Отдел образования и молодежной политики администрации Мариинско-Посадского района

Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение

«Бичуринская основная общеобразовательная школа»

«Рассмотрено» Утверждаю

на заседании педагогического совета Директор МБОУ «Бичуринская ООШ»

МБОУ «Бичуринская ООШ» _________________

Приказ № 75/2 от «08» сентября 2014 г.

«Согласовано»

заместитель директора по УВР

МБОУ «Бичуринская ООШ»

_________ //

Рабочая программа

по предмету «Чувашская литература»

для 5 класса.

20учебный год

Базовый уровень

Составила:

учитель чувашского языка и литературы.

с. Бичурино – 2014 г.

Ăнлантарса пани.

Вĕрентÿ программи, ĕç программине йĕркеленĕ чухне тĕпе хунă документ

Стандарт: Государственные образовательные стандарты начального общего, основного общего, среднего полного общего образования в Чувашской Республике. Национально-региональный компонент. - Чебоксары: Чувашский республиканский институт образования, 20с.

5-мĕш класăн вĕренÿ предмечĕн ĕç программине «Чăваш литератури программи / Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви; , , (Станьял) хатĕрленĕ. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2003. — 64 с.» программине тĕпе хурса йĕркеленĕ.

Учебного плана МБОУ «Бичуринская ООШ» на 2014-2015 учебный год, утвержденного приказом по школе №71 от 01.01.2001г.

Вĕренÿ сехечĕсене пайлани

НЕ нашли? Не то? Что вы ищете?

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви çирĕплетнĕ вĕрентÿ планĕ тăрăх чăваш шкулĕсенче тăван литературăна V класра вĕрентме эрнере 2 сехет уйăрнă, пĕтĕмĕшле 68 сехет.

«Чăваш литератури» предметăн тĕллевĕсем.

Чăваш литературине шкулта вĕрентессин тĕллевĕсене икĕ ушкăна уйăраççĕ:

1. Ятарлă тĕллевсем:

_ чăваш халăх сăмахлăхĕпе çыруллă сăмахлăх хайлавĕсен чи паха тĕслĕхĕсемпе паллаштарасси;

_ ачасене сăмах ÿнерĕн пулăмĕсене ăнланма, ăша хывма вĕрентесси;

_ шкул ачин тĕнче курăмне никĕслеме пулăшасси; ачасен кăмăл-сипетне халăх педагогикипе эстетики, традицийĕсемпе философийĕ урлă аталантарасси;

_ илемлĕ сăнарлёăха туйма, хаклама хăнăхтарасси, çыхăнуллă шухăшлава тарăнлатса пырасси.

2. Пĕтĕмĕшле тĕллевсем:

_ ĕç хăнăхăвĕсем йĕркелесси, вĕренекенсене ытти халăхсен литературипе паллаштарасси, справочниксемпе, словарьсемпе ĕçлеме вĕрентесси;

_ пуплев-хутшăну культурине аталантарасси;

_ ачасен шухăшлав пултарулăхне йĕркелесси;

_ общество пурнёçĕн пулăмĕсене, вĕсен çыхăнулăхне тарăнрах ăнланма пулăшасси;

_ тĕрлĕ предметсен çыхăнăвне пĕтĕмлетме май парасси.

«Чăваш литератури» предметăн тытăмĕпе вĕренÿ вăхăчĕн виçи.

Тăван литературăна вĕрентме палăртнă сехетсен шутне литература аталанăвĕн тапхăрĕсене, çыравçăсен пурнăçĕпе литературăри пултарулăхне, текста тишкересси; литература теорийĕн тĕп ăнлавĕсемпе паллаштарасси; çыру ĕçĕсем ирттересси, вĕреннине аса илесси. илемлĕ сăмахлăх пултарулăхне аталантарасси кĕрет. Темăсене вĕрентме палăртнă сехетсен шучĕ улшăнма та пултарать, анчах çулталăкри сехетсен хисепĕ улшăнмалла мар.

Чăваш шкулĕнче вырăс литературине чăваш литературипе пĕр харăсах вĕрентни вĕренÿ вăхăтне перекетлеме, теори материалне хăвăртрах пăхса тухма май парать.

V-VII классем.

V_VII классенче тăван сăмахлăха вĕрентесси халăх традицийĕсем çинче никĕсленет. Ку классенче халăх сăмахлăхĕн тата тăван литературăн ачасене ăс çемми илемлĕ хайлавĕсем тĕп вырăнта тăраççĕ.

V_VII классенче текста тишкернĕ чухне кирлĕ ăнлавсемпе терминсене ăнлантармалла. Ку пусăмри ачасем хайлавсенче çыравçă ытларах пурнăçри чăн ĕçсене мар, хăй ăсланă пулăмсемпе геройсене сăнласа кăтартнине ăнланма тивĕç. Геройсене хакласа çырмалла, харпăр шухăшне палăртмалла. Хайлав содержанийĕпе тата тытăмĕпе çыхăннă тĕп ăнлавсем:

_ илемлĕ хайлав теми тата тĕп шухăшĕ;

_ литература геройĕ, сăнар, персонаж (сăн-сăпачĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ, тыткаларăшĕ), автор характеристики;

_ хайлав тытăмĕ (ĕç пуçламăшĕ, аталанăвĕ, чи хĕрÿ самант, ĕç вĕçĕ);

_ сюжет (ĕçсемпе пулăмсен çыхăнăвĕ, персонажсем хушшинчи хирĕçÿ);

_ прозăллă тата сăвăллă пуплев, тропсем (эпитет, танлаштару, сăпатлантару, метафора), пуплев çаврăмĕсем;

_ сăвă тытăмĕ (миçе çавраран тата йĕркерен тăни), сăвă ритмĕ, рифма, лирика геройĕ.

