ЧГВАШГН ПАЛЛГ ЗЫННИСЕМ: ИВАН ЯКОВЛЕВ
(4-мĕш класс валли)
Тĕллевĕсем:
Чгваш халгхĕн пултаруллг зыннисем зинчен вĕренсе Тгван зĕршыва, тгван чĕлхепе, тгван халгхпа мухтанас, савгнас туйгмсене вгйлатасси;
Иван Яковлевич Яковлев пурнгзĕпе ĕзĕ-хĕлĕ зинчен кĕскен паллаштарасси, Яковлев ячĕпе зыхгннг выргнсене кузгмсгр майпа зитсе курасси; лексикгпа грамматика, аудировани, вулавпа кузару, диалог, монолог хгнгхгвĕсене аталантарасси.
Кургмлгх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, план-карттг, «» темгпа хатĕрленĕ папка-раскладушка, картонран хатĕрленĕ ракета-ӳкерчĕк, портретсем (Иван Яковлев, Андриян Николаев, Константин Иванов, Василий Чапаев, Зезпĕл Мишши, Иоаким Максимов-Кошкинский ), картонран касса кгларнг ылтгн згра уззи, сигнал карточкисем (кашни ача валли 1, 2, 3, 4), Яковлев кĕнекисем, улмуззи-ӳкерчĕк, сгпка (картонран касса кгларнгскер).
Урок юхгмĕ.
1. Урока йĕркелесе ярасси.
1) Урока сгвгпа пузламалла:
Шгнкграв сас пачĕ
Урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шгпланчĕ
Парта хушшинче.
2) Сывлгх сунни.
3) «Шгппгн ларгр…» юргпа ларасси:
Шгппгн ларгр, шгппгн ларгр
Урок пырать ку класра.
Эп вулатгп, эп зыратгп
Калазатгп чгвашла.
Эй, савнг тусгм, кгшт итле-ха мана,
Эпĕ пĕлетĕп, пĕлетĕп чгвашла.
4) Дежурнгйпа калазни. Доска патне икĕ ача тухаззĕ. Пĕри – вĕрентекен, тепри – дежурнгй.
– Паян класра кам дежурнгй?
– Паян эпĕ дежурнгй.
– Класра кам зук?
– Класра пурте пур. (Класра … зук).
– Паян занталгк мĕнле?
– Паян … занталгк (хĕвеллĕ, зиллĕ, пĕлĕтлĕ).
2. Вĕреннине аса илни.
«Кам вгл?» (Уйргм стенд зинче паллг зынсен сгнӳкерчĕкĕсем. Ячĕсене хутпа хупланг. Варринче пичетлесе хатĕрленĕ хгюсем).
Вĕрентекен: Хгюсем зине зырнине ман хыззгн вуласа пыргр. Ыйту зине кĕскен хуравлатпгр.
– 3-мĕш космонавт. (А. Николаев)
– Чи паллг чгваш халгх поэчĕ. (К. Иванов)
– Чгвашсене зутта кглараканĕ. (И. Яковлев)
– Граждан вгрзин геройĕ. (В. Чапаев)
– Чгвашсен паллг балерини. (Н. Павлова)
– Чгвашсен паллг поэт-революционерĕ. (Зезпĕл Мишши)
– Чгваш театрне пузараканĕ. (И. Максимов-Кошкинск ий)
3. Темгпа паллаштарни.
Вĕрентекен: Паянхи урок – «Урок – зул зӳрев». Урокра эпир Чгваш халгхне зутта кглараканĕ (просветитель) зинчен калазгпгр. зыхгннг выргнсене зитсе кургпгр. Зул зӳреме пире план-карттг тата транспорт кирлĕ. Карттг тума пире архиври документсем пулгшĕз.
4. Темгпа ĕзлени.
Доска зинче ылтгн згра уззи. Юнашар пичетлесе хатĕрленĕ хгюсем. Вĕсене икĕ юпана вырназтарнг. Унта хула ячĕсем. Сулахай енче чгвашла зырнг, сылтгм енче вара – выргсла. Архива кĕме згра уззи кирлĕ. Гна илме зак ĕзе пурнгзламалла. Хула ячĕсене тĕрĕс сыпгнтармалла. Пĕр хула ятне уйгрса зырнг, мĕншĕн тесен пирĕншĕн вгл зĕнĕ сгмах. Кам тавзгрса илчĕ.
Теччĕ
Хусан
Мускав
Чĕмпĕр
Тетюши
Ульяновск (Симбирск)
Казань
Москва
Вĕрентекен: Пурте пĕрле калатпгр – Теччĕ.
Ку хула ячĕсем пире карттг тума кирлĕ. Пирĕн зак хуласене те зитмелле пулать. Пире питĕ хгвгрт зӳрекен транспорт кирлĕ. Мĕнле транспорт суйлатпгр?
Ачасем: Ракета! Ракета!
Вĕрентекен: Эпĕ килĕшетĕп. Тата ку зул Космонавтсен зулĕ. Андриян Николаев мĕн ятлг караппа вĕзнĕ?
