Отдел образования и молодежной политики администрации Мариинско-Посадского района

Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение

«Бичуринская основная общеобразовательная школа»

«Рассмотрено» «Утверждаю»

на заседании педагогического совета Директор

МБОУ« Бичуринская ООШ» МБОУ «Бичуринская ООШ»

___________

Приказ № 75/2 от «08» сентября 2014 г.

«Согласовано»

Заместитель директора по УВР

МБОУ «Бичуринская ООШ»

//

Рабочая программа

по предмету «Чувашская литература»

для 6 класса

20учебный год

Базовый уровень

Составила:

учитель чувашского языка и литературы

с. Бичурино – 2014 г.

Ăнлантарса пани.

Вĕрентÿ программи, ĕç программине йĕркеленĕ чухне тĕпе хунă документсем

Стандарт: Государственные образовательные стандарты начального общего, основного общего, среднего полного общего образования в Чувашской Республике. Национально-региональный компонент. - Чебоксары: Чувашский республиканский институт образования, 20с.

6-мĕш класăн вĕренÿ предмечĕн ĕç программине «Чăваш литератури программи / Чăваш Республикин Вĕ­рентÿ министерстви; , , В. П.Ни­китин (Станьял) хатĕрленĕ. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2003. — 64 с.» программине тĕпе хурса йĕркеленĕ.

Учебного плана МБОУ «Бичуринская ООШ» на 2014-2015 учебный год, утвержденного приказом №71 по школе от 01.01.2001г.

Вĕренÿ сехечĕсене пайлани.

НЕ нашли? Не то? Что вы ищете?

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви çирĕплетнĕ вĕрентÿ планĕ тăрăх чăваш шкулĕсенче тăван литературăна VI класра вĕрентме эрнере 2 сехет уйăрнă, пĕтĕмĕшле 68 сехет.

«Чăваш литератури» предметăн тĕллевĕсем.

Чăваш литературине шкулта вĕрентессин тĕллевĕсене икĕ ушкăна уйăраççĕ:

1. Ятарлă тĕллевсем:

_ чăваш халăх сăмахлăхĕпе çыруллă сăмахлăх хайлавĕсен чи паха тĕслĕхĕсемпе паллаштарасси;

_ ачасене сăмах ÿнерĕн пулăмĕсене ăнланма, ăша хывма вĕрентесси;

_ шкул ачин тĕнче курăмне никĕслеме пулăшасси; ачасен кăмăл-сипетне халăх педагогикипе эстетики, традицийĕсемпе философийĕ урлă аталантарасси;

_ илемлĕ сăнарлёăха туйма, хаклама хăнăхтарасси, çыхăнуллă шухăшлава тарăнлатса пырасси.

2. Пĕтĕмĕшле тĕллевсем:

_ ĕç хăнăхăвĕсем йĕркелесси, вĕренекенсене ытти халăхсен литературипе паллаштарасси, справочниксемпе, словарьсемпе ĕçлеме вĕрентесси;

_ пуплев-хутшăну культурине аталантарасси;

_ ачасен шухăшлав пултарулăхне йĕркелесси;

_ общество пурнёçĕн пулăмĕсене, вĕсен çыхăнулăхне тарăнрах ăнланма пулăшасси;

_ тĕрлĕ предметсен çыхăнăвне пĕтĕмлетме май парасси.

«Чăваш литератури» предметăн

тытăмĕпе вĕренÿ вăхăчĕн виçи.

Тăван литературăна вĕрентме палăртнă сехетсен шутне литература аталанăвĕн тапхăрĕсене, çыравçăсен пурнăçĕпе литературăри пултарулăхне, текста тишкересси; литература теорийĕн тĕп ăнлавĕсемпе паллаштарасси; çыру ĕçĕсем ирттересси, вĕреннине аса илесси. илемлĕ сăмахлăх пултарулăхне аталантарасси кĕрет. Темăсене вĕрентме палăртнă сехетсен шучĕ улшăнма та пултарать, анчах çулталăкри сехетсен хисепĕ улшăнмалла мар.

Чăваш шкулĕнче вырăс литературине чăваш литературипе пĕр харăсах вĕрентни вĕренÿ вăхăтне перекетлеме, теори материалне хăвăртрах пăхса тухма май парать.

V-VII классем.

V_VII классенче тăван сăмахлăха вĕрентесси халăх традицийĕсем çинче никĕсленет. Ку классенче халăх сăмахлăхĕн тата тăван литературăн ачасене ăс çемми илемлĕ хайлавĕсем тĕп вырăнта тăраççĕ.

V_VII классенче текста тишкернĕ чухне кирлĕ ăнлавсемпе терминсене ăнлантармалла. Ку пусăмри ачасем хайлавсенче çыравçă ытларах пурнăçри чăн ĕçсене мар, хăй ăсланă пулăмсемпе геройсене сăнласа кăтартнине ăнланма тивĕç. Геройсене хакласа çырмалла, харпăр шухăшне палăртмалла. Хайлав содержанийĕпе тата тытăмĕпе çыхăннă тĕп ăнлавсем:

_ илемлĕ хайлав теми тата тĕп шухăшĕ;

_ литература геройĕ, сăнар, персонаж (сăн-сăпачĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ, тыткаларăшĕ), автор характеристики;

_ хайлав тытăмĕ (ĕç пуçламăшĕ, аталанăвĕ, чи хĕрÿ самант, ĕç вĕçĕ);

_ сюжет (ĕçсемпе пулăмсен çыхăнăвĕ, персонажсем хушшинчи хирĕçÿ);

_ прозăллă тата сăвăллă пуплев, тропсем (эпитет, танлаштару, сăпатлантару, метафора), пуплев çаврăмĕсем;

_ сăвă тытăмĕ (миçе çавраран тата йĕркерен тăни), сăвă ритмĕ, рифма, лирика геройĕ.

Пуплев тата çыру пултарулăхне аталантарасси.