Пуплев тата çыру пултарулăхне аталантарасси.

Илемлĕ хайлавсене вуласа тухнă хыççăн каласа е çырса панă май ачасен çакăн пек хăнăхусем пулмалла:

_ вуланине тĕплĕн, текст стилĕпе жанрĕн тĕп уйрăмлăхĕсене çухатмасăр каласа парасси;

_ текст тăрăх калаçу чĕлхи, илемлĕ литература чĕлхи, официаллă стиль уйрăмлăхĕсене палăртма пултарасси;

_ сăмах майлашăвĕсемпе пуплевре усă курма хăнăхтарасси;

_ сасă уйрăмлăхĕсене (интонации, тембр, чарăну, пусăм) тĕрĕс палăртасси;

_ юмах, калав тăрăх инсценировка е киносценари çырма хăнăхасси;

_ илемлĕ хайлав планне тăвасси;

_ шухăша çырса е сăмах вĕççĕн çыхăнуллăн каласа пама, пĕтĕмлетме, ĕслĕхсемпе çирĕплетме хăнăхасси;

_ сăвă-калав е драма сыпăкĕсене илемлĕн вулама, пăхмасăр калама вĕренесси;

_ стена хаçатне заметка, корреспонденции, юлташ патне çыру çырасси;

_ словарьсемпе тата энциклопедисемпе усă курма вĕренесси.

Вĕренме сĕннĕ хайлавсем.

VIX классем.

Чăваш халăх сăмахлăхĕнчен.

Асамлă юмахсемпе паттăр юмахĕсем, чĕр чунсем çинчен калакан юмахсем. Халапсем, хайлавсем, легендăсем, шÿтсем. Ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсем. Сăпка юррисем. Вăйă, сăвă-такмаксем. Чĕнÿ-йыхрав сăввисем. Истори юррисем тата йăла юррисем. Ăрăмлă сăмахлăх. Туй сăмахлăхĕ.

Вăтам ĕмĕрсенчи культурăран.

Ахмед ибн Фадлан. «Пăлхар патшалăхне çитсе курни» (сыпăксем).

Паласахун Юсупĕ. «Хăтлă пĕлÿ» поэма сыпăкĕсем.

XIX ĕмĕрти чăваш литературинчен.

Ермей Рожанский. «Чăвашсем çинчен» очерк.

Вăтăр Юман. «Чăтăмлăх çинчен» сăвă.

Охатер Томеев. «Вăйпа тĕне ан кĕртчĕр» çыру.

Василий Лебедев. «Пирĕн телей» («Чăваш эпир пултăмăр») сăвă. «Чăваш халапĕсем». «Чĕмпĕр чăвашĕсем тискер кайăк тытни» тĕрленчĕксем.

Никита Бичурин. «Байкал» очерк.

Спиридон Михайлов-Янтуш. «Хĕрринче выртасшăн мар», «Сунарçăн пуç пулнă-и?» шÿтсем. «Юнкă» сăвă. «Чее кушак» калав. «Чăваш кĕвви-çемми çинчен» тĕрленчĕк.

Михаил Федоров. «Арçури» поэма.

Константин Иванов. «Нарспи» поэма. «Тимĕр тылă» халап. «Икĕ хĕр» юмах.

Николай Ашмарин. «Качи çăви» халап.

XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчи литературăран.

Михаил Акимов. «Шÿт туни», «Тĕлĕнмелле» памфлетсем.

Иван Яковлев. «Чăваш халăхне панă халал».

Çеçпĕл Мишши. «Хурçă шанчăк», «Чăваш чĕлхи», «Иртнĕ самана», «Пуласси» сăвăсем. Крым сăввисем («Катаран каç килсен», «Инçе çинçе уйра уяр…», «Çĕн кун аки», «Тинĕсе»).

Николай Шелепи. «Çуркунне», «Кĕпер хывни», «Раççей» сăвăсем.

Федор Павлов. «Хитре» статья. «Вĕлле хурчĕ» сăвă.

Георгий Тал-Мăрса. «Силпи – Пăлхар пики» сăвăллă трагеди сыпăкĕ. «Хирте» сăвă.

Хумма Çеменĕ. «Шишка» калав.

Иван Ивник. «Шурă юр», «Хĕл илемĕ» сăвăсем.

Çемен Элкер. «Ешĕл хунав» очерк. «Хĕн-хур айĕнче» эпикăллă поэма.

Илле Тăхти. «Шерхулла» калав.

Дмитрий Юман. «Пÿлĕх йăмри» калав.

Ефрем Еллиев. «Чĕн тилхепе» калав.

Марфа Трубина. «Хăнаран» калав.

Иван Мучи. «Хурах!.. Хут вĕрентеççĕ!» калав.

Петĕр Хусанкай. «Таня» поэма. «Сăмах хăвачĕ» сăвă.

Илле Тукташ. «Тăван çĕр-шыв», «Хĕл илемĕ», «Шурă кăвакарчăн», «Уйрăлу», «Шур Атăлта акăш ярăнать» сăвăсем.

XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи литературăран.

Александр Артемьев. «Симĕс ылтăн» повесть. «Хунавлах хăрнисем» роман сыпăкĕ.

Митта Ваçлейĕ. «Тăван чĕлхем», «Çĕр-шывăм, çĕр-шывăм…», «Тав сана», «Анатри юрă» сăвăсем.

Мария Ухсай. «Ирхи сывлăм» юмах.

Ухсай Яккăвĕ. «Çумăр», «Кăвак хуппи», «Анне мана тирпейлĕ пиеленĕ»,: «Çурхи ÿкерчĕксем» сăвăсем. «Атте-анне» поэма сыпăкĕсем. «Шурă хурăнпа калаçни» лирикăллă поэма.

