Ожидаемыми результатами данной программы являются сформированные универсальные учебные действия, соответствующие данной ступени образования.
7. Программы по предметам
«Чăваш азбуки» кĕнекепе ĕçлес вĕрентĕвĕн
çĕнĕ стандартне пурнăçласси
Умĕн ăнлантарни
Чăваш Республикинчи вĕренÿ учрежденийĕсем 2011çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен хăйсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелесе яраççĕ, пуçламăш шкул вĕренĕвĕн патшалăх стандарчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеме тытăнаççĕ. Çак ĕçре пулăшас тĕллевпе хатĕрленĕ те ĕнтĕ ку меслет кăтартăвне: пĕрремĕш класра ачасене «Чăваш азбукипе» вулама-çырма вĕрентекен уроксенче стандарта пурнăçлама мĕн улăштармалла, мĕн хушмалла, мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕртмелле, вĕсене мĕнле йĕркелесе пымалла, мĕнле харпăр хăйлăхĕн, пĕтĕмĕшле (метапредметлă) (пĕлÿлĕх, йĕркелÿ, хутшăну), предмет результачĕсем кĕтмелле, вĕсене кĕтсе илме мĕнле тĕрлĕ йышши (универсалă) ĕçхĕл йĕркелемелле.
Пуçламăш классенче ачан пуплевĕпе ăс-тăнĕ кашни урокрах аталанса пырать. Çак ĕçре тăван чĕлхе урокĕсем уйрăмах паллă вырăн йышăнаççĕ. Ачан пуплевĕпе ăс-хакăлне аталантарнипе пĕрлех тăван чĕлхе урокĕсем ăна пуçласа хутла вĕрентеççĕ. Вулама-çырма пĕлни вара – вĕренÿ никĕсĕ.
Ачана вулама-çырма вĕрентме çăмăл мар. Сас паллисене аса хывма, вĕсене сыпăнтарса вулама, çырма хăнăхма нумай вăхăт кирлĕ. Анчах, малалла лайăх вĕренес тесен, ăнланса вулама, хитре, тĕрĕс, шухăша уçăмлă палăртса калама, çырма, хутшăнма пĕлни кирлĕ. Паллах, ку хăнăхусене хăвăрт туянасси малтанхи тапхăр тухăçлăхĕнчен нумай килет. Çавăнпа учителĕн хутла вĕрентекен уроксене пысăк ăсталăхпа, тухăçлă ирттерме тăрăшмалла. Ачасен ÿсĕмне шута илсе, вĕренÿ процесне вĕсен психологипе физиологи уйрăмлăхĕсене кура йĕркеленисĕр пуçне, вулама-çырма вĕрентес методикăн çĕнĕлĕхĕсене, вăрттăнлăхĕсене, унăн тĕп меслечĕсемпе мелĕсене, «Чăваш азбукипе» хутла вĕрентмелли хатĕрсене лайăх пĕлмелле, вĕсемпе тĕрĕс, вырăнлă усă курмалла.
«Чăваш азбукипе» хутла вĕрентмелли хатĕрсем шутне çаксем кĕреççĕ:
1. Чăваш азбуки: Тăватă çул вĕренмелли пуçламăш шкулăн 1-мĕш клас валли/ , , хушса çĕнетнĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007.
2. «Чăваш азбуки» кĕнекепе ĕçлемелли меслет кăтартăвĕсем: пуçламăш шкул учителĕ валли/ , хушса çĕнетнĕ. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2007.
3.Чернова ĕклĕ азбука (таблица). – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2010.
4. Чернов паллисене çырас йĕрке (таблица). – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2010.
5. «Чăваш азбукин» электронлă дидактика хатĕрĕ. 2009.
6. , , Çыру тетрачĕ №1,2,3,4 «Эпĕ çыратăп». –Шупашкар:Ч=ваш к\неке издательстви, 2009.
7. , , Пĕчĕккисен азбуки. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2011.
Хутла вĕрентес ĕç виçĕ тапхăртан тăрать: вулама-çырма вĕрентес умĕнхи, вулама-çырма вĕрентмелли, вулама-çырма вĕрентнĕ хыççăнхи.
Вулама-çырма вĕрентес умĕнхи тапхăр (12сехет)
Вулама-çырма вĕрентес умĕнхи тапхăрăн ăшлăхĕ. Ачасен ĕçĕ-хĕлĕ.