Илемлĕ хайлавсене вуласа тухнă хыççăн каласа е çырса панă май ачасен çакăн пек хăнăхусем пулмалла:

_ вуланине тĕплĕн, текст стилĕпе жанрĕн тĕп уйрăмлăхĕсене çухатмасăр каласа парасси;

_ текст тăрăх калаçу чĕлхи, илемлĕ литература чĕлхи, официаллă стиль уйрăмлăхĕсене палăртма пултарасси;

_ сăмах майлашăвĕсемпе пуплевре усă курма хăнăхтарасси;

_ сасă уйрăмлăхĕсене (интонации, тембр, чарăну, пусăм) тĕрĕс палăртасси;

_ юмах, калав тăрăх инсценировка е киносценари çырма хăнăхасси;

_ илемлĕ хайлав планне тăвасси;

_ шухăша çырса е сăмах вĕççĕн çыхăнуллăн каласа пама, пĕтĕмлетме, ĕслĕхсемпе çирĕплетме хăнăхасси;

_ сăвă-калав е драма сыпăкĕсене илемлĕн вулама, пăхмасăр калама вĕренесси;

_ стена хаçатне заметка, корреспонденции, юлташ патне çыру çырасси;

_ словарьсемпе тата энциклопедисемпе усă курма вĕренесси.

Вĕренме сĕннĕ хайлавсем.

VIX классем.

Чăваш халăх сăмахлăхĕнчен.

Асамлă юмахсемпе паттăр юмахĕсем, чĕр чунсем çинчен калакан юмахсем. Халапсем, хайлавсем, легендăсем, шÿтсем. Ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсем. Сăпка юррисем. Вăйă, сăвă-такмаксем. Чĕнÿ-йыхрав сăввисем. Истори юррисем тата йăла юррисем. Ăрăмлă сăмахлăх. Туй сăмахлăхĕ.

Вăтам ĕмĕрсенчи культурăран.

Ахмед ибн Фадлан. «Пăлхар патшалăхне çитсе курни» (сыпăксем).

Паласахун Юсупĕ. «Хăтлă пĕлÿ» поэма сыпăкĕсем.

XIX ĕмĕрти чăваш литературинчен.

Ермей Рожанский. «Чăвашсем çинчен» очерк.

Вăтăр Юман. «Чăтăмлăх çинчен» сăвă.

Охатер Томеев. «Вăйпа тĕне ан кĕртчĕр» çыру.

Василий Лебедев. «Пирĕн телей» («Чăваш эпир пултăмăр») сăвă. «Чăваш халапĕсем». «Чĕмпĕр чăвашĕсем тискер кайăк тытни» тĕрленчĕксем.

Никита Бичурин. «Байкал» очерк.

Спиридон Михайлов-Янтуш. «Хĕрринче выртасшăн мар», «Сунарçăн пуç пулнă-и?» шÿтсем. «Юнкă» сăвă. «Чее кушак» калав. «Чăваш кĕвви-çемми çинчен» тĕрленчĕк.

Михаил Федоров. «Арçури» поэма.

Константин Иванов. «Нарспи» поэма. «Тимĕр тылă» халап. «Икĕ хĕр» юмах.

Николай Ашмарин. «Качи çăви» халап.

XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчи литературăран.

Михаил Акимов. «Шÿт туни», «Тĕлĕнмелле» памфлетсем.

Иван Яковлев. «Чăваш халăхне панă халал».

Çеçпĕл Мишши. «Хурçă шанчăк», «Чăваш чĕлхи», «Иртнĕ самана», «Пуласси» сăвăсем. Крым сăввисем («Катаран каç килсен», «Инçе çинçе уйра уяр…», «Çĕн кун аки», «Тинĕсе»).

Николай Шелепи. «Çуркунне», «Кĕпер хывни», «Раççей» сăвăсем.

Федор Павлов. «Хитре» статья. «Вĕлле хурчĕ» сăвă.

Георгий Тал-Мăрса. «Силпи – Пăлхар пики» сăвăллă трагеди сыпăкĕ. «Хирте» сăвă.

Хумма Çеменĕ. «Шишка» калав.

Иван Ивник. «Шурă юр», «Хĕл илемĕ» сăвăсем.

Çемен Элкер. «Ешĕл хунав» очерк. «Хĕн-хур айĕнче» эпикăллă поэма.

Илле Тăхти. «Шерхулла» калав.

Дмитрий Юман. «Пÿлĕх йăмри» калав.

Ефрем Еллиев. «Чĕн тилхепе» калав.

Марфа Трубина. «Хăнаран» калав.

Иван Мучи. «Хурах!.. Хут вĕрентеççĕ!» калав.

Петĕр Хусанкай. «Таня» поэма. «Сăмах хăвачĕ» сăвă.

Илле Тукташ. «Тăван çĕр-шыв», «Хĕл илемĕ», «Шурă кăвакарчăн», «Уйрăлу», «Шур Атăлта акăш ярăнать» сăвăсем.

XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи литературăран.

Александр Артемьев. «Симĕс ылтăн» повесть. «Хунавлах хăрнисем» роман сыпăкĕ.

Митта Ваçлейĕ. «Тăван чĕлхем», «Çĕр-шывăм, çĕр-шывăм…», «Тав сана», «Анатри юрă» сăвăсем.

Мария Ухсай. «Ирхи сывлăм» юмах.

Ухсай Яккăвĕ. «Çумăр», «Кăвак хуппи», «Анне мана тирпейлĕ пиеленĕ», «Çурхи ÿкерчĕксем» сăвăсем. «Атте-анне» поэма сыпăкĕсем. «Шурă хурăнпа калаçни» лирикăллă поэма.

Петĕр Хусанкай. «Аптраман тавраш» сăвăллă роман сыпăкĕ. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăвă.

Александр Алка. «Июнĕн 22-мĕшĕ», «Брандербург хапхи умĕнче» сăвăсем.

Александра Лазарева. «Урок пуçланчĕ», «Пĕрремĕш юрату» калавсем.

М. три Кипек. «Ягуар» калав, «Кайăк тусĕ» повесть сыпăкĕсем.

Алексей Воробьев. «Çурхи хирте», «Çăкăр» сăвăсем.

Николай Терентьев. «Çил çинчи çеçпĕл» драма сыпăкĕсем.

Стихван Шавли. «Вĕçкĕн Ваççа» юптару.

Валентин Урташ. «Пурăнас килет» поэма.

Георгий Краснов. «Тинĕсре тупнă çĕрĕ» повесть сыпăкĕсем.

Юрий Сементер. «Вилĕме улталани» сăвăллă юмах. «Пакшапа чакак» юптару. «Сунăм» сăвă.

Михаил Сунтал. «Асатте кĕпи» повесть сыпăкĕсем.

Александр Кăлкан. «Тăрлавсăр хăнтăр», «Аташнăскерсем», «Хăравçă мулкач» юптарусем. «Алим» пьеса.

