Праздник народного костюма
Цель: Развивать способность видения и осознания того, что:
-национальный костюм несет на себе отпечаток национальной принадлежности его создателя;
- люди разных национальностей разговаривают на родном и русском языках, имеют свою культуру (танцы, песни, игры, сказки, национальный костюм), могут отличаться своеобразными чертами лица, цвета кожи.
Воспитывать эмоционально-положительное отношение к родному народу и людям ближайшего национального окружения (русским, татарам и др.), радость общения с ними.
Формировать интерес к искусству разных народов.
Ход занятия.
Воспитатель. Ачасем, пире паян чăваш тумĕн уявне чĕннĕ. Эсир йыхрава йышăнма хатĕр-и? Мĕнле уяв-ши ку? Чăваш халăхĕн тумĕ шутне мĕн кĕрет-ши? (ачасен хуравĕсем)
Çĕр çинче тĕрлĕрен халăх пурăнать. Пирĕн Чăваш республикинче вара ытларах чăвашсем, тутарсем, ирçе-мăкшăсем. Кашни халăхăн юрри - ташши, халап- юмахĕ. Ĕлĕкрех тĕрлĕ халăхăн тумĕ тĕрлĕрен пулнă. Кашни хăйне евĕр илемĕпе илĕртнĕ.
Паянхи уявра чăвашăн илемлĕ юррисене итлесе, ташшине курса киленĕпĕр, халăх вăййисене выльăпăр. (Ачасем пысăк пÿлĕме куçаççĕ. Кунта вĕсене чăваш тумĕ тăхăннă «Шанăç» халăх ансамблĕн çыннисем кĕтсе илеççĕ. Ачасем ĕлĕкхи пиртен çĕленĕ, хальхи пурçăн кĕпесемпе паллашаççĕ.)
Воспитатель. Курăр-ха, ачасем, епле хитре пирĕн халăхăн тумĕ. Хамăр тăрăхри тум пушшех те хитре пек туйăнать.


1-мĕш артист.
Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн,
Шăнкăр-шăнкăр юхакан юрришĕн.
Тăпăр-тăпăр тăпăрти ташшишĕн,
Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕвĕлти чĕлхишĕн
Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн.
2-мĕш артист.
Ешĕл йăмра çулçи, ай, лăс кăна
Юрласа ярар-и те лăп кăна.
Юрă «
3-мĕш артист.
Юрлар-и те, ташлар-и
Çĕклентерсе ярар-и.
Курма килнĕ халăхне
Тĕлĕнтерсе ярар-и.
4-мĕш артист.
Ташши, ташши, салакайăк ташши.
Салакайăк ташши маар-
Пирĕн ялсен ташши.
(Чăваш ташши ташлаççĕ. Ачасем те алă çупса тăраççĕ)
Вăйă «Пиçиххи пăрахмалла»

Воспитатель. Халĕ сире ялти библиотекарь, çак ансамбль ертÿçи вăййа мĕнле вылямаллине каласа парать.
Эпир сирĕн пек чухне çак вăййа питĕ юрататтăмăр. Çаврака ларса тухаттăмăр. Пĕрин аллинче пиçиххиччĕ. Вăл пирĕн хыçра çÿресе пиçиххине систермесĕр пăрахатчĕ. Эпир вара хамăр хыçа пăрахнине сиссен пиçиххине илеттĕмĕрччĕ те ун хыççан чупаттăмăр. Вăл пушă вырăна çитсе тăма васкатчĕ. Хăваласа тытаймасан вăйă пуçĕ пулма тиветчĕ. (Ачасемпе аслисем пĕрле выляççĕ)
Воспитатель. Чăвашсен тата нумай интереслĕ вăйăсем пур. Эпир вĕсемпе каярахпа паллашăпăр. Халĕ пурте пĕрле чăваш тумĕсемпе сăн ÿкерĕнетпĕр.

Паянхи уява хаваслă юрăпа вĕçлĕпĕр.
Юрă «Илемлĕ чăваш юрри»