Вулама вĕренме хатĕрлесси. Пуплеве тимлĕн итлесси, сăнасси, ăнланасси, тишкересси: пуплеври предложенисене, предложенири сăмахсене, сăмахри сыпăксене, сыпăкри сасăсене уйăрасси, сасăсене тĕрĕс каласси. «Калав», «предложени», «сăмах», «сыпăк», «пусăм», «сасă», «хупă сасă», «уçă сасă» терминсемпе палашасси, вĕсемпе майĕпен пуплев тишкерĕвĕнче усă курасси. Кĕнекери калавсен, предложенисен, сăмахсен схемисене, уçă тата хупă сасăсене уйăрмалли паллисемпе (хĕрлĕ çаврашка, кăвак тăваткал) паллашасси, вĕсемпе усă курасси.
«Шкул», «Класра», «Теттесемпе вăйăсем», «Шкул ачин кун йĕрки», «Тăван ял. Тăван кил-çурт», «Çемье», «Килти выльăх-чĕрлĕх», «Улма-çырла. Пахча çимĕç», «Уй-хирти тыр-пул», «Вăрманти чĕр чунсем», «Ут-пÿ пайĕсем», «Çарăк (юмах)» темăсемпе пĕр-пĕринпе калаçасси, ыйтусем парасси, хуравласси, пĕччен, е икшерĕн, е ушкăнпа çыхăнуллă калав йĕркелесси.
Куç умĕнчи, ÿкерчĕксенчи япаласем çинчен, çывăхра пулса иртекен ĕçсемпе пулăмсем çинчен калаçасси, вĕсем çинчен ыйтса пĕлесси, ыйтусене хуравласси, хатĕр планпа çыхăнуллă пĕчĕк калав тăвасси.
Сăвă пăхмасăр вĕренесси, сăвă содержанийĕ тăрăх вĕçе-вĕçĕн пĕр-пĕрне ыйтусем парса хуравласси, сăвăран кирлĕ сăмахсене тупасси, сăвăри йĕркесемпе усă курса пĕр-пĕр япалана, пулăма сăнласа парасси.
Çырма вĕренме хатĕрлесси. Çырнă чухне тĕрĕс ларасси, çыру хатĕрĕсемпе усă курасси. Çыру тетрачĕн страницисенче ĕç йĕркине, унăн варрине (çуррине), хушма йĕре курасси, çырнă чухнехи ал хусканăвĕсене (çÿлтен аялалла, аялтан çÿлелле, сулахайран сылтăмалла, сылтăмран сулахаялла) класпа, реетĕн-ретĕн, икшерĕн, пĕччен тăвасси. Ĕлкесене палласа илесси, пĕр-пĕринчен уйăрасси. Чăваш алфавитĕнчи сас паллисен 9 пайĕпе (тÿрĕ йĕр, çекĕл, авăнчăк чалăш йĕр, çурма ункă, ункă, икĕ вĕçлĕ çекĕл, хупă çекĕл, йăлăллă тÿрĕ йĕр, йăлăллă çекĕл) паллашасси, вĕсене мĕнле çырмаллин йĕркине пĕлесси, çырасси, пĕрне-пĕрин ĕçĕсене тĕрĕслесси, хакласси, йăнăш тупсан, мĕнле турлетмеллине ăнлантарасси. Сас паллисен элеменчĕсене танлаштарасси, пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхĕсене асăрхасси, вĕсене ытти йĕрсем хушшинче шыраса тупасси.
Япаласем хушшинче ытлашшине тупасси, мĕншĕн ытлашши пулнине ăнлантарасси. Пĕр-пĕр япала хатĕрлеме мĕн-мĕн кирлине суйласа илесси,çитменнине хушасси. Тума пуçланă ĕçе вĕçлесси.
