Урок теми: Михаил Федоровгн «Арзури» поэмипе Габдулла Тукайгн «Шурале» сгвалла юмахне танлаштарни.
Урок тĕсĕ: хайлавсене вуласа тишкермелли зĕнĕ технологи элеменчĕсемпе усг курнг урок.
Сапгрлгх тĕллевĕ: ыргпа усала уйгрма вĕрентесси, пурнгза юратма вĕрентесси, ĕз зынна илем кянине палгртни.
Пĕля тĕллевĕ: хайлав чĕлхине сгнама, тишкерме вĕрентесси, тутар литературипе танлаштарма хгнгхтарасси.
Аталантару тĕллевĕ: сгнарлг сгмах илемне асгрхама вĕрентесси, ачасен гс-хакглне зивĕчлетме, шухгшлавне аталантарма пулгшасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сгмахĕ, урок темипе тĕллевне пĕлтерни, зыравзгсемпе паллаштарни, ыйтусем зине хуравлани, хайлавсемпе паллашни, план тгргх хайлавсене танлаштарни, пĕтĕмлетя.
Пуплеве аталантарасси: илемлĕ хайлавсене танлаштарса вулани, илемлĕх мелĕсене тупни, синквэйн йĕркелени.
Словарь ĕзĕ: Ителмес - ял ячĕ, Урхас - Кушак – вгрман ячĕ, Кгрлай - ял ячĕ,арзури - вгрманта тĕл пулакан усал (арзури хисепсĕр вилнĕ зынсенчен пулать имĕш), Пихампар – выльгх-чĕрлĕх тури.
Литература теорийĕ:.юмахлатнг поэма, сгвглла юмах.
Кургмлгх хатĕрĕсем: Михаил Федоровпа Габдулла Тукайгн портречĕсем, «Шурале» юмах кĕнеки, компьютер, проектор, экран, тест ыйтгвĕсем.
Урок эпиграфĕ: Михаил Федоровпа Габдулла Тукай халгх сгмахлгхне витĕр пĕлекен сгвгзсем пулнг. « Вĕсем хгйсен хайлавĕсенче халгхгн ĕлĕкхи саманари пурнгзне, пуян чунне пурне те кургнмалла кгтартнг».Михаил Сироткин, паллг тĕпчевзĕ, профессор.
Урок юхгмĕ:
Класа йĕркелесси.
- Ырг кун пултгр, ачасем! Паян эпир чгвашсен паллг «Арзури» поэмипе тата тутар халгхĕн «Шурале» юмахĕпе паллашатпгр, зак хайлавсене вуласа вĕсен пĕр пеклĕхне тупма тгргшатпгр.
I. Килти ĕзе тĕрĕслесси.
Ачасем, Михаил Федоровпа Габдулла Тукайгн биографийĕсене каласа паргр?
-Гзта зуралнг Михаил Федоров?
1-мĕш ача. Михаил Федоров чяк уйгхĕн 29-мĕшенче 1848-мĕш зулта Чгваш Республикинчи Сĕнтĕрвгрри районĕнче Хурапха ялĕнче зуралнг.
- Михаил Федоров гзта-гзта вĕреннĕ?
2-мĕш ача. Вун ултг зулта чухне тин Аслг Кгршкари пузламгш шкула кайнг, унта визĕ зул вĕреннĕ хыззгн Шĕнерпузĕнчи икĕ класлг шкула зяренĕ. Пĕчĕк чухнех вгр-вар ача пулнине астуса зынсем Михали «пысгк зын» пуласса кĕтнĕ.1869 зулта Михаил Федоров Самар хулинчи учительсем хатĕрлекен семинарие вĕренме кĕрет. Шĕнерпузĕнче учитель пулса ĕзлет. Хусанта учительсен институтĕнче пĕр зулталгк икĕ-визĕ класлг училищĕсен преподавательне вĕренет.
- Хусантан тавргнсан гзта ĕзленĕ?
3-мĕш ача. Шупашкарти визĕ класлг училищĕре ĕзлет, тепĕр вун икĕ зултан Чар хулинчи (хальхи Йошкар-Олари) икĕ класлг училище пузлгхне лартаззĕ.Зак хулара вара вгл хгй виличченех ĕзлет.
- Ачасем, эсир тутар халгхĕн, паллг поэтгн пурнгзĕпе ĕзĕ-хĕлĕ зинчен мĕн пĕлетĕр?
- Габдулла Тукай гзта зуралнг?
