Партнерка на США и Канаду по недвижимости, выплаты в крипто
- 30% recurring commission
- Выплаты в USDT
- Вывод каждую неделю
- Комиссия до 5 лет за каждого referral
Теремок
Юмах
(Пĕр пайлă)
Юмахра вылякансем:
Шăна –– Ефимова Катя
Шăши – Синева Настя
Шапа – Ларионова Ольга
Мулкач – Шадриков Стас
Тилĕ – Михайлова Маргарита
Кашкăр – Шадриков Алеша
Упа – Петров Павел
Вăрманта сывлăш уçă, юр ирĕлсе пырать. Чĕр чунсем те савăнаççĕ çуркунне çитнишĕн. Шăни те, Шăши-Шапи те, Мулкачпа Тилĕ те, Кашкăр та питĕ хавас çуркуннешĕн. Мĕнле савăнмăн-ха? Ăшă кунсем-çке малалла. Упа тус та варанса тухнă пуль ĕнтĕ хăйĕн шăтăкĕнчен.
(Кĕвĕ янăрать:вăрман шавлать, шăнкăр-шăнкăр шыв сасси, кайăксен юрри илтĕнет.)
Акă вăрман уçланкине шăна вĕçсе тухать: «Ай, лайăх-çке кунта!» Пăхать шăна - пĕр пÿрт курать.
ШĂНА. Ай, кам пурăнать-ши ку çуртра? Тук-тук-тук! Ой, никам та чĕнмест? Кĕрем-ха.(Пÿрте вĕçсе кĕрет).
Пурăнма пуçларĕ тет шăна çăк пÿртре. Нумай-и, сахал-и – пÿрт патне шăши чупса çитрĕ тет.
ШĂШИ. Кам пурăнать ку çуртра. Тук-тук-тук!
ШĂНА. Эпĕ- Шăна, з-з-з-з, Эсĕ вара кам?
ШĂШИ.Эпĕ Шăши, пи-пи-пи. Кĕрт-ха мана пурăнма.
ШĂНА. Кĕр.
Шăшипе Шăна пĕрле пурăнма пуçларĕç тет. Нумай та вăхăт иртмест, пÿрт патне Шапа сиксе çитрĕ тет.
ШАПА. Тук-тук-тук, кам пурăнать ку çуртра?
ШĂНА. Эпĕ- Шăна, з-з-з-з.
ШĂШИ.Эпĕ Шăши, пи-пи-пи. Эсĕ вара кам?
ШАПА.Эпĕ –Шапа, ква-ква-ква. Кĕртĕр-ха мана пурăнма.
ШĂШИПЕ ШĂНА. Кĕр, кĕр.
Шăна, Шăши, Шапа пĕрле пурăнма пуçларĕç тет. Ак пÿрт патне мулкач сиксе тухрĕ тет.
МУЛКАЧ. Ай, кунта пÿрт ларать. Кам пурăнать-ши кунта? Тук-тук-тук.
ШĂНА. Эпĕ- Шăна, з-з-з-з.
ШĂШИ.Эпĕ- Шăши, пи-пи-пи.
ШАПА. Эпĕ –Шапа, ква-ква-ква. Эсĕ вара кам?
ПУРТЕ ПĔРЛЕ. Эсĕ вара кам?
МУЛКАЧ. Эпĕ шурă Мулкач, пысăк хăлхаллă Мулкач. Кĕртĕр-ха мана пурăнма.
ПУРТЕ ПĔРЛЕ. Кĕр.
Пурăнаççĕ тет чĕр чунсем пĕрле. Питĕ килĕштереççĕ тет пĕр-пĕрипе. Нумай-и, сахал - и вăхат иртет – пÿрт патне Тилĕ тус йăкăртатаса çитет.
ТИЛĔ. Ай, мĕнле илемлĕ пÿрт ларать кунта. Тĕлĕнсе каймалла. Ай-уй, кам пурăнать вара ку чаплă çуртра? Шаккаса пăхам-ха? Тук-тук-тук. Кам пурăнать ку çуртра?
ШĂНА. Эпĕ- Шăна, з-з-з-з.
ШĂШИ. Эпĕ- Шăши, пи-пи-пи.
ШАПА. Эпĕ –Шапа, ква-ква-ква.
МУЛКАЧ. Эпĕ шурă Мулкач, пысăк хăлхаллă Мулкач.