Кĕтекен результатсем
Харпăр хăйлĕхĕн результачĕсем:
- шкула каяс, шкулта вĕренес, хăвăртрах вулама-çырма вĕренес туйăм çурални;
- тăван ял, шкул, класс, тăван кил, çемье пурнăçри вырăнне ăнкарни;
- килти выльăх-чĕрлĕх. тискер чĕр чун, пахча çимĕç, тырă-пулă пĕлтерĕшĕсене ăнланса илни;
- кун йĕрки улшăннине, ăна пурнăçламаллине ăнланни;
- хăш-пĕр япалана, ĕçе пĕччен мар, ытти çынсемпе пĕрле туни усăллăрах пулнине тавçăрни;
- вĕренÿ ĕç-хĕлне майпен хăнăхни;
- ачан кăсăклăхĕ амаланни;
- пурин те пĕрле калаçмалла маррине, пĕрин хыççăн тепри калаçăва хутшăнмаллине ăнланни;
- пĕр-пĕрне тимлесе калаçмаллине, пĕлнине пĕр-пĕрне пÿлмесĕр каламаллине пĕлни;
- класри ачасене хисеплени.
Пĕлÿлĕх результачĕсем:
- вĕренÿ хатĕрĕсенчен çĕннине пĕлме пулнине ăнланни;
- кашни сăмахăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ, пĕлтерĕшне кура вĕсене ушкăнлама, ытлашшине тупма пулнине тавçăрни;
- япаласене сăнама, ушкăнлама пĕлни;
- япаласен тĕп паллисене курни: тĕс, капăш, калăпăш;
- япаласен пĕр пеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсене палăртни;
- япалана ыттисенчен паллисене кура уйăрма пулнине пĕлни;
- текст, предложени, сăмах схемисене тума е панă схемăсем, моделсем патне текст йĕркелеме, предложени, сăмах тупма пултарни;
- таврари япаласене тишкерме, танлаштарма, темиçе тĕрлĕ паллă тăрăх ушкăнлама хăнăхни: тĕсĕ, мĕнрен тунă, капăшĕ, калăпăшĕ;
-япалана пĕтĕмĕшле курма пултарни, унăн пайĕсене палăртма хăнăхни;
- йĕри-тавралăх енĕсене пĕлни: сылтăм, сулахай, аял, çÿл, хыç, ум, мал, кай.
Йĕркелÿ результачĕсем:
- кашни çын хăйĕн умне яланах мĕнле те пулин тĕллев лартмаллине ăнланни;
- ĕçе мĕншĕн, мĕнле тĕллевпе, туса пĕтерсен мĕн пулнине пуçличченех пĕлмеллине тавçăрни;
- учитель, ашшĕ-амăшĕсен, аслисен, юлташĕсен сĕнĕвĕсене тĕрĕс ăнланма, шута илме пултарни;
-хапăр хăйĕн, юлташĕн ĕçне хаклама, йăнăшĕсене курма, тунă йăнăшсене тÿрлетсе пыма вĕренни;
- мĕн вĕренни, мĕн туни çинчен каласа пама пĕлни;
- çыру ĕçĕн йĕркине пĕлни;
- япала, ÿкерчĕк тăрăх мĕнле йĕркепе каламаллине ас туни;
- мĕн вĕреннине, мĕн вĕренмеллине калăплама, ĕç-хĕлĕн юхăмне, результатне пăхса пыма, хаклама вĕренни.
Хутшăну результачĕсем:
- учитель, юлташĕсем каланине итлеме вĕренни;
- калаçăва хутшăнма, çыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама пултарни;
- предложение тĕрĕс йĕркелеме тăрăшни;
- ыйтусем пама юранине тавçăрни;
- харпăр хăй шухăшне ыттисене ăнланмалла калама тăрăшни;
- юлташпа, ушкăнпа ĕçлеме пулнине пĕлни;
- ыттисем каланă чух йăнăшсене тÿрлетме тăрăшни, пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕслесе пыма вĕренни;
- пулăшу ыйтма, ыттисене пулăшма, йывăрлăхсене палăртма юранине пĕлни;
- иккĕн калаçу йĕркелеме май пуррине пĕлни;
- ÿкерчĕк тăрăх 3-4 предложенирен тăракан калавсем йĕркелейни.
