Отдел образования и молодежной политики администрации Мариинско-Посадского района Чувашской Республики
Муниципальное бюджетное образовательное учреждение «Октябрьская средняя общеобразовательная школа»
« Рассмотрено» Руководитель ШМО учителей начальных классов ________________/./ Протокол № 1 от « 20 » августа 2013г. | « Утверждено » Директор МБОУ «Октябрьская СОШ» ______________ // Приказ № 98 п.9 от « 31 » августа 2013г. |
Рабочая учебная программа
на учебный год
по учебному курсу « Литературное чтение на чувашском языке»
Класс 4
Базовый уровень
Рассмотрено на заседании
педагогического совета школы
Протокол № 12 от « 28 » августа 2013г.
Составила:
учитель начальных классов
МБОУ «Октябрьская СОШ»
Мариинско-Посадского района
Чувашской Республики
с. Октябрьское - 2013
Анлантарса пана записка
УМĔН АНЛАНТАРНИ
Çамрăк ăрăва ăс-тăн парса ÿстерес ĕçре пуçламăш шкул пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.
Вĕренту ăс-тăн пару никĕсĕ, унăн тĕп инструменчĕ - тăван чĕлхе. Тин çеç кĕнеке тытнă ачана ăнăçлă вĕрентсе ăс-тăн парасси чи малтан вăл хайĕн тăван челхипе тухăçлă усă курма пултарнинчен килет. Тăван чĕлхе - ÿсекен этеме çут тĕнчене кĕмелли алăкăн ылтăн çăраççийĕпе пĕрех.
Çак асамлă çăраççипе ача вĕренÿре туллин усă курма пултартăр тесен унăн пуплевепе шухăшлавне пур енлĕн аталантармалла. Кĕске тапхăртах ăна çăмăллăн вулама, тăнласа ăнкарма, шухăша пуплевре уçăмлăн палăртма, çырма хăнăхтармалла: вĕренÿ кĕнекине вăл хăй тĕллĕн вулайтăр, вĕрентÿçĕ каласа панине лайăх ăнланма, асăмлама, асăнлама пултарайтăр, çавăн пекех унăн калаçу хăнăхăвĕпе çыру мехелĕ çителĕклĕ пулччăр. Çакна тума шăпах ĕнтĕ тăван чĕлхене I - IV классенче ятарлă, программăпа туллин вĕрентни пулăшать,
Тăван чĕлхе вĕрентесси виçе пайран тăрать: 1) вулама-сырма вĕрентесси; 2) вулавпа сыхăнуллăн пуплеве аталантарасси; 3) пуплеве пур енлĕн аталантарнă май чĕлхе пулăмĕсемпе ансат паллаштарасси, пуплеве тишкерме вĕрентесси. Çак виçĕ пая пуплеве аталантарас тĕллев пĕрлештерсе тăрать. Çапла вара, тăван самахлăха вĕрентни кирлĕрен те кирлĕ ăслайсемпе хăнăхусене аталантарса çирĕплетессипе тÿррĕнех çыхăнмалла. Çав ăслайсемпе хăнăхусем шутĕнче - ăнланса вуласси тата тăнласси, çыхăнуллă калаçасси, çырасси. Çавăнпа пĕрлех ачасене чĕлхе ăслăлăхĕпе литература пĕлĕвĕн ансат ăнлавĕсемпе паллаштарнă май вĕсен харпăр хăйĕн тата юлташĕсен пуплевне сăнас, чĕлхе илемне туйса ăна тарăнрах пĕлес туртăмне амалантармалла. Пĕтĕм халăх усă куракан литература чĕлхин сасă тытăмĕпе, сăмах пуянлăхĕпе, морфологи тата синтаксис мелĕсемпе паллаштарнă хушăрах вăсене вырăнти калаçу уйрăмлăхăсене курма та вĕрентмелле.
Ача пуплевĕнчи тĕп ĕç-хĕлĕсене (тăнлассине, калаçассине, вулассине, çырассине) аталантарса пынипе пĕрлех тăван чĕлхе вĕрентнĕ чух пуçламăш шкулта çакăн пек пысăк та пархатарлă тĕллевсене пурнăçламалла:
- вĕренекенсен çынлăх туйăмĕсене вăйлатмалла, пурнăçа юратма, ырра шанса тăма тата хăйсене те ырă кăмăллă, сăпайлă пулма ханахтармалла;
- ачасем таврари пурнăç, этемпе çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатмалла;
- ачасен çыхăнуллă тата сăнарлă шухашлавĕпе асне, асăмлас хевтине аталантармалла;
вĕренÿ ĕç-хĕлне лайăхрах хăнăхтарса, унăн ăслайĕсене «алла илме» май памалла; вĕренÿ вăхăчĕпе перекетлĕ усă курма, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлессин ансатрах мелĕсене чухлама вĕрентмелле;
- тăрăшуллă та тимлĕ вĕренме, пĕлÿпе пурнăç тĕслĕхĕсен çăл куçĕпе - кĕнекепе кăсăкланма хăнăхтармалла.
Программăри вĕренÿ материалĕпе вĕрентÿ меслечĕсем ачасене çирĕп пĕлÿсемпе ăслайсем, кирлĕ хăнăхусем паччăр тесен дидактикăн тĕп принципĕсене асра тытса вĕрену ăнланулăхĕпе кăсăклăхне, çыхăнулăхĕпе тĕллевлĕхне ялан пурнăçласа пымалла.