ПУРТЕ ПĔРЛЕ. Эсĕ вара кам?
ТИЛĔ. Эсир мана палламарăр-им? Эпĕ хитре тумлă, яка чĕлхеллĕ, куштан, йăпăлти тата вĕçкĕн Тилĕ тус вĕт. Мана та кĕртĕр-ха пÿрте, пĕрле пурăнăпăр.
ПУРТЕ ПĔРЛЕ. Кĕр, Тилĕ тус.
Пурăнаççĕ те чĕр чунсем пĕрле. Хаваслă юрасем те шăратаççĕ тет.
(Хаваслă юрă янăрать.)
Нумай та вăхăт иртмест, вăрман уçланкинчи пÿрт патне Кашкăр килсе тухать.
КАШКĂР( пырне шаккаса). А-а-а, кам пурăнать вара ку пÿртре?
ШĂНА. Эпĕ- Шăна, з-з-з-з.
ШĂШИ.Эпĕ- Шăши, пи-пи-пи.
ШАПА.Эпĕ –Шапа, ква-ква-ква.
МУЛКАЧ. Эпĕ шурă Мулкач, пысăк хăлхаллă Мулкач.
ТИЛĔ. Эпĕ хитре тумлă, яка чĕлхеллĕ, куштан йăпăлти тата вĕçкĕн Тилĕ тус.
ПУРТЕ ПĔРЛЕ. Эсĕ вара кам?
КАШКĂР. Хÿре – тукмак, шăлсем – шак-шак. Ак эпĕ кам. Кĕртĕр-ха мана та хăвăрпа пурăнма.
ПУРТЕ ПĔРЛЕ. Кĕр, Кашкар тус.
Пурăнаççĕ те чĕр чунсем пĕрле. Хаваслă юрăсем те шăратаççĕ тет.
(Хаваслă юрă янăрать.)
Пÿртре пурте пĕрле савăнса ларнă вăхăтра уçланка Упа килсе тухре тет.
УПА( мĕкĕрсе). Ай-яй-яй, Мĕн сасси кунта? О-о-о, кунта мĕнле пÿрт тата? Тук-тук-тук. Кам пурăнать ку çуртра?
ШĂНА. Эпĕ- Шăна, з-з-з-з.
ШĂШИ.Эпĕ- Шăши, пи-пи-пи.
ШАПА.Эпĕ –Шапа, ква-ква-ква.
МУЛКАЧ. Эпĕ шурă Мулкач, пысăк хăлхаллă Мулкач.
ТИЛĔ. Эпĕ хитре тумлă, яка чĕлхеллĕ, куштан йăпăлти тата вĕçкĕн Тилĕ тус.
КАШКĂР. Хÿре – тукмак, шăлсем – шак-шак. Ак эпĕ кам.
ПУРТЕ ПĔРЛЕ. Эсĕ вара кам?
УПА. Эпе – вăрман хуси. Упана паллатăр-и?
ПУРТЕ ПĔРЛЕ. Паллах.
Упа. Ну, апла пулсан кĕртĕр мана пÿрте. Пĕрле пурăнăпăр.
ПУРТЕ ПĔРЛЕ. Çук - çук, эпир хăратпăр санран.
УПА. Ан хăрăр, эпĕ усал Упа мар, ырă кăмăллă Упа эпĕ? Çавăнпа вăрмана сыхлатăп та ĕнтĕ. Унта пурте туслă пурăнччăр тесе тăрашатăп.
ПУРТЕ ПĔРЛЕ. Эсĕ ишсе антаратăн вĕт пирĕн пÿрте.
УПА. Ну. Апла пулсан хăвăр тухăр ман пата, пĕрле вăйă выльăпăр.
Чĕр чунсем пурте пĕрле вăйă выляççĕ.
ЧĔР ЧУНСЕМ.
Упа, Упа, Упа тус,
Эсĕ пирĕн хаклă тус,
Тăр-ха вăйă картине,
Пĕрле выляр вăййине.
УПА.
Упа, Упа, Утаман,
Никамран та хăраман.
Эп сыхлатăп вăрмана
Эп упратăп туслăха!
ПУРТЕ ПĔРЛЕ.
Эй-ай-ай, савăнар!
Пурте туслă пурăнар!
Пĕр-пĕриншĕн кар! тăрар!
Хавасланса пурăнар!
Юмах вĕçĕ.Чаршав.