Предмет пĕлĕвĕсем:
- шкул, класс, тăван ял, тăван кил-çурт, çемье, теттесемпе вăйăсем, шкул ачин кун йĕрки, килти выльăх - чĕрлĕх, вăрманти чĕр чунсем, улма-çырла, пахча çимĕç, уй-хирти тыр-пул, ÿт-пÿ пайĕсем çинчен предложенисем тĕрĕс йĕркелени, çыхăнуллă каласа парайни;
- шкул ачин кун йĕркине пĕлни;
- сăмахсене сыпăксем çине пайлайни;
- пуплеври предложенисене, предложенири сăмахсене, сăмахри сыпăксене, сыпăкри сасăсене уйăрма, вĕсене тĕрĕс калама пĕлни;
- «калав», «предложени», «сăмах», «хупă сасă», «уçă сасă» терминсене ăнланни, вĕсемпе майĕпен пуплев тишкерĕвĕнче усă курайни;
- текстри предложенисен, предложенири сăмахсен, сăмахри сыпăксен, сасăсен шутне, йĕркине пĕлни;
- калавсен, предложенисен, сăмахсен, уçă тата хупă сасăсен паллисене, схемисене пĕлни, вĕсемпе усă курни;
- уçă тата хупă сасăсене уйăрайни, вĕсенчен сыпĕксемпе сăмахсем пуёçарайни, предложенисем ăслайни;
- çырнă чухне тĕрĕс ларни, çыру хатĕрĕсемпе кирлĕ пек усă курни
- çыру тетрачĕн страницисенче ĕç йĕркине, унăн варрине, хушма йĕре курайни;
- çырнă чухнехи ал хусканăвĕсене (çÿлтен аялалла, аялтан çÿлелле, сулахайран сылтăмалла, сылтăмран сулахаялла) пĕлни, пурнăçлайни;
- ĕлкесене палласа илейни, уйăрайни;
- чăваш алфавитĕнчи сас паллисен 9 пайне паллани, вĕсене çырма пĕлни.
Пуçламăш шкул вĕренĕвĕн патшалăх стандарчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеме пулăшакан универсалă вĕренÿ ĕç-хĕлсем
Вĕсене йĕркелеме май паракан ыйтусемпе ĕçсем.
Харпăр хăйлĕхĕн ĕç-хĕлĕсем:
- Урокра кам-кам пулмалла? Вĕрентекен çеç пулсан çителĕклĕ-и? Ачасем те пулмалла-и? Мĕншĕн?
- «Сывлăх сунатăп!» тени мĕне пĕлтерет?
- Паллашу мĕнле пулмалла? Паллашнă чухне мĕн-мĕн çинчен ыйтаççĕ?
- Шкул ачи пек хуравлама тăрăш. Вăл шкул ачи пек хуравларĕ-и?
- Кам шкул йĕркисене хăнăхса пырать? Эсĕ «шкул йĕрки» тенине мĕнле ăнланатăн?
- Эсĕ хăвна урокра мĕнле тытмаллине пĕлетĕн-и? Урокра хăвна мĕнле тытатăн?
- Тимлĕ итлеме пĕлни мĕн тума кирлĕ?
- Эпĕ эсир ĕçлеме хатĕррине мĕнле пĕлтĕм?
- Санăн мĕнле вĕренÿре кирлĕ япаласем пур? Эсĕ вĕсемпе мĕн тăватăн? Тĕслĕхрен, сана çыру тетрачĕ мĕн тума кирлĕ?
- «Япаласене хаклама, упрама, тирпейлĕ тытма пĕлетĕп.» тенине мĕнле ăнланатăн? Эсĕ мĕн тирпейлĕ тытатăн?
- Эсĕ кама тата мĕне юрататăн? «Юрататăп» тени мĕне пĕлтерет?
- Санăн лайăх вĕренекен пулас килет-и? Кам вăл «лайăх вĕренекен»?
Пĕлÿлĕх ĕç-хĕлĕсем:
- Укерчĕк çинчи япаласен ячĕсене каласа тух. Вĕсене ушкăнлама пулать-и? Мĕнле?
- Сăмах мĕнсенчен пулать?
- Сăмахра сасăсен шучĕ пĕр пек, сыпăксен шучĕ пĕр пек мар. Мĕншĕн?
- Кам вăл – çĕр ĕçченĕ? Эсĕ çĕр ĕçченĕсенчен кама пĕлетĕн? Вăл мĕн тăвать?
- Икĕ япалана танлаштар. Вĕсен уйрăмлăхĕсемпе пĕрпеклĕхĕсене палăрт.
- Сыпăк сăмахран мĕнпе уйрăлса тăрать?
- Мĕн тума кирлĕ предложени?