ЛИТЕРАТУРА ВУЛАВĔ (85 сехет)
Вулав — пуплевпе шухăшлава аталантармалли тёп ěç-хěл. Пуçламăш классенче вулав пёлтерёшё уйрăмах пысăк, мёншён тесен шăпах çак вăхăталла этемён ăс-хакăлпа кăмăл-сипёт пахалăхёсем, ёç-хёл тёсёсем никёсленеççё. Эсир çакна асăрханă-и: ачаран вулама юратнă çынна тÿрех уйăрса илетён. Вfл ыттисенчен çивёч ăслfрах, сапăртарах, кăмăллăрах, туйăмлăрах, сисёмлёрех. Йёркеллё хут-кёнекере усала вёрентмеççё, çут çанталăкри, çынпа çын, çынпа çут çанталăк хушшинчи илемлё хутшăнăва курма хăнăхтараççё. харкам хутшăнусене те илемлё тума хавхалантараççё.
Вулав хăнăхăвёсене аталантарасси халиччен ытларах класри тата класс тулашёнчи вулав урокёсенче пулса пыратчě. Тёпрен илсен, класри вулав урокёсен тёллевёсене пуçламăш классен программинче çапларах палăртнăччё:
- вулав ăслайне куллен лайăхлатасси, çирёплетесси, вулавăн тёп мелёсене вёрептсе пырасси;
- текста ёçлеме вёрентесси;
- вулавпа çыхăнуллăн ачасен пуплевне аталантарасси;
- литература пёлěвён ансат ăнлавёсемпе паллаштарасси.
Литература вулавё — пуçламăш классенче чёлхене вёрентес меслетлёхре çěнё ăнлав. Ку ăнлава тёрлё меслетçё гёрлёрен ăнлантарать. Пёрисем ăна вулав урокёсене, теприсем литература урокěсене çывăхрах кураççё. Çапах та пурте, тěпрен илсен, ку уроксене вулавран литературăна куçмалли çул-йёр вырăнне хураççě.
Вулав урокёсенче ытларах ачаран пултаруллă вулакан тата итлекен хатёрлессине тёп вырана лартнă пулсан, литература вулавěн урокёсен тёллевё самай анлăланать, вăл вёренекентен пултаруллă вулавçăпа итлевçě тата хайлавçă хатёрлессипе çыхăнса каять. Литература вулавěнче çак задачăсене лартатпăр, вěсене пурнăçа кёртес ёç никёсне хывса хăваратпăр:
- ача ситěнсен мёнпур этемлёхён литература пуянлăхне ăнланма, хисеплеме. унпа киленме пултартăр:
- тёнче литературин пÿлминче чăваш литературин тÿпи те палăрмаллах пысăк пулнине ăнкартăр;
— хайлава ăнланса илме ăна хайланă пекех йывăррине асăрхатăр;
- кирек хăш хайлав та çыравçă пуçёнче шăранса калăпланнă, шухăшласа кăларнă япала иккенне чухлатăр, хăй те хайлас ěçе явăçма сёмлентёр:
— ача-пăча ăс-тăн тёлёшёнчен çеç маар, чи малтан кăмăл-сипетпе туйăм-сунăм тёлёшёнчен тасалса пуянлантăр.
Литература вулавё пуçламăш шкулăн чи пысăк икё тёллевне пёрлёхлён татса пама май парать: пёрремёшёнчен. вулама тата кёнекене юратма вěрентет. иккёмёшёнчен, литература хайлавне ăнланма тата унпа ěçлеме верентет.
Каларăмăр ёнтё, вулав — ача пурнăçěнчи тёп ěç-хёлсенчен пěри. Çавăн пекех вăл ачана харкам тёллёнех аталанма пулăшакан тёп хатёр те.
Текстпа пуплев единици пек ěçленипе пёрлех ăна литература хайлавё пек те пăхмалла, çавăнпа та текстпа ёçленё май литература хайлавёсен стиль (илемлě литература, ăслăлăх литератури. публицистика литератури т. ыт. те) уйрăмлăхёсене сăнама-курма та вёрентмелле.
Литература вулавён урокёсенче вулав хăнăхăвёсене аталантарассине вулавçă аслайёсене йёркелессипе, литература хайлавёсемпе ёçлеме вёрентессипе çыхăнтарса туса пыратпăр. Халиччен вулав урокёсенче пурнăçласа пына задачасене малашне литература вулавён урокёсенче татса пама тивет. Анчах та вёсем халě пысăк ěçěн пёр пайё çеç пулаççě. Вулав техникине аталантарассине илемлě хайлавпа ěслеме вёрентессипе харăс туса пырас пулать. Çапла вара литература вулавё хутла вёренме пуçланă тапхăртах (букварь тапхăрёнче) практикăна кёмелле.