Илпек Микулайĕ. «Госпитальте» калав.

Николай Айзман. «Ăçта-ши ман атте?» драма сыпăкĕсем.

Анатолий Емельянов. «Çырма Куçми» очерк.

Лаврентий Таллеров. «Пысёк тĕнчери пĕр пĕчĕк чун» калав.

Юрий Скворцов. «Хĕрлĕ мăкăнь» повесть. «Ултăк», «Пушмак йĕрĕ», «Хачăллă пулă» калавсем.

Ева Лисина. «Çăкăр чĕлли», «Пăркка мучи» калавсем. «Мускав кушакне вилме памарăм» калав. «Арçук» повесть сыпăкĕсем.

Валерий Туркай. «Ниме» сăвă.

Людмила Сачкова. «Шăпăрлан» пьеса. «Чĕкеçĕм, чĕкеç» повесть. «Оля-Улькка» калав.

Петĕр Эйзин. «Йăмрапа хурăн», «Кураканни курать» сăвăсем.

АркадийĔçхĕл.? «Анне» сăвă.

Николай Мартынов. «Юнлă çырла» калав.

Валентина Элпи, Иван Егоров, Лидия Сарине, Улькка Эльмен произведенийĕсем.

Хаклав виçисем.

Вуланине тата пăхмасăр каланине хакламалли виçесем:

6-мĕш класра минутра 100-110 сăмах вуламалла

«5» паллă ача текста хăвăрт, уçăмлăн, сасса кирлĕ пек улăштарса вуласан е пăхмасăр каласан лартмалла.

«4» палла «5» паллă лартмалли пекех вуласан, анчах пĕр йăнăш тусан, шухăш енчен кирлĕ сăмахсене чарăнупа уйрăмлатас, сасса кирлĕ пек улăштарас тĕлĕшпе кăлтăксем пулсан, пăхмасăр каланă чухне ик-виç тĕлте текста çирĕпех пĕлменни палăрсан лартмалла

«3» паллă – ача текста илемлĕ вулаймасан, чарăнусене кирлĕ çĕрте тумасан, сăмахсенче йăнăш тăвать пулсан, пăхмасăр каланă чухне сăввăн хăш-пĕр йĕркисене сиктерсе хăварсан лартаççĕ

Сăмах вĕççĕн хуравланине хакласси:

«5» паллă ача произведени текстне çирĕп пĕлет пулсан, унти геройсен хутшăнăвĕ, кăмăл-туйăмĕ, ĕçĕ-хĕлĕ мĕнрен килнине тата илемлĕх мелĕсене ăнлантарса парсан, теори ыйтăвĕсене лайăх ăнланать пулсан, вĕсемпе илемлĕ хайлавĕсенче усă курма, хăй шухăшне текстри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе калама пултарать пулсан, пуплевре литература чĕлхипе туллин усă курсан лартаççĕ.

«4» паллă илме ачан произведени текстне çителĕклĕ пĕлмелле, ăналнмалла, унти ĕçсем, сăнар хутшăнăвĕ, кăмăлĕ мĕнрен килнине пĕлмелле, илемлĕх мелĕсене ăнлантарса памалла, литература теорине лайăх чухласа унпа произведение тишкернĕ чух усă курмалла, харпăр хăй шухăшне текстри тĕслĕхсемпе çирĕплетмелле, литература чĕлхипе аван усă курмалла. Маларах асăннă критерисенчен пĕр-иккĕшĕнче пысăках мар çитменлĕх пулма пултарать.

«3» паллă лартмалли виçессем: вĕренекен ача произведени текстне, тĕпрен илсен, пĕлет, ăналанать, геройсен хутшăнăвĕ, ĕçĕ-хĕлĕ мĕнрен килнине калама пултарать, илемлĕх мелĕсене ăнлантарма пĕлет, литература теорине чухлать, анчах çав пĕлÿпе произведение тишкернĕ чухне кирлĕ пек уса кураймасть, шухăша текстри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе параймасть, каласа панă чух содержанире икĕ-виçĕ йăнăш тăвать, çыхăнуллах каласа параймасть, вулав техники нормăна тивĕçтермест.

«2» паллă виçи: ача текст содержанине пĕтĕмĕшле ăнкарать, анчах произведенири ĕçсем тата сăнарсен кăмăлĕ, ĕçĕ-хĕлĕ мĕнрен килнине, усă курнă илемлĕх мелĕсене ăнлантарса параймасть, теории ыйтăвĕсене пĕлместь, литература чĕлхипе çителĕклĕ усă кураймасть.

Литература темипе çырнă сочинение хакламалли виçесем:

«5» паллă çакăн чухне лартмалла: вĕренекен произведени текстне лайăх пĕлет, темăна туллин те тĕрĕс уçса парать, хăй тĕллĕн пĕтĕмлетÿ туса çырать. Сочинени тытăмĕ уçăмлă, шухăшсене çыхăнуллă йĕркеленĕ. Литература чĕлхипе, килĕшÿллĕ стильпе çырнă, содержанире пĕр кăлтăк, пуплевре 1-2 кăлтăк пулма пултарать.

«4» паллă виçи: ача произведени текстне тата ытти материала лайăх пĕлет, темăна самаях туллин уçса парать, анчах унран пăрăнса кайни тĕл пулать; хăй тĕллĕн пĕтĕмлетÿ туни пур, шухăшсене çыхăнуллă йĕркеленĕ; литература чĕлхипе, килĕшÿллĕ çырнă. Содержанире 2-3, пуплевре 3-4 çитменлĕх пулма пултарать.

«3» паллă виçи: сочиненире темăна пĕтĕмĕшпе илсен уçса панă, анчах туллин çырман, тĕрĕс каламан вырăнсем пур; пĕтĕмлетме пĕлменни палăрать; литература чĕлхипе усă курса çырнă. Содержанире йăнăш 4-ран ытла пулмалла мар, пуплевре 5 çитменлĕх пулма пултарать.

«2» паллă виçи: ача произведени текстне пĕлмен пирки темăна уçса парайман; содержани пăтрашуллă, шухăшсене пĕтĕмлетсе çырман, вĕсен çыхăнăвĕ çук; сочинени чĕлхе мелĕсем енчен чухăн, пысăк йăнăшсем тунă.

