мĕш ушкăнри сусăра Шупашкар район сучĕн йышăнăвĕпе 10 уйăхлăха çирĕп режимлă колоние ăсатмалла тунă. Айăпĕ пулман мар-ха арçыннăн. Пĕлтĕрхи кĕркунне вăл дача çуртне кĕрсе сахăр песукĕ тата çава вăрланă. Çапла хăтланса вăл дача хуçисене 305 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Шупашкар район прокурорĕн ку вăл ытла та кăра айăплав тесе суда тавăçпа тухнă, сусăра условлă майпа айăплама ыйтнă. Çитменнине тата вăрă айăпа йышăннипе правăна сыхлакан органа хăех кайнă, айванла хăтланкалăрăшшăн ӳкĕннĕ. Çапла вара Чăваш Республикин Аслă сучĕн коллегийĕ арçынна 10 уйăхлăха условлă майпа айăплама йышăну кăларнă, сăнав вăхăтне 6 уйăх тесе палăртнă. | 17:40:00 | Эверкки |
Республика ертӳçисем Етĕрнери спирт савутне ĕçлеттерсе ярасшăн | Кун пирки «Regnum» информаци агентстви республика Элтеперĕн пресс-служби хыпарлани тăрăх пĕлтерет. Аса илтеретпĕр, федерацин «Росспиртпром» унитарлă предприятийĕ акционерсен аллине куçнă хыççăн унăн Чăваш Енри предприятийĕсем пĕрин хыççăн тепри хупăнчĕç. 2010-мĕш çулта __Сĕнтĕрвăрринчи__ спирт савучĕ хупăнчĕ, каярах ун пек шăпа __Етĕрнене__ пырса çапрĕ. Пĕр вăхăтра __Шупашкарти__ ликёрпа водка завочĕ те хупăннăччĕ, анчах 2011 çулхи çулла вăл ĕçлесе кайрĕ. Маларах асăннă информагентство куçман пурлăха унитарлă предприятирен «Росспиртпром» акционерсен обществине куçарасси хăй вăхăтĕнче тăсăлса кайнине те пĕлтерет. Çĕнĕ харпăрлăх хурмине куçнă предприяти Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаçĕсенчен республикăна юлакан акцизсен çуррине субсидилеме ыйтнă-мĕн. Вăл укçана Етĕрнери филиалта пăрака кăларассине юсаса çĕнетме ярасшăн пулнă-мĕн, унсăрăн завода лицензилеме май килмест тесе ăнлантарнă имĕш. Чăваш Ен Элтеперĕ __Михаил Игнатьев__ Раççейĕн экономика аталанăвĕн министрĕпе Андрей Белоусовпа тĕл пулсан __Етĕрнери__ спирт савутне ĕçлеттерсе ярас ыйтăва хускатнă иккен. | 22:03:00 | Эверкки |
Хĕрлĕ хĕрес обществипе килĕштерсе ĕçлесшĕн | Хĕрлĕ хĕрес обществи пирки маларах вĕçĕмех аса илтеретчĕç-ха. Халĕ темĕнле ыркăмăллăх фончĕ те пур та, вăл хăлхаран кайман сăмах тееймĕпĕр. Çапах та Хĕрлĕ хĕрес обществи халĕ те ĕçлет иккен. Ытларикун Чăваш Ен Элтеперĕ Раççейĕн Хĕрлĕ хĕрес обществин председателĕпе Раиса Лукутцовăпа тĕл пулнă. Сăмах май, Чăваш Ене вăл кунти халăха гуманитари пулăшăвĕ мĕн чухлĕ кирлине пĕлессишĕн килсе çитнĕ иккен. Раиса Лукутцкая сăнанă тăрăх, Чăвашра инкексем сахал пулаççĕ иккен. Вăл республикăн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви Хĕрлĕ хĕрес обществипе килĕштерсе ĕçленине те палăртнă. Михаил инфекци чирĕсем, туберкулёз, ВИЧ-инфекци сарăласран туса ирттермелли ĕçсем пирки те калаçу пуçарнă. | 22:37:00 | Эверкки |
Ача пахчине кĕркуннеччен туса пĕтермелле | Çапла хушнă паян __Шупашкар районĕнче__ пулнă май республика Элтеперĕ __Михаил Игнатьев__ шкул çулне çитменнисен __Кӳкеçре__ çĕкленекен учрежденине çитсе курнă хыççăн. 240 вырăнлă ача пахчине уçасси пирки хăй вăхăтĕнче пачах урăх вăхăта асăнатчĕç. Тĕрĕсрех, пĕлтĕрхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ пирки калатчĕç. Анчах шаннă кайăк йăвара пулман тенĕ евĕр пулса тухрĕ — унтанпа шыв-шур юхман мар, çапах та çĕнĕ ача пахчи хута каяймарĕ-ха. Пĕчĕккисен учрежденине тума республика хыснинчен кăçал 30,2 миллион тенкĕ уйăрнă иккен. Хальлĕхе 3,4 миллионĕпе кăна усă курнă. Çурта «Парнас» общество хăпартать иккен. Асăннă обществăна республика ертӳçи социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çĕклессине вăраха янишĕн ӳпкелесе илнĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, асăннă общество кун пек пĕрре кăна мар хăтланать-мĕн. «Парнас» ертӳçи ĕçе кăçалхи çурла уйăхĕнче вĕçлеме шантарать иккен. Республика Элтеперĕ ача пахчине авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне хута яма ЧР Вĕренӳ тата Çурт тăвăм министерствисене, район администрацийĕсене хушса каланă. | 21:30:00 | Эверкки |
Çимĕкре çул укçи йӳнелĕ | Анчах пур çĕрnе те мар, __Шупашкартан__ __Явăш__ çăви патне çитиччен. Паян унта çитме 40 тенкĕ кăларса хумалла иккен. «Кайма-килме 80 тенкĕ кирлĕ. Çемьепе каяс пулсан мĕн хака кайса ларĕ?» — пăшăрханнă республика Элтеперĕ __Михаил Игнатьев__ патне ĕнер йышăнăва пынă Шупашкарта пурăнакан Лидия Василенкова. Хĕрарăм Явăш çăви патне илсе çитерекен 249-мĕш маршрут хакне хулари пек, 16 тенкĕ, тăвасшăн иккен. Чăн та, 2011 çулта унта çитме 12 тенкĕ кăна тӳлеттернĕ-мĕн. Тӳррипе вара «Чăвашавтотранс» предприятийĕшĕн капла тариф майлах пулман — вăл тăкак тӳснĕ. Çук-ха. Тӳсме пултарнă. Тăкака хула хыснин шучĕпе саплаштарнă иккен. Пĕлтĕр вара автотранспорт предприятийĕпе хула администрацийĕ апла килĕшӳ туман. Çапах та халĕ кая юлнă ĕнтĕ темелле мар — __Çимĕк__ тĕлĕнче Явăш масарĕ çине кайса килме çул укçине чакарĕç. Республика Элтеперĕ вара хула администрацине автотранспорт предприятин тăкакне саплаштарма майсем пăхса хăварма чĕнсе каланă. | 21:53:00 | Эверкки |
Культура паркĕнче вулав залĕ уçăлнă | Паян __Çĕмĕрле__ хулинчи культура паркĕнче уçă вырăнтах вулав залĕ уçăлнă. Кĕнеке тĕнчипе паллашмалли çак меслетпе пĕр кунта 250 çын усă курнă иккен. Вĕсен хушшинче ватти те, вĕтти те тупăннă. Ара, чи кĕçĕнни пиллĕкре пулнă-мĕн, чи асли — 78-та. Паркра кĕнекесем сарса хунине асăрханă çынсем айккинчен пăрăнса кайман, чарăнса тăнă. Тата вĕсем валли кăсăклă тĕрлĕ мероприяти: конкурссем, литература темипе çыхăннă калаçу, викторина-та хатĕрленĕ иккен. Çуллахи вулав залĕ кĕçнерникунсерен ĕçлĕ. | 22:04:00 | Эверкки |
Айдак ячĕпе стелла уçмалла | __Етĕрне районĕнчи__ «Ленинская искра» хуçалăх хăй вăхăтĕнче питĕ кĕрлесе тăнă. Тӳррипе, хуçалăх __Аркадий Айдак__ ячĕпе тачă çыхăннă — тилхепене вăл 45 çул тытса пынă. ячĕпе асăну мероприятийĕ иртмелле. Сăмах май, пĕлтĕр ăна, хăй çаралнă кун — çĕртмен 7-мĕшĕнче — «Чăваш Республикин хисеплĕ çынни» ятпа чысланăччĕ. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлчĕ. Унăн мухтавлă ĕçĕсене сума суса «Экомарафон-2013» ирттермелле. Унта хутшăнакансем чăваш хресченĕн çуртне (çапла, ун пек музей та пур Етĕрне тăрăхĕнче) кĕрсе тухĕç. Вырăнти вулавăшра вара «Айдак вулавĕсем» иртĕç. Хальхи вăхăтра вара районти ӳнерпе таврапĕлӳ музейĕнче Айдака асăннă фотоĕçсен куравĕ ĕçлет-мĕн. Сумлă ертӳçĕ пулнă çынна халалласа стелла уçма палăртнă. Ыран унăн никĕсне ярĕç. | 22:31:00 | Эверкки |
Вĕçме май килмĕ | Шупашкартан Атăлçи федераци округне кĕрекен виçĕ хулана самолётпа вĕçме пуçласси пирки хăй вăхăтĕнче __/news/2612.html_эпир те пĕлтернĕччĕ__. Шупашкарпа çыхăнтармалли хуласен шутĕнче Самар, Сарăту тата Ĕпхӳ тесе каланăччĕ. Самолетпа çӳресен çул çинче вăхăт нумай тăкакламанни каламасăрах паллăччĕ ĕнтĕ. Шăл витеймĕ тесе те питех пăшăрханмалла марччĕ-и-ха — регионсенче авиалиние ĕçлеттерсе ярасси çинчен калакан программăпа уçма палăртнă рейссемшĕн çул укçин çур хакне федераци хыснинчен субсидилемеллеччĕ. Маларах ака уйăхĕнчен авиарейссем уçăлмалла тенĕччĕ, унтан каярах вăхăт пирки сăмах тухрĕ. Акă халĕ тата тепĕр хыпар. Анчах вăл пирĕн республикăра пурăнакансемшĕн савăнмаллиех мар. Проекта пурнăçа кĕртме тытăннă икĕ уйăхра Атăлçи федераци округĕнче пурăнакан 20 пин çын пĕр хуларан теприне самолетпа вĕçнĕ иккен. Кун пирки РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи Полномочиллĕ элчи Михаил Бабич журналистсемпе нумаях пулмасть тĕл пулсан пĕлтернĕ иккен. Хăш-пĕр регионта билетсене юпа уйăхĕчченех илсе хунă иккен. Çав вăхăтрах тăкаклă рейссем те пур-мĕн. Çавна шута илсе субсидие хăш региона ытларах, хăшне сахалтарах уйăрассине сӳтсе явасшăн. Регионсенчи авиаçыхăнăва йĕркелеме самолетсем çитменни те йывăрлăх кăларса тăратать-мĕн. Çавна пулах Шупашкар хули проекта кĕреймесĕр юлнă иккен. | 17:10:00 | Эверкки |
Урок вăхăтĕнче ĕçлеттерсе айăпа кĕнĕ | Эпир ачарах чухне йĕрки-курки урăхларахчĕ çав. Ун чухне ача-пăчана пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарма тăрăшатчĕç. Кĕркунне, сивĕ çумăр витĕр, шкултан выльăх кăшманĕ кăларма кайнисем асрах-ха. Эпир, ачасем, хамăрпа пĕрле тăрса ĕçлекен икĕ учителе, вĕсем арăмĕпе упăшкиччĕ, питĕ юрататтăмăр. Ыттисем пухăнса юмах çапни, эх, тарăхтаратчĕ вара! Халĕ, ав, саккунсем çирĕпленчĕç те, пĕчĕклех куршанак çыпăçтарма пăхни йĕркене пăсни шутланать. Саккун çавăн пек те, нимĕн те тăваймăн. Кăçалхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче __Пăрачкаври__ вăтам шкулта 7, 8 тата 10-мĕш классенче вĕренекенсене çĕнĕрен тăвакан стадиона тирпейлеме илсе тухнă. Вĕренӳ процессне татса ĕçлеттерни пирки часах вырăнти прокуратурăна хыпар çитнĕ. Саккунсене пурнăçланине тĕрĕслекенсем ку факт тĕрĕссине палăртнă. Шкул дирекцине ӳпкелеме тепĕр сăлтав та тупăннă — ачасем ĕçленĕ вăхăтра стадионта строительсем те тар тăкнă иккен. Апла тăк, вĕренекенсем шар курас хăрушлăх та пулнă тесе палăртнă тĕрĕслев. Яваплисене явап тыттарма хушса прокуратура район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе çыру шăрçаланă. | 17:24:00 | Эверкки |
Мускавсем чăвашсемпе 8 теçетке ытла килĕшӳ тăвасшăн | Çак кунсенче __Шупашкарта__ Мускав хулинче экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче ĕçлекенсем пулнă. «Бизнес-Марафон 2013» проекта пурнăçланă май пирĕн пата килсе килсе çитнĕскерсем тĕрлĕ министерствăра пулнă, хăйсем тĕллевĕпе паллаштарнă. Курнăçу ЧР Экономика аталанăвĕн министерствинчен пуçланнă. Асăннă ведомство ертӳçи Алексей Табаков Чăвашри предприятисем пирки каласа кăтартнă. Министерствăн пресс-служби хыпарланă тăрăх, мускавсем икĕ енлĕ 80 килĕшӳрен кая мар алă пусма палăртаççĕ-мĕн. | 17:39:00 | Эверкки |
Çулла... юр валли вырăн хатĕрле | Çулла çуна, хĕлле урапа хатĕрлеме хушать чăваш. Çапла пулмалла та ĕнтĕ — патне çитсен хускалмалла мар, маларахах хатĕрленсе хумалла. Тĕп хуламăр çавăн пек тăвать те теме юрать — Шупашкарта юр вырăнĕсене халех хатĕрлеме тытăннине шута илсен. Хула администрацийĕ хыпарланă тăрăх, хĕллехи вăхăтра юра Б. Хмельницкий урамĕнчи тата Трактор тăвакансен проспектĕнчи икĕ лаптăка турттарнă. Тем чухлĕ купаланса кайнă вырăнсем паян юртан тасалса пĕтнĕ, çĕр те унта типнĕ. Халĕ вара хулана хăтлăх кĕртессипе тăрăшакансем çав вырăна пуçтарма тытăннă. Ку енпе 25 рабочи тата ятарлă 7 техника ĕçлет иккен. | 18:01:00 | Эверкки |
Маттур яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа палăртнă | **Çак кунсенче ача-пăчапа çамрăксен общество организацийĕсемпе пĕрлешĕвĕсен ертӳçисемпе хастарĕсен «Манăн пуçару» республикăри конкурсĕн финалĕ вĕçленнĕ.** Конкурс икĕ ăстрăмпа иртнĕ. Куçăмсăр майпа тупăшнă чух хастар яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн хăйсем пирки каласа кăтартакан резюме, «Манăн ăнăçу — манăн общество пĕрлешĕвĕн ăнăçăвĕ — манăн çĕршывăн ăнăçăвĕ. Манăн çĕршывăн ăнăçăвĕ — манăн общество пĕрлешĕвĕн ăнăçăвĕ — манăн ăнăçу» ятпа эссе, «Эпĕ тата манăн общество пĕрлешĕвĕ» видеоролик тата хăйсен çитĕнĕвĕсем пирки каласа паракан портфолио тăратмалла пулнă. Конкурсăн иккĕмĕш ăстрăмĕнче çамрăксен пĕр-пĕринпе куçа-куçăн тăрсах тупăшма тивнĕ. Студентсемпе техникумсенчи пĕрлешӳсен ертӳçисем хушшинче çапла вара ячĕллĕ университетра вĕренекен Михаил Павлов пĕрремĕш вырăна тухнă, Раççейĕн коопераци университечĕн Шупашкарти институчĕн студенчĕ Никита Воронин — иккĕмĕш, Шупашкарти электромеханика колледжĕнче ăс пухакан Дмитрий Степанов — виççĕмĕш. Чи лайăх лидерсен шутне Питĕрти экономика университечĕн Шупашкарти уйрăмĕн студенчĕ Дмитрий Санников (вăл пĕрремĕш вырăнта), хушма биотехнологисен Çĕнĕ Шупашкарти техникумĕн вĕренекенĕ Артем Вавилов (иккĕмĕш) тата Раççейĕн социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕнче пĕлӳ илекен Александра Старкова (виççĕмĕш) кĕнĕ. | 11:20:00 | Эверкки |
Таврапĕлӳçĕсемпе çутçанталăк хӳтĕлевçисем слета пухăннă | Паян __Вăрнар районĕнче__ таврапĕлӳçĕсемпе экологсем республикăри слета пуçтарăннă. Ăна ЧР Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин шкул тулашĕнчи ĕçсемпе тăрмашакан «Эткер» центрĕ йĕркеленĕ. Слета экологсен çичĕ, краеведсен виçĕ ушкăнĕ килсе çитнĕ. палаткăсенчен йĕркеленĕ лагерь район центрĕн хĕрринче вырнаçнă. Унта хăй вăхăтĕнче лицей пулнă-мĕн. | 22:56:00 | Эверкки |