СТАНДАРТ ВЫРАННЕ
Вăл е ку предмета вёренсе ача мёнлерех çитěнÿсем патне çитсе гухма тивěçлине патшалăх стандарчё палăртать. Литература вулавне пуçламăш классенче вёрентмелли чăваш регион стандарчё хальлёхе çук-ха. Çакна шута илсе министерство çак тёслёхпе усă курма сёнет. Ана Пётёмёшле вёрентёвён патшалăх стандарчён федераллă компонентне тёпе хурса хатёрленё (пăхар: Федеральный компонент Государственного стандарта общего образования // Вестник образования России. — 2004. — №4),
Пётёмёшле пуçламăш вёрентÿ - пётёмёшле вёрентёвён пёрремёш сыпакě. Стандарт ача харкамлăхне аталантарассине тěн вырăна хурать те çапларах тёллевсене пурнăçлама палăртать:
- шкул ачин харкамлăхне, унăн творчествăлла пултарулăхне, вёренес туртăмне аталантарасси, вёренсе çын пулас кăмăлёпе ăслайне калăпласси;
- кăмăл-сипетпе илемлёх туйăмёсене аталантарасси, харпăр хăйне тата ыттисене хисеплеме вёрентесси;
- пёлÿсене, ăслайсемпе хăнăхусене, ěç-хёлён тёрлё тёсёсене пурнăçлас мелсемпе майсене ăса хывасси;
- ачасен ÿт-пÿ, хул-çурăмпа ал-ура тата психика сывлăхне упрасси тата çирёплетесси:
- ачан харкăмлăхне упрасси тата ăна аталантарма условисем тăвасси.
Литература вулавне вёреннё майăн çак тёллевсене пурнăçа кёртмелле:
- ăнланса, тěрěс, хăвăрт тата палăртуллă вулас ăслая ăса хывасси;
- вулавçă гавракурăмне калăпласси тата харкам тёллён вулас хавхаланăва аталантарасси; пуплев ěç-хёлён пур тёсёсене те çирěплетсе пырасси;
- илемлě творчество тата ăс-хакăл пултарулăхёсене аталантарасси. хайлава чёре витёр кăларса вулама вёрентесси, илемлě сăмаха туйма хăнăхтарасси:
-кěненке вулама, илемлě литература тенчипе касăкланма хавхалантарасси: кăмăл-сипет тěлешěнчен таса пулма, ырăпа усала уйăрма вěрентесси: тăван чăваш тата ытти халăхсен культурине хисеплеме хăнахтарасси.
2006 çулта çирёплетнё вёрентÿ планёнче 4 класра тăван чёлхе вёрентме эрнере 6 сехет уйăрна. Ку сехетсенчен чёлхене тата литература вулавне вёрентмелли уроксем валли 3-шер сехет пайласа панă. Класс тулашёнчи вулав тата ăславлă çыру урокёсем икё эрнере пёрер вулав тата чёлхе урокёсен шутёнчен пулмалла.
Литература вулавне туллии, тараннан йёркелес тесен, паллах. шкул библиотекисен чăваш кёнекисемпе пуян пулмалла. Чаваш литературин историйёнче ылтан çÿпçене кěрсе юлнăçěршер кёнеке ятне асанма пулать. Шел пулин те вěсенчен ытларахашё тахçанах çěтěлсе пётсе юрахсара тухна ёнтё. Паянхи çамрак вулавçăсем вёсене хунарпа шырасан та тупас çук. Çак кёнекесене çёнёрен çапса калармалла. Çитмен пурнаçа пула литература вулавне йёркелеме тёрлё хрестоматисемпе, «Танташ» хаçатри тата «Тетте» журналти хайлавсемпе уса курма тивет. «Ялавпа» «Таван Атал» журналсенче те пире кирлё материал сахал мар.
Хайлавсене тематика нринципён никёсё çинче ушканлатпар.
Хале ёнтё ачасен ача-пача самахлахён вак жанрёсене, асамла юмахсене тишкерсе хак пама вёренсе çитмелле. Тем те пёр курса çÿренисем çинчен, истори пуламёсем çинчен çырна пысакрах калапашла (повесть, роман) хайлав сыпакёсемпе паллаштарас-сине практикана кертетпёр. Очерксемпе публицистика статйисе-не вёренме пикенетпёр. Авторсен йышёнче чаваш, вырас, тёнче çыравçисем. Вулав картинче çак темасем тёп выранта пулма тивěçлě: Таван çёршыв (атте-анне çěршывё); эпир тата пирён таврари тёнче. Вёрену материале выранне ачасем лайах пёлекен хайлавсене, ача-пача ли литератури классикёсен хайлавёсене, ватам шкулта вёрентме палартна хайлавсен сыпакёсене суйласа илмелле.
Шкулта самахлаха вёреннин чи пысак тел леве вал харкам шухаш-туйама, камал-сунама логикапа грамматика тата риторика законёсемпе килёшуллён сырса, каласа катартма вёрентесси нулса тарать. (Çак шухаша IV класра уйрамах тимлемелле. Ятарла аслав (творчество) ёдёсем ирттерме икё эрнере пёрер сехет чёлхе урокёсен шутёпчен илмелле (литература вулавё валли IV класра 3 сехет уйарна, чёлхене вёренме те çавăн чухлех). Литература вулавёие çыхантарса вуласа тухна хайлав(сем) тарах пёчёкçё рецензисем, аннотацисем, хаклавсем çыртарассине те шкул практикине кёртмелле. Çакна яланах асра тытмалла: лайах çыравçă пулас тесен малтанах лайах вулавçă пулмалла.
Вулав карти. Савнă çĕр, Чăваш çĕршывĕ. Чăваш çыннисем ытти халăхсемпе туслă пурăнни. Тăван халăхăн аваллăхĕ, ун çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем, калавсем, сăвăсем, статьясем, пысăкрах хайлав сыпăкĕсем.
