Партнерка на США и Канаду по недвижимости, выплаты в крипто

  • 30% recurring commission
  • Выплаты в USDT
  • Вывод каждую неделю
  • Комиссия до 5 лет за каждого referral

РЕСПУБЛИКАНСКИЙ КОНКУРС «ШКОЛЬНАЯ КНИГА ПАМЯТИ»

Номинация

«Творческая»

Аса илÿ

Автор:

, ученица 11 класса МБОУ «Убеевская СОШ» Красноармейского района

Руководитель

Васильева вера Вениаминовна,

учитель чувашского языка и литературы

МБОУ „Убеевская СОШ“

Красноармейского района

Чувашской Республики

-2015-

Аса илÿ

Кукамай çумне эп лартăм

Итлемшкĕн юптару

«Эс анчах ан йĕр, чĕкеçĕм»,-

Вăл пуçларĕ калаçу.

Ман сăмахăм пулĕ вăрăм,

Çиттĕр санăн хăвату.

Итлемешкĕн кирлĕ тÿсĕм.

Санăн пур-и вăхăту?

… Çĕртме уйăхĕ пуçланчĕ

Питĕ шавсăр, пĕр тату…

Анчах, кам кĕтме пултарнă

Пуçласса çак ырату?...

Çирĕм иккĕмĕш чыслаччĕ…

Астăватăп мур кунне…

Савăнма çынсем тухсаччĕ

Пĕр уçланкă варрине…

Тем сутатчĕç, тем илетчĕç…

Япала та, пыл та çу…

Аякран çынсем килетчĕç

Туянма сысна, пăру…

Ташă-юрă янăратчĕ,

Ачан пултăрччĕ чуччу!

Каччăсем, хĕрсем шыратчĕç

Пĕр-пĕринпе тĕл пулу.

Самантрах йăлтах вĕçленчĕ-

Çакна чарчĕ – «радио»

Левитан сасси кĕрлерĕ,

Кĕç пуçланчĕ çухрашу

Кукамай куçĕ шывланчĕ.

НЕ нашли? Не то? Что вы ищете?

Айăпли – аса илÿ.

Темшĕн хытă хăй пăлханчĕ,

Пачĕ вăл мана ыйту:

«Ывăнмарăн-и, ачам, эс,

Пур-и санăн кăмăлу

Малалла та итлемешкĕн?

Ыратмасть-и-ха пуçу?»

Эп пуçа сĕлтсен пуçларĕ

Малалла хăй халапне.

«Лăпкă пурнçăм çухалчĕ

Çав çĕртмен пĕр кунĕнче.

«Хĕрĕх пĕрремĕш çултаччĕ…

Аставатăп хальхи пек…

Арçынсен, яшсен - пĕр çулччĕ

Фронта кайрĕç лавĕпех…

Ватă-вĕтĕ, хĕр те арăм

Тăрса юлтăмăр кунта.

«Эх, тем пек турă сыхлатăр,-

Теттĕмĕр хамăр – фронтра».

Кашни кун нуши, асапĕ

Хавшатсах пычĕ вăйа.

Çук, алла усма памарĕ

Çирĕплетрĕ çеç чуна.

Пилĕк çул хушши пĕр шелсĕр

«Лăскарĕ» пире шăпа.

Чирĕ-чĕрĕ тем тĕрли те

Тупăнсах пычĕ тата…

Тем тÿсме те тÿр килетчĕ,

Вăрçă «хуçрĕ» пурнăçа.

Апат-çимĕç те çитместчĕ,

Йăлт яраттăмăр фронта.

Çăм носки, алсыш, чăлха та

Çыхнă хĕрсем ăмăртса.

Ăшă пулччăр. Ан чирлеччĕр-

Тенĕ,- арçынсем унта.

Улттăри шăпăрлансем те

Пĕлнĕ лашасем кÿлме

Амăшсем вăрман касма та

Вĕсене илнĕ пĕрле.

Хĕл кунĕнче уйсем витĕр

Каяттăмăр вăрмана

Кашкăрсем хыт ÿленийĕ

Чĕтрететчĕ шăм-шака.

Хăш чухне иртсе каятчĕç

Умлăн-хыçлăн ушкăнпа…

Хăйсем тутă пулнăран-ши

Тапăнмастчĕç, туршăн та?...

Кунсем, çулсем те иртсе пычĕç,

«Силлерĕ» вăрçă халăха…

Мĕн чухлĕ тарăху куççулĕ

Юхмарĕ пулĕ таврара?!

Час-час ав çыру килетчĕ

Виç кĕтеслĕ конвертпа.

Кама вĕсем – савăнтаратчĕç

Кама «хуçатчĕç» хыпарпа…

Ачан ав, таврăнмĕ тек ашшĕ,

Арăмĕсен çук упăшка…

Аппăшĕсен пуç хунă шăллĕ

Хăрушă юнлă вăрçăра…

Амăшĕсен ывăлĕсем те

Пултараймарĕç таврăнма.

Эх, турă, епле чăтрĕ çĕрĕ

Çавăн чухлех виле йăтма?!...

Çапах кĕтсе илме пултарнă

Эпир çав çĕнтерÿ кунне!

Паянхи кун та асăнатпăр

Çак миршĕн пуç хунисене!..