Ачасем: «Восток-3» ятлг караппа (пĕлмесен каласа пулгшмалла).
Вĕрентекен: Тĕрĕс. Пирĕн паян архивра, тĕрлĕ хулари музейсенче, театрта, библиотекгра, куравра пулса курмалла. Ачасем, тгргр. Хатĕрленĕр! 10…9…8…7…6…5…4…3…2…1… Пуск! (ачасем аллисемпе пуз зийĕн алг зупаззĕ) Кайргмгр! (утаззĕ). Зитрĕмĕр! (Ачасем лараззĕ).
– «Архив» (Папка-раскладушка тгргх каласа парасси). Карттг тгргх кгтартса пымалла.
Кам вгл? вгл – Аслг вĕрентекенĕмĕр, чгваш халгхне зутта кглараканĕ, Чĕмпĕрти чгваш шкулне пузараканĕ, чгваш букварьне зыраканĕ, чгваш шкулĕсене узаканĕ.
Гзта тата хгзан зуралнг? 1848 зулта апрелĕн 25-мĕшĕнче Теччĕ районне кĕрекен Кгнна Кушки ятлг чгваш ялĕнче зуралнг.
Мĕнле земьере зуралнг? Зуралнг хыззгн виззĕмĕш кунне тглгха юлнг. Амгшĕ вилнĕ, ашшĕне пĕлмен. Хушамачĕпе ятне хресна ашшĕ ячĕпе панг. Сакгр зулччен Пахомовсен земйинче пургннг. Ку земьере гна лайгх пгхнг.
Тата закгн пек ыйтусем пулма пултараззĕ.
Гзта вĕреннĕ? Юлташĕсемпе тусĕсем. Аслг пĕлӳ гзта илнĕ? Унгн ĕзĕсем. Унгн земйи. Гзта пытарнг?
– Зĕнĕ сгмахсем (доска зинче).
Тглгх – сирота, тглгха юлнг – остался сиротой, згпата – лапти, пултаруллг – способный, пĕчĕклех – с малых лет.
Вĕрентекен вулать, ачасем ун хыззгн калаззĕ.
Сгмах майлашгвĕсем тгвасси.
Предложенисем тгвасси.
– Текстпа ĕзлени.
Вĕрентекен: Кĕнекесене 63-мĕш страницгна узгр. Эпĕ вуласа паратгп, эсир тимлĕ итлĕр, мĕн зинчен каланине выргсла каласа паргр. (Вулать).
Кам выргсла тӳрех калама пултарать? Гнланман сгмахсем пур-и? Выргсла калатгп, эсир чгвашла калгр.
Добрый, чувашский сын, его, поэтому, соседи, люди, не обижали, работать, трудолюбивый, летними вечерами, продавать, хорошо следили.
Ыйту лартасси. (Кӳршĕпе ĕзлени. Пĕри предложени вулать, тепри ыйту лартать).
Вĕрентекен: 1-мĕш парта хушшинчисем вулаззĕ. Зак ырг, гслг, пултаруллг чгваш ывглĕ Тутарстанра зуралнг. – Зак ырг, гслг, пултаруллг чгваш ывглĕ гзта зуралнг?
Вĕрентекен: Халĕ 3-мĕш парта хушшинче ларакансем вулаззĕ.
Пулгшу сгмахĕсем: Гзта? Хгзан? Кам? Мĕн? Мĕн тунг? Мĕнле? Мĕн тунг? (Доска зине зырса хунг).
Кану саманчĕ. Ачасем, тгргр. Хатĕрленĕр! …3…2…1… Пуск! (Ачасем аллисемпе пуз зийĕн алг зупаззĕ). Кайргмгр!.. Зитрĕмĕр! (ачасем лараззĕ).
«Музейсем».
Сирĕн хушгра кам музейсене зӳреме юратать? Халĕ вгл сире зав экскурсисем зинчен каласа парасшгн. (Презентаци тгргх каласа парать).
Кану саманчĕ. Ачасем, тгргр. Хатĕрленĕр! …3…2…1… Пуск! (ачасем аллисемпе пуз зийĕн алг зупаззĕ)Кайргмгр!.. Зитрĕмĕр! (Ачасем лараззĕ).
«Театр».
Вĕрентекен: Шупашкар хулинче 5 театр. Чи пĕрремĕш театр вгл – Чгваш драма театрĕ. Ун зинчен сире Маша каласа парать.
Вĕренекен: Чгваш драма театрне пузараканĕ – Максимов-Кошкинский. Вгл та Яковлев ялĕнче зуралнг. Малтан театр Хусанта пулнг. Гна 1918 узнг. Кайран театр Шупашкара кузса кайнг. Халĕ Шупашкарта 5 театр.
Пирĕн класри ачасем питĕ сцена зинче выляма юратаззĕ. Паян эпир Яковлев калавĕсем тгргх лартнг икĕ сценка кгтартатпгр.
Пĕрремĕш сценка «Кахалпа Юлхав» ятлг. Вылякансем: Автор, Кахал, Юлхав.