Петĕр Хусанкай. «Аптраман тавраш» сăвăллă роман сыпăкĕ. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăвă.

Александр Алка. «Июнĕн 22-мĕшĕ», «Брандербург хапхи умĕнче» сăвăсем.

Александра Лазарева. «Урок пуçланчĕ», «Пĕрремĕш юрату» калавсем.

М. три Кипек. «Ягуар» калав, «Кайăк тусĕ» повесть сыпăкĕсем.

Алексей Воробьев. «Çурхи хирте», «Çăкăр» сăвăсем.

Николай Терентьев. «Çил çинчи çеçпĕл» драма сыпăкĕсем.

Стихван Шавли. «Вĕçкĕн Ваççа» юптару.

Валентин Урташ. «Пурăнас килет» поэма.

Георгий Краснов. «Тинĕсре тупнă çĕрĕ» повесть сыпăкĕсем.

Юрий Сементер. «Вилĕме улталани» сăвăллă юмах. «Пакшапа чакак» юптару. «Сунăм» сăвă.

Михаил Сунтал. «Асатте кĕпи» повесть сыпăкĕсем.

Александр Кăлкан. «Тăрлавсăр хăнтăр», «Аташнăскерсем», «Хăравçă мулкач» юптарусем. «Алим» пьеса.

Илпек Микулайĕ. «Госпитальте» калав.

Николай Айзман. «Ăçта-ши ман атте?» драма сыпăкĕсем.

Анатолий Емельянов. «Çырма Куçми» очерк.

Лаврентий Таллеров. «Пысёк тĕнчери пĕр пĕчĕк чун» калав.

Юрий Скворцов. «Хĕрлĕ мăкăнь» повесть. «Ултăк», «Пушмак йĕрĕ», «Хачăллă пулă» калавсем.

Ева Лисина. «Çăкăр чĕлли», «Пăркка мучи» калавсем. «Мускав кушакне вилме памарăм» калав. «Арçук» повесть сыпăкĕсем.

Валерий Туркай. «Ниме» сăвă.

Людмила Сачкова. «Шăпăрлан» пьеса. «Чĕкеçĕм, чĕкеç» повесть. «Оля-Улькка» калав.

Петĕр Эйзин. «Йăмрапа хурăн», «Кураканни курать» сăвăсем.

Аркадий Ĕçхĕл. «Анне» сăвă.

Николай Мартынов. «Юнлă çырла» калав.

Валентина Элпи, Иван Егоров, Лидия Сарине, Улькка Эльмен произведенийĕсем.

Хаклав виçисем.

Вуланине тата пăхмасăр каланине хакламалли виçесем:

5-мĕш класра минутра 90-100 сăмах вуламалла

«5» паллă ача текста хăвăрт, уçăмлăн, сасса кирлĕ пек улăштарса вуласан е пăхмасăр каласан лартмалла.

«4» палла «5» паллă лартмалли пекех вуласан, анчах пĕр йăнăш тусан, шухăш енчен кирлĕ сăмахсене чарăнупа уйрăмлатас, сасса кирлĕ пек улăштарас тĕлĕшпе кăлтăксем пулсан, пăхмасăр каланă чухне ик-виç тĕлте текста çирĕпех пĕлменни палăрсан лартмалла

«3» паллă – ача текста илемлĕ вулаймасан, чарăнусене кирлĕ çĕрте тумасан, сăмахсенче йăнăш тăвать пулсан, пăхмасăр каланă чухне сăввăн хăш-пĕр йĕркисене сиктерсе хăварсан лартаççĕ .

Сăмах вĕççĕн хуравланине хакласси:

«5» паллă ача произведени текстне çирĕп пĕлет пулсан, унти геройсен хутшăнăвĕ, кăмăл-туйăмĕ, ĕçĕ-хĕлĕ мĕнрен килнине тата илемлĕх мелĕсене ăнлантарса парсан, теори ыйтăвĕсене лайăх ăнланать пулсан, вĕсемпе илемлĕ хайлавĕсенче усă курма, хăй шухăшне текстри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе калама пултарать пулсан, пуплевре литература чĕлхипе туллин усă курсан лартаççĕ.

«4» паллă илме ачан произведени текстне çителĕклĕ пĕлмелле, ăналнмалла, унти ĕçсем, сăнар хутшăнăвĕ, кăмăлĕ мĕнрен килнине пĕлмелле, илемлĕх мелĕсене ăнлантарса памалла, литература теорине лайăх чухласа унпа произведение тишкернĕ чух усă курмалла, харпăр хăй шухăшне текстри тĕслĕхсемпе çирĕплетмелле, литература чĕлхипе аван усă курмалла. Маларах асăннă критерисенчен пĕр-иккĕшĕнче пысăках мар çитменлĕх пулма пултарать.

«3» паллă лартмалли виçессем: вĕренекен ача произведени текстне, тĕпрен илсен, пĕлет, ăналанать, геройсен хутшăнăвĕ, ĕçĕ-хĕлĕ мĕнрен килнине калама пултарать, илемлĕх мелĕсене ăнлантарма пĕлет, литература теорине чухлать, анчах çав пĕлÿпе произведение тишкернĕ чухне кирлĕ пек уса кураймасть, шухăша текстри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе параймасть, каласа панă чух содержанире икĕ-виçĕ йăнăш тăвать, çыхăнуллах каласа параймасть, вулав техники нормăна тивĕçтермест.

«2» паллă виçи: ача текст содержанине пĕтĕмĕшле ăнкарать, анчах произведенири ĕçсем тата сăнарсен кăмăлĕ, ĕçĕ-хĕлĕ мĕнрен килнине, усă курнă илемлĕх мелĕсене ăнлантарса параймасть, теории ыйтăвĕсене пĕлместь, литература чĕлхипе çителĕклĕ усă кураймасть.