Республикăра çĕнĕ портал ĕçлет | Чăваш Енĕн Информаци политики __http://it. *****_**it. *******__ текен çĕнĕ портал ĕçлеттерсе янă. Вăл ятарласа тӳре-шара валли шухăшласа кăларнăскер. Унта тытăмпа çыхăннă саккунсемпе, тĕрлĕ информаципе паллашма пулать. Портал пулăшнипе тĕрлĕ шайри пуçлăхсем хăйсене кирлĕ документсене пĕр-пĕринчен ыйтса илейĕç. Çĕнĕ сайтра __чăваш чĕлхи__ валли вырăн тупăнманни çеç пăшăрхантарать — чăвашла тума майĕсем те пур ĕнтĕ, саккунĕпе те пирĕн икĕ патшалăх чĕлхи. Çак хисеплемеççĕ тӳре-шарасем чăвашсен чĕлхине. Аса илтеретпĕр, хальхи вăхăтра ведомствăсем хушшинче электронлă майпа ĕç тăвакан 15 влаç органĕ, 26 муниципалитет, 291 ял тăрăхĕ çыхăну тытать. Асăннă тытăм урлă халĕ республикăра ведомствăсем хушшинче 2 пин ытла, федерацин влаç органĕсем 5 пин ытла запрос янă иккен. Иртнĕ уйăхра порталпа __Шупашкар районĕ_Шупашкар__, __Элĕк районĕ_Элĕк__, __Хĕрлĕ Чутай районĕ_Хĕрлĕ Чутай__, __Муркаш районĕ_Муркаш__, __Çĕрпӳ районĕ_Çĕрпӳ__ районĕсен, __Çĕнĕ Шупашкар__ хулисен администрацийĕсем, ЧР Тариф енĕпе ĕçлекен тытăм, Сывлăх сыхлав, Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсем министерствисем порталпа уйрăмах хастар усă курнă иккен. __Шупашкар__, __Улатăр__ хулисемпе __Тăвай районĕ_Тăвай__ тата __Йĕпреç районĕ_Йĕпреç__ район администрацийĕсем — сайра. | 09:36:00 | Эверкки |
Пир-авăр промышленноçĕнче ĕçлекенсем уява пухăннă | Ĕнер пир-авăр тата çăмăл промышленноçра тăрăшакансем, тĕрĕсрех, «Лента» обществăра ĕçлекенсем уява пухăннă. Вĕсене экономика министрĕ __Алексей Табаков__ саламлама пынă. «Пир-авăр тата çăмăл промышленноçĕ Чăваш Ен экономикăн тĕп секторĕ шутланать. Республикăра кăларакан хальхи вăхăтри тата паха продукци Раççейре тата ун тулашĕнче те лайăх каять», — тесе палăртнă министр. Кирек мĕнле уяври пекех савăнăçлă пухура тĕрлĕ чыслав та пулнă. Производствăра палăрнисене министерствăн Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысланă. | 10:00:00 | Эверкки |
Турци элчи Чăваш Енпе кăскланать | Ĕнер __Чăваш Ене__ Турцин Хусанти тĕп консулĕ Сабри Тунч Ангылы килсе çитнĕ. Пирĕн патра вăл икĕ кун пулмалла. Турци элчи __Шупашкара__ килни енсем килĕштерсе ĕçлессине çирĕплетесси тата сарасси-мĕн, кунсăр пуçне Турци элчи Чăваш енĕн экономикăпа культура хăвачĕпе паллашасшăн иккен. Regnum хыпарагентство пĕлтернĕ тăрăх, консул чи малтанах республика ертӳçипе паллашасшăн, унпа вăл ӳлĕмрен мĕн енĕпе килĕштерсе ĕçлеме май пурри пирки сӳтсе явасшăн пулнине палăртнă-мĕн. Турци çĕршывĕ пирĕн патра укçа-тенкĕ хывни хальлĕхе пулман иккен-ха. Ют çĕршыв хăни Шупашкарта çĕкленекен индустри паркĕпе питех те кăсăкланнă-мĕн, унта камсем кĕме пултарасси пирки ыйтса пĕлнĕ иккен. Аса илтеретпĕр, индустри паркĕ бизнес çыннисене пĕр çĕре пухмалли промышленноç лаптăкĕ пулĕ. Культура çыхăнăвне илсен, турккă çыннисем пирĕн патра иртекен тĕнче шайĕнчи мероприятисене ним те мар хутшăнаяссине палăртнă элчĕ. Пирĕн патран Турцине канма каяççĕ-ха, анчах Турци çыннисем Чăваш Енре те кăсăклине кураяççĕ-пĕлееççĕ. Çак шухăша та палăртнă консул. | 10:21:00 | Эверкки |
Чечеке… чăваш символне шута илсе акаççĕ | __Шупашкар__ хулине чечексемпе илемлетнĕ чух республикăн чăваш символикине тата наци ялавĕн элеменчĕсене шута илеççĕ иккен. Тĕслĕх вырăнне Амăш палăкĕ умĕнче, Республика тӳремĕнче, Правительство çурчĕ тĕлĕнче тата Константин Иванов скверĕнче сарăпа хĕрлĕ тĕслĕ чечек калчисене чăваш орнаментне тĕпе хурса лартнă. Çакăн пирки хула мэрийĕ хыпарланă. Маларах __/news/3063.html_пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ__ — чечек ӳстерекен вырăнсене кăçал нумайлатнă. Пĕтĕмпе вĕсем 120 çĕрте (пĕлтĕр 109 пулнă) 20,5 пин тăваткал метр лаптăка йышăнĕç. Чăваш Енĕн тĕп хулине чечекпе капăрлатассине __Республика кунĕ__ тĕлне вĕçлемелле. | 10:37:00 | Эверкки |
Ачасем валли — 11 миллион тенкĕ | Федераци хыснинчен Чăваш Ен ачисем валли 11 миллион тенкĕ ытларах килмелле. Вăл тупрана тивĕçес тесе республика вĕренӳ аталанăвĕн регионсен программине хутшăннă. Чăваш Ен унта пилĕк проект тăратнă, вĕсенчен виççĕшне мускавсем ырланă, «кĕмĕлпе» пулăшма килĕшнĕ. Кăçал пуçласа тăратнисен хушшинче ашшĕ-амăшĕ пур çинчех ачасем тăлăха юласран профилактика ĕçĕсем ирттермелли проекта асăнмалла. Çак ĕçе еплерех пурнăçлама палăртни пирки калаймăпăр, анчах шухăшлани пурнăçа кĕрсен тем пекехчĕ. Тăлăхсемпе сусăр ачасене пулăшмалли проектсене пурнăçа кĕртме те федераци хыснинчен укçа уйăрĕç. Паянхи куна илсен, ачасене социализацилессипе республикăра виçĕ проект ĕçлет те иккен. Вĕсем валли федераци хыснинчен 29,6 миллион тенкĕ уйăрнă-мĕн. | 11:01:00 | Эверкки |
Шкула Айдак ятне парĕç | __Етĕрне районĕнчи__ __Тури Ачакри__ шкула Чăваш Енри паллă хресченĕн __Аркадий Айдак__ ятне парĕç. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ сумлă çынна асăнса ирттернĕ мероприяти вăхăтĕнче пĕлтернĕ. Вырăнти вĕренӳ заведенийĕ çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен Айдак ячĕллĕ пулса тăрĕ. Пурăннă пулсан Аркадий Павлович ĕнер 76 çул тултаратчĕ. Вăл пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче куçне хупрĕ. «Ленинская искра» хуçалăха чапа кăларнă çынна асăнса ĕнер Етĕрне районĕнче экочупу иртесси, __/news/3060.html_ятарлă стелла уçма палăртни пирки__ эпир хыпарланăччĕ. Мероприятие тĕрлĕ шайри çынсем — çав шутра чăваш парламенчĕн депутачĕсем, федераци канашĕн членĕ — таранах хутшăннă. | 11:38:00 | Эверкки |
Пуçлăх пулăшнипе шăкăрт кăна хваттерлĕ пулнă | **Йĕпреç поселокĕн пуçлăхĕ пулнă çынна район сучĕ 4 çуллăха условлă майпа ирĕкрен хăтарма йышăннă. Приговор хальлĕхе саккунлă вăя кĕреймен-ха.** Николай Андреева ĕç вырăнĕпе усă курнăшăн суд тенкелĕ çине лартнă иккен. Хайхи 2006–2008-мĕш çулсенче тăватă çынна социаллă найм килĕшĕвĕпе хваттер пама йышăну тунă. Лайăх çурта та мар — киввисене, çывăх вăхăтрах сӳтмеллисене. Çук, вĕсенчен тăрăхланипе мар. Ăспах. Хайхисем кивĕ çуртра пурăннине кура кăштахран шăкăрт кăна çĕнĕ хваттере кĕрсе ларнă, унтан хваттерсене приватизациленĕ. Хайхисем хваттер черетĕнче вуншар çул нашаланнăскерсем пулсан юрĕччĕ-ха. Çук вĕт, социаллă найм меслечĕпе хваттер черетĕнче те тăман иккен. Пĕрисене ырлăха кĕртсе ӳкернĕ вăхăтра теприсем, чăннипех те тивĕçлисем, çаплипех черет кĕтсе пурăннă. Хăйĕн саккунлă мар хăтланкаларăшĕпе пуçлăх хыснана та самай шар кăтартнă — пурĕ 3,3 миллион тенкĕлĕх. | 12:05:00 | Эверкки |
Çеçпĕл амăшĕн вил тăприне тупнă | **Çĕртмен 7-мĕшĕ Шупашкарта вырнаçнă Çеçпĕл Мишши музейĕшĕн чăннипех те паллă пулăм. Кун пирки асăннă аваллăх çӳпçин управçи Антонина Андреева паян социаллă сайтсенчен пĕринче пĕлтернĕ.** Халĕ паллă поэтăмăрăн Çеçпĕл Мишшин амăшне, Агафья Николаевна Николаевăна, ăçта пытарнине шыраса тупнă иккен. Чаплă классикăн амăшĕ ĕмĕрлĕх канăçа __Шупашкарти__ 2-мĕш çăва çинче тупнă пулнă. Вăл масар газопровод патĕнче вырнаçнă. Вил тăприне пăхса тăраççĕ иккен — ăна карта тытса çавăрнă, чечексем ӳстереççĕ, сăнӳкерчĕк те вырнаçтарнă, ятне çырса хуни те пур-мĕн. Çеçпĕл Мишши музейĕн ертӳçи Антонина Андреева вил тăпри ăçтине палăртма пулăшнăшăн паллă поэтăн тăванне Юрий Кириллович Кузьмина тата ЧР Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн директорне — тĕп редакторне Лидия Михайловăна (сăмах май, вăл Çеçпĕл ентешĕ) тав тăвать. | 12:19:00 | Эверкки |
Ялăн 303 çулхине хатĕрленеççĕ | __Улатăр районĕнчи__ __Кивĕ Эйпеçре__ пурăнакансем ял уявне ирттерме хатĕрленеççĕ. Район администрацийĕ хыпарланă тăрăх, асăннă ял 303 çул тултарать. Ăна çĕртмен 23-мĕшĕнче, Çимĕкре, палăртасшăн. Йĕркелӳçĕсем çав куна ытахальтен суйласа илмен — леш тĕнчене ăсаннă тăванĕсене асăнма ун чух халăх та та килсе çитет-çке. Уява хатĕрленсе вырăнти парка халĕ тимлесех хăтлăх кĕртеççĕ. | 22:40:00 | Эверкки |
Математикăпа «иккĕ» илекенсем нумайланнă | Математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвне пĕлтернĕ. Чăваш Енĕн Вĕренӳ министерстви Regnum информаци агентствине хыпарланă тăрăх, тĕрĕслеве кăçал хутшăннă 7874 çамрăкран 6,68 проценчĕ «иккĕ» илнĕ. Тепĕр майлă каласан, вĕсем 24 баллран сахалрах пухайнă. Пĕлтĕр экзамена хутшăннисенчен 5,16 проценчĕ чи пĕчĕк бала çитереймен иккен, виçĕм çул — 3,9 проценчĕ. Кăçал экзамен тытнисем вăтамран 54,6 балл пухнă иккен. 80 балтан иртме пултарнисем — 466-ăн, çав шутран 46-шĕ 100 балл илнĕ. Пĕлтĕр ун чухлĕ пухакансем пулман, виçĕм çул виççĕн мĕнпур ыйтăва тĕп-тĕрĕс хуравласа чи пысăк балла тивĕçнĕ. | 22:53:00 | Эверкки |
Тутарстанри чăвашсем уява пухăнаççĕ | Çак уйăхра Тутар Республикинче харăсах темиçе районта чăваш уявĕсем иртмелле. Кун пирки асăннă тăрăхри ентешĕмĕрсен __http://suvar. su_«Сувар»__ хаçачĕ халăх тетелĕсенчен пĕринче хыпарланă. Çак вырсарникун, çĕртмен 23-мĕшĕнче, __Павлă районĕнче__ Çимĕк уявне палăртĕç. Тепĕр 5 кунтан, 28-мĕшĕнче, __Аксу районĕнчи__ __Сĕнчелĕнче__ авалхи праçниксенчен пĕрне — Уяв — йĕркелĕç. Тепĕр кунхине __Элмет районĕнчи__ __Суркинăра__ __Учук__ фестивалĕ иртмелле. Çав кунах __Пăва районĕнчи__ __Пӳркелĕнче__ те çынсене савăнăçлă мероприяти — Хăят уявĕ — пухĕ. Уйăхăн юлашки кунĕнче вара __Нăрлатра__ Уяв иртĕ. | 23:08:00 | Эверкки |
Пăшие пула... инкек | Çул-йĕрте пулакан инкексем тупăнсах пыраççĕ. Çак канмалли кунсенче кăна тĕп хулара тăватă инкек пулнă. Аманнисен хушшинче велосипедпа ярăнакан çичĕ çулхи хĕрачана асăнмалла. Вăл нумай хваттерлĕ çуртсенчен пĕрин картишне кĕнĕ чух унта ларакан автомашинăна пырса тăрăннă. Анчах вăл ытлашши суранланман, пулăшу кӳнĕ хыççăн тухтăрсем ăна киле кайма ирĕк панă. Тепĕр тĕслĕхре вара 22-ри водитель шар курнă. «Вятка-Шупашкар» çулпа пыраканскер вăл… пăшине пырса çапнă. Ун чух вăхăт çурçĕр иртни 30 минут пулнă. Чĕлхесĕр янавара тĕттĕмре асăрхаса илеймен-тĕр çав — машина чĕрчунпа çапăннă хыççăн водителĕн çурăм шăмми мăй патĕнчи пайĕ хуçăлнă, пуç мими чĕтреннĕ. | 23:22:00 | Эверкки |
Кĕркунне тепĕр ача пахчи хута каймалла | Вăл пачах çĕнĕрен çĕкленекенскер мар-ха. __Шупашкарти__ Мир проспектĕнче вырнаçнăскер хăй вăхăтĕнче «Атăлçин пир-авăр компанийĕ» общество аллинче пулнă. Предприяти панкурта тухнă хыççăн уйрăм алăри ача-пăча учрежденине хупса хунă. Пĕлтĕрхи кĕркунне ăна Шупашкар хула администрацийĕ туяннă. Садика юсамаллине кура ăна пĕр вăхăтлăха хупса лартнă. Халĕ вара ăна хĕрсех юсаççĕ. Ĕçе вĕçе çитерсен садикра 11 ушкăн уçăлмалла, пурĕ 236 ачана йышăнмалла. Проектпа пăхсан, вырăнĕ 12 ушкăнлăх-ха. Анчах пĕринче физкультура залĕ йĕркелеме шут тытнă. Ача пахчине кĕркунне валли юсаса пĕтерме палăртаççĕ-мĕн. | 23:41:00 | Эверкки |
Социаллă портал уçăлĕ | Чăваш Енре çывăх вăхăтра тата тепĕр çĕнĕ портал ĕçлесе кайĕ. Вăл социаллă пулăшу кӳрекенсене пĕр çĕре пĕрлештерекенскер пулĕ. Кун пирки республикăн сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Ирина Ефимова паянхи брифингра пĕлтернĕ. Çĕнĕ портала __Республика кунĕ__ тĕлĕнче йĕркелекен «Регионсем — чикĕсĕр çыхăну» курав вăхăтĕнче уçма шухăшлаççĕ. Тĕнче тетелĕ пулăшнипе республикăри социаллă учрежденийĕсем пĕр тĕвве çыхăнĕç. Пĕр тытăмри учрежденисене, тĕрĕсрех, сывлăх сыхлавĕн хуралĕнче тăракансене, пĕтĕçтерекен медицина порталĕ пур-ха. Апла тăк, ку вăл çавăн йышширехскер пулĕ тесен те йăнăш мар. Раççейре вара апла проект çук-мĕн. Тĕрĕссипе вара — шыравçăсенчен ыйтсан — темиçе таранах тупса параççĕ: тĕслĕхрен, Самар тăрăхĕнче, Тинĕççум енĕнче çавнашкал сайтсем ĕçлеççĕ те ĕнтĕ. | 17:54:00 | Эверкки |
«Нарспи» лара-тăра пĕлмест | Иртнĕ канмалли кун Эстонири Валга хулинче, вăл Латви чиккинче вырнаçнă, пĕр-пĕринпе туслă Валга тата Латвири Валка хулисем тăванлăх кунне ирттернĕ. Уява Эстонири Нарва хулинчи «Нарспи» чăвашсен наципе культура обществи те пырса çитнĕ. Тĕрĕссипе, йĕркелӳçĕсем унта ытти наци коллективĕсене те йыхравланă. Халăх епле йышăнĕ тесе чăвашсем малтан хумханнă та-мĕн. Наци тумĕ тăхăннăскерсем хула витĕр ташласа та юрласа иртнĕ. Куракансем вĕсене тăвăллăн алă çупса йышăннă. Каялла хускалас умĕн тата пыма йыхравланă. Валга хулин пуçлăхĕ Калев Хярк чăвашсене Хисеп хучĕпе чысланă. ...Тăван хулана таврăнсан «Нарспи» унти хула кунне хутшăннă. Унта вĕсем тăван халăхăмăрăн юрри-ташшипе савăнтарнă, ĕçми-çимипе сăйланă, Чăваш Ен тата унăн йăли-йĕрки пирки каласа кăтартнă. Халĕ Нарва хули чăвашсен __Акатуйне__ ирттерме хатĕрленет. Вăл çитес уйăхра пухăнĕ. | 18:29:00 | Эверкки |
Ăнтăлсан суккăрлăх чăрмав мар | Çак кунсенче __Шупашкарти__ музыка училищине суккăр хĕр — Галина Никитина — вĕренсе пĕтернĕ. Унăн аллинче паян — хĕрлĕ диплом. Ку вăл халĕ. Унччен вара пикене, уйрăмах тăватă çул каялла вĕренме кĕнĕ чух, пĕрттте çăмăл пулман. Суккăра курсан вĕренӳ заведенийĕн ертӳçисем те малтанласа шикленсе ӳкнĕ-мĕн. Юрлас ăсталăха Галина малтанласа ӳнер шкулĕнче ăс пухнă. Паян вăл нота грамотине, ӳнер кун-çулне лайăх пĕлет, фортепианăпа вылять. Ăна педагогсем академи юрăçĕ тесе хаклаççĕ иккен. Галина романссене, халăх юррисене, арисене уйрăмах лайăх шăрантарать иккен. Музыка училищин директорĕн çумĕ Елена Ананьева каланă тăрăх, суккăр вĕренекен валли ятарлă программа хатĕрлемен. Хăш-пĕр дисциплинăпа вара уйрăм занятисем ирттерме тивнĕ. Çав ăсталăха кура халĕ куç курман ытти çамрăка та пĕлӳ пама пултараççĕ. Сăмах май, паян унта тата тепĕр суккăр хĕр вĕренет иккен. | 20:51:00 | Эверкки |