4-мĕш ача. Габдулла Мухамедгарифович Тукаев 1886 зулхи ака уйгхĕн 26-мĕшĕнче Тутарстангн Арск районне кĕрекен Кушлауч ятлг ялта мулла земйинче зуралнг. Ачаллах хгр тглгха тгрса юлнг, пĕчĕклех нумай нуша курнг.
- Габдулла Тукай миземĕш зулта литература ĕзне тытгнать?
5-мĕш ача. Сгвг зырма Габдулла Тукай 1902 зулта пузланг. Хусанта «Яшен» (Зизĕм) сатира журналĕнче, 1910 зултан «Ялт-йолт» (Шевле) журналта ĕзлет.
-Ачасем, эсир киле парса янг ĕзе лайгх хатĕрленсе килнĕ.
II. Зĕнĕ темгна гнлантарасси.
- Габдулла пĕр вгхгтра пургнман пулин те вĕсем зырса хгварнг «Арзурипе» «Шурале» хайлавсем тĕп шухгшĕпе пĕлтерĕш енчен те, композиципе сюжет йĕркеленĕвĕсемпе те пĕр калгплг хайлавсем шутланаззĕ.Гнсгртран пулса тухнг-ши закгн пек тяр киля е пурнгз шгпи завгн пек зырма икĕ сгвгз умне хгй ыйту кгларса тгратнг-ши? Икĕ поэт та сюжетнее халах сгмахлгхĕнчен илнĕ.Тутарпа чгваш халахĕсем тискер саманан юрлг-варлг пурнгзне нумай енчен пĕр пек тяссе ирттернĕ.Зитмен пурнгз, палах, хресченсене тĕрлĕрен шухгшлаттарнг. Завгнпа та Хĕветĕр хресченпе Пĕлтĕр джигит евĕр зука юлнг зынсем шиклене-шикленех вгрмана вутг-шанкг пухма кайни сахал мар пулнг.
- «Арзури» поэма тата «Шурале» сгвглла юмаха миземĕш зулсенче зырса кгларнг?
Михаил Федоров «Арзури» хайлава зырнине тĕрлĕ тĕпчевзĕ тĕрлĕрен палгртнг: - 1879, – 1884, -1891 зулсенче. Габдулла Тукай «Шурале» юмаха 1907 зулта зырнг.
- Халĕ Габдулла Тукай зырнг «Шурале» юмаха чгвашла итлетпĕр. Юмаха чгваш халгх поэчĕ Ухсай Яккгвĕ кузарнг.(Ача-пгча сгмахлгхĕ:Хрестомати:Пузламгш шкулсем валли.277стр.)
-«Арзури» поэма сасгпа черетпе вулатпгр.(Икĕ хайлава вуласа тухнг хыззгн хайлавсене тишкеретпĕр)
«Арзури» тата «Шурале» хайлавсене танлаштарни.
1.Михаил Федоров хайлавгн жанрне палгртман, завгнпа та тĕпчевзĕсем тĕрлĕрен палгртнг: « сгвглла юмах», « баллада», « халап». Тĕрĕссипе вара «Арзури» - лиро-эпикглла кĕске поэма, чгн пурнгзри лару-тгргва хресченпе арзури сгнарĕсем урлг кгтартакан реализмлг хайлав.
Габдулла Тукай жанрне сгвглла юмах тесе палгртнг.
2. Хайлавсен пузламгшĕ.
«Арзури» «Шурале»
Хĕвел ансан Хĕветĕр Зап-зутг каз пĕррехинче
(Эсир гна пĕлетĕр) Кгрлай ачи, яш каччг,
Хĕвне згкгр чикрĕ те, Хгла утне тилхепинчен
Лаша кялсе ларчĕ те Турта-турта утатчĕ.
Тухрĕ кайрĕ вгрмана Пире телей завра курки
Хгргк турат пузтарма… Лекмерĕ те, пĕтетпĕр,
Пяртре хутма вут зук пирки
Зĕрле вгрра зяретпĕр.
3. Хайлавра тĕл пулакан топонимсем.
Авторсем хгйсем пургннг вырансене тĕрĕс кгтартнг: Виснер, Хургншур, Урхас – Кушгк, Ителмес, Чиперуй, Кгрлай.
4. «Арзури» поэмгри илемлĕх мелĕсем.
Эпитет: хура вгрман, хура хĕр.
Танлаштару: ват зын пекех шур сухаллг.
Сгпатлантару: хура пĕлĕтсем чупаззĕ.
«Шурале» юмахри илемлĕх мелĕсем:
Эпитет: зап-зутг уйгх, яш каччг.
Танлаштару: Зунса пгхать замки зинче
Кгвар пек икĕ кузĕ.