Литература темипе çырнă сочинение хакламалли виçесем:

«5» паллă çакăн чухне лартмалла: вĕренекен произведени текстне лайăх пĕлет, темăна туллин те тĕрĕс уçса парать, хăй тĕллĕн пĕтĕмлетÿ туса çырать. Сочинени тытăмĕ уçăмлă, шухăшсене çыхăнуллă йĕркеленĕ. Литература чĕлхипе, килĕшÿллĕ стильпе çырнă, содержанире пĕр кăлтăк, пуплевре 1-2 кăлтăк пулма пултарать.

«4» паллă виçи: ача произведени текстне тата ытти материала лайăх пĕлет, темăна самаях туллин уçса парать, анчах унран пăрăнса кайни тĕл пулать; хăй тĕллĕн пĕтĕмлетÿ туни пур, шухăшсене çыхăнуллă йĕркеленĕ; литература чĕлхипе, килĕшÿллĕ çырнă. Содержанире 2-3, пуплевре 3-4 çитменлĕх пулма пултарать.

«3» паллă виçи: сочиненире темăна пĕтĕмĕшпе илсен уçса панă, анчах туллин çырман, тĕрĕс каламан вырăнсем пур; пĕтĕмлетме пĕлменни палăрать; литература чĕлхипе усă курса çырнă. Содержанире йăнăш 4-ран ытла пулмалла мар, пуплевре 5 çитменлĕх пулма пултарать.

«2» паллă виçи: ача произведени текстне пĕлмен пирки темăна уçса парайман; содержани пăтрашуллă, шухăшсене пĕтĕмлетсе çырман, вĕсен çыхăнăвĕ çук; сочинени чĕлхе мелĕсем енчен чухăн, пысăк йăнăшсем тунă.

5 класс.

Ĕç планĕ.

Сехет шучĕ.

Урок №

Урок теми.

Кĕтекен ĕç результачĕ.

Хаклав, тĕрĕслев мелĕсем

Кÿртĕм (1 сехет).

1 сех.

1

Илемлĕ сăнарлăх тĕнчи.

Пĕлмелле: автор, сăнар, персонаж, илемлĕ литература, ăслăлăх литератури.

Пултармалла: ӳнер тĕсĕсене уйăрма, илемлĕ литературăпа ăслăлăх литератури хушшинчи уйрăмлăха палăртма.

Палăртуллă вуласси, ыйтусем çине хуравлани.

Ача-пăча сăмахлăхĕ (2 сехет).

1 сех.

2

Ансат вăйăсем.

Пĕ.лмелле: халăх сăмахлăхĕ, ача-пăча сăмахлăхĕ,ансат вăйă.

Пултармалла: ача-пăча сăмахлăхĕн тĕслĕхне уйăрма, вăйă туса кăтартма.

1 сех.

3

Ача-пăча сăмахлăхĕнчи сăнарлă пуплев.

Пĕ.лмелле: сасăсен кĕвĕлĕхĕ, ача-пăча сăмахлăхĕн сăнарлăх уйрăмлăхĕсем.

Пултармалла: тĕслĕхсенче сăнарлăх мелĕсене тупса палăртма.

Ыйтусемпе ĕçсем.

Йăла уявĕсен сăвви-юрри (2 сехет).

1 сех.

4

Йăла уявĕсен сăвви-юрри.

Пĕлмелле: йăла уявĕсен ушкăнĕсем.

Пултармалла: илемлĕ вулама.

Палăртуллă вулав; музыка терминĕсемпе (кĕвĕ, çемĕ) усă курма хăнăхтарасси.

1 сех.

5

Йăла уявĕсен сăвă-юрă сăнарлăхĕ.

Пĕлмелле: йăла уявĕсен ушкăнĕсем.

Пултармалла: илемĕ вулама.

Палăртуллă вулав.

Сахал сăмахпа та нумай калама пулать ( 4 сехет).

1 сех.

6

Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем.

Пĕ.лмелле: ваттисен сăмахĕсем, тĕрлĕ темăллă ваттисен сăмахĕсене пилĕкшер тĕслĕх.

Пултармалла: ваттисен сăмахĕсене ăнлантарса пама, вĕсен сăнарлăхне палăртма, ваттисен сăмахĕсемпе пуплевре усă курма.

Илемлĕх мелĕсене тупасси.

1 сех.

7

Тупмалли юмахсенчи илемлĕх, вĕсен ушкăнĕсем, сăнарлăхĕ.

Пĕ.лмелле: тупмалли юмахсем, ытарлăх, шахвăрту, тĕрлĕ ушкăнри тупмалли юмахсен тĕслĕхсене.

Пултармалла: тупмалли юмахсен тупсăмĕсене палăртма, пуплевре усă курма.

Ыйтусем çине хуравлани.

1 сех.

8

Сăнавсемпе паллăсенчи илемлĕх, вĕсен ҫивĕчлĕхĕ.

П.ĕлмелле: сăнавсемпе паллăсем, тĕслĕхсем.

Пултармалла: сăнавсемпе паллăсене пуплевре, пурнăҫра усă курма.

Сăнав тăрăх диалог тăвасси.

1 сех.

9

Кĕске формăллă сăмахлăхри илемлĕх.

Пĕ.лмелле: кĕске формăллă сăмахлăхăн сăнарлăх мелĕсем, хутлам, хирĕҫлетӳ.

Пултармалла: тĕслĕхсенчи сăнарлăх мелĕсене тупма.

Сăнарлăх мелĕсене тупасси.

Литература юмахĕсем ( 2 сехет).

1 сех.

10

ăн « Тимĕр тылă» литература юмахĕ.