Автор: Ĕлĕк пĕр кахалпа юлхав пургннг тет. Кахалĕ улма йывгззи айне кĕрсе выртнг тет те…
Кахал: Ай-ай, мангн згвара пĕрер улми татглса ӳкинччĕ!
Юлхав: Епле ӳркенместĕн зак эсĕ зав сгмаха калама?
Иккĕмĕш сценка «Кашкгрпа карчгк» ятлг. Вылякансем: Автор, Кашкгр, Карчгк, Макгракан ача.
Автор: Выз кашкгр апат шыраса зӳрет тет. Пĕр ял патне пынг тет те хĕрринчи пӳртре ача йĕнине илтех кайрĕ тет. Тата вгл пӳртре карчгк сасси илтĕнет тет.
Карчгк (ачана чарма хгтланса): Йĕрсе чаргнмасан эп сана кашкгра паргп ак.
Кашкгр (карчгк сгмахĕсене илтсен тгпах чаргнса): Ку ачана халь ман валли кгларса пграхĕз.
Зур зĕрччен кĕтнĕ тет. Хайхи ларсан-ларсан татах карчгк сасси илтĕннĕ тет.
Карчгк (ачана): Ан йĕр, ачам, ан йĕр, кашкгра памгп сана. Кашкгр килтĕр кгна кунта, чукмарпа запса вĕлерĕпĕр гна!
Кашкгр: Ку пӳртре каласса пĕр тĕрлĕ калаззĕ те тгвасса ургх тĕрлĕ тгваззĕ кургнать (пграхса тухса каять).
Кану саманчĕ. Ачасем, тгргр. Хатĕрленĕр! …3…2…1… Пуск! (Ачасем аллисемпе пуз зийĕн алг зупаззĕ). Кайргмгр!.. Зитрĕмĕр! (Ачасем лараззĕ).
Вĕрентекен: Зак камгн сасси-ши? (Диктофон зине зырнг сасса итлесси). Тĕрĕс. Ку – пирĕн библиотекарь.
«Шкул библиотекинче»
Вĕрентекен: Карап пире шкул библиотекине илсе зитерчĕ. Библиотекарь ĕзне паян … (класри пĕр ача ятне калать) тгвасшгн.
Библиотекарь: Пирĕн шкул библиотеки пуян. Унта ачасем валли тĕрлĕ кĕнеке пур. Яковлев зырнг кĕнекесем те сахал мар. Кĕнекисем чгвашла та, выргсла та, акглчанла та. Акг «Узглма тухнг шгши зури» ятлг кĕнеке. Гна чгвашла, акглчанла вулама пулать. Ку кĕнекере пĕчĕк калав пур. Вгл «Автан» ятлг.
Зак калава чгвашла тата акглчанла икĕ ача вуласа параззĕ.
Библиотекарь: Ачасем, килĕр кĕнеке илме. (Ачасем кĕнекесем илеззĕ).
Кану саманчĕ. Ачасем, тгргр. Хатĕрленĕр! …3…2…1… Пуск! (Ачасем аллисемпе пуз зийĕн алг зупаззĕ). Кайргмгр!.. Зитрĕмĕр! (Ачасем лараззĕ).
Тест ирттерни.
Вĕрентекен: Эпĕ пĕр ыйту вулатгп. 1, 2, 3 тесе шутлатгп. Эсир тĕрĕс хурав номерне зĕклетĕр. (Ачасем хуравсен номерĕсене алгри 4 карточкгран пĕрне суйласа илсе хгвгрт кгтартаззĕ).
1. Пĕрремĕш чгваш шкулне Яковлев гзта узнг?
1) Шупашкарта; 2) Чĕмпĕрте; 3) Хусанта; 4) Мускавра.
2. Яковлева камсен земйи пгхса ӳстернĕ?
1) Пахомовсен; 2) Ульяновсен; 3) Ивановсен; 4) Рекеевсен.
3. Чĕмпĕр чгваш шкулĕнче ачасем мĕнле чĕлхепе вĕреннĕ?
1) Выргсла; 2) Чгвашла; 3) Акглчанла; 4) Тутарла.
4. гзта тата миземĕш зулта зуралнг?
1) Тутарстан Республикинче 1848 зулта; 2) Чгваш Республикинче 1848 зулта; 3) Тутарстан Республикинче 1868 зулта; 4) Чгваш Республикинче 1868 зулта.
«Курав»
Вĕрентекен: Эпир шкулти ачасен куравне зитрĕмĕр. Ку ӳкерчĕксене ытти классенчи ачасем тунг. Ачасем, конкурса сирĕн те хутшгнмалла.
Урока пĕтĕмлетни.
Яковлев зинчен мĕн астуса юлнине каласа памалла. Кластер тгвасси.
Киле ĕз пани.
Вĕрентекен: Ачасем, паян тгргшса ĕзлерĕр. Маттур! Закгнпа пирĕн зул зӳрев вĕзленет. Сывг пулгр!
■ Татьяна ЛЕОНТЬЕВА.
вĕрентекен.
Анат Камгри 34-мĕш гимнази.
: 592, Хазат: 40 (926), Категори: Шгнкграв