Инвестици хывассипе Краснорамейскипе Шупашкара çитекен пулман | Инвестици хывас тĕлĕшпе муниципалитетсем пĕлтĕр епле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Ăна 16 тĕп тата 4 хушма енпе хакланă. Районсенчен малти вырăна __Красноармейски районĕ_красноармейскисем__ тухнă иккен, иккĕмĕшĕнче — __Шупашкар районĕ__. Хуласенчен вара __Шупашкар__ мала тухнă. Çĕнтерӳçĕсене хаклă хутпа кăна мар, премипе те чыслаççĕ. Красноармейски районне, сăмахран, 975,5 пин тенкĕ тивĕçĕ, Шупашкар районне – 525 пин. Шупашкар хули вара миллион тенкĕллĕ пулса тăрĕ. Çакна Чăваш Ен Элтеперĕ __Михаил Игнатьев__ правительство пайташĕсемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра экономика министрĕ Алексей Табаков пĕлтернĕ-мĕн. Сăмах май, Михаил Васильевич районсемпе хуласен ĕçне хаклас меслет тĕрĕслĕхĕ пирки иккĕленнине палăртнă. Конкурса палăртакан кăтартура муниципалитетсенчен килмен ĕç кăтартăвне те шута хураççĕ-мĕн. | 21:21:00 | Эверкки |
Шупашкарти 500 çуллăх паркĕ тĕпрен çĕнелĕ | Шупашкарти 500 çуллăх паркĕ тепĕр темиçе çултан пачах ылмашĕ. 65,5 гектар лаптăк çинче океанариум, аквапарк, вĕрен çул тата ытти тем тĕрлĕ япала туса хума палăртаççĕ. Проект Раççейре туризма мĕш çулсенчен аталантарасси федераци программине кĕме пултарнă. Парка çĕнетме палăртнисем ĕçсене виçĕ тапхăрпа ирттерме шухăшлаççĕ иккен. Кашни ăстрăмĕ икшер çула тăсăлĕ. Парка юсаса çĕнетес тĕллевпе ватă йывăçене касса çĕнĕрен хунав лартма тĕллев лартнă. Парк лаптăкĕнче этноял, чăваш ĕçми-çимин ресторанĕ, яхта клубĕ, спорт комплексĕ, зоопарк, ача-пăчана выляса савăнмалли вырăн та çĕкленсе ларĕ. Кунсăр пуçне 48 тĕрлĕ аттракцион вырнаçтарма палăртнă иккен. Парка юсаса çĕнетме республика хыснинчен 293 миллион тенкĕ уйăрмалла-мĕн, мĕнпур ĕçе пурнăçлама кирлĕ 5 миллиард тенкĕ ытла укçана инвесторсем хывĕç. | 22:03:00 | Эверкки |
Чăваш тĕрри яппунсемпе Америка çыннисене илĕртет | Кун пирки республикăн Культура министерстви хыпарланинчен ăнлантăмăр. Чăваш Енри паллă предприятисенчен пĕри — «Паха тĕрĕ» — кăçал тăхăр теçетке çул çитнине халалласа çĕртмен 21-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче ятарлă курав уçма ĕмĕтленет-мĕн. Хапрăк куравпа ярмăрккă йĕркелессипе хастар пулнине палăртнă май министерство чăваш тĕррине саракан предприяти тăван республикăри районсем тата Раççей регионĕсем тăрăх час-часах тухса çӳренине хыпарлать. Чăваш тĕррипе ют çĕршывсем те, уйрăмах — яппунсемпе Америка çыннисем, кăсăкланаççĕ-мĕн. Производствăна сарас тесе хапрăк пĕлтĕр «Чăваш тĕррине — кашни киле» проекта республикăн Экономика министерстви ирттерекен конкурсра ăнăçлă хӳтĕлесе хыснаран укçа илме пултарнă. Тупрана вăл тĕрлекен çĕнĕ йышши оборудовани туянма янă. Маларах асăннă курава предприяти хăйĕн çӳпçинчи чи чаплă экспонатсенчен пĕрисене тăратĕ. | 17:12:00 | Эверкки |
Атнарсем урамсене хăтлăх кӳреççĕ | «Пирĕн ял урамне пушар машини те, васкавлă пулăшу кӳрекенсем те кĕрсе тухаймĕç», — тесе çынсем пăшăрханса калаçнине кĕркуннепе çуркунне уйрăмах чылай илтме тивет. __Хĕрлĕ Чутай районĕнчи__ __Атнар ял тăрăхĕнче__ урамсене йĕркеллĕ тытма тăрăшаççĕ, шăтăк-путăклисене çĕр типсен юсаççĕ. Хальхи вăхăтра __Атнарти__ пĕр урама юсаса пĕтернĕ ĕнтĕ. Юсав ĕçне __Кишлĕ__ тата __Çĕнĕ Туканаш__ ялĕсенче те тытăннă. Вырăнтисем ытти яла та пăрса хăвармасса шантараççĕ. «Халăхĕ пирĕн маттур. Халĕ вĕт чылайĕшĕн килтех техника пур: камăн — самосвал, камăн — экскаватор. Çавсене эпир çунтармалли-сĕрмелли материал туянса паратпăр. Вĕсем вара ал айĕнче пур техникăпа ĕçе кӳлĕнеççĕ», — ырлать хастарсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов. «Пĕвесем тасатнă хыççăн хăйăрпа тăм хутăшĕ юлать те ăна урапа çулне хытарма яратпăр», — пĕлтерет Александр Николаевич. | 17:47:00 | Эверкки |
Специалистсене кирлине кура хатĕрлĕç | Чылай ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне аслă пĕлӳ илтересшĕн хыпса çунать. Укçаллисем «кĕмĕлне» шеллемесĕр тӳлесе те вĕрентме хатĕр. Ара, ачамăрсем пирĕнтен лайăхрах пурăнччăр тенипе çавăн пек тăрмашатпăр пулинех. Аслă шкул пĕтерни пирки калакан дипломлисемех вара хăш чух ĕçсĕр аптăраççĕ. Ахаль лариччен кĕрĕк арки йăвала тенине шута илсе дипломлă каччăсем водительте, пикесем вара сутуçăра вăй хуни те тĕл пулать. Çав вăхăтрах промышленноç предприятийĕсене инженерсемпе технарьсем çитмеççĕ. Çакна шута илсе республикăра прикладной квалификацие хăнăхтаракан нумай функциллĕ вĕрентӳ центрĕсем уçма палăртаççĕ. Пĕтĕмпе çиччĕ уçмалла. Кун пирки Чăваш Енĕн вĕрентӳ министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов пресс-конференцире пĕлтернĕ. Сăмах май, вăл кăсăклă çакăн пек статистика та илсе кăтартнă. Хальхи вăхăтра вĕренекенсенчен 67 проценчĕ аслă шкулта ăс пухать иккен, 23,9-шĕ — вăтам професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсенче (ĕлĕкхилле каласан, техникумсенче), 8,9-шĕ — пуçламăш професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсенче (училищĕсенче). Анчах предприятисенче пачах урăхла ӳкерчĕк-мĕн — вĕсене рабочисем кирлĕ. Акă, вунă специалистран пĕри çеç аслă пĕлӳлли кирлĕ имĕш, иккĕшне вăтам профессиллине шыраççĕ, çиччĕшне — пуçламăш профессиллине. Вĕсенчен пĕрне кăçалхи пуш уйăхĕнче уçнă. Вĕрентӳ центрĕ Шупашкарти транспорт тата çурт тăвăм технологийĕсен техникумĕ çумĕнче никĕсленнĕ. Тĕрĕссипе, ыттисене те хальхи техникумсем тавралла йĕркелĕç. Тепĕр иккĕшне килес çул, ыттисене 2015-мĕшĕнче уçмалла. Вĕрентĕве вĕсем республикăри предприятисене епле специалистсем кирлине кура йĕркелĕç. | 17:30:00 | Эверкки |
Ял клубĕсем çунаççĕ | Паян __Хĕрлĕ Чутай районĕнчи__ __Шуля__ ялĕнчи клуб хыпса илнĕ. Инкек пирки пушарнăйсем патне хыпар ирхи 8 сехет те 40 минутра çитнĕ. Вырăнти культура учрежденийĕ 15 метр сарлакăш, 30 метр тăршшĕ йывăç çуртра вырнаçнă пулнă иккен. Çулăмпа кĕрешекенсем «хĕрлĕ автана» ытлашши алхасма ирĕк паман — вутра клуб çивиттийĕ çуннă. Çулăма сӳнтернĕ çĕрте 67 çын тăрмашнă. Яваплă çак ĕçе 25 техникăна явăçтарнă. Сăмах май, çĕртмен 9-мĕшĕнче __Вăрнар районĕнчи__ __Шĕнер Ишек__ ял клубĕ çуннăччĕ. Унта çулăм çурçĕр иртсен алхасма тытăннă — усал хыпар пушарнăйсен диспетчер службине çурçĕр иртни 44 минутар çитнĕ. Çулăмпа 4 единица техника кĕрешнĕ. Анчах çурта çăлса хăварма май килмен. Ик тĕслĕхре те пушар сăлтавне палăртассипе специалистсем ĕçлени пирки хыпарланăччĕ. | 17:03:00 | Эверкки |
Ача-пăча ту... садикшăн тӳлеме | Пурнăçĕ укçа çинче тытăнса тăракан пулса кайрĕ те унсăр пĕр утăм тăваймăн. Халĕ, ав, пĕчĕк ачаллисене шиклентерекен хыпар пĕлтереççĕ — ача пахчишĕн тӳлев кăçалхи авăнăн 1-мĕшĕнчен пилĕк хут ӳсме пултарать имĕш. Кун пирки РФ Патшалăх Думин вице-спикерĕ Людмила Швецова саккун кăларакансен президиумĕн паянхи ларăвĕнче каланă иккен. Кун пек хăрушлăх вĕренӳ çинчен калакан федераци саккунне улшăну кĕртнĕ хыççăн сиксе тухать иккен. Тĕпренчĕкĕсем ача пахчине çӳрекенсен ашшĕ-амăшĕ вĕренӳ пулăшăвĕшĕн мар, шăпăрлансене пăхнăшăн тӳлеме ӳлĕмрен пуçлĕ. Ку вăл ылмашусем кĕртнĕ саккунпа килĕшӳллĕн. Унта çăмăллăхçăсен категорине палăртасса палăртнă мĕн-ха. Сăмахран, тăлăхсене, сусăрсене асăннă. Анчах федералсем регионсенче çăмăллăхçăсен йышне кĕртнĕ хăш-пĕр йыша та сирсе хăварнă иккен. «Нумай ачаллисем пирки те асăнман», — тенĕ тĕлĕнсе вице-спикер. Çапла вара вăл татăклă йышăну тăвиччен çиччĕ виçсе пĕрре касма сĕнсе чĕнсе каланă. | 21:39:00 | Эверкки |
Пĕчĕк Аначкассинче шыв пулĕ-и? | Ĕлĕк шыва çырмаранах йăтса пурăннă-ха. XXI ĕмĕрте пурăнакансем вара кун пек нушаланасшăн мар. Çапла пулмасăр ĕнтĕ — чылай ялта халĕ хуларинчен кая мар-çке: пӳрте шыв та кĕрет, канализаци тунă, çăвăнмалли ятарлă кĕтессем вырнаçтарнă. «Эпир кăна темĕскерле», — тарăхаççĕ __Шупашкар районĕнчи__ __Пĕчĕк Аначкасси__ ялĕнче пурăнакансем. __Алькешран__ инçе мар вырнаçнă çав ял çыннисем шыва çырмари çăлтан йăтаççĕ иккен. Ял халăхĕ каланă тăрăх, вăл шыва ĕçме хăрушă — çăлтан инçех мар выльăх çăви вырнаçнă-мĕн. Çуркунне уйрăмах шиклентерет имĕш. Шыв питĕ лĕкĕллĕ пирки те пăшăрханаççĕ-мĕн çынсем. «Выльăх та ĕçмест», — теççĕ иккен вĕсем. Тӳре-шара «туса парăр» тесе ыйтнине кăмăлламанни паллă-ха. Çавăнпа вĕсем «çынсен те хастар пулмалла» текелеме кăмăллаççĕ. Пĕчĕк аначкассисем кĕтсе ларас темен — проектпа смета хучĕсене туса хатĕрленĕ: çапах та лав вырăнтан хускалман. Аптăранă енне вĕсем таçта та çырса пăхнă. Район администрацийĕнче шыв пуласси пирки шантараççĕ-мĕн-ха. Анчах хăçан пирки унта та татса каламан иккен. Апла пулсан ял халăхĕн кĕвентесене айккинелле пуçтарса хума васкамалла мар-тăр. | 22:03:00 | Эверкки |
Автобуссем... хăнана чĕнеççĕ | Шупашкарта Республика кунне уявлани тата фейерверк фестивалĕ иртесси пирки ытти регионта пурăнакансене... автобуссем урлă пĕлтереççĕ. Епле майпа тетĕр-и? Реклама аталанăва пуçарса яраканĕ тетчĕç те хăй вăхăтĕнче, паянхи саманара вăл пушшех те пĕлтерĕшлĕ. Çапла вара пирĕн республика çуралнă кунне уявланине пĕлтерекен хыпарсене пĕр хулапа тепĕрне çыхăнтаракан автобуссем çине вырнаçтарнă иккен. Паян, сăмахран, ун пек автобус __Шупашкарти__ тĕп автовокзалтан Чулхулана тухса кайнă. Çула май вăл Воротынец, Лысково, Кстово хулисем патĕнчен иртет. Çапла майпа Шупашкара ытти регион çыннисене ытларах илĕртес тĕллев тытнă. Водительсем палăртнă тăрăх халăх пĕлтерĕве асăрхать-мĕн. Салют пирки каларăмăр та, фестивале Мускавпа Питĕр хулисенчи тата Белоруçпа Литвари пиротехниксем килсе çитмелле. Вĕсен пултарулăхне тĕнче тетелĕ пулăшнипе трансляциленĕ май куракансем те хак пама пултарĕç. Вĕсен шухăшне çĕртмен 23-мĕшĕнче 23 сехетрен тытăнса тепĕр кунхи 11 сехетчен пухĕç. Интернет-сасăлава тĕпе хурса куракансене уйрăмах килĕшнĕ пиротехниксене ятарлă парнепе чыслĕç. | 21:38:00 | Эверкки |
Çăкăр çиме — çичĕ юта | «Выртан каска мăкланнă, çӳрен каска якалнă», — теме юрататчĕ хăй вăхăтĕнче кукамай. Ун чух самани урăхларахчĕ те ялти мĕнпур арçын вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлетчĕ, хĕрарăмĕсем вара — е фермăра, е хирте. Сенĕк-кĕреçе йăтса çӳресси ман валли мар тесе ĕç тиркекенсем те пурччĕ-ха, паллах. Хăшĕсем (сăмахăм хамăр тăрăхрисем, Шупашкар районĕсем пирки пырать) çĕвĕç пулса тăрăшнине астăватăп. Паян йăлт урăхла — арĕ-арăмĕ çичĕ ютра тăрăшать. Çапла-çапла. Хĕрарăмĕсем те ачисене кукамăш-асламăшĕсемпе пăрахсах Мускавалла е ытти хуланалла тапса сикеççĕ. «Пыл сĕрнĕ-им унта?» — тесе каланине хайхисем кăмăлсăрланса йышăнаççĕ. «Ялта ăçта ĕçлемелле? 5 пин укçашăн-и?» — касса татаççĕ ун йышшисем туххăмрах. Официаллă цифрăсем тăрăх çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енри 453 çын ют региона тухса кайнă. Халăха ĕçпе тивĕçтеркен служба 9 тăрăхри 15 организаципе килĕшӳ тунă-мĕн. Çав шутра Мускав хулипе облаçĕ, Чулхула, Волгоград, Амур, Воронеж облаçĕсем, Тутар, Саха республикисем, Чукотка автономи округĕ пур. Тĕрĕссипе калас пулсан, çичĕ юта çӳрекенсем тата та йышлă-ха. Чăваш Енри строительсем çичĕ ютра вăтамран 35 пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ иккен. Агропромышленноç комплексĕнче тăрăшакансен 20 пин тенкĕ таран ларать. Мускаври «Зодчий» çурт тăвакан комбинатра тăрăшакансем 30 пинтен пуçласа 40 пин тенкĕ таран илеççĕ имĕш. | 19:25:00 | Эверкки |
Ыран ректора суйлĕç | **Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче тăрăшакансемшĕн ыран хумхануллă кун пулĕ тесен те йăнăш мар-тăр. Унта ыран вĕренӳ заведенийĕн ректорне суйлĕç.** Аса илтеретпĕр, иртнĕ çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче ăсчахсен канашĕн ларăвĕнче академи ректорне Николай Васильева кĕтмен-туман çĕртен ĕçлеме пăрахтарнăччĕ. Яваплă тивĕçе пурнăçлама Людмила Линик юриста шаннăччĕ. Сăмах май, хăй вăхăтĕнче Людмила Линик Чăваш Енĕн суйлав комиссийĕн председателĕ пулнăччĕ. Ректора сасартăк ылмаштарнине ун чух Раççейĕн Ял хуçалăх министерстви аслă шкул (академи асăннă ведомствăна пăхăнать) тухăçсăр ĕçлет тесе ăнлантарнăччĕ. Николай Васильев вара капла хаклавпа килĕшменнине, аслă шкулсен тухăçлăхне 2011 çулхи ĕç кăтартăвне кура йĕркеленине, академине вара вăл 2012 çулхи çуркунне кăна ертсе пыма пуçăннине палăртнăччĕ. Ректора хӳтĕлесе студентсем митинга та тухса пăхнăччĕ. Ыран вара академин ректора суйлама тивет. Маларах, çĕртмен 7-мĕшĕнче, Раççейĕн Ял хуçалăх министерствинче ректор пулма тивĕç кандидатурăсене аттестацилемелли лару иртнĕ. Пирĕн республикăран сакăр кандидат тăратнă иккен, федераци министерстви вĕсенчен виççĕшне — вĕсем кашниех академире ĕçлеççĕ — суйласа илнĕ. Çапла вара Мускавра ырланă кандидатсен списокне ректор тивĕçне халĕ пурнăçлакан Людмила Линик тата биологи ăслăлăхĕсен докторĕсем — пĕри морфологи, физиологи тата зоогигиена кафедрин профессорĕ Владимир Семенов, тепри çĕр ĕçĕпе агрохими кафедрин профессорĕ Николай Кириллов — кĕнĕ. | 20:07:00 | Эверкки |