Кĕр çитрĕ. Çуллахи тата кĕрхи çут çанталăк. Çынсен ĕçĕ-хĕлĕ. Чĕр чунсен пурнăçĕ. Ĕç çыннисем çут çанталăка упрассишĕн тăрăшни, çак ĕçе ачасем те хутшăнни. «Тăван тавралăх» экскурси.
Тус-тантăшпа пĕрле. Ачасен пурнăçĕ, вĕсен юлташлăхĕпе туслăхĕ, ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхĕ. Туслă тантăшсем тăван халăхăн ырă йăли-йĕркине асра тытни.
Чăн-чăн этем пулас тесен. Сăваплăх пилĕсем. Ултавпа суя, тÿрĕлĕх-чăнлăх, хĕрхенÿпе хытă чунлăх, чурăслăх, ĕçченлĕхпе наянлăх, каппайчăклăхпа сăпайлăх, тÿрккеслĕхпе ыр кăмăллăх çинчен калакан хайлавсем, юмахсем.
Çут çанталăк каллех чĕрĕлет… Çурхи вăхăта, пурнăç илемĕпе унăн асамлăхне сăнлакан, çак илеме упрама чĕнекен хайлавсем.
Ырă пурнăçа ĕмĕтленсе. Чăваш халăхĕ тĕрлĕ пăлхава хутшăнни. Граждан вăрçи тата Тăван çĕршыв Аслă вăрçине хутшăнни çинчен калакан хайлавсем.
Халăх пултаруллăхĕ. Чăваш халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсем. Вĕсенче этем ăс-тăнĕн ырă енĕсем: ваттисене хисеплени, Тăван çĕршыва юратни, сăпайлăхпа ĕçченлĕхе ырлани, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешни палăрса тăни. Писательсем çырнăюмахсем, юптарусем, ытти халăхсен юмахĕсем, ваттисен сăмахĕсемпе туптарусем.
Халăхăмрăн сумлă çыравçисем. Çеçпĕл М., П. Хусанкай, Ç.Элкер, Я.Ухсай. Вĕсен уйрăм сăввисем, калавĕсем, пысăкрах хайлав сыпăкĕсем.
Хĕл ларчĕ. Хĕл вăхăтне сăнлакан хайлавсем. Вĕсенче тăван тавралăха, тăван çĕре юратни палăрни. Хĕл тата çур вăхăчĕ çинчен калакан туптарусем, ваттисен сăмахĕсем. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем.
Тăванла халăх çыравçисем. М. Карим, Г. Верещагин, К. Герд, В. Ванюшев çырнă хайлавсем.
Тăван халăхăн ывăлĕ-хĕрĕ çинчен. П. Егоров, М. Спиридонов, В. Кузьмина, О. Ырсем, Н. Павлова т. ыт. те. Вĕсем тăван халăх культуришĕн вăй хуни çинчен çырнă статьясем, сăвăсемпе калавсем.
Вырăссен манăçми çыравçисем. М. Лермонтов, А. Пушкин, Н. Некрасов, А. Чехов, С. Есенин, М. Пришвин çырнă хайлавсем.
Пăхмасăр калама вĕренмеллисем: В. Митта. Кĕрхи илем; А. Пушкин. Кĕркунне; А. Алка. Юр çунă; П. Хусанкай. Чăрăш. Эп – чăваш ачи; А. Шăнчас. Çуллахи вăрман.
Е вĕрентÿçĕпе ачасем хăйсем суйланă 7 – 8 сăвă, юптару.
Вулав хăнăхăвĕсем. Литература чĕлхин виçисене пăхăнса, тулли сăмахсемпе. Ăнланса вуласси. Ку ÿсĕмшĕн юрăхлă текста ăшра вуласа ăнланасси. Вулав хăвăртлăхĕ минутра 90 сăмахран кая мар (ăшра вуланă чухне сăмах шучĕ 110 таран ÿсмелле). Ăнланман сăмахсен пĕлтерĕшне пĕтĕмĕшле пуплев пĕлтерĕшĕ çине таянса чухласа илесси. Мĕнпур предложе-
ние (хутсăррисене те, хутлисене те) тĕрĕс интонаципе вуласси.
Текстпа ĕçлесси. Çыхăнуллă пуплеве аталантарасси. Вуланă текстăн тĕп шухăшне харпăр хăй тĕллĕн палăртасси, унăн пайĕсем шухăш енĕпе мĕнле çыхăнса тăнине асăрхасси, текстăн плане тăвасси. Мĕн вуланине харпăр хăй тĕллн тунă планпа усă курса туллин, кĕскен, тата суйлавлăн аса илсе каласси. Пĕр-пĕр темăпа калав тумалли материала текстра тупса палăртасси.
Хайлаври ĕçсене тĕрĕс, йĕркипе аса илесси. Сăнлавлă (çут çанталăка, çынна, пÿрт-çурт таврашне сăнлани), уйлавлă элементсемпе диалог кĕртнĕ текста аса илсе каласси, тÿрĕ пуплеве тÿрĕ мар пуплевпе улăштарасси.