IX класран вĕренсе тухакансен çакна пĕлмелле:

_ класра е килте вуланă хайлавсен тексчĕсене, вĕсенчи темăсемпе тĕп шухăшсене, сăнарсене, ĕçсен йĕркине, хирĕçлĕхе (конфликта) уçса пама;

_ чăваш литератури аталанăвĕн тапхăрĕсенчи паллă çыравçăсен хайлавĕсене, вĕсен жанрĕпе тĕмĕсене палăртма;

_ вĕреннĕ хайлавсем тăрăх план тума; сăнарсене е сăнар ушкăнĕсене, пулăмсемпе ĕç-пуçа танлаштарса хаклама, тишкерсе сочинени çырма;

_ литература сăмах ăсталăхĕ пулнине, вăл пурнăçа пĕтĕмлетÿллĕ тишкерсе, историн пĕр-пĕр тапхăрĕн паллăрах енĕсене вăйлатса кăтартнине;

_ вуланă хайлавсен ретне, тĕсне, жанрне уйăрма, уйрăм хайлавăн шухăшпа илемлĕх тата наци хăй евĕрлĕхне палăртма;

_ хайлааври тĕп е хушма темăсемпе ыйтусене уйăрма, автор шухăшĕ-кăмăлĕ сăнарсемпе геройсем урлă мĕнле уçăлса пынине кăтартма.

пултармалла:

_ автор çырса кăтартнине куç умне ÿкерчĕлĕн кăларса тăратма, ун çинчен сăнарлă каласа пама;

_ илемлĕ литература, ăслăлăхпа политика, публицистикăпа критика хайлавĕсене ăнланса çăмăл, уçăмлă вулама;

_ вĕренÿ кĕнекисемпе хрестоматисенчи ăнлантарусемпе, справочниксемпе, словарьсемпе усă курма;

_ килте вуланă кĕнекене, илемлĕ текста, курнă фильма, спектакле е телепередачăна хакласа аннотации, кĕске рецензии, статья çырма, харпăр хăй шухăшне тĕслĕхсемпе çирĕплетме;

_ литература ыйтăвĕпе пĕчĕк доклад, реферат, заметка е тĕрленчĕк çырма; илемлĕ литературăн ансатрах жанрĕпе (сăвă, калав, сценка) хайлав çырма.

6 класс.

Ĕç планĕ.

Сехет шучĕ.

Урок №

Урок теми.

Кĕтекен еç результачĕ.

Хаклав, тĕрĕслев мелĕсем

Кÿртĕм калаçу (1 сехет).

1 сех.

1

Литература-пурнăç тĕкĕрĕ.

Пĕлмелле: сăнлăх, сăнар.

Пултармалла: литература – пурнăç тĕкĕрĕ пулнине, сăнлăх литературăн илемлĕх никĕсĕ пулнине ăнлантарма.

Илемлĕх мелĕсемпе усă курма вĕрентесси.

Юрă – халăх чунĕ (5 сехет).

1 сех.

2

Халăх юррисем. «Алран кайми аки-сухи»,

«Уй варринче», «Пир çапакансен юрри».

Пелмелле: халăх юрри, халăх юррисем, халăх юррисен ушкăнĕсем.

Пултармалла: халăх юрринчи сăнарлăха палăртма, юрăсен темипе тĕп шухăшне палăртма.

Палăртуллă вулав; вуланине каласа пама

хăнăхтарасси.

1 сех.

3

«Хурăн çулçи». Халăх юррисен сăнарлăхĕпе илемлĕхĕ.

Пĕлмелле: юрă тĕсĕсем, баллада, параллелизм, танлаштару, эпитет, инверсии, гипербола, хутлăм.

Пултармалла: юрăри илемлĕх мелĕсене тупма, вĕсене ăнлантарма.

Халăх сăвви-юррин илемлĕх мелĕсене палăртма вĕрентесси.

1 сех.

4

Литература юррисенчи сăвăпа кĕвĕ пурлăхĕ. Ф. Павлов «Хитре», «Вĕлле хурчĕ».

Пĕлмелле: литература юрри, чăваш композиторĕсем.

Пултармалла: литература юррисен тематикипе тĕп шухăшне, тытăмне палăртма.

Палăртуллă вуласси; вуланине тĕплĕн каласа пама хăнăхтарасси.

1 сех.

5

И. Тукташ «Хĕл илемĕ». Литература юррисенчи илемлĕх мелĕсем.

Пĕлмелле: ассонанс, аллитераци, анафора, эпифора, ритм, рифма тĕсĕсем.

Пултармалла: юрăсенчи илемлĕх мелĕсене палăртма.

Сăвăри илемлĕх мелĕсене палăртма, вĕсемпе пуплевре усă курма вĕрентесси.

1 сех.

6

ăн «Юрă» картини тăрăх сăнлав сочиненийе çырасси.

Пĕлмелле: сăнлав сочиненийĕ.

Пултармалла: ӱкерчĕк тăрăх шухăша уçăмлă çырса пама.

Çырура илемлĕх мелĕсемпе усă курма хăнăхтарасси.

Усал – утпа, ырри çуран çÿрет (9 сехет).

1 сех.

7

А. Смолинăн «Ан вĕлер, ан суй, ан сут».

Пĕлмелле: сăвăсене тишкĕрме.

Пултармалла: хайлавсен сăнарлă чĕлхине палăртма, илемлĕ вулама.

Ирĕклĕ сăвă виçипе çырнă текста палăртуллă вуласси, ыйтăва туллин хуравласси.

1 сех.

8

Д. Гордеев. «Кукăр алăсем» калаври тĕп шухăш.

Пĕлмелле: содержани калама, тĕп шухăша палăртма

Пултармалла: сăнарсен ушкăнĕсене палăртма.

Палăртуллă вуласси; вуланине туллин каласа пама хатĕрлесси.

1 сех.

9

П. Эйзинăн «Кураканни курать» хайлавĕ.

Пĕлмелле: сăвăсене тишкĕрме.

Пултармалла: хайлавсен сăнарлă чĕлхине палăртма, илемлĕ вулама.

Ыйтусене хуравлаттарасси; илемлĕх мелĕсемпе усă курма хăнăхтарасси.

1 сех.

10

Юхма Мишши «Çĕр улми аврипе Мăян» юптару.

Пĕлмелле: юптарăвăн темипе тĕп шухăшне палăртма.

Пултармалла: юптарури сюжет йĕрне палăртма, каласа пама.

