Партнерка на США и Канаду по недвижимости, выплаты в крипто

  • 30% recurring commission
  • Выплаты в USDT
  • Вывод каждую неделю
  • Комиссия до 5 лет за каждого referral

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН

САККУНӖ

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН

"ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН МУНИЦИПАЛИТЕТ

ПӗРЛӗХӗСЕН ЧИККИСЕНЕ ПАЛӑРТАССИ ТАТА
ВӗСЕНЕ ХУЛА, ЯЛ ХАЛӑХӗ ПУРӑНАКАН ВЫРӑНӑН,
МУНИЦИПАЛИТЕТ РАЙОНӗН, ХУЛА ОКРУГӗН

СТАТУСНЕ ПАРАССИ ҫИНЧЕН" САККУННЕ

УЛШӐНУСЕМ КӖРТЕССИ ҪИНЧЕН


Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ

2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче

йышӑннӑ

1 статья

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлӗхӗсен чиккисене палӑртасси тата вӗсене хула, ял халӑхӗ пурӑнакан вырӑнӑн,
муниципалитет районӗн, хула округӗн статусне парасси ҫинчен" 2004 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 37 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2004, 61 №; 2007, 73, 75 №-сем; 2009, 82 №; 2011, 89, 92 (I том) №-сем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2015, 10 №) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) "Канаш хула округӗн схема картти" 3-мӗш хушса ҫырнине ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"Чӑваш Республикин

"Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлӗхӗсен

чиккисене палӑртасси тата вӗсене хула, ял халӑхӗ

пурӑнакан вырӑнӑн, муниципалитет районӗн, хула округӗн статусне парасси ҫинчен" саккунӗ ҫумне

НЕ нашли? Не то? Что вы ищете?

3-мӗш хушса ҫырни

Канаш хула округӗн схема картти

2) "Канаш хула округӗн чиккисен картографи сӑнлавӗ" 4-мӗш хушса ҫырнине ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин

муниципалитет пӗрлӗхӗсен чиккисене палӑртасси

тата вӗсене хула, ял халӑхӗ пурӑнакан вырӑнӑн,

муниципалитет районӗн, хула округӗн статусне

парасси ҫинчен" саккунӗ ҫумне

4-мӗш хушса ҫырни

канаш хула округӗн чиккисен

картографи сӑнлавӗ

Канаш хула округӗн ҫурҫӗр чикки "Солнышко" коллективлӑ садӑн ҫурҫӗр пӑнчинчен пуҫланать те ҫав коллективлӑ садӑн ҫурҫӗр чиккипе, Симӗс урампа пӗрлешнӗ тӗлте "Ҫӗрпӳ – Ульяновск" автомобиль ҫулӗ урлӑ каҫса, ҫӑмӑл автомобильсене техника енчен тивӗҫтерекен станци пулнӑ ҫуртӑн хӗвел анӑҫ тата ҫурҫӗр чиккисемпе, Симӗс урамри пурӑнмалли ҫуртсен тата "Канаш автовокзалӗ" акционерсен уҫӑ обществин ҫурҫӗр чиккипе, Кооператив урамӗнчи пурӑнмалли ҫуртсен хӗвел анӑҫ тата ҫурҫӗр чиккисемпе, "Канаш – Вырӑскас Пикших" атомобиль ҫул юппин хӗвел анӑҫ чиккипе иртет, ҫав ҫул урлӑ каҫса Кооператив урамӗпе иртет, унтан ҫырма урлӑ каҫать, малалла "Сывлӑх" коллективлӑ садӑн хӗвел анӑҫ чиккисемпе, "Северный" коллективлӑ садӑн хӗвел анӑҫ, ҫурҫӗр тата хӗвел тухӑҫ чиккисемпе, Ҫурҫӗр урамӗнчи пурӑнмалли ҫуртсен ҫурҫӗр чиккипе, "Канаш – Ҫӗнӗ Туҫа – Славаш – "Атӑл" автомобиль ҫулӗн юппин хӗвел
анӑҫ чиккипе, хула масарӗн кӑнтӑр, хӗвел анӑҫ, ҫурҫӗр тата хӗвел тухӑҫ
чиккисемпе, мӑсӑльмансен масарӗн ҫурҫӗр чиккипе пӗрлешнӗ тӗлте
"Канаш – Ҫӗнӗ Туҫа – Славаш – "Атӑл" автомобиль ҫулӗ урлӑ каҫса,
"Канашри резецсен завочӗ" акционерсен уҫӑ обществин ҫурҫӗр чиккипе, "Чӑваш Ене 50 ҫул" коллективлӑ садӑн ҫурҫӗр тата хӗвел тухӑҫ чиккисемпе, Чугун ҫул урамӑн пурӑнмалли ҫуртсен ҫурҫӗр тата хӗвел тухӑҫ чиккисепе, "Пахча ҫимӗҫ" тулли мар яваплӑ общество базин тата "Чӑвашпотреб­союзӑн" хатӗрлев кантурӗн ҫурҫӗр чиккисемпе, "Канашская" электричество подстанцийӗн тата "Чӑвашэнерго" акционерсен уҫӑ обществин кӑнтӑр электричество сечӗсен базин ҫурҫӗр чиккипе, "Гелла" тулли мар яваплӑ обществӑн ҫурҫӗр чиккипе, "Промремстрой" тулли мар яваплӑ обществӑн хӗвел анӑҫ тата ҫурҫӗр чиккисемпе, "Газпром газораспределение Чебоксары" акционерсен обществин газ пухакан станцийӗн ҫурҫӗр чиккисемпе, "Радуга" коллективлӑ садӑн хӗвел анӑҫ, ҫурҫӗр тата хӗвел тухӑҫ чиккисемпе иртет, "Канаш элеваторӗ" – "Чӑвашхлебопродукт" акционерсен обществин филиалӗн кӑнтӑр чикки тӗлӗнче "Канаш – Шупашкар" тата "Мускав – Хусан" чугун ҫулӗсем урлӑ каҫать, "Канаш элеваторӗ" – "Чӑвашхлебопродукт" акционерсен обществин филиалӗн тата республикӑн "Чӑваштоп­пром" патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн Канаш филиалӗн ҫурҫӗр – хӗвел анӑҫ чиккисемпе, "Канаш элеваторӗ" – "Чӑвашхлебопродукт" акционерсен обществин филиалӗн производствӑпа ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен ҫурҫӗр чиккисемпе, "Эмаль" наукӑпа производство фирми" тулли мар яваплӑ обществӑн хӗвел анӑҫ чиккипе, "Яблочко" коллективлӑ садӑн хӗвел анӑҫ тата ҫурҫӗр чиккисемпе иртет.

Хӗвел тухӑҫ чикӗ Канаш хулин халӑх пурӑнакан вырӑн ҫӗрӗсен хӗвел тухӑҫ, кӑнтӑр тата хӗвел анӑҫ чиккисемпе, "Аурат-СВ" тулли мар яваплӑ общество ҫӗрӗсен кӑнтӑр чиккипе, "Юность" коллективлӑ садӑн хӗвел тухӑҫ, кӑнтӑр тата хӗвел анӑҫ чиккисемпе, Хучел ял поселенийӗн промышленность, энергетика, транспорт, ҫыхӑну, радиовещани, телевидени, информатика, космос ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли ҫӗрсем, оборона, хӑрушсӑрлӑх ҫӗрӗсем тата ятарлӑ тӗллевпе усӑ курмалли ытти ҫӗрсен (малалла – промышленность ҫӗрӗсем) ҫӗр участокӗн хӗвел анӑҫ чиккипе, "Энӗш" ("Атӑл" – Вӑрмар – Канаш – Йӗпреҫ – Улатӑр) автомобиль ҫулӗпе "Восток-3" гараж кооперативӗн хӗвел анӑҫ чиккине ҫитиччен, "Восток-3" гараж кооперативӗн хӗвел анӑҫ, ҫурҫӗр тата хӗвел тухӑҫ чиккисемпе, "Энӗш" ("Атӑл" – Вӑрмар – Канаш – Йӗпреҫ – Улатӑр) автомобиль ҫулӗ урлӑ каҫса коммуналлӑ хытӑ каяшсен полигонӗн хӗвел тухӑҫ тата кӑнтӑр чиккисемпе, "Транспортник" коллективлӑ садӑн ҫурҫӗр чиккипе, "Канашри агропромышленность, транспортпа экспедици предприятийӗ" акционерсен уҫӑ обществин автобазин кӑнтӑр тата хӗвел анӑҫ чиккисемпе, автозаправка станцийӗн ҫурҫӗр чиккипе, "Канаш – Тӑвай" автомобиль ҫул юппин кӑнтӑр чиккипе, пахчасем, "Калинка" коллективлӑ садӑн хӗвел тухӑҫ чиккисемпе, "Дорожник" коллективлӑ садӑн хӗвел тухӑҫ чиккипе иртет.