Йĕркелÿ ĕç-хĕлĕсем:
- Шкула эсĕ мĕншĕн çÿретĕн? Паян эсĕ мĕн пĕлтĕн?
- Малаллахи ĕçĕн тĕп задачи мĕн пулать? Мĕн тума вĕренмелле-ха пирĕн?
- Ку ĕçе эпĕ мĕнле тĕллевпе тăватăп? Ку ĕçе пурнăçласа мĕн пĕлĕп?
- Мĕн хыççăн мĕн тумаллине шутла, палăртнă йĕркепе пурнăçла. Пунăçланă хыççăн хакла.
- Мĕн каламаллине шутла. Каланă хыççăн мĕншĕн ун пек каланине шухăшла, мĕн те пулин килĕшмесен улăштар.
- Иккĕн калаçнă чухне мĕн калассине шутла, кирлĕ пулсан, теприне итлесе шухăшна улăштар.
- Юлташун ĕçĕпе талаштарса хăвăн ĕçÿ çинчен мĕн калама пултаран?
Хутшăну ĕç-хĕлĕсем:
- Сăмах мĕн тума кирлĕ?
- Пĕр япалан икĕ ят пулма пултарать-и? Тĕрлĕ япаласен пĕр ят пулма пултарать-и? Тĕслĕхсем туп.
- Мĕншĕн пĕр сăмах патне «Ку мĕн?» ыйту паратпăр, теприн патне «Ку кам?»
- Эсĕ вĕрентекен, юлташусем каланине итлеме пĕлетĕн-и? Тĕрĕслесе пăхар.
- Ыйту çине тĕрлĕ хурав пулма пултарать-и? Ыйтăва тĕрĕс хуравласси мĕнрен килет?
- Юлташсемпе пĕрле ĕçленĕ чух мĕн тумалла?
Вулама-çырма вĕрентмелли тапхăр (86 сехет)
Вулама-çырма вĕрентмелли тапхăрăн ăшлăхĕ. Ачасен ĕçĕ-хĕлĕ.
Вулама вĕрентесси. Сăмахри (сыпăкри) сасăсене пĕр-пĕринпе сыпăнтарма вĕренесси. Сăмахри сыпăксене тишкересси, сыпăк миçе сасăран тата мĕнле сасăсенчен тăнине, сыпăкри сасăсен вырăнне палăртасси. А, у. н, ă, л, х, м, р, ш, ы, в, с, ç, п сас паллисемпе паллашасси, вĕсемпе усă курса тънтер тата тÿрĕ сыпăксене, сăмахсене вуласси. И, т, к, э, е(э), ĕ, ъ, ч сас паллисемпе, çемçелĕх паллипе(ь) паллашасси, пăзициллĕ вулав вăрттăнлăхне ăнкарасси, хытă тата çемçĕ хупă сасăллă сыпăксемпе сăмахсене танлаштарасси, вĕсене сас паллисемпе çырса тĕрĕс вуласси. Сингармонизм сакунне пăхăнман сăмахсене вуласси. Й, е(йэ), ю(йу), я(йа) сас паллисемпе, уйăракан паллăпа (ь) палашасси. Й хупă сасăпа тата вĕреннĕ уçă сасăсемпе усă курса тÿрĕ сыпăксем тăвасси, йэ, йу, йа сасăсен пĕрлешĕвĕсене çĕнĕ сас паллисемпе (е, ю, я) паллă тунине, е, ю, я сас паллисем икĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланасси. У, ХУ, УХ, ХУХ, УХХ, ХХУ, ХУХХ, ХХУХ сыпăксене, вĕсенчен тăракан сăмахсене уйрăмлăхĕсене пĕлсе вулама вĕренесси. Сас паллисене, сыпăксене, сăмахсене танлаштарасси. Сăмахсене каялла, юлашки икĕ сас паллине ылмаштарса, сас палли хушса, пĕр сас паллине тепĕр сас паллипе улăштарса вуласси. Тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе предложенисем тăвасси, пĕлтерĕшĕсене ăнлантарасси.
