Районная научно-практическая конференция «Будущие лидеры Отечества - 2014»
Секция НАРОДНАЯ КУЛЬТУРА: ФОЛЬКЛОРИСТИКА И ЭТНОГРАФИЯ
Чăваш этикечĕ
Журавлева Евгения, Етĕрне районĕнчи
Урпашри пĕтĕмĕшле пĕлỷ паракан вăтам шкул, 8 класс
Ертỷçи – ,
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ
Пирĕн çĕршывра 2014 – мĕш çула - Культура çулталăкĕ теме йышăннă. Культурăллă çын пулас тесен мĕн тумалла-ха? Паллах, хамăра тытмалли йĕркесене, урăхла каласан, этикета пăхăнмалла тесе шутлатăп.
Тĕнчере пур халăхăн та кил-йышра, обществăра тыткаламалли йĕркесем пур. Чылай чухне вăл правилăсем пĕр пек мар. Тĕрлĕ халăхăн тĕрлĕ этикет. Апла пулин те пĕрешкеллисем те пур. Вĕсем, авалхи йĕркесем, халăха йывăрлăхсенчен тỷссе ирттерме, ăнланса юлма пулăшнă. Чăваш халăхĕн этикечĕн йĕркисем мĕнле пулнă-ши?
Çак ыйтăва татса парас тесе эпĕ тĕпчев ĕçĕ çырас терĕм. Умăма çакăн пек тĕллев лартрăм - чăваш халăхĕн этикет йĕркисене пăхса тухасси
Хам ума лартнă тĕллеве тĕпчеме тĕрлĕ-тĕрлĕ задачăсем тухса пычĕç:
Тĕпчев ĕçĕн меслечĕсем:
1. Н. И Ашмарин словарĕпе ĕçлесси.
2. Ватă çынсемпе, шкул ачисемпе тĕл пулса ыйту – хурав йĕркелесси;
3. Чăваш этикечĕн тĕслĕхĕсемпе ĕçлесси.
Пурнăçри тĕрлĕ лару – тăрура харпăр хăйне тыткаламалли йĕркесем пулнă. Унсăр пуçне кашни ялăн хăйĕн йĕркисем пулма пултарнă. Тĕпчевçĕсенчен нумайăшĕ чăвашсем пĕр-пĕринпе хутшăннă чухне хăйсене сăпайлă тытнине палăртнă. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, чăвш халăхĕн Улăпĕ, хăйĕн ентешĕсем çинчен çапла çырнă: «Вĕсем, чăвашсем, пĕр-пĕринпе хутшăннă чухне хăйсене сăпайлă тытаççĕ. Çав сăпайлăх ăçтан килнине Турă çеç пĕлет пулĕ. Чăвашсем кама та пулин кăнттам, тỷрккес, кỷрентерекен сăмахсем каламан, хăйсене кăмăллă тытма тăрăшнă. Пирĕн ялта пурăнакан каланă тăрăх, авалхи чăвашсен чи киревсĕр сăмахĕ те çапла пулнă имĕш: «Сан чусту йỷçсе кайса тăхăнтăр», - тенĕ.
Тепĕр çынна мĕнле те пулин асăрхаттару тунă чухне ăна кỷрентермесĕр, тĕксе каланипех çырлахнă. Тĕслĕхрен, ĕçленĕ чухне ачасенчен хăшĕ те пулин кахалланнине асăрхасан çитĕннисем çапла каланă: «Пирĕн ача çине çумăр ỷкрĕ пулмалла!» Кашни ачах «Кахал çын çине çумăр чи малтан ÿкет» текен ваттисен сăмахне пĕлет. Вара ачасем мĕне систернине тÿрех ăнланса илеççĕ. Хальхи вăхăтра та пирĕнтен аслисем ачасене: « Ку ачана хĕвел ури тапса ячĕ пулмалла», - тесе каланине илтме пулать. Чăваш этикетне пăхăнса сĕнÿсемпе хушусене те тĕксе калама юранă. Апата ларсан амăшĕ çăкăра касса кашнинех пĕрер татăк хурса панă. Сăмахран, Ваçук çăкăра çисе янă пулсан вăл çăкăр парăр-ха тесе ыйтман, çапла çеç систерсе каланă: «Ваçукăн çăкăр пĕтнĕ пулмалла». Амăшĕ вара çакна асăрханă: Урине çăкăрне çисе яман-ха, Ваçукăн вара çăкăрĕ пĕтнĕ. Вăл ачисене тата тепрер татăк çăкăр касса панă.