Кӑнтӑр чикӗ Энӗш юхан шыв урлӑ каҫса, Энӗш юхан шывӗн сылтӑм ҫыранӗпе шыв юххине хирӗҫле "Дорожник" коллективлӑ садӑн кӑнтӑр
чиккипе, "Уют" коллективлӑ садӑн кӑнтӑр чиккипе, "Сирень" коллективлӑ садӑн кӑнтӑр тата хӗвел анӑҫ чиккисемпе, Уҫырма ял поселенийӗн Кӗлтеҫулӗ ялӗнчи Спорт, Олимп тата Ҫӗнтерӗве 70 ҫул урамӗсенчи пурӑнмалли ҫуртсен ҫурҫӗр чиккипе, ун хыҫҫӑн Уҫырма ял поселенийӗн Кӗлтеҫулӗ ялӗнчи Ҫӗнтерӗве 70 ҫул урамри пахчасем хыҫӗпе иртет, Машинӑсем
тӑвакансен урамӗнчи тавра автомобиль ҫулӗн – Канаш хулинчи "Энӗш" авто­ҫулӑн ҫӗр участокӗн ҫурҫӗр чиккипе асӑннӑ автоҫулӑн "Канаш – Шаккӑл – Ҫӗнӗ Ахпӳрт" автоҫулӑн хӗвел анӑҫ чиккипе каҫса каять, Уҫырма ял поселенийӗн Уҫырма ялӗн Лунная урамри уйрӑм ҫынсен пурӑнмалли ҫурчӗсен ҫурҫӗр чиккипе, Канаш хулин Юман урамри пурӑнмалли ҫуртсен кӑнтӑр чиккипе, хресчен (фермер) хуҫалӑхне тытса пыма уйӑрнӑ ҫӗр участокӗн ҫурҫӗр, хӗвел анӑҫ тата кӑнтӑр чиккисемпе, "Бам-2" тата "Бам-1" гараж
кооперативӗсем хыҫӗнчи ҫырман хӗвел тухӑҫ хӗррипе Уҫырма ял поселенийӗн ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен ҫурҫӗр чиккипе, "Ҫӗрпӳ – Ульяновск" автомобиль ҫулӗн юппин хӗвел тухӑҫ чиккипе иртет, ун хыҫҫӑн ун урлӑ каҫать те ҫырма тӗпӗпе "Йӗпреҫ ҫулӗ" урамӑн уйрӑм ҫынсен пурӑнмалли ҫурчӗсен кӑнтӑр чиккипе, ҫырман кӑнтӑр хӗррипе – "Стимул", "Надежда" тата "Виктория-2" коллективлӑ садсен ҫӗрӗсен ҫумӗпе иртет.