Çырма вĕрентесси. Чăваш афавитĕнчи сас паллисене, вĕсене ытти сас паллисемпе çыхăнтарса çырасси. Сас палли çырас йĕркине ăнлантараса курăмлă кăтартасси, тишкересси (миçе тата мĕнле пайсенчен, вĕсем пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăннă). Сас паллисене çыхăнтармалли йĕрке, çав йĕркене астуса юласси. Çĕнĕ сас паллине малтан вĕреннĕ сас паллисемпе çыхăнтармалли мелсене кăтартасси, вăл ытти сас паллисем умĕнче те, хыçĕнче те тăма пултарнине шута илесси. Çĕнĕ сас паллине вĕреннĕ сас паллисемпе сыпăкра, сăмахра, предложенире сыпăнтарса çырасси. Çыхăнуллă пуплеме вĕренесси, тăван чĕлхен тытăмĕпе (текст, предложени, сăмах майлашăвĕ, сăмах, сыпăк, сасă) паллашасси, сăмахсене тĕрĕс калама, пусăма тĕрĕс палăртма вĕренесси. Текстсене, предложенисене, сăмахсене, сыпăксене, сасăсене çыру тетрадĕнче схемăсемпе тата модельсемпе кăтартасси. Виçĕ шайлă схемĕсемпе (çÿлти пайĕнче – ÿкерчĕкри япалана пĕлтерекен сăмахăн сасă тытăмĕ, вăтам шайĕнче – пичет, аялта çыру сас палийĕсемпе çырнă сăмахсем) ĕçлесси. Вĕреннĕ сас паллисене аса илессипе, кашни сас паллин ĕлкине астуса юлассипе, вĕреннĕ сас паллисене ушкăнлассипе, ачасене шухăшлав мелĕсемпе (тишкерме, танлаштарма, пĕтĕмлетме тата ытти те) паллаштарассипе, вĕсемпе усă курма вĕренессипе çыхăннă логика ĕçĕсене пурнăçласси. Сас паллин пайĕсене палăртса, пĕр пек пайĕсене кăтартса, пĕр пек мар пайĕсене тупса, пĕр пек пайĕсене калăпăш, шучĕ, ăçта тата мĕнле вырнаçни енчен сăнаса икĕ сас паллине танлаштарасси. Çак йĕркепех сас паллисене ушкăнланă чухне усă курасси. Пĕр-пĕр сас паллин пайĕсене ытти сас паллисенче тупасси. Сасăсене илтес, уйăрас пултарулăха, вĕреннĕ сас паллисене çырас, вĕсене сыпăксенче, сăмахсенче тата предложенисенче çыхăнтарас ансат хăнăхусене аталантармалли хăнăхтарусем, çырса илмелли ĕçсем пурнăçласси. Сас паллине çырас йĕркин алгоритмне тăвасси, унпа усă курасси.
Кĕтекен результатсем
Харпăр хăйлĕхĕн результачĕсем:
- калаçас, тăнласа итлес пултарулăх аталанни;
- çын кашни хăй тĕллĕн пысăк пахалăх, çав вăхăтрах общество членĕ пулнине ăнланни;
- шкулта, класра, урамра, килте, хăнара хăвна мĕнле тытмаллине, уроксене мĕнле хатĕрленмеллине, ĕç вырăнне хатĕрлемеллине, парта хушшинче мĕнле лармаллине, ĕç хатĕрĕсемпе мĕнле усă курмаллине, ĕçе тăрăшса, тимлĕ, тирпейлĕ тумаллине ăнланни;
- харпăр хăй гигиенине пĕлни;
- тимлĕх калăпăшĕ, пахалăхĕ, самантлăх, ятарлă тата Ирĕклĕ астăвăмĕ аталанни;
- вĕренÿ ĕç-хĕлне алла илни;
- татах та нумайрах пĕлес туйăм çурални;
- ыттисемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни;
- хăвна ху хаклайни.
- хайлавсенчи сăнарсен лайăх тата начар енĕсене шута илни;
- пĕчĕккĕн аслисемпе пĕрле ĕçе хăнăхса пымаллине, пурнăçра çак хăнăхусем кирлĕ пулассине ăнланни;
- ĕмĕтленни, вĕренни пурнăçра кирлĕ пулнине тавçăрни.