5. «Арзури» поэмгри тĕп санар – Хĕветĕр. Вгл чухгн хресчен, каза хирĕз вгрмана вутг илме каять, «Шурале» юмахра та Кгрлай ачи те вгрмана вутта каять. Иккĕшĕ те усал вгй кураззĕ.
«Арзури» «Шурале»
Сикрĕ тухрĕ зырмаран, Тгра парать темле амак,
Пĕкке хузрĕ зурмаран,- Элес –мелес хгрушг -
Ват зын пекех шур сухаллг, Чуна сиктермĕш, згмламас
Качака пек мгйракаллг, Хура вгрман пгрушĕ.
Ури вгргм, кузĕ чармак, Темле хурах-и? Таркгн-и?
Урхас –Кушак вгрманенче Те йĕрĕх-и, эсрел-и?
Урлг – пирлĕ уткалать. Этем пек ун пгхкалани.
Этем тесен – хяреллĕ.
«Арзури» хайлавра хире-хирĕзле икĕ тĕнче пур: зынсен тĕнчи тата усал-тĕсел тĕнчи. Пĕрремĕшĕсем ялта пургназзĕ, иккĕмĕшĕсем – вгрманта. Зав икĕ тĕнчен чикки чылай чухне шыв (зырма) пулса тграть. Ахальтен мар ĕнтĕ арзури щыв арманĕнчен малалла иртеймест, Хĕветĕртен арман айне кĕрсе юлать. Арзури – чгваш демонологийĕнчи уйргмах анлг сарглнг сгнар. Запса пграхнг зынсене кĕлĕ тутармасгр пытарсан, вĕсен чунĕсенчен арзури пулать теззĕ.Зын шгмми тгпра айне кĕмесен те арзури пулать иккен.
6.Усал сгнарсене танлаштарни
Арзури
Шур сухаллг, качака пек мгйракаллг, ури вгргм, кузĕ чармак, урлг-пирлĕ уткалать, урнг йыт пек тулашать: вĕрет, сурать, пусмгрлать, кгтакласа вĕлерет.
Шурале
Сгмси те ун, вглта пек кукгр-макгр; алли-ури зип-зинзе, армак-чармак та хузгк; турат пек унгн пярнисем, пĕрин тгршшĕ пĕр аршгн.
7. Михаил Федоровпа Габдулла Тукай халгх сгмахлахне витĕр пĕлекен сгвгзсем пулнг. Хайлавсенчи сгнарсем иккĕшĕ те арзури аллине лекнĕ пурнгзĕсене зглса хгварассишĕн кĕрешĕззĕ. Анчах та кĕрешя кунта икĕ тĕрлĕ пулса иртет. Хĕветĕр нумай вгхгт нушаланнг хыззгн зез хгтглать пулсан, Габдулла Тукайгн джигичĕ хгйĕн тгшманне вгйпа мар, чеелĕхĕпе зĕнтерсе тухать. Поэт зак хайлавпа этеме хирĕз тгма пултаракан вгй тĕнчере зукки зинчен каласшгн пулнг.
III. Зирĕплетя тапхгрĕ.
Ыйтусем зине хуравлани.
-Хайлавсенче зулталгкгн хгш вгхгтне кгтартнг?
- Хĕветĕрĕн земйи пысгк-и?
- Хĕветĕрпе Кгрлай ачи усал сгнара мĕнле кураззĕ?
- Хгш йĕркесем поэмгн тĕп шухгшне узса пама пулгшаззĕ?
1. «Ачам-пгчам пит айван,
Халиччен суха тытайман».
2. «Хура вгрман хумханать,
Хура лаша хартлатать».
3. «Зитмен пурнгз пирки-зке
Зын кузĕнчен пгхатпгр.
Кану вгхгчĕ. «Арзури» поэмгри [a] сас паллипе пузланакан япала ячĕсене каласа тухгр. (Арзури, арман, анчгк, ачам-пгчам, асаттесем, арзын, ана)
IV. Урока пĕтĕмлетни.
- Ачасем, паян эпир мĕнле тема пгхса тухргмгр?
- Чгваш тата тутар зыравзисем хгйсен хайлавĕсенче мĕнле тема хускатнг?
Ачасен пĕлĕвне хаклани.
V. Киле ĕз пани.
1. «Лапка-лапка юр згвать…» сыпгка е хгвгра килĕшнĕ ытти выргнсене пгхмасгр калама вĕренĕр.
2. Арзурипе Шурале сгнарĕсене якерсе килĕр.