Палăртуллă вуласси; вуланине туллин каласа пама хатĕрлесси.

1 сех.

11

Ваçлей Игнатьев. «Кушак сухалĕ» калав.

Пĕлмелле: план тума.

Пултармалла: калаври ĕç-пуçпа калав ячĕ çыхăннине ăнлантарма.

Вуланине тĕплĕн каласа пама хăнăхтарасси.

1 сех.

12

А. Кăлкан «Хăравçă мулкач» юптару. Хайлавăн тĕп шухăшĕ, ытарлă кулăш.

Пĕлмелле: юптару, сатира, сарказм, гротеск, литота, юптару темипе теп шухашне палартма, пахмасар калама.

Пултармалла: рольсемпе илемлĕ вулама, ĕçсене хак пама.

Диалогсене илемлĕ, кирлĕ интонацип вуласси.

1 сех.

13

Ăсталăхпа илем тĕнчи.

Шухăша йĕркелесе калама вĕрентесси.

1 сех.

14

В. Туркай «Йывăр-çын пулма» хайлавĕнчи сăмах ăсталăхĕ.  

Пĕлмелле: сăвă çаврисем тăрăх кластер тума.

Пултармалла: илемлĕ вулама, «çын» тата «этем» сăмахсен пĕлтерĕшне ăнлантарма.

Палăртуллă вулав; шухăшсене сăвăри сăмахсемпе усă курса çирĕплетесси.

1 сех.

15

Е. Нарпин «Ултав» хайлавĕ тăрăх инсценировка çырасси.

Пултармалла: хайлав тăрăх инсценировка çырма.

Калава рольсемпе вуласси; шухăша тĕрĕс палăртма хăнăхтарасси.

Çынна сума сăвакан - хăй те сумлă пулакан (6 сехет).

1 сех.

16

А. Николаевăн «Юра асламăшĕ» хайлавĕ, унан темипе тĕп шухашĕ.

Пĕлмелле: темипе тĕп шухăшне палăртма, план тума, сăнарсене хак пама.

Пултармалла: çемьери ватă çын çинчен каласа пама.

Илемлĕ вуласси; текст хыççăнхи ыйтусене хуравласси; хайлавăн тĕп шухăшĕ пирки калаçасси.

1 сех.

17

П. Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăвви, хайлавăн темипе тĕп шухăшĕ.

Пĕлмелле: темипе тĕп шухăшне палăртма, сăнарсене танлаштарма.

Пултармалла: илемлĕ вулама, юратнă йываç çинчен каласа пама.

Илемлĕ вуласси; ытарлă сăмах çаврăнăшĕсене тупса ăнлантарасси.

1 сех.

18

В. Бурнаевскин «Кӱрĕнтерӱпе каçару» хайлавенчи ĕçсем.

Пĕлмелле: авторăн хайлавĕсене, ĕçсен йеркине.

Пултармалла: план тума, сăмахсене ăнлантарса пама.

Ыйтусем çине хуравласси.

1 сех.

19

Ӱнер тĕсĕсем.

Пĕлмелле: ӱнер тĕсĕсене, тĕрлĕ ӱнерте ĕçлекен çынсене

Пултармалла: ӱнер тĕсĕсĕне уйăрса илме

Тема тăрăх пĕтĕмлетÿ тăвасси.

1 сех.

20

А. Трофимовăн «Çыруллă кĕпе» хайлавĕнчи ĕç-пуç сыхăнăвĕ, тĕп шухăшĕ.

Пĕлмелле: хайлаври ĕçсен йĕркине каласа пама, тĕп шухăшне палăртма.

Пултармалла: сăмахсене ăнлантарса пама.

Ачасем хăйсем вуланă тата суйласа илнĕ сыпăксен содержанине кĕскен каласа парасси.

1 сех.

21

«Ташă ăсти» сочинени.

Пĕлмелле: план тума.

Пултармалла: шухăша çыхăнуллă çырса пама.

Тетрадьсене тĕрĕслени.

Чыс, тивĕç, сипет этеме кÿрет тивлет (6 сехет).

1 сех.

22

Л. Саринен «Кукамай» калавĕ, темипе тĕп шухăшĕ.

Пĕлмелле: авторăн хайлавĕсене, содержани каласа пама, темăпа тĕп шухăша палăртма.

Пултармалла: ыйтусене тĕрĕс те уçĕмлă хуравлама.

Илемлĕ вуласси; тĕрĕс ыйту пама тата ăна туллин хуравлама.

1 сех.

23

Л. Саринен «Кукамай» калавĕ, темипе тĕп шухăшĕ.

Пĕлмелле: ессен йеркине, сăнарсен есесене хак пама.

Пултармалла: цитатăлла план тума.

Илемлĕ вулав; ыйтусене хуравланă май шырав ĕçĕ тума вĕрентесси.

1 сех.

24

В. Элпи «Илемлĕхе курма пӱрнĕ ача»

Пĕлмелле: содержани калама, тĕп шухăшне палăртма.

Пултармалла: ыйтусене тĕрĕс те уçăмлă хуравлама.

Тĕрĕс ыйту пама, панă ыйтусем тăрăх ĕçлесси.

1 сех.

25

В. Элпи. «Илемлĕхе курма пӱрнĕ ача» калаври тĕп сăнар.

Пĕлмелле: тĕп сăнара характеристика пама.

Пултармалла: хайлавра калав паллисене палăртма.

Илемлĕ калаçасси; шухăша, пуплеве тĕрĕс йĕркелеме хăнăхтарасси.

1 сех.

26

Елен Нарпин «Тивĕç» калавĕнчи ĕç-пуç йеркипе тĕп сăнар.

Пĕлмелле: калав тытăмне, ĕçсен йĕркине.

Пултармалла: килти вулав хайлавĕ тăрăх инсценировка лартма.

Рольсемпе вулани; пĕтĕмлетÿсене йĕркелесе каласси.

1 сех.

27

Хайлав «Манăн юратнă ватă çын».

Пĕлмелле: план тума.

Пултармалла: калав каласа пама.

Пулса иртни çинчен е пĕр-пĕр темăпа каласа кăтартасси.

Ӱркев ÿкерет – ĕçченлĕх çĕклет (6 сехет).

1 сех.

28

Ю. Сементер «Пакшапа чакак», В. Туркай «Ниме» теми, тĕп шухăшĕ.