Пирĕн халăхăн ĕлĕкхи йăлипе, çынсен пĕр-пĕрне улталама, кỷрентерме юраман. Вĕсем мĕнле те пулин парнешĕн е ырă тунăшăн ырăпах тавăрма тăрăшнă: лайăхрах парне панă е мĕн те пулин туса пулăшнă. Çакă час-часах пĕтĕм кил-йыша, йăха, тăхăма тивнĕ.
Çак шухăша çирĕплетме эпĕ А. Фукс çырнă «Чăвашсем хушшинче, Хурăнлă çулпа» очеркри йĕркесене илсе парсшăн: «Юратакан, килĕштерекен çынна тос е çывăх çын теççĕ. Çак сăмах – çынна телей кỷрекен сăмах. Вăл хур тăвасран сыхлать. Туссем пĕр-пĕрне пĕр-пĕрне парнесем параççĕ, пĕри çăвăр хурт парнелет пулсан, тепри ăна, сăмахран, атă, çĕлĕк парнелет».[1]
Ĕлĕкхи йăлапа, кỷршĕсем ача валли сĕт килсе парсан кил хуçи ĕне валли тесе пушă кăкшăма çăкăр хунă. Сĕтшĕн тав туса çапла каланă: «Ĕне сĕтлĕ пултăр!» Çак йăла чăваш ялĕсенче ку таранччен сыхланса юлнă.
Чăвашсем хушшинче хĕрарăмсем те, арçынсем те пĕр-пĕринпе хăйне майлă туслă пулнă. Пĕр-пĕрне килĕштерекен çынсем хаклă парнесемпе, сăмахран, килти выльăхпа, паха çи-пуçпа тата ыттипе ылмашнă. Çак самантран пуçласа вара çынсем пĕр-пĕрне тус тесе чĕнме тытăннă, çывăх тăвансем пекех хутшăннă. Пĕр тусĕ тепĕр тусĕн кирек мĕнле япалине те илме пултарнă, ăна ĕçре те пулăшнă, ун кил-йыш уявĕсене хутшăннă. Хальхи саманара çынсем ытларах тăвансемпе çеç мар, ытларах кỷршĕсемпе, кумсемпе хутшăнаççĕ. Вĕсем пĕр - пĕрне парнесем параççĕ. Эпĕ сăнанă тăрăх, уйрăмах хĕрарăмсем Мартăн саккăрмĕшĕнче тус-тăвансене, кỷршĕ-арша чĕнсе хăналаççĕ, парнесем параççĕ, Мăн кун, çăварни, çимĕк уявĕсенче пĕр-пĕрне хăнана чĕнеççĕ.
Тĕл пулнă тата уйрăлнă чухне калакан сăмахсем
Чăвашсен йăлипе, урамра кама та пулин тĕл пулсан сăмах чĕнмесĕр иртсе кайма юраман. Чарăнса тăрса çитĕннисемпе çеç мар, ачасемпе те, унтан ытларах ваттисемпе мĕн çинчен те пулсан калаçмалла, саламланине хирĕç хуравламалла пулнă. Питĕ кĕскен хуравланине килĕшỷллĕ мар тесе шутланă.
Сăмхран, çакăн пек саламланă: «Аван-и?», «Мĕнле пурăнатăн?», «Шĕкĕр тура! Лайăх пурăнатпăр», «Ачасем чиперех, эсĕ мĕнле?», «Çỷретĕп-ха хуллен, хăв мĕнле?»