Хӗвел анӑҫ чикӗ "Виктория-2" коллективлӑ садӑн хӗвел анӑҫ чиккипе, ун хыҫҫӑн "Энӗш" ("Атӑл" – Вӑрмар – Канаш – Йӗпреҫ – Улатӑр) автомобиль ҫулӗн юппин кӑнтӑр чиккипе хӗреслениччен "Нефтяник" коллективлӑ садӑн хӗвел анӑҫ чиккипе, "Канмаш Агро" тулли мар яваплӑ общест­вӑн хӗвел анӑҫ чиккинче автомобиль ҫулӗ урлӑ каҫса "Энӗш" ("Атӑл" – Вӑрмар – Канаш – Йӗпреҫ – Улатӑр) автомобиль ҫулӗн юппин кӑнтӑр чиккипе,
"Канаш – Саранск" чугун ҫул урлӑ каҫса "Энергетик-Контактник" коллективлӑ садӑн хӗвел анӑҫ чиккисемпе, "Мускав – Хусан" чугун ҫулӗ урлӑ каҫса "Дорожник" коллективлӑ садӑн хӗвел анӑҫ чиккипе пӗрлешнӗ вырӑнта "Дубрава" коллективлӑ садӑн кӑнтӑр, хӗвел анӑҫ тата ҫурҫӗр чиккисемпе, "Солнышко" коллективлӑ садӑн ҫурҫӗр чиккипе хӗреслениччен "Дорожник" тата "Солнышко" коллективлӑ садсен хӗвел анӑҫ чиккисемпе иртет.";

3) "Чӑваш Республикин Канаш муниципалитет районӗн схема картти" 21-мӗш хушса ҫырнине ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"Чӑваш Республикин

"Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлӗхӗсен

чиккисене палӑртасси тата вӗсене хула, ял халӑхӗ

пурӑнакан вырӑнӑн, муниципалитет районӗн, хула

округӗн статусне парасси ҫинчен" саккунӗ ҫумне

21-мӗш хушса ҫырни

  Чикӗсене ӑнлантарса пани:

А-ран пуҫласа Ӑ таранччен – Вӑрмар муниципалитет районӗн ҫӗрӗсем

Ӑ-ран пуҫласа Б таранччен – Тӑвай муниципалитет районӗн ҫӗрӗсем

Б-ран пуҫласа В таранччен – Тутарстан Республикин ҫӗрӗсем

В-ран пуҫласа Г таранччен – Комсомольски муниципалитет районӗн ҫӗрӗсем

Г-ран пуҫласа Д таранччен – Йӗпреҫ муниципалитет районӗн ҫӗрӗсем

Д-ран пуҫласа Е таранччен – Вӑрнар муниципалитет районӗн ҫӗрӗсем

Е-рен пуҫласа Ӗ таранччен – Красноармейски муниципалитет районӗн ҫӗрӗсем

Ӗ-рен пуҫласа А таранччен – Ҫӗрпӳ муниципалитет районӗн ҫӗрӗсем

Муниципалитет пӗрлӗхӗсен ячӗ:

1. Асхва ял поселенийӗ

2. Атнаш ял поселенийӗ

3. Пайкилт ял поселенийӗ

4. Вӑтапуҫ ял поселенийӗ

5. Карӑклӑ ял поселенийӗ

6. Кӑшнаруй ял поселенийӗ

7. Уҫырма ял поселенийӗ

8. Ӑвӑспӳрт Кипеч ял поселенийӗ

9. Вӑрӑмпуҫ ял поселенийӗ

10. Шӑхасан ял поселенийӗ

11. Ҫӗнӗ Чӑлкасси ял поселенийӗ

12. Ҫеҫпӗл ял поселенийӗ

13. Вӑрманкас Ухман ял поселенийӗ

14. Сухайкасси ял поселенийӗ

15. Вӑтакас Кипеч ял поселенийӗ

16. Сиккасси ял поселенийӗ

17. Ачча ял поселенийӗ

18. Хучел ял поселенийӗ

19. Чакаҫ ял поселенийӗ

20. Шаккӑл ял поселенийӗ

21. Ҫӗнӗ Шелттем ял поселенийӗ

22. Янкӑлч ял поселенийӗ

23. Энтрияль ял поселенийӗ

24. Ямаш ял поселенийӗ

25. Канаш хула округӗ";

4) "Уҫырма ял поселенийӗн схема картти" 311-мӗш хушса ҫырнине ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"Чӑваш Республикин

"Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлӗхӗсен

чиккисене палӑртасси тата вӗсене хула, ял халӑхӗ

пурӑнакан вырӑнӑн, муниципалитет районӗн, хула

округӗн статусне парасси ҫинчен" саккунӗ ҫумне

311-мӗш хушса ҫырни

Уҫырма ял поселенийӗн схема картти

5) "Уҫырма ял поселенийӗн чиккисен картографи сӑнлавӗ"
312-мӗш хушса ҫырнине ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"Чӑваш Республикин

"Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлӗхӗсен

чиккисене палӑртасси тата вӗсене хула, ял халӑхӗ

пурӑнакан вырӑнӑн, муниципалитет районӗн, хула

округӗн статусне парасси ҫинчен" саккунӗ ҫумне

312-мӗш хушса ҫырни

Уҫырма ял поселенийӗн чиккисен картографи сӑнлавӗ

Уҫырма ял поселенийӗн ҫурҫӗр чикки Канаш хулин тата Асхва
ял поселенийӗн ҫӗрӗсем хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫланать те "Стимул" коллективлӑ садӑн кӑнтӑр чиккипе Канаш хулин Йӗпреҫ ҫулӗ урамри уйрӑм ҫынсен пурӑнмалли ҫурчӗсен кӑнтӑр чиккипе ҫырма тӗпӗ тӑрӑх тӑсӑлать, "Ҫӗрпӳ – Ульяновск" автомобиль ҫулӗ урлӑ каҫать те Канаш хулин Машинӑсем тӑвакансен урамӗнчи нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫуртсен хӗвел анӑҫ чиккипе тата Канаш хулин Машинӑсем тӑвакансен урамӗнчи бокслӑ
гаражсен гараж комплексӗн кӑнтӑр чиккипе каять, "Бам-1" тата "Бам-2" гараж кооперативӗсен хыҫӗнчи ҫырман хӗвел тухӑҫ хӗррипе, "Бам-2" гараж кооперативӗн ҫурҫӗр чиккипе, Канаш хулин Юман урамӗн уйрӑм ҫынсен пурӑнмалли ҫурчӗсен Канаш хулин Раздольная урамӑн кӑнтӑр чиккипе, Канаш хулин Юман урамӗнчи тата Кыяшлы урамӗнчи пурӑнмалли ҫуртсен кӑнтӑр чиккипе, "Канаш – Шаккӑл – Ҫӗнӗ Ахпӳрт" автоҫулӑн хӗвел анӑҫ чиккипе иртет, аҫаннӑ ҫул урлӑ каҫать те Канаш хулин Черников урамӗнчи тата Глинка урамӗнчи пурӑнмалли ҫуртсен кӑнтӑр чиккипе, Канаш хулин Энгельс урамне ҫитиччен Глинка урамӗнчи пахчасен чиккисемпе, Канаш хулин Энгельс урамӗн айккипе, "Сирень" тата "Уют" коллективлӑ садсен кӑнтӑр чиккипе иртет, "Дорожник" коллективлӑ садӑн хӗвел тухӑҫ чиккин кӑнтӑр вӗҫӗпе тӑсӑлать, Хучел ял поселенийӗн ҫӗрӗсем патне ҫитет, ҫырман кӑнтӑр хӗррипе – коллективлӑ садсен чиккисем тӑрӑх иртет, Энӗш юхан шывӗ тӑрӑх Хучел ял поселенийӗн ҫӗрӗсемпе чикӗленсе Шаккӑл ял поселенийӗн ҫӗрӗсем патне ҫитет.