Сăнарсен пуплев уйрăмлăхĕсене сăнасси, вĕсен ĕçĕсене, кăмăл-туйăмне (пĕр е темиçе калаври сăнарсене) танлаштарасси. Сăнарсем мĕншĕн, мĕн пирки çапла тунине каласси. Хăйсем тата автор çав пулăмсемпе сăнарсене мĕнле хакланине палăртасси.
Калаври, сăвăри, юмахри сăмахсен пĕлтерĕш уйрăмлăхĕ-сĕмĕсене ăнкарасси, вĕсемпе пуплевре усă курасси. Пулăма, çут çанталăка, çынна витĕмлĕ сăнлакан сăмахсене, вĕсен майлашăвĕсене (танлаштару, эпитет, метафора, фразеологиллĕ сăмах çаврăнăшĕ – терминĕсене асăнмалла мар) хайлавра тупасси, вĕсене ăнланасси.
Сăнар ячĕпе е унăн ятне, калавçăн сăпатне улăштарса каласа парасси; калава малалла тăсасси, сăнарăн малашнехи пурнăçĕпе ĕçĕсем çинчен хушса каласси, сăнлавпа уйлав элеменчĕсем кĕртсе пулни-иртни, курни-илтни çинчен çыхăнуллă калав тăвасси.
Халăх сăмахлăхĕ, калав, сăвă, юптару çинчен I – IV классенче илнĕ пĕлĕве çирĕплетсе пĕтĕмлетесси.
Илемлĕ литература стилĕпе ăслăлăх стилĕн уйрăмлăхĕсене асăрхама хăнăхтарасси.
Ачасен сăмах йышне куллен пуянлатса çĕнетесси. Вĕсен пуплевĕн пахалăхне (ăсталăхне, çыхăнулăхне, витĕмлĕхне, уçăмлăхĕпе палăртулăхне) лайăхлатасси. Калаçура та, Вуланă чух та шухăш-туйăма интонации мелĕсемпе (хăвăртлăх улшăнăвĕ, сасă хулăнăшĕ, тăхтавсем, шухăша палăртакан пусăм, пуплев кĕвви) тĕрĕс палăртасси.
Вĕренÿ кĕнекине чухласси: тупмаллипе, пулăшу тата меслет аппарачĕпе (текст хыççăнхи ыйтусемпе ĕçсем, ăнлантарусем, вĕтĕ шрифтпа çырса панисем т. ыт. те) усă курасси.
КЛАСС ТУЛАШĔНЧИ ВУЛАВ (17 сехет)
Вулав материалĕ. Кĕçĕн çулхи ачасем вали кăларнă чăваш, вырăс тата ытти тăванла халăхсен, ютри çыравçăсен кĕнекисем. «Çил çунат» журналпа «Тантăш» хаçатри материалсем.
Ача-пăча кĕнекипе ĕçлесси. Класс тулашĕнчи вулав урокне хатĕрленнĕ май кирлĕ кĕнекене харпăр хăй тĕллĕн суйласа вулама, тĕрлĕрен пулăшу кĕнекипе, хаçат-журналпа усă курма пĕлесси.
Вĕрентÿçĕ сĕннĕ е харпăр хăй тĕллĕн тунă планпа усă курса мĕн вуланине ( унăн пайĕсене) кĕскен каласа парасси, вуланă сăнар çинчен çыхăнуллă калав тăвасси. Вулама сĕннĕ кашни темăпах 3-5 кĕнеке таран пĕлесси. Пулăшу кĕнекисемпе (словарь, справочник) усă курасси.
«Тантăш» хаçатпа «Çил çунат» журнала тĕллевлĕ вуласси, вĕсемпе урокра тата класс тулашĕнче усă курасси.
Кĕнеке мĕн çинченнине унăн хуплашки, титул листи, тупмаллипе ÿкерчĕкĕсем, ум сăмахĕпе юлашкинчен калани тăрăх ăнкарсси. Кирлĕ кĕнекен е хаçат - журналти статьян ятне, унăн авторне кăтартса тĕрĕс çырса илесси. Кăмăла каякан кĕнекене харпăр хăй тĕллĕнех библиотекăран илсе вуласси.
IV класра аса хывмалли аслай-ханахусем çаксем: Вулав ханахавёсем:
- тулли самахсемпс. амланса вуласси:- вулав хавартлахё минутра 95 самахран кая мар (ашра ву-лана чухне самах туче 110 таран усмелле);
- майёпен ашра анланса вулама ханахса пырасси;- сасапа тата ашра тсрёс вуланине анланса асархаса пырасси;
- анланман самах(сен) пелтерсышс пётсмсшле пуплев пёлтерёшё çине таянса чухласа илесси;- мёнпур предложение (хутсаррисене те. хутлисене те) тěрёс интонапипе вуласси.
Текстпа ёçлесси. ыханулла пу плеве аталантарасси:
- текстан тёп шухашне палартасси;- санар (санарсен) хатканавёсен салтавне папартасси;
- калавса сапатне улан парса капаса парасси;- текстри санаран сырса катартна ёссен умснхи тата хыççăнхи шапи çинчен капаса парасси;
- текстра санлав тата уйлав элеменчёсене тупасси;- пуплев çивёчлёхёпе витёмлёхне. гёрёслсхёпе санарлахне аи карасей;
- шкул театрён ёçне хутшанасси;
- мёнлерех хайлавсене вулама камаллани çинчен çыхануллан капаса парасси:
- литература хайлавне сутсе явас еде хутшанса харкам шухаша палартасси, шухаша текстри тёслёхсемпе çирёплетесси.
