Канаш район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕ

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ

«Чăваш Республикин Канаш районĕнчи Миттов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул»

«Текст теми»

темăпа ирттернĕ урок конспекчĕ

Хатĕрлекенĕ:

кĕçĕн классенче вĕрентекен

Сиккасси

2010

Урок теми: Текст теми.

Класс: 4.

Урок тĕллевĕсем:

·  Текст темине палăртма, панă тема тăрăх пĕчĕк калав тума хăнăхтарасси.

·  Ушкăнпа ĕçлеме условисем туса парасси.

·  Хăйĕн тата ыттисен ĕçне хак пама хăнăхтарасси.

Урока кирлĕ хатĕрсем: вĕрентекене - «Они нуждаются в защите» кĕнеке;

Ачасене (вĕренÿ кĕнекисĕр пуçне) – тĕрлĕ ĕçлĕ карточкăсем, тĕллев карточкисем.

Урок юхăмĕ:

1.Ачасене ĕçе хатĕрлесси.

-Ачасем, эпĕ паянхи урок валли «Тумла та пăра шăтарать» девиз суйласа илтĕм. Ку вăл ваттисен сăмахĕ. Ăна эсир мĕнле ăнланатăр? (Ачасен хуравĕ.)

-Тĕрĕс. Тăрăшулăх, ĕçченлĕх, чăтăмлăх пире пĕлменлĕхе пĕтерме, çĕнтерме пулăшĕ. Пĕлÿ илесси, вĕренесси – çăмăл ĕç мар. Апла пулсан, эпĕ эсир çирĕп те тăрăшулллă чăтăмлă пуласса шанатăп. Ун чух сирĕн пĕлÿ те, ăсталăх та пулĕ.

НЕ нашли? Не то? Что вы ищете?

2. Таса та тĕрĕс çырасси.

Тт тТ Ттт Тттт …

Та те ту ти тл тм текст

Татать туртать тăрăшать теми

3. Урок темине палăртни.

-Ачасем, эсир çырса пурнăçланă ĕçре ытлашши япаласем пур. Мĕнсем-ши вĕсем? (Текст теми.)

-Мĕншĕн çапла шутлатăр? (Ачасен хуравĕ.)

-«Текст теми» тени мĕн пулма пултарать-ши? (Ачасен хуравĕ.)

-апла, паянхи урок теми - «Текст теми».

4. Урок тĕллевне палăртни.

-Кирек мĕнле ĕçе те эпир пĕр-пĕр тĕллевпе пурнăçлатпăр.

Паянхи урокра эсир хăвăр умăра мĕнле тĕллев лартнă пулăттăр?

авна хăвăр умăрти «тĕллев карточки» çинче палăртăр.

-Кам хăй палăртнă вĕренÿ тĕллевĕпе пире паллаштарма кăмăл тăвать?

-Эсир çĕнĕ пĕлÿ илессине, çыру хăнăхăвĕсене аталантарас тĕллевсене мала хунă. Кусене пурнăçлама пирĕн мĕнле ĕçлемелле?

-Эпир ку урокра ушкăнра туслă ĕçлессине те тĕпе хурăпăр. Хамăр ĕçе, пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕс хаклассине те манмăпăр. Текст та калăплăпăр.

5.ĕнĕ темăпа ĕçлени.

а). Ачасене çĕннине вĕренме хатĕрлени.

-Ачасем, текст çырас тесен, мĕн пĕлмелле?

(Мĕн вăл текст? Текстсем мĕнлисем пулаççĕ? Предложенисене шухăш тĕлĕшĕнчен çыхăнтарма пăлмелле.)

-Эсир çавна пĕлетĕр-и? Хăвăр пĕлнине кăтартса парăр-ха, эппин.

( Ачасем правилăсене аса илсекаласа параççĕ, тĕслĕхсем тупса çирĕплетеççĕ.)

ă) 4 вариант карточкăсемпе ĕçлени.

Текста вулани. Сĕннĕ ĕçсем: текста ят памалла, тĕсне палăртмалла, темине каламалла.

-Мĕн вăл тема?

«ĕлĕкне тăхăнтар» вăйă - текстсене ят парасси.

б). Мăшăрпа ĕçлесси.

-Текст теми ун ятĕнче палăрать, тенине пĕлетпĕр. ак калав ятне тĕрĕс панă-ши? (Карточкăсемпе ĕçлесси.)

Кану саманчĕ.

в). Ушкăнпа ĕçлени.

Панă предложенисенчен калав тумалла, ят памалла, темине каламалла.

5.Вĕреннĕ пĕлÿсемпе хăнăхусене çирĕплетни.

- Халь харпăр хăй тĕллĕн ĕçлесе пăхар. Хăвăр тĕллĕн текст ăсталама пултаратăр пуль тесе шутлатăп. Сирĕн умăрта витре ÿкернĕ виçшер листа. Пĕрин çине «калав», теприн çине «сăнлав», виççĕмĕш çине «уйлав» сăмахсем çырнă.

- Ку сăмахсем мĕне пĕлтереççĕ-ши? (Текст тĕсĕсене пĕлтереççĕ.)

- Мĕнле текст çырма кăмăл тăватăр, çав листине илĕр те çырăр. Чи лайăх тесе йышăннă текстсене сасăпа вуласа парăпăр.

6. Ĕçсене хакласси

Халь ĕçсене пĕр-пĕрне парăпăр. Тĕрĕслесе хак парăпăр. Хак паллине витре çине тумла ÿкерсе лартăр: «чи лайăх» паллă - 5 тумла, «лайăх» - 4 тумла, «вăтам» - 3 тумла.

- Ачасем, хăш ĕçе сасăпа вулама сĕнетĕр? (Пĕр-ик калав вуласси.)

7. Киле валли ĕç парасси.

Хăвăр кил-йыш çинчен илемлĕ текст çырăр.

8. Пĕтĕмлетÿ туни.

- Ачасем, эсир урок пуçламăшĕнче хăвăра валли тĕллевсем палăртрăр. авсенчен хăшне пурнăçланă тесе шутлатăр? Хăвăра мĕн сĕннĕ пулăттăр? (Ачасен хуравĕсем.)