Уҫырма ял поселенийӗн хӗвел тухӑҫ чикки Канаш лесничествин
Канашри участок лесничествин 84-мӗш кварталӗн кӑнтӑр – хӗвел тухӑҫ чиккипе унӑн ҫурриччен тӑсӑлать, ун хыҫҫӑн кӑнтӑр – хӗвел анӑҫнелле пӑрӑнать те Энӗш юхан шывӗ урлӑ каҫать, Шаккӑл ял поселенийӗн
ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен ҫурҫӗр – хӗвел анӑҫ чиккин айккипе, Канаш лесничествин Канашри участок лесничествин 98-мӗш кварталӗн ҫурҫӗр – хӗвел тухӑҫ чиккипе иртет, ун хыҫҫӑн 90 градус чухлӗ пӑрӑнать те "Канаш – Шаккӑл – Ҫӗнӗ Ахпӳрт" автоҫул урлӑ каҫса Канаш лесничествин Канашри участок лесничествин 99-мӗш, 105-мӗш тата 112-мӗш кварталӗсен чиккисемпе иртет, Уҫырма юхан шывӗ патне ҫитиччен "Палан" коллективлӑ садӑн ҫурҫӗр – хӗвел анӑҫ чиккипе иртет, ун хыҫҫӑн Карӑклӑ ял поселенийӗн чиккине ҫитиччен юхӑма майлӑ юхан шывпа тӑсӑлать.

Уҫырма ял поселенийӗн кӑнтӑр чикки Шаккӑл тата Карӑклӑ ял поселенийӗсен ҫӗрӗсем хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫланать. Чикӗ кӑнтӑр – хӗвел анӑҫнелле ҫырма тӗпӗпе, Крупская ячӗпе хисепленекен ял хуҫалӑх производство кооперативӗн коллективлӑ-пайлӑ ҫӗрӗсем тӑрӑх, Канаш лесничествин Шӑхранти участок лесничествин 17-мӗш кварталӗн кӑнтӑр чиккипе иртсе "Ҫӗрпӳ – Ульяновск" автомобиль ҫулӗ урлӑ каҫать те Вӑтапуҫ ял поселенийӗн ҫӗрӗсем патне ҫитет, ун хыҫҫӑн ҫав еннеллех Канаш лесничествин Шӑхранти участок лесничествин 16-мӗш тата 15-мӗш кварталӗсен кӑнтӑр чиккисемпе тата 14-мӗш кварталӗн хӗвел анӑҫ чиккипе, ун хыҫҫӑн Канаш лесничествин Шӑхранти участок лесничествин 11-мӗш кварталӗн ҫурҫӗр чиккипе кӑнтӑр – хӗвел тухӑҫнелле тӑсӑлать, "Энӗш" – Вӑрӑмпуҫ – Пӗршенер" автомобиль ҫулӗ урлӑ каҫать те Асхва ял поселенийӗн ҫӗрӗсем патне ҫитет.

Уҫырма ял поселенийӗн хӗвел анӑҫ чикки Вӑтапуҫ тата Асхва ял посе­ленийӗсен ҫӗрӗсем хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫланать, "Энӗш – Вӑрӑмпуҫ – Пӗршенер" автомобиль ҫулӗпе ҫурҫӗрелле Канаш лесничествин Шӑхранти участок лесничествин 5-мӗш кварталӗн хӗвел тухӑҫ чиккипе, асӑннӑ автоҫул урлӑ каҫса Канаш лесничествин Шӑхранти участок лесничествин 5-мӗш кварталӗн хӗвел анӑҫ чиккипе иртет, ун хыҫҫӑн Канаш лесничествин Шӑхранти участок лесничествин 3-мӗш кварталӗн чиккипе "Тормозная" 17 ПСран пуҫласа ҫитиччен ВЛ-6 КВ "ПТФ-1" электропередача линийӗсем тӑрӑх вӗҫне ҫитиччен, малалла Канаш лесничествин Шӑхранти участок лесничествин 4-мӗш кварталӗн ҫурҫӗр чиккипе кӑнтӑр-хӗвел тухӑҫ­нелле "Виктория 4" коллективлӑ сад айккипе, ун хыҫҫӑн ҫурҫӗр – хӗвел анӑҫнелле "Виктория-4" коллективлӑ садӑн кӑнтӑр – хӗвел тухӑҫ чиккисемпе Канаш хулин ҫӗрӗсем патне ҫитиччен тӑсӑлать.";

6) "Хучел ял поселенийӗн схема картти" 338-мӗш хушса ҫырнине ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"Чӑваш Республикин

"Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлӗхӗсен

чиккисене палӑртасси тата вӗсене хула, ял халӑхӗ

пурӑнакан вырӑнӑн, муниципалитет районӗн, хула

округӗн статусне парасси ҫинчен" саккунӗ ҫумне

338-мӗш хушса ҫырни

Хучел ял поселенийӗн схема картти

7) "Хучел ял поселенийӗн чиккисен картографи сӑнлавӗ"
339-мӗш хушса ҫырнине ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"Чӑваш Республикин

"Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлӗхӗсен

чиккисене палӑртасси тата вӗсене хула, ял халӑхӗ

пурӑнакан вырӑнӑн, муниципалитет районӗн, хула

округӗн статусне парасси ҫинчен" саккунӗ ҫумне

339-мӗш хушса ҫырни

Хучел ял поселенийӗн чиккисен картографи сӑнлавӗ

Хучел ял поселенийӗн ҫурҫӗр чикки Ухман, Сухайкасси тата Хучел ял поселенийӗсен ҫӗрӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пуҫланать. Чикӗ Ухман ял поселенийӗн ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен кӑнтӑр чиккипе хӗвел тухӑҫнелле иртет, ун хыҫҫӑн ҫырма тата Чутейҫырма юхан шывӗ урлӑ каҫать те Канаш лесничествин Канашри участок лесничествин 65-мӗш кварталӗн кӑнтӑр хӗррипе Тӑвай районӗн Ян-Нӑрваш ял поселенийӗн ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен чикки таран тӑсӑлать, малалла Тӑвай районӗн "Красная Чувашия" ял хуҫалӑх производство кооперативӗн ял хуҫалӑх ҫӗрӗсемпе чикӗленсе Чутейҫырма юхан шывӗ тӑрӑх тӑсӑлать.

Хучел ял поселенийӗн хӗвел тухӑҫ чикки Тӑвай районӗн Ян-Нӑрваш тата Тӑрмӑш ял поселенийӗсен чиккисем хӗресленнӗ вырӑнта пуҫланать
те Канаш лесничествин Канашри участок лесничествин 73-мӗш, 75-мӗш кварталӗсен хӗвел тухӑҫ хӗррипе иртсе Тӑвай районӗн Ленин ячӗпе хисепленекен ял хуҫалӑх производство кооперативӗн пӗрлехи пайлӑ харпӑрлӑхри ҫӗрсемпе чикӗленсе кӑнтӑралла каять, Варҫырма юхан шывӗн ҫырми урлӑ каҫать, ун хыҫҫӑн "Энӗш" ("Атӑл" – Вӑрмар – Канаш – Йӗпреҫ – Улатӑр) автомобиль ҫулӗ урлӑ каҫать, ун хыҫҫӑн кӑнтӑр – хӗвел анӑҫнелле пӑрӑнать те Канаш лесничествин Канашри участок лесничествин 76-мӗш кварталӗн хӗвел тухӑҫ хӗрриччен "Энӗш" ("Атӑл" – Вӑрмар – Канаш – Йӗпреҫ – Улатӑр) автомобиль ҫулӗпе ҫума ҫумӑн пырать, ун хыҫҫӑн кӑнтӑр – хӗвел тухӑҫнелле пӑрӑнать те Канаш лесничествин Канашри участок лесничествин 76-мӗш кварталӗн чиккипе Канаш лесничествин Канашри участок лесничествин 124-мӗш тата 77-мӗш кварталӗсен чиккисем пӗрлешнӗ вырӑнччен тӑсӑлать, ун хыҫҫӑн кӑнтӑр – хӗвел анӑҫнелле пӑрӑнать те Уҫырма ял поселенийӗн чиккине ҫитиччен Канаш лесничествин Канашри участок лесничествин 76-мӗш, 82-мӗш кварталӗсен кӑнтӑр хӗррисемпе
иртет.

Хучел ял поселенийӗн кӑнтӑр чикки Канаш лесничествин Канашри участок лесничествин 82-мӗш кварталӗн кӑнтӑр хӗрринче Уҫырма ял поселенийӗн ҫӗрӗсемпе чикӗленнӗ вырӑнта пуҫланать, Канаш лесничествин Канашри участок лесничествин 82-мӗш кварталӗн кӑнтӑр – хӗвел анӑҫ хӗррипе ҫурҫӗр – хӗвел анӑҫ еннелле пӑрӑнать те Энӗш юхан шывӗн юхӑмне хирӗҫ коллективлӑ садсен чиккисемпе иртсе Канаш хули патне ҫитет.