Бюджет вырăнĕсене хĕснĕ | ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн виçĕ факультечĕ пĕрлешесси пирки __/news/3128.html_хыпарланăччĕ__. Çитес уйăхран журналистика, филологи тата чăваш филологийĕн факультечĕсем пĕр факультета пĕрлешĕç. Вĕсем çĕнĕрен йĕркеленекен «Вырăс тата чăваш филологийĕ тата журналистика» факультет йышне кĕрĕç. Факультета «чăваш чĕлхипе литератури; ют çĕршыв филологийĕ» профильсем валли кăна бюджет вырăнĕ лекмелле-мĕн. «Журналистика» специальноçа алла илес текенсем тата «вырăс чĕлхипе литератури, ĕçлевлĕх филологи» профильсем бюджет вырăнĕсемсĕр юлмалла теççĕ. Кун пирки хальхи филологи факультечĕн деканĕн вĕренӳ енĕпе ĕçлекен çумĕ Андрей Обжогин Интернет-хаçатсенчен пĕрне пĕлтернĕ имĕш. Сăмах май, укçалла вĕрентмелли йыша та самай чакарнă-мĕн. Журналист пуласшăн «кĕмĕл» тӳлесех куçăмлă майпа вĕренме килĕшекенсем валли пурĕ те 10 вырăн кăна палăртнă иккен, курăмсăр меслет валли — 25. Вырăс чĕлхипе литературине тата филологине укçа тӳлесех ăша хывас текенсем валли 10 (куçăмлă майпа вĕренекенсем валли) тата 12 (курăмсăр меслет). «Чăваш чĕлхипе литератури; ют çĕршыв филологийĕ» профиле тӳлесе 3 çын куçăмлă майпа, 15-ĕн куçăнсăр меслетпе вĕренейĕç. | 21:06:00 | Эверкки |
Чупса сикмесĕрех ăмăртнă | Хальхи вăхăтра тем тĕрлĕ конкурс та ирттернине хăнăхса çитрĕмĕр пулĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть, ав, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕнче тăрăшакансем ăмăртнă. Çук, сиксе-чупса мар-ха. Унта вĕсем çак отрасльти ыйтусене сӳтсе явнă, вăл е ку енĕпе татса памалли çул-йĕре сĕннĕ. Пĕтĕм Раççейри «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри тата строительствăри чи лайăх çамрăк ĕçчен» конкурса «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха модернизацилекен кадрсем» кăçалхипе иккĕмĕш хут ирттернĕ çĕршыв шайĕнчи форумра пĕтĕмлетнĕ. Вăл Чĕмпĕр облаçĕнче пулнă. Унта Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенчи пултаруллă ăстасене палăртнă. Çĕршыв шайне асăннă тăрăхпа 9 çын тухнă. Вĕсенчен иккĕшĕ — пирĕн республикăран. Çав йышра — «Чăваш Ен» телевиденипе радио компанийĕн информаци телепрограммине ертсе пыракан Валентина Алексеева тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн «Текстильщик» управляющи компанийĕн инженер-энергетикĕ Максим Иванов. Юлашкинчен асăнни çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕнче тăрмашни паллă-ха, телевиденире ĕçлекен вара хăш енпе çыхăннă-ши тесе тĕлĕнекенсем те, тен, тупăнĕç. Мĕнех, уçăмлатар — Валентина Алексеева «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата строительство сферинчи чи лайăх обществăлла деятель» номинацире çĕнтернĕ иккен. Каярах вĕсен Раççей шайĕнчи конкурсра хăйсене кăтартма тивĕ. | 22:41:00 | Эверкки |
Пĕлтĕрхинчен лайăхрах канаççĕ | __Етĕрне районĕнчи__ тӳре-шара ачасен канăвне вырăнсенче, тĕрĕсрех, шкул çумĕнчи лагерьсенче, епле йĕркеленине тĕрĕсленĕ. Хайхисем тем те пĕр пăхнă: епле апатлантарнине хакланинчен тытăнса пушă вăхăта ачасем епле ирттерни таранах. Тĕрĕслевçĕсем 18 шкула çитсе çаврăннă. Лагерьсенче кашнинчех кунне икĕ хутчен вĕри апатпа сăйлаççĕ иккен. Унăн хакĕ 69 тенке кайса ларать. Санитарипе эпидемиологи правилисене пăхăнни пирки каласан, йĕркене, пĕтĕмĕшле илсен, тытса пыраççĕ иккен. Лагерьсенче профиль программăсене те пурнăçа кĕртеççĕ-мĕн. Уйрăмах лайăх енпе __Етĕрне__ хулинчи 3-мĕш, __Кăкшăмри__, __Юванри__, __Мăн Явăшри__ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсене* __Етĕрнери__ 1-мĕш гимназие палăртнă. Унта ачасен канăвне, сиплевне тата ĕçлевне аван йĕркеленĕ иккен. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем ĕçе аванрах, апатлантарассин пахалăхне лайăхрах йĕркеленине палăртнă. __http://www. *****/info. aspx? gov%5fid=78&type=news&id=2553668_**Сăнсем**__ (17) | 12:43:00 | Эверкки |
Йĕпреçре стадион уçаççĕ | Ыран, çĕртмен 21-мĕшĕнче, __Йĕпреç районĕнче__ стадион уçаççĕ. Çĕнĕ спорт сооруженине хута яма 54 миллион тенкĕ тухса кайнă. Футбол уйне искусствăлла материалтан сарнă. Стадион уçнă ятпа ыран районта пысăк уяв ирттерĕç. Район администрацийĕн сайчĕ хыпарланă тăрăх, савăнăçлă пулăм ячĕпе спортсменсем парада тăрĕç, артистсем вара юрласа та ташласа кăтартĕç. Спорт çуртне уçма республикăри пысăк пуçлăхсем килсе çитмелле-мĕн. Çав шутра — Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов та. Стадиона савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн «Спорт çемйи» фестиваль пуçланĕ. Унта хутшăнакансем Чăваш Ен Элтеперĕн парнине çĕнсе илессишĕн ăмăртĕç. Конкурс спортăн тĕрлĕ енĕпе иртмелле: сăмахран, чупассипе, дартс, урамри баскетбол, хутăш эстафета, ишес, сикес тĕлĕшпе. | 22:59:00 | Эверкки |
Паркпа цеха сутса янă | **__Елчĕкре__ нумаях пулмасть харăсах икĕ çурта сутса янă. Вĕсенчен пĕри — 1034,4 тăваткал метр лаптăк йышăнакан автопарк çурчĕ, тепри — 211,6 тăваткал метр йышăнакан тĕтĕмлемелли цех. Çуртсемпе пĕрлех, паллах, вĕсем йышăнакан тата йĕри-тавралли çĕр лаптăкне те.** Автопарка пурĕ пиллĕкĕн куç хывнă пулнă иккен: , «РАЯФ» тулли мар яваплă общество, усламçă, тата . Аукциона хутшăнма вĕсем кашниех заявка тăратнă, анчах юлашкинчен асăннине унта хутшăнтарман. Район администрацийĕн сайтĕнчи хыпарта мĕншĕнне ăнлантарман-ха. Ахăртнех, кирлĕ документсене йĕркеллĕ тăратса çитермен-тĕр. Асăннă пурлăхшăн 2 миллион та 254 пин тенкĕ сĕннĕ аукционта çĕнтернĕ. Тĕтĕмлемелли цеха туянас текенсем те пиллĕкĕн тупăннă. Вĕсен шутĕнче маларах асăннă аукциона хутшăннă «РАЯФ» тулли мар яваплă общество тата та пулнă. Кунсăр пуçне , тата туянас тенĕ. Пуринчен пысăк хак — 523,5 пин — сĕнсе çĕнтернĕ. | 12:33:00 | Эверкки |
«Тарай» çĕнĕ юрă хайланă | Таллин хулинчи «Тарай» фолк-ушкăн __Нестер Янкас__ поэт çырнă «Çывăх тус» сăввипе __https:///tarajkun/cjaikf5oyfkm_**«Танлаштармăп»**__ юрă çырнă. «Мĕнех вара? Халĕ юрă çырман çын та сахал пулĕ...» — кăмăлсăрланĕç ахăртнех хăшĕсем. Çапла, паян сăвă та такам та çырать, кĕвве те хывакансем сахал мар. Ан ӳркен кăна темелле-ши?.. Теприсем вара сăввине те шăрçалаççĕ, çеммине те хываççĕ, микрофон тытса сцена çине те хăйсемех тухаççĕ. Юрĕ-ха, чăннипех пултаруллисем пулсан савăнмалли кăна юлать. Анчах пиçсе çитменнисем пирки мĕн каламалла-ши? Юрĕ, таçта айккинеллех пăрăнтăм курăнать. «Тарай» ушкăн патнех таврăнам-ха. Ушкăна Таллинта пурăнакан Александр Айдаров ертсе пырать. Ача чухне вăл __чăваш чĕлхине__ илтнĕ пулин те калаçман. Тăван чĕлхепе темиçе çул каялла кăна пуплеме хăнăхнă. Александр каланă тăрăх, Эстонире 350 чăваш пурăнать. Таллинта чăваш фольклор ушкăнĕсем иккĕ иккен. Пĕри — «Тарай», тепри — «Палан». Ун пирки эпир __/news/3132.html_пĕринче çырнăччĕ__. «Тарай» ушкăнта тăваттăн. Бас музыка инструменчĕпе Эйнар Муони ветеринар вылять иккен, аккордеонпа — муниципалитет тӳре-шаринче тăрăшакан Сергей Чекулев, çапса каламалли инструментпа — журнал редакторĕ Дан Ротарь. Гитарăпа Александр хăй вылять. Хăй вăл Таллинти техника университетĕнче преподавательте тăрăшать. Джаз аккорчĕпе диско витĕмне хутăштарса вĕсем хăйне евĕр чăваш юррисем çыраççĕ. «Чăваш пентатоники валли хăйне май виçе тупма ăнтăлатпăр», — тесе ăнлантарнă Александр «Ирĕклĕ сăмах» сайта. Сăввисене чăвашсен паллă поэчĕсенне — Нестер Янкасăнне, __Илле Тукташăнне__, __Андрей Петоккинне__ — илеççĕ. | 12:59:00 | Эверкки |
Театр каçĕ урама йыхравлать | Республика кунĕ театр ӳнерне юратакансемшĕн кăçал тĕлĕнмелле парне хатĕрлерĕ. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче, вырсарникун, пирĕн республика историйĕнче пĕрремĕш хут Театрсен каçĕ иртет. Акци каçхи 11 сехет çурăра пуçăнать. Вăл кун Чăваш Енĕн патшалăх театрĕсем __Шупашкар__ тата Çĕнĕ Шупашкар урамĕсенче хăйсен постановкисене кăтартĕç. Вырăс драма театрĕ «Мир Луксор» кинотеатр умĕнчи лаптăкра «Театр тĕнчи» театрализациленĕ композиципе савăнтарĕ. Хĕрлĕ тӳремре вара __Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ__ «Кĕмĕл тумлă çар» спектакль сыпăкне курма йыхравлать. Шупашкрати Суту-илӳ çурчĕ умĕнчи лапама Константин Иванов ячĕллĕ __Чăваш патшалăх академи драма театрĕн__ артисчĕсем пухăнĕç. Шупашкарта пурăнакансемпе хула хăнисене вĕсем «Сана юратса, тăван ен» музыкăпа сцена композицийĕ хатĕрленĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ «Лебединое озеро» балет сценисемпе паллаштарĕ. Балета юратакансен асăннă театр умне пухăнмалла. Драмăн сăнавлă театрĕ __Çĕнĕ Шупашкарти__ Совет урамĕнчи 3-мĕш çурт патне «Ха-ха по-черному» шоу пăхма чĕнет. | 08:15:00 | Эверкки |
Халăх юратнă артист — халăх артисчĕ | Чăваш сценин чăннипех те пултаруллă ăсти, __Августа Уляндина__, çак эрнере «Чăваш Республикин халăх артисчĕ» ята тивĕçрĕ. Пултарулăх çулне вăл Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ăс пухнинчен пуçланă. консерваторинче пĕлӳ илнĕ. Профессири пĕрремĕш утăмне вара вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче пуçланă. 1997 çултанпа вăл «Чăваш Ен» ансамбльте ĕçлет, паян вăл — унăн ертӳçи. Лара-тăра пĕлмен ăста ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи ӳнер факультетĕнче çамрăксене юрлама вĕрентет. Августа Уляндина пирки нумай каласа кайма пулать. Хăйне евĕр юрăç тĕлĕнмелле пултарулăхпа куракана хăй патне илĕртет. Унăн репертуарĕнче — чăваш тата вырăс халăх юррисем, хальхи авторсен произведенийĕсем, романссемпе балладăсем. Кирек мĕне те вăл чунне парса шăрантарать. Специалистсем ăна __Николай Казаков__, __Юрий Григорьев__, __Светлана Асамат__ композиторсемпе пĕрле пулса фольклора эстрадăпа ăнăçлă çыхăнтарнă пĕрремĕш юрăç тесе хаклаççĕ. | 07:28:00 | Эверкки |
«Салам» Ăремпура салам каланă | Çĕртме уйăхĕн 14-17-мĕшĕсенче Ăренпур хулинче Пĕтĕм Раççейри «Тăван ялăм юрлать» фестиваль-конкурс иртнĕ. Чăваш Енрен унта __Канаш районĕнчи__ __Сиккассинчи__ «Салам» вокал ансамблĕ хутшăннă. Унта хутшăнакансен тăван тăрăхĕнчи мĕн авалтан пыракан юрă-ташă пултарулăхне кăтартма тивнĕ. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Шоркина ертсе пыракан «Салам» «Тăрна», «Уй варринче», «Тӳттĕл» чăваш халăх юррисене шăрантарнă. Композиторсен произведенийĕсене илсен, ушкăн __Аркадий Ĕçхĕл__ сăввипе __Филипп Лукин__ çырнă «Вăйă юррине» куракансен умне кăларнă. Республикăн Культура министерстви хыпарланă тăрăх, «Салам» юррисене куракансем кăна мар, жюри те кăмăлтан йышăннă. Конкурса хутшăннипе пĕрлех ансамбль Ăремпур облаçĕнче вырăнсене тухса ирттернĕ концертсене те хутшăннă-мĕн. «Вокал ансамблĕсем» номинаципе «Салама» иккĕмĕш степеньлĕ дипломпа чысланă. | 08:39:00 | Эверкки |
Академи ректорне суйланă | Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче паян ректор суйлассине __/news/3157.html_эпир пĕлтернĕччĕ__. Пуçлăх пуканне ректор тивĕçне халĕ пурнăçлакан Людмила Линика шанса панă иккен. Уншăн 118 çынтан 90-шĕ сасăланă. Пĕлекенсем каланă тăрăх, суйлава академи алăкне шал енчен питĕрсех ирттернĕ-мĕн. Унта журналистсем çеç мар, ректор пулма кандидат пулнă Семеновăн шаннă çынни те кĕреймен иккен. Владимир Семенов кадидатуришĕн 25-ĕн сасăланă-мĕн, Николай Кирилловшăн — 2-ĕн. | 18:42:00 | Эверкки |
Чи лайăх 100 ял хуçалăх предприятине палăртнă | Юлашки çулсенче республикăра «Агро-100» клуб йĕркелесси ырă йăлана кĕчĕ. Мĕне пĕлтерет-ха вăл? Вăл — ял хуçалăх предприятийĕсем епле ĕçленине кăтартакан рейтинг. Иртсе кайнă çулталăкри ĕç-хĕле шута илсе Чăваш Енĕн «Агро-Инновации» хысна предприятийĕ «Агро-100» клуб йĕркелет. Ĕнер вара çавна презентациленĕ. Клубăн пĕрремĕш йĕркине «Авангард» тулли мар яваплă общество — «Çĕрпӳри бекон» йышăннă. Ун хыççăн __Вăрнарти__ аш-какай комбиначĕ тата «Юрма» агроходинг пыраççĕ иккен. Вĕсем хыççăн — «Ольдеевская» агрофирма, __Елчĕк районĕнчи__ «Комбайн» кооператив, __Йĕпреç районĕнчи__ «Рассвет» общество, __Шупашкар районĕнчи__ «Чăваш бройлерĕ» общество, __Хĕрлĕ Чутай районĕнчи__ «Коминтерн» кооператив, __Тăвай районĕнчи__ «Акконд-агро» фирма, __Комсомольски районĕнчи__ «Çĕр улмие мухтав» агрофирма пыраççĕ. Кусем, эсир ăнлантăр пулĕ ĕнтĕ, малти вунă йĕркене йышăнаканнисем. «Агро-100» клуба __Елчĕк районĕнчи__ 13, __Комсомольскинчи__ 12, __Шупашкар районĕнчи__ 10, __Вăрнар районĕ_Вăрнарпа__ __Патарьел районĕ_Патăрьел__ районĕсенчи 9-шар, __Канаш__, __Етĕрне__, __Пăрачкав__ районĕсенчи 6-шар, __Муркашри__ 5, __Шăмăршă районĕ_Шăмăршă__, __Çерпӳ районĕ_Çĕрпӳ__, __Красноармейски районĕ_Красноармейски__ районĕсенчи 4-шар, __Хĕрлĕ Чутайри__ 3, __Тăвай__, __Куславкка__, __Йĕпреç__ тата __Элĕк__ районĕсенчи 2-шер, __Сĕнтĕрвăрринчи__ 1 хуçалăх кĕнĕ. Çĕмĕрле, Вăрмар тата Улатăр районĕсем вара лекеймен. **Сăнсем**: __http://www. *****/photo. aspx? gov%5fid=16&id=11040_1 пай__ (12), __http://www. *****/photo. aspx? gov%5fid=106&id=11037_2-мĕш пай__ (9) | 16:51:00 | Эверкки |