Ĕлĕк чăвашсем алă парса саламласси пулман пулмалла. Каярахпа вара, çакă йăлана кĕрсен, арçынсем те, хĕр арăмсем те алă пама тытăннă. Пирĕн енче хĕрарăмсем алă памаççĕ, сывлăх кăна сунаççĕ. Питĕ çывăх çынна килĕштерсе, ырă сунса алă тытнă чухне вара унăн алă лаппи çине хăйĕн тепĕр аллине хунă, тусĕ вара ун çине хăйĕн аллине хунă. Çапла вара тăватă алла пĕрле тытса саламланă. ăсчах та çак шухăша çирĕплетсе çапла çырнă: «Хăнасем (улахра) хĕрсене те алă парса тухаççĕ те сĕтел хушшине кĕрсе лараççĕ. Унтан пĕр-пĕрне хăналама пуçлаççĕ».[2]
Эпĕ хамăр шкулти ачасене мĕнле чĕлхепе сывлăх суннине тишкерес тĕллевпе анкетировани ирттертĕм. Ку ĕçе пурнăçлама 58 çын хутшăнчĕ. Пирĕн шкулти ачасем ытларах пĕр-пĕринпе вырăсла «Привет!» тата «Здравствуйте!» тесе саламлаççĕ иккен.
Эпир, чăвашсем, «вырăсланма» пуçланнине пĕлтермест-ши ку? Çакă эпĕ тишкернĕ таблицăран аван курăнать.
«Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс», - теççĕ халăх сăмахлăхĕнче. Е тата: «Кирек мĕнле культурăллă çыннăн та та виçĕ чĕлхе пĕлмелле. Пĕри - вырăс чĕлхи, иккĕмĕшĕ – ют чĕлхе, виççĕмĕшĕ – тăван чĕлхе», - тенĕ вырăссен чаплă писателĕ Антон Павлович Чехов. Ман шутпа, культурăллă çын пулас тесен виçĕ чĕлхе е ытларах вĕренетĕн-и, тăван чĕлхе кирек камшăн та та пĕрремĕш вырăнта пулмалла тесе шутлатăп.
Çапла саламлаççĕ | 8 класс | Пурĕ пĕрле | |||
Чăвашла: Ырă кун пултăр! | 6 | 7 | 8 | 7 | 27 |
Вырăсла: Привет! | 10 | 10 | 17 | 7 | 44 |
Вырăсла: Здравтсвуйте! | 8 | 11 | 12 | 11 | 42 |
Акăлчанла: | 4 | 3 | 7 | 3 | 17 |
Алă парса саламлани | 6 | 7 | 11 | 10 | 34 |
Ытамласа илсе саламлани | 2 | 6 | 8 | 8 | 24 |
Вырăсла: «Дай, пять!» | 7 | 7 | 5 | 10 | 29 |
Ачана хирĕç пулсан çитĕннĕ çын чарăнса тăрса унпа кăмăллă калаçнă; вăл ăçта кайни, ашшĕ-амăшĕ мĕнле пурăнни çинчен ыйтса пĕлнĕ, уйрăлнă чухне ырă çул суннă. Ача асли ыйтнипе хуравланă, тав тунă, çынна хирĕç пулсан чарăнса тăрса унпа кăмăллă калаçнă.
Чăвашсен йăлипе ачасене тата тантăшсене çеç ятран чĕннĕ. Ашшĕнчен аслăрах арçынна мучи, ватăрах хĕрарăма кинемей, хăйĕнчен аслăрах хĕрарăма аппа, инке, хăйĕнчен аслăрах арçынна пичче, тете тесе чĕннĕ. Вĕсенчен аслине – ывăлсем (хĕрсем), ыттисене – чипер ывăл (чипер хĕр), сарă ывăл (сарă хĕр), шурă ывăл (шурă хĕр), кĕçĕн ывăл (кĕçĕн хĕр) тата ыттисем те. Эпир хальхи вăхăтра тăвансене çеç мучи, инке, кукка тесе чĕнетпĕр.