П.ĕлмелле: автор юмахĕ.

Пултармалла: юмаха рольсемпе хитре, сасса улăштарса вулама.

Палăртуллă вуласси; вуланине туллин каласа пама хатĕрлесси.

1 сех.

11

ăн « Тимĕр тылă» литература юмахĕпе халăх юмахĕнчи уйрăмлăхсемпе пĕрпеклĕхсем.

Пĕлмелле: сăмахсен п ĕлтерĕшĕсене, литература юмахĕ, халăх юмахĕ.

Пултармалла: ĕҫсен йĕркине палăртма, илемлĕ вулама.

Ыйтусене хуравлаттарасси; илемлĕх мелĕсемпе усă курма хăнăхтарасси.

Чĕр чунсем-пирĕн туссем (8 сехет).

1 сех.

12

Е. Лисина «Мускав кушакĕсене чапа кăлартăм» калав.

Пĕ.лмелле: автор хайлавĕсене ,халап, сăнарсем.

Пултармалла: сăнарсем ҫинчен каласа пама.

Палăртуллă вуласси, ыйтусем тăрăх калаçасси.

1 сех.

13

Е. Лисинăн «Мускав кушакĕсене чапа кăлартăм» калаври сăнарлă пуплев.

Пĕлмелле: ĕҫсен йĕркине.

Пултармалла : сăнарлă чĕлхе тĕслĕхĕсене тупма.

Пуплеври илемлĕх мелĕсемпе усă курма хăнăхтарасси.

1 сех.

14

Н. Ишентей «Чĕп хуралĕнче» сăвă.

Пĕ.лмелле: тӳрĕ тата куҫăмлă пĕлтерĕш.

Пултармалла: сăвва илемлĕ вулама.

Палăртуллă вуласси, сăвăри илемлĕх мелĕсене туптарасси.

1 сех.

15

Трубина Мархви «Чăхпа кушак» калав.

П.ĕлмелле: автор хайлавĕсене.

Пултармалла: эпизодсене каласа пама.

Хайлаври ĕçсене йĕркипе туллин каласа парасси.

1 сех.

16

Трубина Мархвин «Чăхпа кушак» калавĕнчи пуплев сăнарлăхĕ.

Пĕлмелле: содержании.

Пултармалла: ĕҫсен йĕркине каласа пама, сăнарлă чĕлхе тĕслĕхĕсене тупма.

Ыйтусем çине хуравласси.

1 сех.

17

Георгий Орлов «Ҫерҫи» калав.

Пĕ.лмелле: автор ятне, хайлавĕсене.

Пултармалла: план тума.

Пултаруллă вулама.

1 сех.

18

Сăмах - сăнарлă пуплев никĕсĕ.

Пĕ.лмелле: литература речĕ (несĕл), эпика, лирика, драма.

Пултармалла: литература речĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма.

Терминсене пĕлни.

1 сех.

19

Килти вулав урокĕ. Л. Мартьянова «Малька» калав.

Пĕ.лмелле: автор ҫинчен.

Пултармалла: план тума, темăпа тĕп шухăша палăртма.

Содержани каласа пама.

Тăван кил-ылтăн сăпка ( 4 сехет).

1 сех.

20

Ю. Скворцов «Амаҫури анне» калав.

Пĕ.лмелле: содержани.

Пултармалла: ĕҫсен йĕркине каласа пама, сăнарлă чĕлхе тĕслĕхĕсене тупма

Илемлĕ вуласси; тĕрĕс ыйту пама тата ăна туллин хуравлама.

1 сех.

21

Г. Волков «Ăслă ача».

Пĕ.лмелле: содержани.

Пултармалла: ĕҫсен йĕркине каласа пама, сăнарлă чĕлхе тĕслĕхĕсене тупма.

Тишкерÿллĕ тата палăртуллă вулама, ыйтусем çине хуравласси.

1 сех.

22

Илемлĕ литература жанрĕсем.

Пĕлмелле: литература жанрĕсене уйăрма.

Пултармалла: сăнарлă чĕлхе тĕслĕхĕсене тупма.

1 сех.

23

Сочинени «Манăн юратнă анне».

Пĕлмелле: сăнлав сочиненийĕ.

Пултармалла: ҫынна сăнласа ҫырса пама.

Шухăшсене йĕркелесе çырни.

Вăйли ҫук та этемрен (7 сехет).

1 сех.

24

П. Афанасьев «Кăйкăр» поэма сыпкĕсем.

Пĕлмелле: литература сăнарĕ

Пултармалла: сăввăн чĕлхе уйрмлăхне палăртма, илемлĕ вулама, каласа пама.

Сăвва палăртуллă вулаттарасси; ыйтусене туллин хуравлатарасси.

1 сех.

25

Т. Петĕркки. «Ҫутталла» инсценировкăри тĕп сăнар.

Пĕлмелле: инсценировка, ҫинчен.

Пултармалла: ун ҫинчен каласа пама.

Рольсене палăртуллă вулани;ыйтусене туллин хуравлаттарни.

1 сех.

26

Т. Петĕрккин «Ҫутталла» инсценировкăри сăнарсем, эпизодсем.

Пĕлмелле: сăнарсем.

Пултармалла: ĕҫсем пĕр-пĕринпе ҫыхăнса пынине ăнлантарма.

Сăнарсем çинчен çыхăнуллă каласа пани.

1 сех.

27

Т. Петĕрккин «Ҫутталла» хайлаври сăнарсен шухăшĕ, кăмăлĕ, ĕҫĕ-хĕлĕ.

Пĕлмелле: содержани, сăнарсем.

Пултармалла: сăнарсем ҫинчен каласа пама.

1-мĕш сăпатран калаттарни.

1 сех.