Канма каякансене инçет çĕрсем илĕртеççĕ | Чăваш Енрен турист фирмисем урлă пĕлтĕр канма тухса кайнисенчен иккĕ виççĕмĕш пайĕ ют çĕршыва суйланă. Акă, унталла çул тытнă 24,4 пин туристран чĕрĕк пайĕнчен кăшт ытларахăшĕ Египетра каннă; 24,2 проценчĕ — Турцинче; 6,4 % — Испанире; 6% — Арабри Пĕрлештернĕ Эмиратра; 4,8% — Грецинче; 4,6% — Таиландра. Хамăр çĕршыв тăрăх тура 58,1 пин турист тухса кайнă. Вĕсенчен 92 проценчĕ Чăвашра каннă; 3,8% — Краснодар крайĕнче; 2,7% — Питĕрте. | 17:43:00 | Эверкки |
Юрать, камера пулнă та... | «Çынтан милиционер пулать, милиционертан çын пулмасть» сăмах çаврăнăшĕ халь тухса кайнăскер мар. Айăпа йышăнтарасшăн апла хĕненĕ, капла тунă йышши хыпарсене вуласан чун çӳçенсе каятчĕ. Халĕ йĕрке хуралçисен пуçлăхĕсем ĕçтешĕсене — хăйсене пăхăнакансене — пуçтахланма памасси пирки вĕçĕмех калаççĕ, шантараççĕ. Чăн та, пакун таврашне пăхмасăрах явап тыттарнă тĕслĕхсене те вĕсем асăнкалаççĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче ШĔМĕн __Етĕрне районĕнчи__ пай пуçлăхĕ пулнă Олег Тевянов тĕлĕшпе пуçиле ĕç пуçарнă пулнă иккен. Ăна пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче ӳсĕр арçынна камерăра хĕненĕ тесе айăпланă. Ара, лешĕн тата ӳт-пӳ çинче суранĕсем те пулнă. Ĕçтешĕсем видеокамера ӳкернине пăхнă та Тевянов камерăна кĕменнине, çавна май ӳсĕре хĕнеме пултарайманнине палăртнă. Экс-полицейские хирĕçле пуçарнă ĕçе халĕ чарса лартнă. Саккунпа ăна пуçиле ĕç пуçарса кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сиен кӳнĕшĕн саплаштармалла тата реабилитацилемелле. | 17:19:00 | Эверкки |
Муркаш районĕ Раççейре çĕнтернĕ | «Общество укçи-тенкине тытса пырассипе Раççейри чи лайăх ĕçлекен муниципалитет пĕрлешĕвĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Чăвашран унта тăватă муниципалитет хутшăннă: __Патăрьел районĕ_Патăрьел__, __Пăрачкав районĕ_Пăрачкав__, __Муркаш районĕ_Муркаш__ районĕсем тата __Шупашкар__ хули. Пĕтĕмпе вара 60 регионти 186 хула округĕ тата район тупăшнă. Конкурса йĕркелекенсем вырăнтисен хысни пĕлтĕр епле тулнине, вĕсен нормативпа право базине, йĕркелӳпе кадр ĕç-хĕлне тишкернĕ. Пĕрремĕш степеньлĕ дипломпа виçĕ муниципалитета чысланă: Владимир хулине, Алтай енĕнчи Барнаул хулине тата __Муркаш районне__. | 18:04:00 | Эверкки |
Иккĕмĕш сменăна йышăнасси паллă мар | «Вĕренӳрен пушаннă ачасем кану лагерĕсене каяççĕ. Анчах хăш-пĕрисене хатĕрлесе çитермен. Ятарлă комисси çакăн пек пĕтĕмлетнĕ», — тесе хыпарлать Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕ. __Етĕрне районĕнчи__ «Родничок» лагерь республикăра чи малтан уçăлнисенчен пĕри. Ăна пуçласа 1964 çултах йĕркеленĕ. Пурăнмалли корпуссем юхăннăран кунта кăçал виçĕ çĕнĕ çурт хута янă. Инкеклĕ ĕçсен министерствин __Етĕрнери__ уйрăмĕн аслă инспекторĕ Андрей Сорокин асăннă лагере икĕ хутчен тĕрĕсленине пĕлтернĕ иккен. Андрей Сорокин тележурналистсене «хальхи вăхăтра вĕсем кăлтăксене пĕтернĕ» тесе каланине шута илсен тĕрĕслевçĕсем унччен хăш-пĕр кăлтăк тупса палăртни курăнать. Анчах паян лагерь пирки пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса ĕçлени савăнтарать. Çапах та тĕрĕслевçĕсен куçне пысăках мар çитменлĕхсем те лекнĕ-мĕн. «Пире кунта лайăх», — тенĕ-мĕн ачасем те. Анчах вĕсем ирсерен вăрăмтунасем çыртнине пĕлтереççĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ — çулла вĕт тесе лармаççĕ иккен-ха легерь ертӳçисем — территорие ятарлă эмелпе сирпĕтеççĕ. Инспекципе пынисем чӳречесене вăрăмтунаран сыхлакан карăсем çакманнине асăрханă. Тата канакансен япалисене хума шкапсем çук иккен. Унсăр пуçне медицина пӳлĕмĕ тĕлĕшпе те хăш-пĕр асăрхаттару тунă. Апат пирки каласан, кунне пилĕк хутчен çитереççĕ иккен. Анчах столовăйĕнче те хăрушсăрлăх правилисен тĕлĕшпе ӳпкелемелли тупăннă. Мĕнпур кăлтăка çывăх вăхăтра пĕтермесен лагере иккĕмĕш смена вăхăтĕнче ĕçлеттермесси пирки асăрхаттарнă. Лагерь ертӳçисем каланине шута илме шантарнă. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ лагерьсем республикăра татах пур-мĕн: «Созвездие», «Утёс», «Солнышко» ачасене иккĕмĕш сменăна йышăнасси хальлĕхе паллă мар-мĕн. | 10:27:00 | Эверкки |
Шыв нуши | Шыв çукки ку ялта пурăнакансене 20 çул нушалантарать имĕш. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче шыв турулне юнашар яла куçарса кайнăранпа çакăн пек асапланаççĕ иккен __Муркаш районĕнчи__ __Çĕнĕ Матьăк__ ялĕнче пурăнакансем. Çĕнĕ Матьăк __Йӳçкасси ял тăрăхне__ кĕрет. «Çăлтан шыв йăтакан урăх ял çук та пирĕн тăрăхра», — теççĕ иккен унта пурăнакансем. Юрать-ха, çăл пур. Пĕтĕмпе виççĕ таранах. Анчах çынсем шăрăх кунсене шикленсе кĕтеççĕ иккен. Ун пек чухне вăл типет имĕш. Витре йăтса çырмана утма пулать-ха. Вăл шывпа пахча çимĕçе, выльăха шăварма аван. Анчах ĕçме юрăхлă мар. «Эп хам каяймастăп. Мана ачасем кисле йăтса парса хăвараççĕ те… Çакăнта колонка пулсан çуршар витрен е куркапа та пулин йăтăттăм», — тет-мĕн ялти кинемейсенчен пĕри Мария Сергеева. Çăлти шыв типсен тăрă шыв патне ял çыннисем хăйсемпе кӳршĕллĕ яла куçарса кайнă башня патне каяççĕ иккен. Паллах, пурте мар. Машинăллисем кăна. Ара, кĕвентепе инçетрен йăтса çитереймĕн. Машина çуккисем, анчах вăй-хал пуртараххисем урапа çине 40 литр кĕрекен битон лартса шыв сĕтĕреççĕ иккен. Маларах асăннă Мария Сергеева пеккисен вара хальлĕхе ывăл-хĕрĕ килсе шыв кӳрсе хăварасса кĕтсе ларасси кăна юлать… Шыв нуши пирки вырăнти ял тăрăхĕпе калаçнă-мĕн. «Пире вĕсем шантараççĕ кăна», — пăшăрханса пĕлтереççĕ ял çыннисем. | 16:51:00 | Эверкки |
Еврази чемпионĕ пуласшăн | Чăваш Енри икĕ кĕрешӳçĕ «Еврази чемпионĕ» титула çĕнсе илессишĕн кĕрешĕве тухĕ. Ăмăрту çĕртмен 24-мĕшĕнче __Шупашкарта__ иртĕ. Республика кунĕнче Чăваш енри, Мускаври, Сарăтури тата Махачкалари 14 спортсмен Шупашкарти «Энергия» стадиона пухăнĕ. Ăмăрту тĕрлĕ кĕрешӳрен — кудо, каратэ, тхэквондо, бокс, хутăш кĕрешӳ енĕсем, кикбоксинг — тăрĕ. Пирĕн республикăна Тĕнче кубокĕн кĕмĕл призёрĕ Артур Шишокин хӳтĕлĕ. Вăл Рамазан Разаков тĕнче чемпионĕпе тупăшĕ. Хĕрарăмсенчен вара Тĕнче кубокне кикбоксинг енĕпе пĕлтĕр çĕнсе илнĕ Ирина Спиридонова ринга тухĕ. Кĕрешĕве курас текенсене тӳлевсĕрех кĕртеççĕ иккен. Ăмăрту каçхи сакăр сехетре пуçланмалла. | 17:06:00 | Эверкки |
Тĕнчери тухтăрсем Шупашкарта операци тунă | Çĕртмен 21-мĕшĕнче __Шупашкарта__ пĕтĕм тĕнчери ортопед-хирургсен 5-мĕш конференцийĕ иртнĕ. Унта ют çĕршывран тата Раççейрен 150 ытла тухтăр килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче — Итали, Франци, Швейцари хирургĕсем. Унччен вара пĕр кун маларах ортопедипе эндопротезировани центрĕнче Францирен тата Америкăран килнĕ хирургсем мастер-класс ирттернĕ. Шăмă ыратма пуçлани çамрăксене те пăшăрханарать иккен. Пĕçĕ сыппи тĕрĕс мар аталаннипе çыхăннă çак чире ытларах чух хĕрарăм йывăр çын пулнă чух çеç тупса палăртаççĕ-мĕн. Хĕрĕх чĕрнеллисен кĕлетке йывăрăшĕ ӳснĕ май амак çивĕчленет-мĕн, шăмă ыратма пуçлать. Асапа ирттермелли меслете Швейцари ученăйĕсем 1983 çултах çирĕплетнĕ иккен. Анчах капла операцие 2004 çултан çеç тума пуçланнă. Ку меслет сыпăна тĕрĕс аталантарма пулăшать тесе ĕнентереççĕ иккен шурă халатлисем. Операцие пĕрремĕш хут Раççейре пĕлтĕр Питĕр хулинче ирттернĕ. Шупашкарти мастер-класс вăхăтĕнче 26-27 çулсенчи хĕрарăмсене операци сĕтелĕ çине вырттарнă. Операци тутарнă хыççăн çынсем 10-15 çул чиперех пурăнĕç. Кайран тухтăрсенчен тепĕр хут пулăшу ыйтма тивĕ. Пирĕн патри тухтăрсем те çĕнĕ меслетпе кĕçех усă курма пуçласса шанас килет. | 13:31:00 | Эверкки |
Юсамаллине çĕнетĕç, ишмеллине ватĕç | Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фонд нумай хваттерлĕ çуртсене юсама тата çынсене ишĕлекен çуртсенчен куçарма укçа-тенкĕ уйăрассине чарса лартни пирки кăçалхи ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Regnum информаци агентстви хыпарланăччĕ. Çапла тума вăл регионсен унчченхи отчечёсене тишкернĕ хыççăн йышăннă иккен. Укçана хĕссе хунă 42 субъекчĕ шутне Чăваш Ен те лекнĕччĕ. Кăлтăка пĕтерменсене асăннă фонд хăй уйăрнă тупрана каялла шыраса илессипе те хăратнăччĕ. Анчах кăлтăксене пĕтерсен финанслассине тепĕр хут пуçарма пулнăччĕ. Халĕ пирĕн республикăна савăнăçлă хыпар çитнĕ. Нумай хваттерлĕ çурстене юсама тата çынсене ишĕлекен çурстенчен куçарма кăçал валли «кĕмĕл» ыйтнине вăл ырланă, укçапа пулăшма пулнă. Çапла вара пирĕн республикăна 935,21 миллион тенкĕ килмелле, Чăваш ен вара хăйĕн хыснинчен 708,55 миллион тенкĕ уйăрмалла. Тупра 22 муниципалитет пĕрлешĕвĕнчи (ансатрах каласан, районпа хулари) 119 çурта юсама; 23 районпа хулари ишĕлекен 246 çуртран çынсене куçарма май парĕ. | 18:26:00 | Эверкки |
Вăрçăра пуç хунисене асăнса çурта çутнă | Паян Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă кун. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртнĕ пулин те унăн суранне теприсем паянхи пекех астăваççĕ. Уйрăмах — ашшĕсемсĕр ӳснĕ вăрçă ачисем. Пин-пин çемьене çухату илсе килнĕ çав хурлăхлă куна асăнса __Шупашкарти__ «Çĕнтерӳ» мемориал комплексĕнчи Мухтав Монуменчĕ умне республика ертӳçисем чечек хунă. Вăрçăра пуç хунисене сума сунине, вĕсене асра тытнине палăртакан мероприятие республика Элтеперĕ __Михаил Игнатьев__, Раççей Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Руслан Тихонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — республика Элтеперĕн Администраци ертӳçи Александр Иванов, федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров тата ыттисем хутшăннă. Сăмах май, унччен вара ирхи тăватă сехетре çамрăксем пухăннă. Вĕсем «Эпир астăватпăр...» çамрăксен акцине ирттернĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç асăну çурти çутнă, йывăç тураттисем çине Георгий хăйăвĕсем çакнă. __http://www. *****/info. aspx? gov%5fid=49&id=2554766&type=news_**Сăнсем**__ (15) | 18:39:00 | Эверкки |
Çураçу сакĕ çураçтарĕ | Çемьере кашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ. __Канаш__ хулинче тата районĕнче пурăнакансем паянтан «Юрату, шанчăклăх тата çураçу сакĕ» çине ларса пĕр чĕлхе тупас шанчăк пур. Ăна вырăнти таврапĕлӳ музейĕ умĕнче вырнаçтарнă. Çапла ят панă сака хĕрлĕ хăю кассах уçнă. Унта хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем хутшăннă иккен. Хулана илем кӳрекен çак вырăна Геннадий Захаров художник ăсталанă иккен. Вырăнтисем çураçу сакне официаллă майпа уçичченех халăх унтан татăлма пĕлменни пирки хыпарлаççĕ. Çавсем ылтăн алăллă ăстана тем тĕрлĕ ăшă сăмахпа тав тăваççĕ имĕш. __http://www. *****/info. aspx? gov%5fid=49&id=2554669&type=news_**Сăнсем**__ (17) | 18:57:00 | Эверкки |
Вăрăм тикĕс çулпала вĕçтерĕç | __Тăвай районĕнче__ пурăнакансем тинех лăш сывласа янă теме пулать. Ку хыпар çуран çӳрекенсемшĕн, тен, аплах та мар пулĕ-ха. Анчах Тутар Республикине тата Чĕмпĕр облаçне каян-килен автомашина хуçисем уншăн хавасланма тивĕç. Ара, вăл çулпа çӳресе курнисем __Тăвай__–__Чăваш Чутей__–__Мăн Кайпăç__ çулпа çӳресси чĕр нуша пулнă теççĕ. Вунă çул ытла юсаман çул япăхсах кайнă иккен. 3 километр ытларах ытларах тăршшĕ çула строительсем икĕ уйăхран кăшт сахалтарах вăхăтра юсаса пĕтернĕ. Ĕç калăпăшĕ вара пĕчĕк пулман-мĕн. Мĕншĕн тесен ăна юсанă кăна мар, сарнă та. Çул юсани пирки каларăмăр та, __Канаш районĕнчи__ __Шаккăл__ ялĕнче пурăнакансем те халĕ хавасланма пултараççĕ. Нумаях пулмасть çул-йĕрçĕсем __Канаш__–__Шаккăл__ автоçула та юсанă. Ăна та сарнă, çул айккисене çирĕплетнĕ. __http://*****/photo. aspx? id=176_**Сăнсем**__ (7) | 19:22:00 | Эверкки |