Литература тсорийён никёсёсем:
- «Кам (мен) çинчен вуларамар?» ыйтава жанр уйрамлахёсе-не. хайлаван камалçах туртамне кура тата геройсем пурнаçлакан ёç-хёле камал-сипет тёлёшёнчен хак парса хуравласси;
— калаври ёçсен йеркине палартасси;
- хайлав ашлахне пёр тёвёре (завязка — ёд аталанавё — куль-минаци — развязка) курма ханахтарасси;
- героя унан хатланавё тата текстра туррён пана характеристика тарах хакласси;
- автор çинчен каласа парасси;
- текстра геройсене характеристика пани тарах автор вёсем çине мёнлерех пахнине чухласси;
— танлаштару, эпитет, метафора, гипербола, метоними, ирони анлавсене (терминсене асанмасар) хайлавра курма ханахтарасси.
Тематика планě. 85 сехет
Урок номерě | Программăн пайě | Урок теми | Сехет шучě | Урок тěсě | Вěренекенěн мěн пěлмелле |
1 | Сывǎ-и, Аван-и, шкул с саккийě!.. | Сентябрь ирě. Ю. Петров. | 1 | Сыхăнуллă пуплев | Илемлě те палăртуллă вулама. Ыйтусем çине ответлеме. Хирěçле пěлтерешлě сăмахсене тупма |
2 | Кěрхи кăмăл. Н. Теветкел. | 1 | Сыхăнулла пуплев | Илемлě те палăртуллă вулама. Ыйтусем çине ответлеме. План тума | |
3 | Павăл, Миккуль тата Петěр. И.Шухши. | 1 | кулленхи | Илемлě те палăртуллă вулама. Ыйтусем çине ответлеме. План тума | |
4 | Малтанхи учителе. П. Михайлов. | 1 | кулленхи | Сăвва палăртуллă та илемлĕ вулама, ыйтусем çине ответлеме | |
5 | Килсе çитрě тулăх кěр. | Кěрхи илем. М. Ваçлейě. | 1 | кулленхи | Сăвва палăртуллă та илемлĕ вулама, ыйтусем çине ответлеме |
6 | Класс тулашěнчи вулав. Савна ен –Чаваш сер шыве. | 1 | Пуплеве аталантармал-ли урок | Вěренекенсен кěнекепе хăйсен тěллěн ěçлеме хăнăхса пымалла | |
7 | Сентябрь. Г. Орлов. | 1 | кулленхи | Текста палăртуллă вулама. Калавăн плане тума Суйлавлă калав ăслама | |
8 | В. Харитонов Керхи варманта. | 1 | кулленхи | Пултарулла та илемле вулама. | |
9 | Хур кайăк çулě. А. Смолин. | 1 | кулленхи | Сăвва илемлě те палăртуллă вулама. Ыйтусем çине ответлеме. | |
10 | Тăрнасем. Г. Луч. | 1 | кулленхи | Калавăн планне тума. План | |
11 | Класс тулашенчи вулав. Савна ен –Чаваш сер шыве. | 1 | кулленхи | Хайсем теллен еслеме ханахтарасси. | |
12 | «Тумне хывма ěлкěреймен». Г. Ефимов. | 1 | кулленхи | Калавăн планне тума. План тăрăх калава пайсене уйăрни. Асра юлнине каласа пани | |
13 | Ку вăл – ман Тăван çěршыв. | Тăван чěлхе. В. Ахун. чаваш халахне пана Халал. | 1 | кулленхи | Илемлě те палăртуллă вулама. Ыйтусем çине ответлеме. План тума |
14 | Эпě – чăваш. И. Шухши. Эп - чаваш ачи… | 1 | кулленхи | Чăваш халăхě хăш тăрăхра пурăннине. Калава сăнарлăрах тума пулăшакан сăмахсене. Чăваш çěршывě çинчен . | |
15 | «Нарспи» пичетленне сул. | 1 | Пуплеве аталантармал-ли урок | Вěренекенсен кěнекепе хăйсен тěллěн ěçлеме хăнăхса пымалла | |
16 | Класс тулашенчи вулав. Пурнасран хакли сук. | 1 | кулленхи | Кенекепе еслеме ханахтарасси. | |
17 | Ун ятне этемлěх манмě.И. Прокопьев. | 1 | Сыханулла пуплев | Чапа тухнă чăвашсем çинчен. Ыйтусем çине ответлеме. Содержани калама. Николаев космонавтикăра мĕнле тава тивĕçлĕ ĕçсем тунине | |
18 | Пирěн йăла-йěркесем. | Класс тулашенчи вулав. Пурнасран хакли сук | 1 | Пуплеве аталантарасси. | Кенекепе еслеме ханахтарасси. |
19 | Йăла-йěркесем. Х.Уяр. | 1 | кулленхи | Чăваш ĕçченлĕхĕ хăш йăла-йěркесенче уçăмлă курăннине. Çěнě сăмахсен пěлтерěшěсене | |
20 | Хěллехи кунсенче. Н. Охотников | 1 | кулленхи | Çěнě сăмахсен пěлтерěшěсене. Чăваш ĕçченлĕхĕ хăш йăла-йěркесенче уçăмлă курăннине. | |
21 | Класс тулашěнчи вулав Елекхине аса илсен. | 1 | Пуплеве аталантармал-ли урок | Вěренекенсен кěнекепе хăйсен тěллěн ěçлеме хăнăхса пымалла | |