Хучел ял поселенийӗн хӗвел анӑҫ чикки Канаш хулипе Уҫырма
ял поселенийӗн ҫӗрӗсем чикӗленнӗ ҫӗрте пуҫланать те Энӗш юхан шывӗ урлӑ каҫса ҫурҫӗр – хӗвел тухӑҫнелле "Дорожник" коллективлӑ садӑн кӑнтӑр чиккипе тӑсӑлать, ун хыҫҫӑн "Энӗш" ("Атӑл" – Вӑрмар – Канаш – Йӗпреҫ – Улатӑр) автомобиль ҫулӗн юппине ҫитиччен ҫурҫӗрелле малтан "Дорожник" коллективлӑ садӑн хӗвел тухӑҫ чиккипе, ун хыҫҫӑн "Калинка" коллективлӑ садӑн чиккипе, "Энӗш" ("Атӑл" – Вӑрмар – Канаш – Йӗпреҫ – Улатӑр) автомобиль ҫулӗн кӑнтӑр чиккипе, автозаправка станцийӗн кӑнтӑр чиккипе, "Канашри агропромышленность, транспортпа экспедици предприятийӗ" автобазӑн кӑнтӑр тата хӗвел анӑҫ чиккисемпе, коммуналлӑ хытӑ каяшсен полигонӗн хӗвел тухӑҫ тата кӑнтӑр чиккисемпе иртет, "Энӗш" ("Атӑл" – Вӑрмар – Канаш – Йӗпреҫ – Улатӑр) автомобиль ҫулӗ урлӑ каҫать, "Восток-3" гараж кооперативӗн хӗвел анӑҫ, ҫурҫӗр, хӗвел тухӑҫ чиккисемпе, ун хыҫҫӑн "Энӗш" ("Атӑл" – Вӑрмар – Канаш – Йӗпреҫ – Улатӑр) автомобиль ҫулӗн айккипе хӗвел анӑҫнелле иртет, ун хыҫҫӑн ҫурҫӗрелле пӑрӑнать те Хучел ял поселенийӗн промышленность ҫӗрӗсем шутланакан ҫӗр участокӗ тӑрӑх, ун хыҫҫӑн хӗвел анӑҫнелле, кӑнтӑр – хӗвел тухӑҫнелле тата ҫурҫӗр – хӗвел анӑҫнелле промышленность ҫӗрӗсем шутланакан ҫӗр участокӗсен чиккисем айккипе, "Юность" коллективлӑ сад чиккипе, "Аурат-СВ" тулли мар яваплӑ обществӑн кӑнтӑр чиккипе Канаш хулин производствӑпа хуҫалӑх ӗҫ-хӗлӗн ҫӗрӗсем патне ҫитет, "Яблочко" коллективлӑ садӑн хӗвел тухӑҫ, ҫурҫӗр тата хӗвел анӑҫ чиккисем тавра
каять, "Эмаль" наукӑпа производство фирми" тулли мар яваплӑ обществӑн хӗвел анӑҫ чиккисемпе тата "Канаш элеваторӗ" – "Чӑвашхлебопродукт"
акционерсен обществин филиалӗн ял хуҫалӑх тата производство ҫӗрӗсен чиккисем тӑрӑх тата республикӑн патшалӑх "Чӑваштоппром" унитарлӑ предприятийӗн Канаш фи­лиалӗн хӗвел тухӑҫ тата ҫурҫӗр чиккисемпе
"Канаш – Хусан" чугун ҫулӗ патне ҫитет те ҫав чугун ҫул айккипе ҫурҫӗрелле Ямурсавар ялӗнчен хӗвел анӑҫнелле иртсе ҫурҫӗр чикки таран каять.".

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.


Чӑваш Республикин

Пуҫлӑхӗ

М. Игнатьев


Шупашкар хули