Тутарла туй | Юлашки вăхăтра çамрăксем хăйне евĕр туйсем ирттерме пăхни вăрттăнлăх мар. __Çĕнĕ Шупашкарта__ пĕр ик çул каялла, сăмахран, байкерла тумланнă çамрăксем туй кĕрлеттернĕччĕ. Пулас мăшăрсем хăйсем те, вĕсен юлташĕсем те мотоциклпа ярăнма юратаççĕ-мĕн те çавăнпа туя та ыттисенчен расна ирттерме шут тытнăччĕ вĕсем. Халĕ, ав, __Шăмăршă районĕнчи__ __Палтиел__ ялĕнче пурăнакан Ранис Шайдулловпа Рилия Мухаметзянова тутарла туй ирттернĕ. Хăйсен наци тумне вĕсем кăна мар, туя пынă хăнасем те тăхăннă. ЗАГСра та тутар кĕвви янăранă, ура хуçасла тутар ташшисене ташланă. Туйри тĕп ĕçме-çиме шутĕнче чак-чак пулнă. Çамрăксене пылпа çу парса телей пилленĕ. __http://www. *****/info. aspx? gov%5fid=49&id=2554480&type=news&page=4_**Сăнсем**__ (30) | 12:44:00 | Эверкки |
«Нарспи» валли укçа выляса илнĕ | Çывăх вăхăтра Чăваш патшалăх оперăпа театрĕн сцени çинче вилĕмсĕр «Нарспи» поэма тăрăх лартнă оперăна çĕнĕрен курса киленме май килĕ. Театр çак проекта пурнăçа кĕртме республика хыснинчен укçа çĕнсе илнĕ. Хăй вăхăтĕнче ăна __Георгий Хирпӳ__ композитор кĕввипе __Борис Марков__ режиссёр сцена çине 1967 çулта опера евĕр кăларнă-ха. Халĕ ăна театрăн ӳнер ертӳçи Ольга Нестерова тепĕр хут лартасшăн. Çитес çул Раççей тата чăваш халăх артисчĕ Борис Марков çуралнăранпа 90 çитет. Шăпах ăна халалласшăн та оперăна. Чăваш музыка театрĕн пĕрремĕш режиссёрĕ пулнă çав çын республикăн опера сцени çине 20 ытла спектакль, çав шутра оперăсемпе опереттăсем, музыка камичĕсем, кăларнă. Аса илтеретпĕр, 2008 çулта __Чăваш патшалăх филармонийĕ__ «Нарспие» мюзикл евĕр сцена çине кăларнăччĕ. «Нарспи» спектакль аслисене çывăххине, анчах вăл çамрăксен чунне витерейменнине асăрханă маттур чăвашсем — __Николай Казаков__ композиторпа __Борис Чиндыков__ драматург — мюзикл çырас шухăша 1989 çултах тытнă-мĕн. Çапла вара Николай Казаков кĕввине хывса, Борис Чиндыков либреттине çырса хатĕрленĕ. Республика ертӳçин грантне çĕнсе илнĕ проект вара сцена çине тухрĕ. Ăна халăх тĕлĕнмелле ăшшăн йышăнчĕ. Ку вăл пирĕн халăхăн пĕрремĕш наци мюзиклĕ пулчĕ. | 20:10:00 | Эверкки |
«Сименс» Шупашкара куç хывать | Çак кунсенче __Республика кунне__ халалласа Чăваш Енре тĕрлĕ мероприяти иртет. Çакăн пек хĕрӳ график вăхăтĕнче Чăваш Ен Элтеперĕ __Михаил Игнатьев__ Питĕрте иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика формуне çитсе килме вăхăт тупнă. «Сименс» компанин Раççейри тата Вăтам Азинчи президенчĕпе Дитрих Мёллерпа тĕл пулса калаçнă. Усламçă Чăваш Енре регионсем хушшинчи сервис центрĕ тăвас шухăшлине палăртнă иккен. Предприяти медицина оборудованине юсассипе специализациленмелле иккен. Калаçу вăхăтĕнче çавăн пекех «Сименс» производствине Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче йĕркелес ыйтăва та сӳтсе явнă. Компани элчисем çитес уйăхăн 8-9-мĕшĕсенче __Шупашкара__ килме шухăшлаççĕ имĕш. Кунсăр пуçне Чăваш Ен Элтеперĕпе Михаил Игнатьевпа Питĕр хулин кĕпĕрнаттăрĕ Георгий Полтавченко суту-илӳпе экономика, ăслăлăхпа техника, социаллă тата культура пурнăç енĕпе çулсенче килĕштерсе ĕçлесси пирки икĕ енлĕ килĕшӳ тунă. | 22:09:00 | Эверкки |
Таксистсене сехĕрлентереççĕ | Информаци ятне çапла калани кăшт ӳстеререх те пулчĕ-тĕр-ха. Çапах кирек епле тĕрĕслев те шиклентернине шута илсен сăмахăмăра суя тееймĕпĕр. Чăваш Енĕн транспорт министерствин ĕçченĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсемпе, Ространснадзор тытăмĕнче тата прокуратурăра тăрăшакансемпе пĕрле черетлĕ рейд ирттернĕ. Вĕсем пассажир турттаракан автобуссен тата таксисен ĕçне хакланă. Тĕрĕслевçĕсем хайхисен ĕçлеме лицензи пуррипе çуккине, рейса тухас умĕн водительсем медтĕрĕслев тата транспорта техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнине пăхнă. Асăрханă кăлтăксем пирки административлă майпа ĕç пуçарнă. | 22:36:00 | Эверкки |
Ӳкерчĕкре чун канăçне тупнă | Чăваш наци вулавăшĕн «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче __Комсомольски район__ администрацийĕн культура секторĕн заведующийĕн Василий Васильевăн «Савнă енĕм, Чăваш Ен!» юбилей куравĕ уçăлнă. Вăл утă уйăхĕн çурриччен ĕçлĕ. Курава ăста 70-е яхăн ĕç — пейзаж, портрет, натюрморт — тăратнă. Василий Софронович __Елчĕк районĕнчи__ __Çуткӳл__ ялĕнче 1953 çулта çуралнă. ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнерпе графика факультетне пĕтернĕ. Аслă шкул пĕтернĕ çамрăка хăйсемпе кӳршĕллĕ Комсомольски районĕнчи __Явăш__ шкулне направленипе ĕçлеме янă. Унтан вăл пĕр вăхăт асăннă районта художник пулса тăрăшнă. 1984 çултанпа культура пайне ертсе пынă. Курав уçăлнă ятпа саламлама тĕрлĕ шайри пуçлăхсем, ӳнер ĕçченĕсем тата çуралнă ялăн культура çурчĕ çумĕнчи «Шанăç» фольклор ансамблĕ пырса çитнĕ. __http://www. *****/info. aspx? gov%5fid=66&type=news&id=2554508_**Сăнсем**__ (72) | 23:03:00 | Эверкки |
Экзамен чăнлăхне шанмаççĕ | Литературăпа, химипе тата обществознанипе пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕн малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ иккен. Пысăк бал тата 100 балл пухнисене Рособрнадзор тепĕр хутчен тĕрĕслесшĕн имĕш. Анчах пур çĕрте те мар. Вăл пыскă бала нумаййăн тивĕçнĕ регионсенчи ĕçсене çĕнĕрен пăхса тухма шут тытнă иккен. Литературăпа, акă, Брянск, Калуга, Самар, Сарăту, Ростов облаçĕнчи, Калмăкпа Мари Эл республикисенчи тата Пермь енĕнчи ачасен ĕçĕсене тĕрĕслĕç. Хими предмечĕпе 22 регион пирки иккĕленеççĕ иккен. Унта Çурçĕр кавказри мĕнпур тăрăх, Брянск облаçĕ, Адыгея, Мари Эл, Калмăк, Коми республикисем лекнĕ. Обществознание тепĕр хут тĕрĕслемелли регионсен йышĕ пирĕн республика та кĕнĕ. | 23:19:00 | Эверкки |
Театр каçĕ каярах иртĕ | Виçĕм кун каç __Шупашкарта__ __/news/3179.html_«Театр каçĕ»__ акци иртмеллеччĕ. Кун пирки эпир маларах пĕлтернĕччĕ. Анчах республикăра халиччен пулман мероприятие курса савăнма май килмерĕ. Хăшĕсем каланă тăрăх, урамри спектакле пăхас тесе пĕр вырăнтан тепĕр çĕре çитнĕ иккен, анчах çӳрени кăлăхах пулнă. Çил-тăвăл тухасси пирки асăрхаттарнăран йĕркелӳçĕсем ăна çав каç ирттерес мар тесе йышăннă-мĕн. Чăваш патшалăх драмăн сăнавлă театрĕ çеç вăл каç малтан палăртнине пурнăçа кĕртнĕ — куракансене «Ха-ха по-черному» шоу кăтратнă. Республикăн Культура министерстви хыпарланă тăрăх, «Театр каçĕ» акцие ытти театрсем __Шупашкар__ хулин кунĕнче йĕркелĕç. Аса илтеретпĕр, Вырăс драма театрĕ «Мир Луксор» кинотеатр умĕнчи лаптăкра «Театр тĕнчи» театрализациленĕ композиципе савăнтарĕ. Хĕрлĕ тӳремре вара Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Кĕмĕл тумлă çар» спектакль сыпăкне курма йыхравлать. Шупашкрати Суту-илӳ çурчĕ умĕнчи лапама Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем пухăнĕç. Шупашкарта пурăнакансемпе хула хăнисене вĕсем «Сана юратса, тăван ен» музыкăпа сцена композицийĕ хатĕрленĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ «Лебединое озеро» балет сценисемпе паллаштарĕ. Балета юратакансен асăннă театр умне пухăнмалла. | 18:22:00 | Эверкки |
Машинине те, хăйне те пĕвере тупнă | 21 çулхи çав каччă килтен çĕртмен 7-мĕшĕнче «Дэу Нексия» автомашинăпа тухса кайнă. Унпа ырă маррине сиссе тăванĕсем тепĕр кунне чан çапма тытăннă. Çамрăка полици те çине тăрсах шыранă-мĕн. Волонтерсем те кăмăлтан пулăшнă — вĕсенчен пĕри шырав вырăнне вертолетпах пăхса çаврăннă. Каччăна, тĕрĕсрех, унăн машинине çĕртмен 21-мĕшĕнче тупнă. Вăл __Шупашкар районĕнчи__ __Янашкасси__ патĕнчи пĕвене путнă иккен. Ятарлă техникăпа автомобиле шывран туртса кăларнă хыççăн çухалнă çамрăкăн виллине те асăрханă. Экспертсем малтанласа палăртнă тăрăх, каччăн кĕлетки çинче суран тавраш асăрхаман. Апла тăк ăна вĕлернĕ теме çук. Çапах та халĕ ку тĕслĕхпе пакунлисем ĕçлеççĕ-мĕн. ШĔМĕн пресс-служби çак кунсенче республикăра «Шырав» акци иртнине хыпарлать. Çу уйăхĕн 19–21-мĕшĕсенче 39 хурахпа сас-хурасăр çухалнă 45 çынна шыраса тупнă иккен. | 18:41:00 | Эверкки |
Баннер кама кирлĕ пулнă? | Эх, мăнтарăн харсăрĕсем! Мĕн кăна хăтланмаççĕ пулĕ хăш чух вĕсем! __Шупашкарта__, акă, иртнĕ эрнере вĕсем баннер вăрланă. Çапла-çапла, вăрланă пуль ĕнтĕ... Е, тен, юри пуçтахланас тенĕ-ши? Юрĕ, тĕплĕнрех пĕлтерер-ха. Республика кунне хатĕрленсе «Хула реклами» учреждени Шупашкарти аэровокзала кĕмелли çурта хирĕç 3 метр сарлакăш, 9 метр тăршшĕллĕ баннер çакса хунă. Шупашкара сăнлакан çав баннер кама кирлĕ пулса тухнă-ши, анчах пĕр кунхине вăл йĕп пек çухалнă. Ăна туса хатĕрленĕ учреждени çийĕнчех тепре хатĕрлесе çакма йышăннă-мĕн. Çапах та «Хула реклами» кунпа çеç çырлахман, полицие пĕлтернĕ. Вăл тăрăхра видеокамерăсем пулнине кура кунĕн-çĕрĕн ӳкерекен çав ăслă хатĕрсен тĕлне пуçтахсем лекнех пуль тесе шанаççĕ. Апла тăк вĕсене тупасса ĕненеççĕ. Хальлĕхе вара йĕр çине тухайман-ха. | 18:55:00 | Эверкки |
Кивĕ Шулхан уявĕ иртнĕ | Юлашки çулсенче ял кунĕсене ирттересси йăлана кĕрсе пырать. __Вăрмар районĕнчи__ __Кивĕ Шулхан__ ялĕнче пурăнакансем вара ăна чĕрĕк ĕмĕр ĕнтĕ йĕркелеççĕ. Вырăнти __Кĕтеснер ял тăрăхĕн__ сайчĕ хыпарланă тăрăх, авалхи йăлана тытса кив шулхансем __Сĕрен__ уявне те йĕркелеççĕ. Кăçал та унта халăх йышлă пухăннă. Çынсене Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ , район администрацийĕн юридици пайĕн пуçлăхĕ саламланă. Тата епле уяв юрă-ташăсăр ĕнтĕ вăл? «Асамат» эстрада ушкăнĕ çынсене савăк кăмăл парнеленĕ. Хаваслăх пирки каласан, халăхĕ хăй те тунсăхлăн ларман-ха: спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннă. | 19:06:00 | Эверкки |
Канма кайсан мăшкăл тӳсме тивнĕ | Чуна çӳçентерекен ку тĕслĕх «Ылтăн пучах» уйлăхра (лагерьте) пулса иртнĕ теççĕ. Çĕртмен 24-мĕшĕнче Ютуба чуна çӳçентерекен видео лекнĕ-мĕн. 19-22-çулсенчи вожатăйсем лагерьте канакансенчен тăрăхламалли меслет шыраса тупнă. Вĕсем çывăракан ачасене матрасĕ-мĕнĕ коридора е урăх пӳлĕме йăтса тухнă, ачасене çывăрнă çĕртмен вăратнă, ваннăна матрасĕ-мĕнĕ хурса душран шыв янă. Хăйсем вара вилсе каясла ахăлтатнă тет. Хальхи вăхăтра тĕпчевçĕсем ку факт пирки ĕçлеççĕ иккен. Вожатăйсене вара лагерьтен хăтарнă-мĕн. «Ылтăн пучах» ертӳçисем кун пирки комментари пама тăхтаса тăраççĕ имĕш. | 19:00:00 | Эверкки |
Ăстакассинче çĕнĕ микрорайон çĕкленет | __Шупашкар районĕнчи__ Ăстакасси ялĕпе юнашар çĕнĕ микрорайон ӳссе ларĕ. «Болгари кварталĕ» ят панăскере çĕклеме пуçланă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие республикăри тӳре-шара кăна мар, Болгари Республикин Раççейри полномочиллĕ элчи Бойко Коцев та хутшăннă. Проекта чăвашсемпе болгарсем пурнăçа кĕртмелле иккен. Строительсем 2-3 подъездлă виçĕ хутлă çуртсене хăпартма 3 уйăхран пуçласа 5 уйăх таран иртнине ĕнентереççĕ-мĕн. Вĕсем каланă тăрăх, ун пек проектсене Калуга тата Смоленск облаçĕсенче пурнăçа кĕртеççĕ. «Болгари кварталĕнче» суту-илӳ центрĕ, ача пахчи, ача-пăчана вылямалли лаптăксем те тума палăртса хăварнă-мĕн. __http://www. *****/info. aspx? gov%5fid=49&type=main&id=2555936_**Сăнсем**__ (8) | 19:49:00 | Эверкки |
Шупашкартан Болгарие вĕçме пуçлăпăр-и? | Паян республика Элтеперĕ __Михаил Игнатьев__ Болгари Республикин Раççейри полномочиллĕ элчипе Бойко Коцевпа тĕл пулнă. Хăна ăна «Самар хĕресĕ» паллăпа чысланă. Ăна çĕршывсем хушшинчи çыхăнăва аталантарассишĕн çине тăракан Болгари тата Раççей çыннисене параççĕ иккен. Наградăна Болгарие османсенчен ирĕке кăларнăранпа 135 çул çитнĕ май кăларнă. Тĕлпулура енсем ĕçлĕ çыхăнусене аталантарссине сӳтсе явнă. Экономикăпа туризма аталантарма __Шупашкар__ тата София хуласене самолетпа çыхăнтарас шанчăк пур. | 22:25:00 | Эверкки |
Çĕртен пĕри — Тăвай районĕнче | __Республика кунĕ__ кĕрлесе те шавласа иртрĕ. Çав вăхăтра яланхиллех çĕнĕрен тĕрлĕ объект хута кайрĕ. __Тăвай районĕнчи__ Нăрваш салинче фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă. Ăна хăвăрт çĕклемелли технологипе кĕске вăхăтра хăпартнă. Аса илтеретпĕр, республикăра виçĕ çулта 100 медпункт уçма палăртнă. Вĕсенчен çирĕммĕшне — кăçал. Çавсенчен пĕри пучлĕ те ĕнтĕ Тăвай районĕнчи. Çĕнĕрен хута кайнă фельдшерпа акушер пунктне Нăрваш тата __Кушкă__ ялĕсенче пурăнакан 300 ытла çынна пăхса тăмалла. ФАПа уçма тĕрлĕ шайри пуçлăхсем килсе çитнĕ. __http://gov. *****/info. aspx? gov%5fid=49&id=2554956&type=top_**Сăнсем**__ (12) | 22:37:00 | Эверкки |
Пĕр ĕне пĕтĕм кĕтĕве варалать | __Шупашкар районĕнчи__ «Ылтăн пучах» уйлăхра пулса иртнĕ пăтăрмах пирки __/news/3224.html|эпир хыпарланăччĕ__. Аса илтеретпĕр, унта вожатăйсем канма пынисене çывăрма памасăр тăрăхланă иккен. Халĕ ку факт пирки пуçиле ĕç пуçарнă. Çавна май тĕпчевçĕсем унта ĕçлекенсемпе тата учреждени ертÿçисемпе калаçнă иккен. Вожатăй пулса ĕçленĕ каччăн кĕнтели тесе ыйтса пĕлнĕ çынран карас телефонĕпе нотубука тытса илнĕ. Унта пăтăрмаха ÿкерсе те çырса илнĕ самантсем пулнă-мĕн. Тĕпчевçĕсем ача-пăча уйлăхĕнче шырав ирттернĕ май хăш-пĕр ĕç хучĕсене пуçтарса илнĕ. Эпир ăнланнă тăрăх, çавсем тăрăх та тĕпчевçĕсем тĕрĕслĕç. «Уйлăх ертÿçисен тыткалăрăшне право тĕлĕшĕнчен хак парăпăр», — тесе пĕлтернĕ Следстви комитечĕн Чăваш Енти управленийĕн пресс-службин пуçлăхĕ Олег Дмитриев. Сăмах май, ку факта тĕрĕсленине республика прокуратури çирĕп сăнаса тăма шантарать. Пĕр ĕне пĕтĕм кĕтĕве варалать теççĕ те, прокурорсем районсемпе хуласенче вырнаçнă мĕнпур уйлăха тĕрĕслеме палăртнă. Пăтăрмах пирки илтнĕ хыççăн Чăваш Енри ачасен тĕп хÿтĕлевçи Вячеслав Рафинов та ĕнер «Ылтăн пучаха» çитсе килнĕ. | 18:37:00 | Эверкки |