22 | Чăваш халăх сăмахлăхěнчен | .Юмахсем. . | 1 | кулленхи | Юмахра мĕнле сăнарсем сăнланнине |
23-24 |
| Халапсем. | 2 | кулленхи | Чаваш халапесене пелесси |
25 |
| Ваттисен самахесем. | 1 | кулленхи | Ваттисен самахесен пелтерешесем |
26 |
| Класс тулашенчи вулав. Елекхине аса илсен | 1 | кулленхи | Вěренекенсен кěнекепе хăйсен тěллěн ěçлеме хăнăхса пымалла |
27 | Чăваш халăхен уяв юррийесем. | 1 | кулленхи | Чăваш халăх юррисем тĕрлĕрен пулни | |
28 | Витлешу такмакесем. Варттан челхе | 1 | кулленхи | Такмаксем терлерен пулни. | |
29 | Варттан челхе. Сутмалли юмахсем. | 1 | кулленхи | Юмахсем терлерен пулни. | |
30-31 | Сюжетла вайасем | 2 | кулленхи | Чаваш халахен ваййисемпе паллашни. | |
32-33 | Халах юррисем. | 2 | кулленхи | Халах юррисем терлерен пулни. | |
34 | Класс тулашěнчи вулав. Ылханна варса сулесем. | 1 | Пуплеве аталантармал-ли урок | Вěренекенсен кěнекепе хăйсен тěллěн ěçлеме хăнăхса пымалла | |
Шурă юр çусассăн… | |||||
35 | Пěрремěш юр. Н. Сладков. Кайаксем аста сыварассе. | 1 | кулленхи | Текст тесесене уйарма ханахасси | |
36 | Карлач. Г.Орлов | 1 | кулленхи | Санлав калаве. | |
37 | Класс тулашěнчи вулав Ылханна варса сулесем. | 1 | Пуплеве аталантармал-ли урок | Вěренекенсен кěнекепе хăйсен тěллěн ěçлеме хăнăхса пымалла | |
38-39 | Кусем – манăн туссем | Математика мыскари. А.Галкин. | 2 | кулленхи | Вуласа тухна текста ушканпа сутсе явас есе хутшанасси. |
40 | Çил çуна. И.Шухши. | 1 | кулленхи | Вуласа тухна хайлаван плане тавасси, планпа уса курса каласа парасси | |
41 | Чаплă парне. В.Дмитриев. | 1 | кулленхи | Рольпе выляма ханахтарасси | |
42 | Пакăлти. К Груйя. | 1 | Пкплеве аталантарни | Палăртуллă вулав | |
43 | Киш синчен сурекен халап. | 1 | Пуплеве аталантармал-ли урок | Вěренекенсен кěнекепе хăйсен тěллěн ěçлеме хăнăхса пымалла | |
44 | Класс тулашенчи вулав. Сут тенче ытаменче. | 1 | кулленхи | Хайсем теллен кенекепе еслеме ханахтарасси | |
45 | Ырапа усал. | Л. Мартьянова Челхесер Иван. | 1 | кулленхи | Савва палартулла вуласси. Чаваш челхин шапи |
46 | П. Можаров. Хайма варри. | 1 | кулленхи | Савва палартулла вуласси. | |
47 | М. Горький. Эрхип мучипе Ленька. | 1 | кулленхи | Савва палартулла вуласси. Самахсемпе еслесси | |
48 | Оскар Уайльд. Сывах тус. | 1 | кулленхи | Вуласа тухна хайлав тарах пана есе сырса пурнасласси | |
49 | Класс тулашěнчи вулав Сут тенче ытаменче. | 1 | кулленхи | Вěренекенсен кěнекепе хăйсен тěллěн ěçлеме хăнăхса пымалла | |
50 | Атте-анне пулсассан… | Сăпка юрри. Л. Смолина. | 1 | кулленхи | Савва палартулла, тивесле интонаципе вуласси. |
51 | Услан кайăк юмахě. М. Ухсай. | 1 | кулленхи | Текст жанрне уйараси. Вуласа тухна хайлав тарах пана есе сырса пурнасласси | |
52 | Класс тулашенчи вулав. Ачалахан асамла асамаче. | 1 | кулленхи | Кенекепе еслеме ханахтарасси. | |
53 | Ю. Артамонов. Сакар. | 1 | кулленхи | Санара план тарах характеристика парасси. Харкам хай шухаша теслехсемпе палартасси | |
54 | Анне – пирен тенче. А. Смолин. | 1 | Сыханулла пуплев | Калавра танлаштару тупасси. Каласа паракан тата санласа паракан текстсене уйарасси. Текстан жанрне уйарасси. | |
55 | Класс тулашěнчи вулав. Ачалахан асамла асамаче. | 1 | Сыханулла пуплев | Вěренекенсен кěнекепе хăйсен тěллěн ěçлеме хăнăхса пымалла | |
56 | Çуркунне çитсессěн… | Çуркунне. К Турхан. Н. Прокопьев. Суркунне пусланать. | 1 | кулленхи | Текст ятне анлантарасси. Текст ашлахне суйлавлан каласа парасси |
57 | Курак. Г.Орлов. | 1 | кулленхи | Вуласа тухна хайлав тарах пана есе сырса пурнасласси | |