28

Килти вулав. К. Петров. «Сенкер ҫăлтăр».

Пĕлмелле: ҫинчен.

Пултармалла: ун ҫинчен каласа пама, хайлавсем тăрăх ăна хак пама.

Шухăша текстри сăмахсемпе усă курса çирĕплетесси.

1 сех.

29

Сăнар-илемлĕ хайлавăн тĕп шăнăрĕ.

Пĕлмелле: сăнар, ырă, сивлек сăнар

Пултармалла: сăнарсене ушкăнлама

Ыйтусем çине хуравлани.

1 сех.

30

Сăнлав сочиненийĕ ӳкерчĕкĕ тăрăх («Космонавтсен ҫемйи»).

Пултармалла: ӳкерчĕк тăрăх сăнлав сочиненийĕ ҫырма.

План туса шухăшсене сочиненире йĕркелесе çырни.

Ыр ҫын пуласси ачаран паллă ( 7 сехет).

1 сех.

31

М. Ухсайăн «Ирхи сывлăм» калаври сăнарсене характеристика парасси.

Пĕлмелле: сăнар характеристики, портрет, автор характеристики

Пултармалла: сăнарсене туллии характеристика пама

Текста тăнласси; сăмахсене, сăмах майлашăвĕсене тĕрĕс ăнланасси.

1 сех.

32

П. Ялкир. Интермедисем «Паллашу». «Ăҫта тĕрĕслĕх?»

Пĕлмелле: интермеди.

Пултармалла: рольсем тăрăх сасса улăштарса вулама.

Интермедипе паллашни; рольсене палăртуллă вулани.

1 сех.

33

П. Ялкир. Интермедисем «Шăшисем».

Пĕлмелле: ăшă кулăш, интерьер.

Пултармалла: рольсем тăрăх вулама, интермедири ĕҫсене хак пама.

Ыйтусем çине хуравлани.

1 сех.

34

Килти вулав урокĕ. Н. Айзман. «Хăшĕ суять».

Пĕлмелле: ҫыравҫăн хайлавĕсене.

Пултармалла: рольсем тăрăх вулама.

Рольсене палăртуллă вулани.

1 сех.

35

Марина Карягина «Слива вăрри» калав.

Пĕлмелле: сăнарсене, каларăшсене.

Пултармалла: пайăн-пайăн каласа пама.

Илемлĕ, палăртуллă вуласси; вуланине тĕплĕн, туллин каласа пама хăнăхтарасси.

1 сех.

36

Хветĕр Уяр «Эсир Куҫука курман-и?» калав.

Пĕлмелле: содержани.

Пултармалла: ĕҫсен йĕркине каласа пама, сăнарлă чĕлхе тĕслĕхĕсене тупма.

Содержани тĕплĕн, туллин каласа пама хăнăхтарасси.

1 сех.

37

Инсценировка тата интермедии. Интермедири ăшă кулăш.

Пĕлмелле: инсценировка, интермедии.

Пултармалла: сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарса пама.

Ыйтусем çине хуравлани.

Ĕҫ ҫынна илем кӳрет (7 сехет).

1 сех.

38

Иван Егоровăн «Ывăл» хайлаври тĕп сăнар.

Пĕлмелле: автор хайлавĕсене

Пултармалла: тĕп сăнар ĕҫĕсене хак пама

Илемлĕ вулани.

1 сех.

39

И. Егоровăн «Ывăл» хайлавĕнчи ĕҫ-пуҫпа сăнар ҫыхăнăвĕ.

Пĕлмелле: ĕҫсен йĕрки.

Пултармалла: хайлаври ĕҫсемпе ҫыхăнтарса сăнара характеристика пама.

Содержани каласа пани.

1 сех.

40

А. Галкин «Ик сăнлă пурнăҫ», «Ҫӳпĕ» юптарусем.

Пĕлмелле: юптару, тӳрĕ тата куҫăмлă пĕлтерĕш.

Пултармалла: илемлĕ рольсем тăрăх вулама.

Диалогсене илемлĕ, кирлĕ интонаципе, чарăнупа, тĕрлĕ сасăпа янăравлă та уççăн калама хăнăхтарасси.

1 сех.

41

В. Степанов «Эксклюзивлă сăвăм» калав.

Пĕлмелле: содержани.

Пултармалла: план туса каласа пама.

План тăрăх содержани калани.

1 сех.

42

Калав тата унăн тытăмĕ.

Пĕлмелле: калав, сюжет.

Пултармалла: калав тытăмне палăртма.

Ыйтусемпе ĕçлени.

1 сех.

43

Килти вулав урокĕ.

Пĕлмелле: автор ҫинчен.

Пултармалла: план тума, темăпа тĕп шухăша палăртма.

Килте вуласа тухнă калавпа ĕçлени.

1 сех.

44

Сочинени «Ĕҫ - пурнăҫ тыткăчи».

Пĕлмелле: ăслав сочиненийĕ.

Пултармалла: ăслав мелĕпе хайлав ҫырма.

Сочинени çырасси.

Асли ăслă, кĕҫĕнни сапăр пултăр (5 сехет).

1 сех.

45

Л. Саринен «Цирк курма кайни» хайлавĕнчи. эпизодсемпе ĕҫсен йĕрки.

Пĕлмелле: автор тата унăн хайлавесем.

Пултармалла: ĕҫсен йĕркине каласа пама, сăнар кăмăл-туймне танлаштарма.

Илемлĕ вуласси, текст хыççăнхи ыйтусене хуравласси.

1 сех.

46

Л. Саринен «Цирк курма кайни» хайлаври каласа паракан тата ĕҫ тăвакансем.

Пĕлмелле: содержани: пысăклату.