Авал «Салам пултăр!» тесе пỷрте кĕрсен çеç каланă, ăна урамра е пасарта каламан. Çапла саламласси хĕвел тухăç çĕршывĕсенче, сăмахран еврей халăхĕн чĕлхинче, анлă сарăлнă. Салам сăмах «тăнăçлăх пултăр», «сума сăватăп» тенине пĕлтерет.
Пỷрте кĕнĕ чухне ытти салам сăмахĕсене те каланă. Сăмахран, «Кĕме юрать-и?» е «Ман килес!» Вырăсла «не знаю, можно ли было мне прийти, но я вот пришел» тесе куçарма пулать. Кил хуçи ăна хирĕç çапла каланă: «Килĕрех, килĕрех!». Пирĕн ялта ват çынсем пĕр-пĕр çын патне пырсан çăкăр-тăвар çитермесĕр кăларса ямаççĕ.
Уйрăлнă чухне çапла каланă: «Чипер!», «Сывă пулăр!», «Шĕкĕр пулăр!»
Тĕл пулнă чух саламламалли сăмахсем лару-тăрăва кура тĕрлĕрен пулнă. Сăмахран, тем çинчен хĕрсех канашлакан çынсен ушкăнĕ патĕнчен иртнĕ чухне çапла каланă: «Канаш пĕрле пултăр!». Ăна вара çапла хуравланă: «Кил, пĕрле канашлар!»
Мунчана каякана «ăшши тутлă пултăр!» е «мунча кĕленче, милĕкĕ пурçăн, чулĕ мерчен, ăшши шерпет пултăр!» тесе ырă сунса янă. Мунчаран тухсан ытларах вырăсла: «С легким паром!» - теççĕ.
Инçе çула, салтака каякана çапла каласа ăсатнă: «Çулу такăр пултăр!» е «Кайма çулу çу пултăр. Килме пыл пултăр!», е «Ыр кăмăлпа кайса хавас кăмăлпа килмелле пултăр!» тенĕ.
Хăнари салам сăмахĕсем
Чăвашсен йăлипе, хăнана икĕ хут чĕннĕ хыççăн каймалла пулнă. Хăнасем нихăçан та пушă алăпа пыман, сăра, икерчĕ, чăкăт тата ыттине илсе пынă. Чăваш ялĕсенче халĕ те пушă алăпа каймаççĕ. Пĕчĕк ачасем пур пулсан вĕсем валли кучченеç илме те манмаççĕ.
Çул çинче хăнана каякан çынсене тĕл пулсан вĕсене çапла каланă: «Хăна çулĕ такăр пултăр!» е «Çепĕççĕн калаçса ăшшăн юрламалла пултăр!», е «Ыр кăмăлпа кайса ыр кăмăлпа килĕр!»
Хуçисем хăнасене кашнинех хапха умне тухса кĕтсе илнĕ, лашисене тăварма пулăшнă, хăйсене пỷрте илсе кĕнĕ, сĕтел хушшине лартнă. Чăвашсен йăлипе, алăка хирĕç вырнаçнă малти сак çине хĕрарăмсем ларнă, айккинчи сак çине – арçынсем. Халь ку йăлана пăхăнмаççĕ. Арçынсем те, хĕрарăмсем те пĕрле лараççĕ. Кил хуçи вырăнĕ ĕлĕкхиллех, сĕтел пуçĕнче.
Хăнасене сăйланă чухне ватă çынсене уйрăмах хисепе хунă. Сăмахран, хуçисем ваттисене сăрапа хăналама пуçласан çамрăккисем пỷрт варрине тухса вĕсене пуç тайнă.