58 | Шанкарч килни. А.Савельев. | 1 | кулленхи | Текст ятне анлантарасси. Текст ашлахне суйлавлан каласа парасси | |
59 | Çěр ыйхăран вăранать. Н.Матвеев | 1 | кулленхи | Текстан жанрне палартаси. Синоним самахесене тупса сырасси | |
60 |
| Класс тулашěнчи вулав. Тенче терле теспе илемле. | 1 | кулленхи | Вěренекенсен кěнекепе хăйсен тěллěн ěçлеме хăнăхса пымалла |
61 | Сенкер май. С.Есенин. | 1 | кулленхи | Савва палартулла, тивесле интонаципе вуласси. | |
62 | Класс тулашěнчи вулав. Тенче терле теспе илемле | 1 | клленхи | Кенекепе хайсем теллен еслеме верентесси. | |
63 | Вăрçă кěрленě чух | Амăш пилě.Н. Евстафьев | 1 | кулленхи | Текст жанрне палартасси. Санласа паракан вырансене тупасси |
64 |
| .М. Джалиль. Урасар. | 1 | Пуплеве аталантармал-ли урок | Вěренекенсен кěнекепе хăйсен тěллěн ěçлеме хăнăхса пымалла |
65 | Ĕççинче. А Ĕçхěл. | 1 | кулленхи | Вуласа тухна хайлав тарах пана есе сырса пурнасласси | |
66 | Класс тулашенчи вулав. Елекхине аса илсе. | 1 | Кенекепе хайсем теллен еслеме верентесси. | ||
67 | Эпир çěнтертěмěр. А. Клементьев. | 1 | кулленхи | Вуласа тухна хайлав тарах пана есе сырса пурнасласси | |
68 | Усен –таран тенчинче. | Курăк академикě.Ю. Мишши. | 1 | кулленхи | Калавра танлаштару тупасси. Каласа паракан тата санласа паракан текстсене уйарасси. Текстан жанрне уйарасси. |
69 | Çумăр хыççăн вăрманта. М.Ахманэ. | 1 | кулленхи | Челхен санарлах уйрамлахесене чухласси. Челхе туйамне сивечлетесси. | |
70 | Елюк сăртěнче. А.Артемьев | 1 | кулленхи | Вуласа тухна хайлав тарах пана есе сырса пурнасласси | |
71 | Класс тулашěнчи вулав. Тенче терле теспе илемле | 1 | Пуплеве аталантармал-ли урок | Вěренекенсен кěнекепе хăйсен тěллěн ěçлеме хăнăхса пымалла | |
72 | Чер чунсем-пирен туссем | В. Бианки. Раксем аста хел касассе. | 1 | кулленхи | Вуласа тухна тарах план тавасси, каласа парасси. |
73 | А. Калкан. Йытапа кушак. | 1 | кулленхи | Вуласа тухна тарах план туса каласа парасс. | |
74 | Класс тулашенчи вулав. .Тенче терле теспе илемле | 1 | Пуплеве аталантармалли урок | Кенекепе хайсем теллен еслеме ханахтарасси | |
75 | С. Садал. Савар куссуле. | 1 | кулленхи | Вуласа тухна хайлава план тарах каласа парасси. | |
76 | Хв. Уяр. Лаша сални. | 1 | кулленхи | Вуласа тухна хайлав тарах каласа парасси. | |
77 | Класс тулашенчи вулав. Тенче терле теспе илемле | 1 | Пуплеве аталантарасс | Кенекепе хайсем теллен еслеме ханатарасси. | |
78 | Ю. Петров-Вирьял. Тарна ташши. | 1 | кулленхи | Вуласа тухна хайлаван планне тавасси. | |
79 | А. Куприн. Паруспа Шулька. | 1 | Пуплеве аталантармалли урок. | Челхенсанарлах уйрамесене чухласси. Челхе туйамне сивечлетесси. | |
80 | П. Хусанкай. Херу хевел херте пахать. | 1 | |||
81 | Çу пуçланчě | Çу çитрě. Г. Фёдоров | 1 | Пуплеве аталантармал-ли урок | Вěренекенсен кěнекепе хăйсен тěллěн ěçлеме хăнăхса пымалла |
82 | Класс тулашенчи вулав. Тенче терле теспе илемле | 1 | Пуплеве аталантармалли урок | Кенекепе хайсем теллен еслеме ханахтарасси. | |
83 | Çуллахи вăрманта. Г. Орлов | 1 | Сыханулла пуплев | Вуласа тухна хайлав тарах пана есе сырса пурнасласси | |
84 | Август. Г. Орлов | 1 | Сыханулла пуплев | Вуласа тухна хайлав тарах пана есе сырса пурнасласси | |
85 | Петемлету уроке |
Тёп литература тесе çаксене йышанатпар:
1. , , Литература вулаве.: 4-мёш класс валли. Хушса дёнетнё 2-мёш каларам. — Шупашкар: Чаваш кёнеке изд-ви, 2011.
2. , Мерчен: Хушма вулав кёнеки. 4-мёш класс валли. — Шупашкар: Чаваш кёнеке изд-ви, 2004.
3. АртемьеваТ. В.,. Ес тетраче. Пучах сумне пучах 4 класс –Шупашкар:Чаваш кенеке издательстви,2011с.