Пултармалла: сăнарсен ĕҫĕсене хак пама:,икĕ енлĕ днвник тума.

Содержани каласси.

1 сех.

47

Раиса Сарпи «Эпĕ «тухатмăш карчăкпа» паллашни.

Пĕлмелле: сăнарсем.

Пултармалла: сăнарсене характеристика пама.

Палăртуллă вулани.

1 сех.

48

Калав тĕсĕсем. Калавăн илемлĕх тĕнчи.

Пĕлмелле: психологиллĕ калав, дидактикăллă калав автобиографиллĕ калав, кулăшла калав, илемлĕх тĕнчи.

Пултармалла: хайлавра унăн илемлĕх тĕнчине палăртакан мелсене тупма.

Ыйтусем çине хуравлани.

1 сех.

49

Килти вулав урокĕ Е. Осипова, Ҫемен Элкер калавĕсем.

Пĕлмелле: авторсен хайлавĕсене.

Пултармалла: илемлĕ вулама.

Илемлĕ калаçасси; шухăша, пуплеве тĕрĕс йĕркелеме хăнăхтарасси.

Ҫут ҫанталăк тупра-эсĕ ăна упра ( 4 сехет).

1 сех.

50

Валери Туркай «Айăп» калав.

Пĕлмелле: жанр, калав, сюжет, хайлав тытăмĕ, кульминаци.

Пултармалла: хайлав сюжетне, унăн тытăмне ăнлантарса пама.

Илемлĕ вуласси, содержани каласси.

1 сех.

51

Георгий Ефимов «Хĕвел тухнă вăхăтра» сăвă.

Пĕлмелле: тӳрĕ тата куҫăмлă пĕлтерĕш.

Пултармалла: илемлĕ вулама, сăвăри ҫут ҫ анталăка сăмахпа ӳкерчĕклесе пама.

Палăртуллă вуласси, ыйтусене хуравлаттарасси; сăвăри илемлĕх мелĕсене туптарасси.

1 сех.

52

Сăнлани. Сăмахăн куҫăмлă пĕлтерĕшĕ тата унăн тĕсĕсем.

Пĕлмелле: сăнлани, троп.

Пултармалла: тропсене тупма.

Ыйтусем çине хуравласси.

1 сех.

53

Килти вулав урокĕ. Н. Сладков кĕнекипе усă курни.

Пултармалла: чĕр чунсен пурнăҫĕ ҫинчен каласа пама.

Содержани тăрăх ĕçлесси.

Киревсĕр йăла-йĕркерен хăтăлар! ( 6 сехет).

1 сех.

54

Л. Мартьянова «Ятсăр троллейбус» калав.

Пĕлмелле: сăнар характеристики.

Пултармалла: сăнарсене характеристика пама.

Калава пĕрле илемлĕ вулани, тишкĕрни.

1 сех.

55

Б. Чиндыков «Аҫу» калав.

Пĕлмелле: ĕҫсен йĕрки, кульминации.

Пултармалла: план тума, каласа пама.

Илемлĕ вулани.

1 сех.

56

Б. Чиндыков «Аҫу» калаври сăнарсем.

Пĕлмелле: содержани.

Пултармалла: сăнарсен ĕҫĕсене хак пама, икĕ енлĕ днвник тума.

План тăрăх содержани каласа пани.

1 сех.

57

Хайлав темипе тĕп шухăшĕ.

Пĕлмелле: тема, тĕп шухăш.

Пултармалла: темăпа тĕп шухăша палăртма.

Ыйтусемпе ĕçсем.

1 сех.

58

Сочинени «Чăваш ялĕсен драми».

Пĕлмелле: ăслав сочиненийĕ.

Пултармалла: ăслав мелĕпе хайлав ҫырма.

Сочинени çырасси.

1 сех.

59

Килти вулав урокĕ.

Пĕлмелле: авторпа унăн хайлавĕсем.

Пултармалла: илемлĕ вулама.

Килте вуласа тухнă калава каласа пани.

Тискер варҫă ан пултар нихăҫан! (8 сехет).

1 сех.

60

Н. Мартыновăн «Юнлă ҫырла» калавăн теми, хайлаври ĕҫсем.

Пĕлмелле: тема, тĕп шухăш.

Пултармалла:ĕҫсен йĕркине палăртма.

Илемлĕ калаçасси; шухăша, пуплеве тĕрĕс йĕркелесси.

1 сех.

61

Н. Мартыновăн «Юнлă ҫырла» калаври сăнарсем.

Пĕлмелле: содержани, тема, тĕп шухăш.

Пултармалла: сăнара хак пама, темăпа тĕп шухăша палăртма.

Ыйтусем çине хуравласси.

1 сех.

62

Ольга Туркай «Пахчари ҫĕмĕрт» калав.

Пĕлмелле: лирикăлла новелла.

Пултармалла: сăнара хак пама, темăпа тĕп шухăша палăртма.

Тишкерÿллĕ тата палăртуллă вулав.

1 сех.

63

Сергей Павлов «Ача ваййи мар» калав.

Пĕлмелле:автор ҫинчен.

Пултармалла: план тума, темăпа тĕп шухша палăртма.

Илемлĕ вуласси; тĕрĕс ыйту пама тата ăна туллин хуравлама, калаçăва тăсма хăнăхтарасси.

1 сех.

64

Сергей Павлов «Ача ваййи мар» калаври сăнарсем.

Пĕлмелле: содержани.

Пултармалла: сăнарсен ĕҫĕсене хак пама.

Ыйту пама, хуравлама вĕрентесси.

1 сех.

65

Александр Алка «Ырă ят» сăвă.

Пĕлмелле: тема. тĕп шухăш.

Пултармалла: илемлĕ вулама.

Сăвва илемлĕ вуласси; ыйтусене туллин хуравлама хăнăхтарасси.