Пĕлмелле: хайлавсен тĕп шухăшне палăртма.

Пултармалла: сăнарлă чĕлхе тĕслĕхĕсене тупма, илемлĕ вулама.

Сăвва илемлĕ вулама, тытăмне палăртма.

1 сех.

29

В. Давыдов-Анатри «Кĕтмен инкек» калаври ĕçсем.

Пĕлмелле: содержани каласа пама.

Пултармалла: ыйтусене тĕрес те уçăмлă хуравлама.

Ыйтусем çине хуравлама.

1 сех.

30

В. Элпин «Аппапа пĕрле» хайлав теми, сăнарсем, ĕçсен йерки.

Пĕлмелле: сюжета, темăна палăртма.

Пултармалла: план тума, ыйтусене терес те уçăмлă хуравлама.

Тишкерÿллĕ тата палăртуллă вулав.

1 сех.

31

В. Элпин «Аппапа пĕрле» хайлавĕнчи сăнарсем, ессен йерки.

Пĕлмелле: сăнарсене хак пама, тĕп шухăша палăртма.

Пултармалла: ыйтусене тĕрĕс те уçăмлă хуравлама.

Ыйту пама, хуравлама.

1 сех.

32

Хайлав тытăмĕ. Сочинени çырма хатĕрленесси.

Пĕлмелле: хайлав тытăмĕ, унăн пайĕсем.

Пултармалла: еç çинчен çыхăнуллă та уçăмла каласа пама.

Учитель каланине кĕскен çырса пырасси.

1 сех.

33

Сочинени (Суйласа илнĕ темăпа.)

Пĕлмелле: сочинени пайĕсем, план тума.

Пултармалла: шухăша çыхăнуллă çырса пама.

Пул ăслă, тавçăруллă (15 сехет)

1 сех.

34

И. Ахратăн «Юрлакан кĕленчесем» хайлавĕ, темипе тĕп шухашĕ, тытамĕ.

Пĕлмелле: хайлавăн темипе тĕп шухăшне, тытăмне палартма.

Пултармалла: план тума.

Сасăпа илемлĕ, харăс тата рольсемпе вуласси.

1 сех.

35

Ю. Сементер. «Вилĕме улталани» хайлавăн темипе тĕп шухăшĕ.

Пĕлмелле: тĕп шухăша палăртма, сăнарсене хак пама.

Пултармалла: рольсемпе илемлĕ вулама.

Рольсемпе илемлĕ вулама хăнăхтарасси; текст хыççăн панă ыйтусене хуравлаттарасси.

1 сех.

36

Л. Сачкова «Шăпăрлан» пьеса юмахри тĕп сăнар, хайлаври курăнусем.

Пĕлмелле: тĕп сăнара хак пама.

Пултармалла: рольсемпе вулама.

Илемлĕ тата рольпе вулама хăнăхтарасси; текст хыççăнхи ыйтусене хуравлаттарасси.

1 сех.

37

Л. Сачкова «Шăпăрлан» пьеса юмахри ĕçсен йĕрки.

Пĕлмелле: пьесăри ĕçсен йĕркине.

Пултармалла: рольсемпе сасса улăштарса вулама.

Рольсемпе вулама хăнăхтарасси.

1 сех.

38

Г. Айхи «Çын тата сцена» сăвă шухăшĕ.

Пĕлмелле: Г. Айхи çинчен, сăвă тĕп шухăшне палăртма.

Пултармалла: сăнарлă чĕлхе тĕслĕхесене тупма.

Илемлĕ вулав.

1 сех.

39

Литература геройне сăнлани.

Пĕлмелле: литература геройне сăнламалли йĕрке, монолог, диалог, гипербола, литота, градации.

Пултармалла: вуланă хайлавсенчи сăнарсене сăнласа пама.

Ыйтусене хуравласси; усал тата ырă сăнарсене палăртасси.

1 сех.

40

Килти вулав урокĕ. Г. Юмарт «Çылăх мана».

Пĕлмелле: Г. Юмарт пултарулăхĕ.

Пултармалла: хайлавăн тĕп шухăшне палăртма.

Илемлĕ вулав; учитель ыйтăвĕсене хуравлани.

1 сех.

41

Суйлавла ĕç. Сочинени е ыйтусем çине хуравлани.

Пĕлмелле:

Пултармалла: хăйсем суйласа илне ĕçе туллии пурнăçлама.

Ыйтусем çине тĕрĕс хуравласси.

1 сех.

42

М. Ваçлейě «И мĕн пуян?».

Пĕлмелле: хайлавсен темипе тĕп шухăшне уçса пама.

Пултармалла: сасса улăштарса, палăртуллă вулама.

Сăвва илемлĕ вуласси; ыйтусене туллин хуравлама хăнăхтарасси.

1 сех.

43

О. Туркай «Юлташпа – вайсăрри те вăйлă» калав.

Пĕлмелле: хайлавсен темипе тĕп шухăшне уçса пама.

Пултармалла: сасса улăштарса, палăртуллă вулама.

Сăвва илемлĕ вуласси; ыйтусене туллин хуравлама хăнăхтарасси; хайлавăн тĕп шухăшне палăртма вĕрентесси.

1 сех.

44

А. Калкан «Алим» пьеса. Тема, ĕçсен йĕрки.

Пĕлмелле: ĕçсен йĕркине.

Пултармалла: драмăри сăнланнă вăхăт çинчен каласа пама.

План тăрăх содержание калаттарни; рольсене палăртуллă вулани.

1 сех.

45

А. Калкан «Алим» пьесăри сăнарсем.

Пĕлмелле: сăнарсене хак пама.

Пултармалла: танлаштаруллă характеристика тума.

Кĕскен каласа пама, ыйтусене туллин хуравлама, сăнарсем çинчен пĕтĕмлетсе калама хăнăхтарасси.

1 сех.

46

«Алим» пьесăна пĕтемлетни. Драма тытăмĕ, жанрсем.

Пĕлмелле: драма тытăмĕ, унăн пайĕсем, драма ретĕнчи жанрсем.

Пултармалла: хайлава тишкернĕ май фактсемпе ĕç-пуçсене шайлаштарма.

Шухăша йĕркелесе калама хăнăхтарасси; ыйтусене туллин хуравлаттарасси.

1 сех.

47

Сочинени. «Алим» пьесăри юратнă сăнарсем».