Чăвашсен йăлипе, чаплă лару – тăрура сăмах каланă чухне хăнасем пурте ура çине тăнă; ватă çынсем пил сăмахĕсем каланă вăхăтра вара çамрăкраххисем пĕр е икĕ чĕркуççи çине ларнă. Пилĕк таран пĕшкĕнсе пуç тайни хисепленине, чыс тунине пĕлтернĕ. Çамрăк хĕрарăм та – кин – хăнасене сăрапа сăйланă чухне икĕ хутчен кăшт кукленсе илсе хисеплĕн пуç тайнă. тĕпчевçĕ чăвашсем çинчен «Чăвашсем çинчен, Хурăнлă çулпа» ĕçĕнче хамăр каланă шухăша çапла çирĕплетсе çырнă: «Кил хуçисене хĕрĕ е ывăлĕ сăра ĕçтерсе çỷренĕ чухне хăнасем пурте ларчĕç. Кил хуçипе арăмĕ сăрапа сăйлама пуçласан çамрăкраххисем пỷрт варрине тухрĕç те пилĕк таран пуç тайрĕç…Çапла вĕсем кил хуçисене, ватă стариксемпе кинемейсене сума сурĕç.
Ватăсем киле тухса кайрĕç. Вĕсем вырăнне сĕтел хушшине каччăсем кĕрсе ларчĕç те, темиçе минутранах пăтă юлмарĕ».
Уяв вĕçленсен хăнасем тухса кайнă чухне кил хуçисене тав сăмахĕ каланă: çитменнине çитерĕр, ытлашшине каçарăр!» е «Хыпар пулсан пирĕн пата çитĕр!»
Хуçисем хăнисене хапха алăкне уçсах ăсатса янă, вĕсем кайсан алăка хупса юлнă. Инçе çула каякан тăвансене куçран çухаличченех пăхса тăнă, хапхана вара кỷме куçа курăнма пăрахсан кăна хупса хунă. Вара çапла каланă: «Уй ашшĕ, амăшĕ, хир ашшĕ, амăшĕ, шыв ашшĕ, амăшĕ пире çул çинче пулăшса пырăр!» – тенĕ.
Кил-йыш апатланнă вăхăтра кам та пулин пырса кĕрсен, сăмахран, çапла каланă: «Апачĕ тутлă пултăр!» – тенĕ. Пынă çынна сĕтел ушшине ларма чĕннĕ: «Пирĕн апата хисеп ту!»
Çĕнĕ пỷрте кĕнĕ чухне çапла каланă: «Никĕс çирĕп пултăр!», «Çĕнĕ пỷрт хăтлă пултăр!»- тенĕ.
Ĕçлекенсене саламлани
Ĕçлекен çынсем патĕнчен иртсе кайнă чух вĕсене: «Вăй патăр!»-тенĕ.
Улăхра утă çулакансем патĕнчен иртнĕ чухне вĕсене çапла каласа саламланă: «Çарану илпеклĕ пултăр, утту тухăçлă пултăр!»
Уйра тырă акакана курсан ăна çакaн пек ырă суннă: «Пĕр пĕрчĕрен – пин пĕрчĕ!»
Шыв ăсма каякан çынна хирĕç пулсан ăна çапла каланă: «Пушăпа кайса туллипе килмелле пултăр!». Тулли витресемпе килекене вара çакăн пек сăмахсемпе саламланă: «Шывĕ тутлă пултăр!»
Çапла вара, ĕлĕкхи çынсем çав тери сăпайлă пулни çинчке калама пултаратăп. Çамрăк ăрăвăн аслă çынсенчен вĕренмелли чылай. Килте, урамра, обществăлла вырăнсенче хамăра мĕнле тытмалли çинчен мĕн пĕчĕкрен вĕренсе пырсан культурăллă çын пулма пулĕ тесе шутлатăп.
Усă курнă литература
1. «Чăвашсем хушшинче, Хурăнлă çулпа».(Чăваш сăмахлăхĕ: 10 – мĕш класăн вĕренỷпе вулав кĕнеки, 1 пай / ăпа пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1993. – 311 с.
2. çырнисен пуххи. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1925
3. Чăваш сăмахлăхĕ: 10-мĕш класăн вĕренỷпе вулав кĕнеки, 1 пай / ăпа пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1993. – 311 с.
4. http://www. enc. c ap. ru
5. http://www. cv. wikipedia. org
6. http://www/chuvash. org
7. http://www. human. cap. ru
[1] «Чăвашсем хушшинче, Хурăнлă çулпа»
[2] çырнисен пуххи. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1925
Проекты по теме:
Основные порталы (построено редакторами)