Шупашкарта хăнкăла ĕрчесе кайнă | __Шупашкарта__ пурăнакансем хваттерсенче тата общежитисенче хăнкăла сарăлни пирки пăшăраханаççĕ иккен. Regnum информаци агентстви хыпарланă тăрăх, Роспотребнадзорăн Чăваш Енти управленине çакăн пирки çичĕ хутчен пĕлтернĕ имĕш. Шел те, анчах информацире мĕн чухлĕ вăхăт хушшинче çавăн чухлĕ систернине каламан. Хăнкăласем канăçсăрлантарни пирки хыпарлакансем общежитисенче тата унччен общежити, каярах вĕсене хваттере çавăрнă çуртсенче пурăнакансем хушшинче ытларах тĕл пулаççĕ иккен. Асăннă управленин пай пуçлăхĕ Михаил Смирнов хăнкăла ĕрченине этемпе çыхăнтарать. Хăйĕн ĕçĕнчи профессионал каланă тăрăх, хуласенче социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ тата демографи лару-тăрăвĕ улшăннă май санитарипе гигиена тĕлĕшĕнчен япăх условире çынсем йышлă пурăнакан вырăнсем пулса каяççĕ иккен. Ытти кирек епле сăтăрçă евĕрех хăнкăла та вăхăт иртнĕçем халĕ вĕсене пĕтерме усă куракан наркăмăша парăнми пулма пултарать иккен. Чи пăшăрхантараканни тата шухăшлаттараканни çав пĕчĕк чун тĕрлĕ чир-чĕре сарни. В гепатита та, сăмахран, ним мар ертет иккен. | 18:59:00 | Эверкки |
Шикли шикленнĕ, пушарнăйсене чĕнтернĕ | Ĕнер __Шупашкарти__ Университет урамĕнчи 11-мĕш çуртра пурăнакансем хытах сехĕрленнĕ — виççĕмĕш тата тăваттăмĕш подъездсенче пурăнакансем тĕтĕм шăршине сиснĕ иккен. Аялти хутра пурăнакансене сывлама уйрăмах йывăр пулса кайнă. Хăраса ÿкнĕскерсем часрах урама чупса тухнă. Вĕсемпе пĕрле — асăннă çуртра вырнаçнă аптека, банк, парикмахерски ĕçченĕсем. Кĕçех пушарнăйсем те персе çитнĕ — ара, вĕсене пĕр арçын путвалтан тĕтĕм тухни пирки хыпарланă-çке. Çăлавçăсем икĕ автоцистерна шывпа тата пушар пусмипе çитсе тăнă. Вырăнта вĕсем путвала анса пăхнă та çулăм асăрхаман. Кайран управляющи компани çыннисем ку çуртра пăрçаран дезинсекци ирттернине пĕлтернĕ. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем ун пирки çынсене асăрхаттарнă теççĕ-мĕн, лешсем вара курман, илтмен, пĕлмеççĕ иккен. | 19:32:00 | Эверкки |
Общество палатин çĕнĕ йышĕ йĕркеленчĕ | Общество институчĕсен йышĕ çумăр хыççăнхи кăмпа евĕр ÿсет теççĕ хăшĕсем. Чăн та, çапла калама сăлтавĕ те çук мар-тăр çав. Хальхи вăхăтра кашни министерство-ведомство çумĕнче общество канашĕсем йĕркеленнĕ. Çын правине пĕри хÿтĕлет, ачасенне — тепри. Усламçăсене те кÿрентерме парасшăн мар — вĕсене хута кĕрекен те пур. Республикăн Общество палатине пуçарнăранпа икĕ çул хыçа юлчĕ. Халĕ, акă, унăн çĕнĕ йышĕ йĕркеленчĕ. Паян вара çĕнĕ йыш хăйĕн йĕркелÿ ларăвне пухăнчĕ. Йыш 21 çынтан тăрать. Хăшĕсем çĕнĕ çынсем, унчченхи йышран юлнисем те пур. Паянхи ларура пăхса тухнă ыйтусем пурте суйлавпа çыхăнчĕç. Сăмахран, палатăн ертÿçипе çумне, çыруçине суйларĕç. Сăмах май, ку должноçсене унччен пулнисенех хăварчĕç. Çапла вара Общество палатине Леонд Шимин ертсе пырĕ, унăн çумĕ пулса Светлана Лясина тăрăшĕ, çыруçă ĕçĕнче — Николай Косыев. Общество палати комитетсене те унчченхиллех хăварма йышăнчĕ. Вĕсем тăватă тĕрлĕ пулĕç: экономика аталанăвĕ; социаллă политика; культура, вĕренÿ, этноконфесси хутшăнăвĕсем тата информаци политики енĕпе; çынсен прави тĕлĕшпе. Йĕркелÿ ларăвне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — республика Элтеперĕн Администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Иванов тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов хутшăнчĕç, Общество палатин витĕмне пысăка хурса хакларĕç. | 19:59:00 | Эверкки |
Пысăк хăвăртлăхлă пуйăссем тепĕр пилĕк çултан хускалĕç | Пирĕн республика витĕр пысăк хăвăртлăхлă пуйăссем çÿреме пуçлĕçех. Анчах халь мар. Тепĕр пилĕк çултан. Пирĕн республика территорийĕпе пысăк хăвăртлăхлă пуйăссене çÿретме ĕмĕтленни пирки __/news/2920.html|эпир хыпарланăччĕ__. Халĕ вара шухăшлани пурнăçа кĕрес шанчăк пур тесе калама юрать. Паян Раççей Патшалăх Думин парламент ларăвĕнче «Мускав–Улатимĕр–Чулхула–Шупашкар–Хусан» чукун çул трассине тумалли проекта ырланă. Çĕнĕ лини федерацин Вăтам, Атăлçи округĕсене, каярах вара Урал тăрăхне те çыхăнтармалла. Пысăк хăвăртлăхлă пуйăс çулне хута ярсан пĕр хуларан тепĕрне 1–1,5 сехетре çитме май килĕ. Кăнтăрла пуйăсем 200–400 çухрăм таран хăвалĕç, каçхине — 140-200 çухрăм. Проекта пурнăçлама мĕнпур тăкакăн 70 процентне федераци хыснинчен уйăрмалла, ыттине уйрăм партнерсем тÿпе хывасса шанаççĕ. | 22:38:00 | Эверкки |
Пушар хыççăн та шыв кирлĕ | Пушар хыççăн шыв кирлĕ мар теççĕ те, ку тĕслĕхре урăхла пулаймасси паллă ĕнтĕ. Сăмахăмăр __Шупашкар районĕнче__ вырнаçнă «Ылтăн пучах» уйлăхра вожатăйсем ухмахла ашкăнни пирки пырать. Аса илтеретпĕр, вĕсем çывăракан ачасене матрасĕ-мĕнĕпе коридора йăтса тухнă, ыйхăран вăратнă, хăратнă. Пĕр арçын ачана матрасĕ-утиялĕпе пĕрле ваннăна хунă, душ кĕмелли шлангран шыв янă. Ун пирки эпир __/news/3232.html|хыпарланăччĕ__. Çĕршывĕпе янăракан тĕслĕх хыççăн ведомствăсем хушшинчи комисси васкавлă майпа канашлăва пуçтарăннă. Ларăва хупă алăк хыçĕнче ирттернĕ-ха. Унччен вара журналистсене пухса кĕске калаçу йĕркеленĕ. Брифинг вăхăтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, Вĕренÿ институтĕнче вожатăйсене хатĕрлемелли программа хатĕрлесшĕн. Психологсем вара хирĕçтăруллă лару-тăрура епле тытмалли пирки сĕнÿсем хатĕрлесшĕн. Ку вăл килес çула палăртнă ĕç. Анчах Вĕренÿ министерстви унччен алă усса ларасшăн мар-мĕн. Сăмахран, вожатăйсене çывăх вăхăтра психологи тата педагогика тĕлĕшĕнчен тест витĕр кăларасшăн. Сăмах май, ĕнер __Шупашкарти__ __Константин Иванов__ палăкĕ умне асăннă уйлăхра пĕрремĕш сменăра каннисем хăйсен вожатăйĕсене хÿтĕлес тĕллевпе ятарлă акцие пухăннă. Унта пуçтарăннисем каланă тăрăх, уйлăхра вĕсене питĕ килĕшнĕ-мĕн. Акцие пырса çитнĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен хăшĕсем те вожатăйсем пирки начар каламан иккен, вĕсен тыткаларăшне шÿт вырăнне йышăннине пĕлтернĕ имĕш. | 17:27:00 | Эверкки |
Хула ӳлĕмрен епле аталанасси... плантан килет | __Шупашкар__ тепĕр темиçе çултан мĕнле аталанассине утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче палăртĕç. Анчах малтанласа. Ун чух хула тăвăм канашĕн ларăвĕнче план проектне архитекторсем, строительство, энергетика, çул-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕн ĕçченĕсем (ара, шăпах çавсем унпа вĕçĕм усă кураççĕ мар-и?) пĕрле пулса сÿтсе явĕç. Пысăк кăлтăксем пулмасан ăна халăх итлевĕнче сÿтсе явма сĕнĕç. Тĕп плана Питĕр хулинчи архитекторсем хатĕрленĕ. Ĕçшĕн вĕсем 6,2 миллион тенкĕ ыйтнă-мĕн. Ĕçе вĕсем пысăк пахалăхпа тата кĕске вăхтăра пурнăçлама шантарнă имĕш. Пĕлекенсем каланă тăрăх, Шупашкар тĕп планне унччен те ялан тенĕ пекех асăннă хулари Урбанистика инсититучĕн специалисчĕсем хатĕрленĕ. Шупашкарăмăр хальхи вăхăтра аталанса пурăнакан плана кăна урăххисем шухăшласа кăларнă иккен. | 17:15:00 | Эверкки |
Ăренпур чăвашĕсем Акатуя пухăнаççĕ | Çак вырсарникун Ăренпур хулинче облаçри чăвашсен уявĕ — __Акатуй__ — иртет. Унта пыракансене 11 сехетре «Наци ялĕ» культура комплексĕнче шута илме пуçлĕç. Программăна Чăваш Енри паллă çынсемпе тĕл пулассине те кĕртнĕ. Ăренпур чăвашĕсем патне Чăвашран харăсах икĕ поэт — __Раиса Сарпи__ тата __Валери Туркай__ — кайма палăртнă. Уявăн хаклă хăнисен шутĕчне çавăн пекех __Вячеслав Христофоров__ халăх артисчĕ. Тата, чылай уяври пекех, курав та йĕркелĕç. Унта ал ăстисен ĕçĕсем вырăн тупĕç. Хăйсен вăйне виçес текенсем спорт ăмăртĕсене хутшăнма пултарĕç. Çурçĕр çитес умĕн вара хăнасемпе уява йĕркелекенсем «Чапай» ресторанта каçхи апата пуçтарăнĕç. | 17:43:00 | Эверкки |
Эрех ярса паманнишĕн леш тĕнчене ăсаннă | Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле теççĕ те, çаплах пуль çав. Хăшĕсем, ав, эрех ярса паманшăн ним мар çынна çĕçĕпе чиксе пăрахаяççĕ иккен. Пăтăрмах кăçалхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче __Канаш__ хулинче пулса иртнĕ. Унти пĕр арçын хваттерĕнче çав кун ирех хăна-вĕрле пухăннă (тен,. малтанхи каç килнĕскерсемех кайса пĕтмен-ши? Ара, сăра сакки сарлака-çке. Тата мухмăрĕ ирех аптăратать мар-и?). Хăнасем — 53 çулхи ниçта та тĕпленсе пурăнман хĕрарăмпа 63-ри Канаш хĕрарăмĕ хирĕçсе каяççĕ. Аслăраххи çамрăкраххине тĕксе ярать, эрех ярса пама килĕшмест. Çавна пула кăтăрса каять те 53 çулхи хăна. Сĕтел çинчен çĕçĕ ярса илсе 11 хутран кая мар чикет. Суранланнă хĕрарăм çавăнтах вилсе каять. Халĕ ку ĕçе тĕпчевçĕсем суда ярса панă. | 11:44:00 | Эверкки |
Промышленноç предприятийĕсем начартарах ĕçленĕ | Чăваш Ен промышленноç предприятийĕсен кăçалхи пилĕк уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Шел те, анчах, пĕтĕмĕшле илсен, асăннă отраслĕн хальхинче хăпартланмалли çукрах. Иртнĕ çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенчипе танлаштарсан производство калăпăшне вăл 15 процент чакарнă. Çакă «Промтрактор-Вагон», «Промтрактор», «Промтрактор-Промлит», «Химпром» предприятисенче, Шупашкарти агрегат тата электроаппаратура савучĕсенче уйрăмах вăйлă сисĕннĕ иккен. Ташлама пĕлменнине темĕскер чăрмантарни пирки калать те чăваш, çапах та сăлтавне тишкерес пулсан продукцие туянакансем сахалланнипе, илекенсем таваршăн вăхăтра татăлманнипе тата ыттипе çыхăнтараççĕ иккен. Тата çаврăнăша ярса пымалăх укçа çитсе пыманнипе, промышленноç предприятийĕсене вара вăрах вăхăтлăх кредит лекменнипе те сăлтавлаççĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх продукцине туса илессин, ваккăн тавар çаврăнăш калăпăшĕ, халăха тÿлевлĕ пулăшу кÿресси ÿснĕ. | 18:31:00 | Эверкки |
Министра тулай чăваш ачисем туслăх сулли парнеленĕ | «Хĕрлĕ парăс» уйлăха çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи тата чикĕ леш енчи чăваш диаспорин ачисене çулсеренех канма пухаççĕ. Кăçал вĕсен кану тапхăрĕ çак уйăхăн 25-мĕшĕнче пуçланнă, смена утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче вĕçленĕ. Канма Пушкăрт тата Тутар, Мари Эл, Беларуç республикисенчен, Ăренпур, Пенза, Самар, Сарту, Чĕмпĕр облаçĕсенчен тата Мускав хулинчен 46 ача килсе çитнĕ. «Хĕрлĕ парăса» лекиччен вĕсен хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енпе кăтартма тивнĕ. Мĕншĕн тесен уйлăха килмелли путевкăсемпе вĕсене пултарулăх конкурсĕсенче палăрнăшăн хавхалантарнă. Вĕсемпе республикăн культура министрĕ Вадим Ефимов тĕл пулнă. «Сывлăх сунатпăр», — тесе кĕтсе илнĕ вĕсем министра. Пысăк хăнана вĕсем туслăх сулли парнеленĕ. Уйлăхра канакансене Вадим Петрович республикăн культура пурнăçĕ, Чăваш Енĕн паллă вырăнĕсемпе çыннисем çинчен каласа кăтартнă. Уйлăхра вăхăта ирттернĕ вăхăтра ачасем республикăри пултаруллă чăвашсемпе тĕл пулĕç, çĕннине-кăсăклине самай пĕлĕç. __http://www. *****/photo. aspx? gov_id=12&id=11721|**Сăнсем**__ (10) | 19:04:00 | Эверкки |
Халь васкамасан хĕлле апатсăр ларăн | Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе хĕрÿ тапхăр пырать. Ял хуçалăх министерстви ытларикунхи цифрăсене илсе кăтартать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тата фермер хуçалăхĕсенче нумай çул ÿсекен курăксене 44,5 пине яхăн гектар çинче çулнă иккен. Çапла вара виçĕм кун тĕлне 31,5 пин тонна утă тата 45,8 пин тонна сенаж хатĕрленĕ. Утă хатĕрлессине илсен кăнтăр енчи районсем — комсомольскисем, елчĕксем тата патăрьелсем — малта пыраççĕ иккен. Тоннăпа илсен шăпах вĕсем нумайрах янтăлама ĕлкĕрнĕ. Сенажпа вара __Шупашкар районне__ çитекен çук — вăл енче 8 пин тоннăна яхăн хатĕрленĕ. Маларах асăннă каçал енсем тата вăрнарсем — 5,2 пиншер тонна, елчĕксем — 4,6 пин тонна. | 19:33:00 | Эверкки |
Крылов академик ячĕпе — музей | __Шупашкарта__ Чăваш Енĕн паллă ăсчахĕ, карап тăвассипе ĕçленĕ __Алексей Крылов__ академик ячĕпе музей уçнă. Аваллăх управçи Шупашкарти политехника институтĕнче вырăн тупнă. Унта __Пăрачкав районĕнчи__ Крылово ялĕнчи (тĕнчипе паллă академик 150 çул каялла шăпах çав ялта çуралнă) музейри экспонатсем вырăн тупнă. Кăсăклă япаласем хушшинче шыв айĕнчи атом киммипе çÿренĕ Владимир Квасков мичман парнеленĕ астролябине, 2-мĕш рангри капитан Николай Раськинăн тинĕс хронометрне тата секстанне, Шупашкарти çамрăксен ячĕпе хисепелнекен «Маяк» клубĕн ертÿçи Марина Сугробован çăлтăрсен глобусне тата тинĕс компасне палăртма пулать. Тĕрĕссипе, пĕлес-курас, паллашас килмелли экспонатсем тата нумай-мĕн-ха. Музее чи малтан кĕрсе курнисем — пысăк хăвăртлăхăн гидродинамики тата карап тăвасси темăпа Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă ăсчахсем. __http://www. *****/info. aspx? gov_id=13&type=news&id=2554875|**Сăнсем**__ (24) | 19:54:00 | Эверкки |