Пĕлмелле: литература хайлавĕ тăрăх сочинени çырасси.

Пултармалла: шухăша уçăмлă та çыхăнуллă çырса пама.

Сочинени çырасси.

1 сех.

48

Килти вулав урокĕ. Л. Сачковăн «Ăмсану» калавĕ. Хайлавăн теми.

Пĕлмелле: хайлав темине палăртма.

Пултармалла: кайăк-кĕшĕкпе чĕр чунсен пурнăçне çын пурнăçĕпе çыхăнтарса хаклама.

Ыйтусене туллин те çыхăнуллă хуравлаттарасси.

Ырри усала çĕнтеретех (8 сехет).

1 сех.

49

И. Лисаев «Чире парăнма çуралман» хайлаври ĕçсем, тĕп сăнар.

Пĕлмелле: ĕçсен йĕркине каласа пама, сăнара хак пама

Пултармалла: вуланă сыпăксене каласа пама.

Илемлĕ, палăртуллă вуласси; вуланине тĕплĕн, туллин каласа пама хăнăхтарасси.

1 сех.

50

И. Лисаев «Чире парăнма çуралман» хайлавăн теми, тĕп шухăшĕ.

Пĕлмелле: темипе тĕп шухăшне палăртма.

Пултармалла: ыйтусене тулли те уçăмла хуравлама.

Ыйтусем тăрăх калаçма хăнăхтарасси; палăртуллă вуласси.

1 сех.

51

С. Шавли «Вĕçкен Ваççа» сăвă.

Пĕлмелле: сăнара хак пама, тĕп шухăша палăртма.

Пултармалла: илемлĕ, сасса улăштарса вулама, пăхмасăр калама.

Палăртуллă вуласси, вуланине каласа пама хăнăхтарасси; тĕп сăнар портретне сăмахпа ÿкересси.

1 сех.

52

Л. Сачкова «Оля-Улькка» калавăн темипе тĕп шухăшĕ, сăнарсем.

Пĕлмелле: темипе тĕп шухăшне палăртма.

Пултармалла: хирĕслетъ мелĕпе сăнара хак пама.

Палăртуллă вулав; вуланине кĕскен каласа парасси.

1 сех.

53

А. Лазарева «Урок пуçланчĕ» калав, хайлав теми

Пĕлмелле: уйрăм эпизодсемпе сăнарсене хак пама.

Пултармалла: калав сыпăкĕсене илемлĕ вулама.

Палăртуллă вулав; вуланине туллин каласа парасси; шухăша цитатăсемпе усă курса çирĕплетесси; ыйтусене туллин.

1 сех.

54

А. Лазарева «Урок пуçланчĕ» калав, тĕп шухăш

Пĕлмелле: тĕп шухăша палăртма.

Пултармалла: текста тишкерме, пурнăçпа çыхăнтарма.

Палăртуллă вулав; вуланине туллин каласа парасси; вуланă сыпăка тишкересси.

1 сех.

55

Килти вулав урокĕ. П. Афанасьев. «Çынна ырă ту» сăвăн темипе тĕп шухăшĕ.

Пĕлмелле: темăпа тĕп шухăша палăртма.

Пултармалла: илемлĕ вулама, сăнарлă чĕлхе тĕслĕхĕсене палăртма.

Палăртуллă вулаттарасси, ыйтусем тăрăх калаçма хăнăхтарасси.

1 сех.

56

Сочинени «Витя Кулешов – чăн-чăн этем» е «Çынна ырă ту».

Пĕлмелле: план тума.

Пултармалла: шухăша уçăмлă та çыхăнуллă çырса пама.

Геройсене хак парса сăнласси; сочиненире цитатăсемпе усă курма вĕрентесси.

Çăкăртан асли çук (7 сехет).

1 сех.

57

Е. Лисинăн «Çăкăр чĕлли» калавĕнчи ĕçсен йĕрки, сăнарсем.

Пĕлмелле: содержани калама, ĕçсен йĕркине палăртма

Пултармалла: илемлĕ вулама.

Ачасене илемлĕ вулама, тĕрĕс ыйту пама, туллин хуравлама хăнăхтарасси.

1 сех.

58

Е. Лисинăн «Çăкăр чĕлли» калавĕнчи илемлĕх мелĕсем.

Пĕлмелле: сăнара хак пама, темипе тĕп шухăшне палăртма.

Пултармалла: çыравçă чĕлхин уйрăмлăхне палăртма, ыйтусене туллин хурав пама.

План тăрăх каласа парасси; калав сыпăкĕсене илемлĕ вулаттарасси.

1 сех.

59

А. Воробьевăн «Çурхи хирте» сăвăн теми, илемлĕх мелĕсем.

Пĕлмелле: тема палăртма, илемлĕх мелĕсене.

Пултармалла: илемлĕ вулама, илемлĕх мелеĕсене палăртма.

Сăвва палăртуллă вулас хăнăхăва малалла аталантарасси.

1 сех.

60

А. Воробьевăн «Çăкăр» сăвви. Сăвă виçи, ритми, рифми.

Пĕлмелле: сăвва тишкĕрме.

Пултармалла: илемлĕ вулама.

Сăвва палăртуллă вулама хăнăхтарасси; курни-илтни çинчен калаттарасси.

1 сех.

61

Поэзи чĕлхи. Сăвă виçисем.

Пĕлмелле: силлабика, тоника, силлабо-тоника сăвă хывăмĕсем, виçе, ике сыпăклă сăвă виçием.

Пултармалла: сăвă хывăмне, виçине, рифмине палăртма.

Литература терминĕсемпе усă курма хăнăхтарасси.

1 сех.

62

Килти вулав урокĕ.

В.Ĕнеш. «Çăкăр» калавĕн темипе тĕп шухăшĕ.

Пĕлмелле: темăпа тĕп шухăша палăртма.

Пултармалла: илемлĕ вулама.

Вуланине тĕплĕн каласа пама, хак пама вĕрентесси.

1 сех.

63

«Çăкăртан асли çук» пая пĕтĕмлетни.

Пĕлмелле:

Пултармалла: илемлĕ те çыхăнуллă каласа пама.

Ятарласа панă ыйтусем тăрăх калаçма хăнăхтарасси.

Тăван çĕр-шывăн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак (5 сехет).

1 сех.

64

Г. Волковăн «Ылтăн çĕр» халапĕнчи ĕçен йĕрки, çыхăнăвĕ.

