Сочинение

«Космос и человек»

Ученицы 6-го класса

Старосуркинской средней общеобразовательной школы

Альметьевского муниципального района Республики Татарстан

Бикбовой Елизаветы Юрьевны

Учитель:

Тутарстанри Элмет муниципаллӑ районĕнчи

Кивĕ Суркинти вӑтам пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта

6-мĕш класра вĕренекен

ӑн

«Тĕнче уҫлӑхĕ тата ҫын»

сочиненийĕ 

Вĕрентекен:   

Сочинени: «Тĕнче уҫлӑхĕ  тата ҫын»

Ҫынсем ĕлĕкренех аталанса пыраҫҫĕ, пĕтĕмпе тĕпчеме тӑрӑшаҫҫĕ. Паянхи кун пирĕн планета ҫинче пĕтĕмпе тĕпченĕ тесе пулать, анчах тĕнче уҫлӑхне тĕпчеме тытӑннӑ кӑна. Ҫын яланах ҫĕнĕлĕх шырать, авалах вӑл хĕвел, ҫӑлтӑрсем, тӳпе, уйӑх ҫинчен шухӑшланӑ, вĕсем ҫинчен тĕрлĕ мифсем, халапсем шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл вӑхӑтра технологисем аталанман, ҫавӑнпа ҫынсем тем те пĕр шухӑшласа кӑларнӑ.

Халӑхра ҫут тĕнче е тĕнче тенине уйӑрса ӑнланнӑ. Ҫут тĕнче вӑл – ҫĕртен ҫӳлелли: хĕвел, уйӑх, ҫӑлтӑрсем, пĕлĕт, асамат кĕперĕ, хур кайӑк ҫулĕ курӑнакан тĕнче.

Ҫур ĕмĕр каялла – 1961 ҫулхи ака уйӑхĕн 12-мĕшĕнче – вырӑс каччи Юрий Гагарин тĕнче аталанӑвне тепĕр майлӑ ҫавӑрса хурать: этем космоса ҫĕкленни наукӑпа техника пуласлӑхне тĕпрен улӑштарать, ҫавӑнпа пĕрлех вӑл ҫĕр-шыври халӑх хуҫалӑхĕн тытӑмне палӑрмаллах ҫĕнетет. Космонавтсен малтанхи отрядĕнче пирĕн халӑхӑн маттур ывӑлĕ Андриян Николаев пулни Чӑваш Республикин ятне тĕнче шайне илсе кӑларать.

– пирĕн паллӑ ҫыннӑмӑр.  Вӑл 1929 ҫулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвӑрри районĕнчи Шуршӑл ялĕнче ҫуралнӑ.  Тĕнче уҫлӑхĕнче икĕ хутчен пулнӑ. Пĕрремĕш хут 1962 ҫулта «Восток – 3» караппа космосра 4 талӑк (ҫурла уйӑхĕн 11–15-мĕшĕсенче) пулнӑ: 2-мĕш хут 1970 ҫулта «Союз – 9» караппа вĕҫнĕ. Виталий Иванович Севастьянов бортинженерпа вĕсем уҫлӑхра 18 талӑк пулнӑ (ҫĕртме уйӑхĕн 1–19-мĕшĕсенче).  Вӑл икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ: авиаци генерал-майорĕ: техника наукисен кандидачĕ. Ун ҫинчен нумай калав-повесть,  сӑвӑ-юрӑ ҫырнӑ.

  – чӑваш халӑхĕн паттӑр ывӑлĕ. Вӑл икĕ хут тĕнче уҫлӑхĕнче пулса чӑваш ятне ҫӑлтӑрсем таран ҫĕклерĕ. Ман шутпа, Андриян Григорьевич ячĕпе мухтанман чӑваш ҫĕр ҫинче ҫуках пулĕ. 

Тĕнче уҫлӑхĕ пиртен мĕн пытарнине никам та пĕлмест пек туйӑнать. Ҫавӑнпа та космоса тĕпчени – чи интереслĕ ĕҫ. Тĕрлĕ интереслĕ тата ҫĕнĕ фактсем сиксе тухма пултараҫҫĕ. 

Ҫын космоса та пĕтĕмпе тĕпчесе пĕтерме пултарать. Хальхи вӑхӑтра пуласлӑх ҫинчен тĕрлĕ кинофильсем кӑтартаҫҫĕ. Унта тĕнче уҫлӑхне кам каяс тенĕ ҫавӑ каять. Пуласлӑхра ун пекки те пулма пултарĕ, ӑна никам та пĕлмест. 

Хальхи вӑхӑтра тĕнче уҫлӑхне тĕпчеме патшалӑх ҫав тери укҫа нумай тӑкать.  Кам пĕлет, мĕнле те пулин планета ҫинче пирĕн пекех ҫынсем е пиртен ӑслӑрах ҫынсем те  пурӑнаҫҫĕ пуль, пирĕн планета ҫине те килеҫҫĕ пуль.

Ҫын тĕнче уҫлӑхне тухас тесе ҫав тери нумай вӑй хунӑ. Хӑлĕ вара тĕнче уҫлӑхĕ пиртен мĕн пытарнине пĕлес тет.