1 сех.

66

Сăвă хывăмĕ.

Пĕлмелле: сăвă ҫаври, кĕвĕлĕх (ритм), састаш (рифма): хĕреслĕ,ҫавра, мăшăр састаш.

Пултармалла: сăвăсенче ҫаврасене, сыпăксене, рифмăна палăртма.

Ыйтусемпе ĕçсем.

1 сех.

67

Максим Ястран «Шăплăхра» сăвă.

Пĕлмелле: сăвва пăхмасăр калама.

Пултармалла: класс умĕнче илемлĕ калама.

Сăвва илемлĕ вуласси; ыйтусене туллин хуравлама хăнăхтарасси.

Вĕреннине аса илни (1 сехет).

1 сех.

68

Пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕҫсем пĕтĕм хайлавсем тăрăх.

Пĕлмелле: вĕреннĕ литература терминĕсене.

Пултармалла: литература хайлавне тишкерме.

Вĕренÿ пособийĕ тата хушма литература.

1.Тăван литература: 5-мĕш класăн вĕренÿпе вулав пособийĕ./, пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2013. – 255 с.

2. Килти вулав пособийĕ: 5-мĕш класс валли/ пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007. – 208 с.

Сайтсем:

http://www. lib. cap. ru - Чăваш Республикин Наци библиотеки

http://pupar. ru – «Хыпар» издательство cурчe

http://yumah. ru – Чaваш халaх пултарулaхĕ

http://cv. wikipedia. org – Векипеди - ирeклĕ энциклопедин чăваш уйрăмĕ

http://www/chuvash. org - Чăваш халăх сайчĕ

http://www. chuvbook. ru – Чăваш кĕнеке издательстви

http://chuv06.narodru/salam. htm - Уроксем

http://gov. cap. ru./hierarchy – «Тaван чĕлхе - aс-хакăл вăйĕ»

http://www. obrazov. cap. ru - Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

http://chrio. cap. ru – Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ

http://pedkanash. org. ru – педканаш (Всероссийский Интернет-педсовет учителей чувашского языка)

www. tc-sfera. ru – Журналсем, хаçатсем, кĕнекесем


Россия
могучая держава!

Проекты по теме:

Основные порталы (построено редакторами)

Домашний очаг

ДомДачаСадоводствоДетиАктивность ребенкаИгрыКрасотаЖенщины(Беременность)СемьяХобби
Здоровье: • АнатомияБолезниВредные привычкиДиагностикаНародная медицинаПервая помощьПитаниеФармацевтика
История: СССРИстория РоссииРоссийская Империя
Окружающий мир: Животный мирДомашние животныеНасекомыеРастенияПриродаКатаклизмыКосмосКлиматСтихийные бедствия

Справочная информация

ДокументыЗаконыИзвещенияУтверждения документовДоговораЗапросы предложенийТехнические заданияПланы развитияДокументоведениеАналитикаМероприятияКонкурсыИтогиАдминистрации городовПриказыКонтрактыВыполнение работПротоколы рассмотрения заявокАукционыПроектыПротоколыБюджетные организации
МуниципалитетыРайоныОбразованияПрограммы
Отчеты: • по упоминаниямДокументная базаЦенные бумаги
Положения: • Финансовые документы
Постановления: • Рубрикатор по темамФинансыгорода Российской Федерациирегионыпо точным датам
Регламенты
Термины: • Научная терминологияФинансоваяЭкономическая
Время: • Даты2015 год2016 год
Документы в финансовой сферев инвестиционнойФинансовые документы - программы

Техника

АвиацияАвтоВычислительная техникаОборудование(Электрооборудование)РадиоТехнологии(Аудио-видео)(Компьютеры)

Общество

БезопасностьГражданские права и свободыИскусство(Музыка)Культура(Этика)Мировые именаПолитика(Геополитика)(Идеологические конфликты)ВластьЗаговоры и переворотыГражданская позицияМиграцияРелигии и верования(Конфессии)ХристианствоМифологияРазвлеченияМасс МедиаСпорт (Боевые искусства)ТранспортТуризм
Войны и конфликты: АрмияВоенная техникаЗвания и награды

Образование и наука

Наука: Контрольные работыНаучно-технический прогрессПедагогикаРабочие программыФакультетыМетодические рекомендацииШколаПрофессиональное образованиеМотивация учащихся
Предметы: БиологияГеографияГеологияИсторияЛитератураЛитературные жанрыЛитературные героиМатематикаМедицинаМузыкаПравоЖилищное правоЗемельное правоУголовное правоКодексыПсихология (Логика) • Русский языкСоциологияФизикаФилологияФилософияХимияЮриспруденция

Мир

Регионы: АзияАмерикаАфрикаЕвропаПрибалтикаЕвропейская политикаОкеанияГорода мира
Россия: • МоскваКавказ
Регионы РоссииПрограммы регионовЭкономика

Бизнес и финансы

Бизнес: • БанкиБогатство и благосостояниеКоррупция(Преступность)МаркетингМенеджментИнвестицииЦенные бумаги: • УправлениеОткрытые акционерные обществаПроектыДокументыЦенные бумаги - контрольЦенные бумаги - оценкиОблигацииДолгиВалютаНедвижимость(Аренда)ПрофессииРаботаТорговляУслугиФинансыСтрахованиеБюджетФинансовые услугиКредитыКомпанииГосударственные предприятияЭкономикаМакроэкономикаМикроэкономикаНалогиАудит
Промышленность: • МеталлургияНефтьСельское хозяйствоЭнергетика
СтроительствоАрхитектураИнтерьерПолы и перекрытияПроцесс строительстваСтроительные материалыТеплоизоляцияЭкстерьерОрганизация и управление производством