Пĕлмелле: текстри ĕç-пуç тытăмне, ĕçсен çыхăнăвне кăтартма.

Пултармалла: илемлĕ вулама, ыйтусене тулли хуравлама.

Текста тăнласси; сăмахсене, сăмах майлашăвĕсене тĕрĕс ăнланасси.

1 сех.

65

И. Ивникăн «Тул çутăлать» сăввинчи сăнлăхсем.

Пĕлмелле: илемлĕх мелĕсем.

Пултармалла: илемлĕ вулама, илемлĕх мелĕсене тупма.

Сăвва палăртуллă вулаттарасси; ыйтусене туллин хуравлаттарасси.

1 сех.

66

А. Афанасьев «Çил».

Пĕлмелле: хайлаври ĕçсене, сăнарсене, вĕсен хушшинчи çыхăнăва ăнлантарма.

Пултармалла: план тума.

Палăртуллă вулав; вуланине тĕплĕн каласа парасси; тĕп сăнар характеристикине тутарасси.

1 сех.

67

Çемен Элкер «Пуян чăваш вăрманĕ» очерк. Очерк тĕсĕсем.

Пĕлмелле: йывăç, çырла ячĕсене.

Пултармалла: хамăр тăрăх çинчен каласа пама.

Палăртуллă вулав; вуланине кĕскен каласа пама.

1 сех.

68

Пĕтĕмлетÿ урокĕ.

Вĕренÿ пособийĕ тата хушма литература.

1.Тăван литература: Вĕренÿпе вулав пособийĕ. 6-мĕш класс валли/ ăпа çырса пухса хатĕрленĕ. - Шупашкар; Чăваш кĕнеки издательстви,20с.

2.Килти вулав пособийĕ. 6-мĕш класс валли / , пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007. – 207 с

3.VI класри тăван литература урокĕсем: меслет кăтартăвĕсем/ т. ыт. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2007. – 123 с.

Сайтсем:

http://www. lib. cap. ru - Чăваш Республикин Наци библиотеки

http://pupar. ru – «Хыпар» издательство cурчe

http://yumah. ru – Чaваш халaх пултарулaхĕ

http://cv. wikipedia. org – Векипеди - ирeклĕ энциклопедин чăваш уйрăмĕ

http://www/chuvash. org - Чăваш халăх сайчĕ

http://www. chuvbook. ru – Чăваш кĕнеке издательстви

http://chuv06.narodru/salam. htm - Уроксем

http://gov. cap. ru./hierarchy – «Тaван чĕлхе - aс-хакăл вăйĕ»

http://www. obrazov. cap. ru - Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

http://chrio. cap. ru – Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ

http://pedkanash. org. ru – педканаш (Всероссийский Интернет-педсовет учителей чувашского языка)

www. tc-sfera. ru – Журналсем, хаçатсем, кĕнекесем


Россия
могучая держава!

Проекты по теме:

Основные порталы (построено редакторами)

Домашний очаг

ДомДачаСадоводствоДетиАктивность ребенкаИгрыКрасотаЖенщины(Беременность)СемьяХобби
Здоровье: • АнатомияБолезниВредные привычкиДиагностикаНародная медицинаПервая помощьПитаниеФармацевтика
История: СССРИстория РоссииРоссийская Империя
Окружающий мир: Животный мирДомашние животныеНасекомыеРастенияПриродаКатаклизмыКосмосКлиматСтихийные бедствия

Справочная информация

ДокументыЗаконыИзвещенияУтверждения документовДоговораЗапросы предложенийТехнические заданияПланы развитияДокументоведениеАналитикаМероприятияКонкурсыИтогиАдминистрации городовПриказыКонтрактыВыполнение работПротоколы рассмотрения заявокАукционыПроектыПротоколыБюджетные организации
МуниципалитетыРайоныОбразованияПрограммы
Отчеты: • по упоминаниямДокументная базаЦенные бумаги
Положения: • Финансовые документы
Постановления: • Рубрикатор по темамФинансыгорода Российской Федерациирегионыпо точным датам
Регламенты
Термины: • Научная терминологияФинансоваяЭкономическая
Время: • Даты2015 год2016 год
Документы в финансовой сферев инвестиционнойФинансовые документы - программы

Техника

АвиацияАвтоВычислительная техникаОборудование(Электрооборудование)РадиоТехнологии(Аудио-видео)(Компьютеры)

Общество

БезопасностьГражданские права и свободыИскусство(Музыка)Культура(Этика)Мировые именаПолитика(Геополитика)(Идеологические конфликты)ВластьЗаговоры и переворотыГражданская позицияМиграцияРелигии и верования(Конфессии)ХристианствоМифологияРазвлеченияМасс МедиаСпорт (Боевые искусства)ТранспортТуризм
Войны и конфликты: АрмияВоенная техникаЗвания и награды

Образование и наука

Наука: Контрольные работыНаучно-технический прогрессПедагогикаРабочие программыФакультетыМетодические рекомендацииШколаПрофессиональное образованиеМотивация учащихся
Предметы: БиологияГеографияГеологияИсторияЛитератураЛитературные жанрыЛитературные героиМатематикаМедицинаМузыкаПравоЖилищное правоЗемельное правоУголовное правоКодексыПсихология (Логика) • Русский языкСоциологияФизикаФилологияФилософияХимияЮриспруденция

Мир

Регионы: АзияАмерикаАфрикаЕвропаПрибалтикаЕвропейская политикаОкеанияГорода мира
Россия: • МоскваКавказ
Регионы РоссииПрограммы регионовЭкономика

Бизнес и финансы

Бизнес: • БанкиБогатство и благосостояниеКоррупция(Преступность)МаркетингМенеджментИнвестицииЦенные бумаги: • УправлениеОткрытые акционерные обществаПроектыДокументыЦенные бумаги - контрольЦенные бумаги - оценкиОблигацииДолгиВалютаНедвижимость(Аренда)ПрофессииРаботаТорговляУслугиФинансыСтрахованиеБюджетФинансовые услугиКредитыКомпанииГосударственные предприятияЭкономикаМакроэкономикаМикроэкономикаНалогиАудит
Промышленность: • МеталлургияНефтьСельское хозяйствоЭнергетика
СтроительствоАрхитектураИнтерьерПолы и перекрытияПроцесс строительстваСтроительные материалыТеплоизоляцияЭкстерьерОрганизация и управление производством