Патăрьелсем çумăрсăр аптăраççĕ | Çапла, çутçанталăкăн хăйĕн саккунĕ çав. __Шупашкар районĕ|Шупашкар__ енче юлашки вăхăтра çумăр пулман мар-ха. Анчах кăнтăр енче ăна теме кĕтнĕ пекех тĕмсĕлеççĕ иккен. __Патăрьел районĕнче__, сăмахран, вăйлă çумăр ака уйăхĕн 26-мĕшренпе çуман теççĕ. Унтанпа вĕтĕ çумăр икĕ хутчен шăпăртатса иртнĕ те тек пулман-мĕн. Ял хуçалăх культурисене епле те пулин сыхласа хăварас тесе хресчен тĕрлĕ меслет шырать. 4 хуçалăхра хирсене шăвараççĕ иккен. Çапах та мĕнпур уя шăварса пĕтереймесси паллă ĕнтĕ. Çĕрулмине типсе каясран ятарлă препаратпа аталантараççĕ-мĕн-ха. Анчах ку та йывăрлăхран тухмалли çул-йĕр тееймĕн. Çеçке симĕс ларсан та çĕрулми ÿсесшĕн мар. Акă, «Батыръ» хуçалăхра рапс пачах шăтса тухманпа пĕрех иккен. Сухаласа пăрахасси кăна юлать тесе пăшăрханать имĕш агрофирма ертÿçи Шейхулла Куликов. Пĕтĕмĕшле илсен, __Патăрьел районĕнче__ çуртрисен пĕрре-виççĕмĕш пайĕ пĕтнĕ теççĕ. Пĕрчĕллĕ йышши культурăсем кăна 7 пин ытла гектар çинче типсе ларнă. Синоптиксем те хресчене çумăр çăвать текен хыпарпа савăнтараймаççĕ. Вĕсем çитес эрне варричченех шăрăх çанталăк тăрасса пĕлтереççĕ, çумăр пирки асăнсах каймаççĕ. Ĕлĕкрех чăвашсем çакнашкал лару-тăрура çумăр чӳкĕ ирттернĕ теççĕ те, патăрьелсем те маннă, те унашкал кĕлле шанмаççĕ. | 22:06:00 | Эверкки |
Путвалта шыв тăрать, хваттерте — ырă мар шăршă | __Канаш районĕнчи__ Шăхасанти нумай хваттерлĕ çуртсенчен пĕринче, 11-мĕшĕнче, пурăнакансем путвалта шыв тăнипе, унтан ырă мар шăршă хваттерсене хăпарнипе халтан кайнă. Çуркуннеренпех çапла-мĕн. Çурт-йĕрпе коммуналлă тытăмра ĕçлекенсем килсе шыва уçласа каяççĕ иккен те, анчах кăштахран каллех тулать. Çакăн сăлтавне шыранă май çуртра пурăнакансем канализаци пăрăхĕ шăтăк пуль тесе палăртаççĕ. Çурта тытса тăракан компани вара хваттерте пурăнакансене хăйсене айăплать. Вĕсем хăйсем тĕллĕн путвал чавса пĕтернĕ мĕн-те çумăр шывĕ лекет имĕш. «Дренаж тăвасси пирки эпĕ темиçе хутчен те сăмах хускатнă», — тет иккен компани директорĕ Сергей Иванов. Анчах ку ĕçе камăн тытса тумалли пирки вăл шарламан. | 22:45:00 | Эверкки |
Айташ юбилее пухать | Паян, кăнтăрла иртни пĕр сехетре, Шупашкарти Литература музейĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕн __Юрий Айташăн__ юбилей каçĕ иртмелле. Унта литературăпа ÿнер ĕçченĕсем, шкул ачисем пухăнмалла. **__Юрий Айташ__** 1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче __Вăрнар районĕнчи__ __Çавалкас__ ялĕнче çуралнă. Хăй вăхăтĕнче учитель те пулса ĕçленĕ, Чăваш телевиденипе радиовещани комитечĕн литература кăларăмĕсен редакторĕнче те. Çирĕм çул ытла вăл __Чăваш кĕнеке издательствинче__ вăй хунă, каярах вара — «Тăван Атăл» литература журналĕн проза пайĕн редакторĕнче. Юрий Айташ — поэт, прозаик тата куçаруçă. Вăл А. Пушкин, М. Лермонтов, С. Есенин, швед, украин, белорус, болгар, азербайджан поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă. Литература лаççине вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнче — 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче «Йĕплĕ роза», «Кăнтăр çутипе» хайлавсемпе кĕнĕ. Унти тĕп сăнсем — пултарулăх интеллигиенцийĕ. | 12:37:00 | Эверкки |
Машинăшăн «кавир» çине чĕнеççĕ | Çапла-çапла. Анчах сăлтавсăр-мĕнсĕр мар. Çак тимĕр урхамаха курăк çине лартнăшăн. Кун пирки Шупашкар хулин __Ленин район__ администрацийĕ пĕлтерет. Автомобильсене курăк çине лартакансем, ача-пăча вылямалли лаптăксем çине кĕрсе каякансем пирки тÿре-шарана хула çыннисем вĕçĕмех евитлеççĕ имĕш. Пĕр тесен, хула урамĕсен картишĕсемпе утса çаврăнсан çăхавламасăр та курăнать-ха. Апла хăтланаканĕсен, ахăртнех, хăйсен ăнлантарăвĕ. Хăшĕсен, тен, гараж çук-тăр. Теприсем пулсан та унта çитесшĕн мар пулĕ. Ара, кил умне лартма меллĕрех-çке. Тата машинăсем нумайланса кайнипе те вырăн çитменни пур. Кирек епле пулсан та ку вăл тÿрре тухмалли сăлтав мар. Кирек мĕнĕн те йĕрки пур, çав шутра ку тĕлĕшпе те. Çĕртмен 25-27-мĕшĕсенче асăннă район администрацийĕн специалисчĕсем машинăсене ăçта кирлĕ унта лартса тухнине палăртма рейд ирттернĕ. Вĕсем Хусанкай, Кăкшăм, Гагарин, Энгельс, Маршак, Ярославль, Воробьев композиторсен, К. Маркс урамĕсене, Ленин проспектне çитсе çаврăннă. Çав вăхăтра йĕркене пăснă 105 тĕслĕх асăрханă, вĕсене сăн ÿкерсех илнĕ. Автомашина хуçисене çывăх вăхăтра административлă явап тыттарĕç тата, паллах, апла лартма юраманни пирки адмкомиссине чĕнсех ăнлантарĕç. __http://gov. *****/info. aspx? gov_id=102&type=news&id=2557611|**Сăнсем**__ (йĕркене пăсакансене 37 сăн çинче курма пулать) | 17:24:00 | Эверкки |
Кинона... автокинотеатр чĕнет | Анчах халех мар, çитес уйăхăн çурринчен. Кун пирки __http://*****/newsv2/63552.html|ProГород портал хыпарлать__. Кино курма урама йыхравлакансем 13 метр сарлакăш, 8 метр çӳллĕш экран çакса хума палăртаççĕ иккен. Ăна валли вĕсем __Шупашкар__ хули варринче вырăн тупма шухăшлаççĕ. Автокинона 30 машина лартмалăх лаптăкра вырнаçтарасшăн. Репертуарта киносем кĕртнипе пĕрлех спорт мероприятийĕсене трансляцилессине те йĕркелесшĕн иккен. Сасса автомашинăри радиоприемник урлă итлеме май килĕ. Экран пĕчĕкрех пек туйăнсан тыта пысăккине те туянма пулать теççĕ-мĕн автокино йĕркелеме шут тытнисем. | 17:11:00 | Эверкки |
Çил-тăвăл алхасас хăрушлăх пысăк | Çак канмалли кунсенче республкăра çил-тăвăл алхасас хăрушлăх пур-мĕн. Кун пирки Чăваш Енĕн Инкеклĕ ĕçсен министерстви тата Чăвашгидрометцентрĕ пĕлтерет. Синоптиксем аслати тата авăк çил вĕрессине систереççĕ. Улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк тăмалла иккен, вырăн-вырăнпа çумăр кăштах çăвасса шантараççĕ. Сывлăш температури каçхине 16–23 градус пулмалла, кăнтăрла – 28–33 градус ăшă. Çил çурçĕр-хĕвелтухăç енчен çеккунтра 3–8 метр хăвăртлăхпа вĕрмелле, аслати вăхăтĕнче унăн хăвăртлăхĕ 20 метра çитмелле. Çил-тăвăла пула çутă тата çыхăну пăралукĕсем татăлас хăрушлăх пулĕ. Автотрнапсортăн та çулта-йĕрте асăрхануллă пулмалла. Тата çанталăк шăрăх та типĕ тăнине пула вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк. | 17:36:00 | Эверкки |
Композитор ячĕпе — асăну хăми | Паян __Çĕнĕ Шупашкарта__ паллă чăваш композиторне тата музыка ĕçченне __Евгений Федорова__ асăнса асăну хăми уçнă. Ăна композитор пурăннă Энергетиксен урамĕнчи 1-мĕш çурт çине вырнаçтарнă. Маларах çакăн йышши палăка икĕ чĕлхепе тăватчĕç пулсан, хальхинче вара вырăсла кăна çырса хурас тенĕ пулас. Асăну хăмине уçнă çĕре кÿршĕ-аршă, тăванĕсем, хула администрацийĕн ĕçченĕсем пухăннă. Хăмана уçас шухăша Евгений Федоровăн тăванĕн ачисем, композиторăн тăлăх арăмĕ Нина Якимовна çине тăнă иккен. Чăваш Енĕн композиторсен ассоциацийĕпе Чăваш Енĕн çыравçăсен пĕрлешĕвĕ те айккинче юлман. Евгений Федоровăн арăмĕ унăн пулас упăшки мĕн çамрăкранпах юрă-кĕвĕ тĕнчипе çывăх пулнине палăртнă. «Вăл лирикăлла юрăсем çыратчĕ. Тăван çĕршыв, Чăваш Ен пирки», — ăшшăн аса илнĕ вăл упăшкине. «Шел, пирĕн çемьере нихăшĕ те унăн çулне суйламарĕ. Мăнука пианинопа калама вĕрентесшĕнччĕ те май килмерĕ», — чунне уçнă Нина Якимовна. | 18:03:00 | Эверкки |
Чукун çул урлă каçмалли çулсенчен çурри юсавсăр | Чăваш Енĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ чукун çул урлă каçмалли çулсене тĕрĕсленĕ те вĕсенчен çурри таран вăл е ку кăлтăклă иккен. Уçмăлăрах пултăр тесен цифрăсенех илсе кăтартар: чукун çул урлă каçмалли 119 вырăнтан 62-шĕ йĕрке ыйтнине пур енлĕн пăхăнса тăмасть иккен. Палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме инспекторсем яваплисен ячĕпе ятарлă хут шăрçаланă. Чукун çул урлă каçмалли вырăнта хăрушсăрлăх правилисене кирлĕ пек тивĕçтерсе тăманшăн 24 должноçри çынна явап тыттарнă. Çул-йĕрти инкек пирки каласан, чукун çул урлă каçнă чух кăçал суранланнă икĕ тĕслĕх, пурлăх енчен тăкак тÿсни (çапла пĕлтереççĕ иккен автоиснпекцире. Кунта сăмах машинăпа çапăнса сиенлени пирки пырать-тĕр) икĕ хутчен пулнă. Инкеке сирес тĕллевпе йĕркеленĕ профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче инспекторсен куçне 719 кăлтăк лекнĕ иккен. | 21:32:00 | Эверкки |
Ырантан коммуналлă пулăшу хакĕ ӳсет | Çитес уйăхшăн, тепĕр майлă каласан, ырантан, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх хакĕсемшĕн вăтамран 15 процент нумайрах тÿлеме тытăнăпăр. Сăмах май, юлашки çулсенчен тарифсене унчченхилле çулталăк пуçламăшĕнче ÿстерме пăрахрĕç. Çапла вара хальхи хаклану кăçал пĕрремĕш хут пулса иртет. Чăваш Енĕн патшалăх конкурентлă политикипе тариф службин ертÿçи Альбина Егорова пĕлтернĕ тăрăх, ăшă энергишĕн хаксем вăтамран 9,8 процент ÿсмелле; сивĕ шывшăн тата канализаципе усă курнăшăн — 5,2 процент; çутăшăн — 14,6-15 процент. Ялта пурăнакансем пĕр киловатт сехетшĕн 1 тенкĕ те 76 пус тÿлеме пуçлĕç; хуларисем — 2 тенкĕ те 51 пус. Газ хакĕ 14,5 процент хăпарĕ те унăн пĕр кубла метрĕн хакĕ 4 тенкĕ те 50 пуспа танлашĕ. Тарифсем пирки ăнлантарма ирттернĕ брифингра Альбина Егорова 33 тăваткал метрлă хваттерте пурăнакан пĕр çын унччен уйăхне 1372 тенкĕ тÿленĕ пулсан, ырантан 1443 тенкĕ тÿлеме пуçлассине пĕлтернĕ. Çурт-йĕре централизациленĕ майпа ăшăтакан çуртра пурăнакансен çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн хаксем 12 процентран ытла ӳсмелле мар-мĕн; çутăпа тата газпа ăшăтса пурăнакансемшĕн — 15 процентран ытла мар. Тата халĕ çынсене пĕр вăхăтра хытах пăтратнă пĕр тариф вăя кĕрет. Вĕри шывшăн ÿлĕмрен икĕ тĕрлĕ компонентпа тÿлеме тытăнмалла. Пĕрне хупă майпа ăшăтса тăни теççĕ, теприне — уçă майпа. Юлашкинчен каланă меслетпе-тĕк тариф 10,5 процент таран ÿсĕ, хупă май пулсан — 7,3 процент таран. | 21:59:00 | Эверкки |
Вожатăйсем судпа айăпланнăскерсем пулнă-мĕн | «Ылтăн пучах» уйлăхи вожатăйсемпе тата ачасемпе пулса иртнĕ ĕç-пуç пирки çак кунсенче çырман-пĕлтермен МИХсем юлмарĕç пулĕ. Эпир те темиçе те хыпарларăмăр. Халĕ тата тепĕр япала çиеле тухнă иккен. Уйлăхра канакансенчен тăрăхланă вожатăйсенчен иккĕшĕ унчен судпа айăпланнăскерсем пулнă иккен. Видео ÿкерекен 35-ри арçынна 2006 çулта хулиганла ĕçсемшĕн икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарса пĕр çуллăха сăнав вăхăчĕ парса тĕрмене лартмасăр айăпламалла тунă имĕш. 18 çулти тепĕр вожатăй та çылăхсăр мар иккен. Виçĕ çул каялла вăл вăрă ĕçĕпе çакланнĕ-мĕн те ăна суд 80 сехет ĕçлеттерсе юсанмалла тунă. | 22:18:00 | Эверкки |
«Шанель пике» Гран-прие тивĕçнĕ | Екатеринбург хулинче хальхи вăхăтри драматургин «Коляда-Plays» пĕтĕм тĕнчери VII фестиваль иртнĕ. Ăна паллă драматург, актер, сценарист Николай Коляда пуçарса янă иккен. Унта хутшăнакансем чи кăсăклă та çĕнĕ пьесăсемпе сцена çине тухнă иккен. Унта Раççейри тата Польшăри, Молдавинчи, Кăркăстанри тата Казахстанри 20 коллектив хутшăннă, çав шутра — __Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ__ те. Фестивальте вăл Гран-прие тивĕçнĕ. Унта вăл асăннă драматург пьесипе лартнă «Шанель пике» спектакльпе кайнă. Республикăн Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, жюри членĕсемпе критиксем Валерий Яковлев сценографине пĕр шухăшлăн пулса лайăх енчен палăртнă. | 23:01:00 | Эверкки |
«Пин те пĕр çухрăмри çĕр те пĕр концерт» | __Вăрнар районĕнче__ çак ятпа çĕртмен 26-мĕшĕнче хăйне майлă проект пуçарса янă. Ун пек шухăш патне __Вăрнарти__ 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Екатерина Лукина пырса çитнĕ. Проекта хутшăнакансем пурĕ 15 маршрут хатĕрленĕ. Ун вăхăтĕнче ача-пăча ÿнер шкулĕнче халăх инструменчĕсен уйрăмĕнче ăс пухакан Андриан Петров. Мария Григорьева, Екатерина Лукина тата Евгений Михайлов районти кашни яла çитме ĕмĕтленеççĕ. Вĕсем ăсталанă чăваш халăх инструменчĕсемпе каласа куракансене савăнтарĕç. Проекта пурнăçа кĕртме саппасри пограничник, хальхи вăхăтра вара усламçăра тăрăшакан Юрий Вазянга пулăшать иккен. Çулçÿрев вăхăтĕнче курни-илтнине Екатерина ятарлă дневника çырса пырать-мĕн. __http://www. *****/info. aspx? gov_id=59&type=news&id=2557375|**Сăнсем**__ (17) | 23:23:00 | Эверкки |
Результат SQL-запроса
Хост: MySQL
База данных: chuvash_sites
Время создания: Июлг., 21:06
Создан: phpMyAdmin 3.3.7deb7 / MySQL 5.1.66-0+squeeze1
SQL-запрос: SELECT count(*) FROM `ch_news` WHERE `name` LIKE 'Эверкки' AND `added`>=' 00:00' AND `added`<' 00:00';
Строки: 1
count(*) |
120 |