Пĕлÿлĕх результачĕсем:
- танлаштару мелĕн пĕлтерĕшне ăнланни;
- çырнă чух мĕнле лармаллине тата çыру хатĕрĕсемпе мĕнле усă курмаллине пĕлни;
- çыхăнуллă пуплеме пултарни;
- логика ĕçĕсемпе, шухăшлав мелĕсемпе (тишкерÿ, танлаштару, пĕтĕмлетÿ тата ытти те) паллашни;
- таврари япаласене, пулăмсене тĕпчес ăнтăлăв аталанни;
- тăван тавралăх (ял, республика), Раççейĕн пурнçĕпе кăсăкланни;
- курăмлă тата логикăллă шухăшлама, танлаштарма, шутлама, пулăмсен тĕрлĕ паллисене уйăрма, япаласемпе пулăмсем хушшинчи çыхăнăва палăртса ушкăнлама хăнăхни;
- таврари япаласемпе пулăмсем çинчен мĕн пĕлнине системăлани: «Тăван çĕр-шыв» ăнлава уçăмлани. Вăл çуралнă вырăн, тăван ял, тавралăх, хăй пурăнакан республика тата çĕр-шыв (Раççей) пулнине ăнланни, унăн культури, мухтавлă çыннисем çинчен пĕлни; çут çанталăк законĕсем, япаласемпе пулăмсем пĕр-пĕринпе çыхăнса аталаннине курни;
- тавралăх енĕсене, япалан вырăнне кăтартма, тавралăхри вырăнне палăртма пĕлни;
- япаласен пĕрпеклĕхне, уйрăмлăхне, вĕсем мĕнпе уйрăлса тăнине курма, палăртма пултарайни;
- япаласен ушкăнĕнчен пĕр пеккисене, пĕр пеккисенчен уйрăммисене палăртайни;
- япаласем мĕнпе уйрăлса тăнине, мĕнпе пĕр пеккине курни;
- япаласене, вĕсен ушкăнĕсене астуса юлас, аса илес хăнăхусем çивĕчленни.
Йĕркелÿ результачĕсем:
- хăйĕн ĕçне сăнаса пыма пултарайни;
- тантăшĕсен тата харпăр хăй ĕçне тищкерейни тата пахалайни;
- тишкерÿ – пĕтĕçтерÿ ĕçне хăнăхни, пĕтĕмĕшлине пайсем çине уйăрма, пайĕсене пĕтĕçтерме пĕлни;
- тĕрĕс курма, япаласен уçлăхри вырăнне палăртма пултарни;
- хăйĕн ĕçне вĕрентекен, юлташĕсем хакланине йышăнни;
- вĕрентекен, класспа пĕрле палăртнă задачăна татса памалли тĕрлĕ майсем тупни;
- Урăх шухăша йышăнма пултарни;
- хăвăн шухăшна ăнлантарса парайни;
- ыттисене ăнланмалла калама, ыйту пама пултарни.
Хутшăну результачĕсем:
- литературăллă пуплеве тăнлас-ăнкарас пултарулăх çивĕчленни;
- курни-илтни çинчен каласа пама, япаласем çинчен, ÿкерчĕксем тăрăх ăславлă каласа пама, хайлавсен çитмен пайĕсене (пуçламăш, тĕп пайĕ, вĕçĕ) ăнкарма, шутлама пултарни;
- ушкăнпа ĕçлеме, пĕр-пĕрне итлеме яланах хатĕр пулни, ун пек чухне хăйне мĕнле тытмаллине пĕлни;
- кашни çын тĕрлĕрен шутлама пултарнине ăнланни;
-пĕр-пĕринпе калаçса татăлса пĕр шухăш патне çитейни;
-калаçнă чухне пĕр-пĕрне хисеплени.
Предмет пĕлĕвĕсем:
- сăмахри (сыпăкри) сасăсене пĕр-пĕринпе сыпăнтарма пултарни;
- сăмахри сыпăксене тишкерме, сыпăк миçе сасăран тата мĕнле сасăсенчен тăнине, сыпăкри сасăсен вырăнне палăртма пĕлни;
- У, ХУ, УХ, ХУХ, УХХ, ХХУ, ХУХХ, ХХУХ (У – уçă сасă, Х – хупă сасă) сыпăклă чăваш сăмахĕсене, вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене уйрăмлăхĕсене пĕлсе тĕрĕс вулани;
- кĕнекери ÿкерчĕкпе ун айĕнчи сăмах схемипе ĕçлеме пĕлни;
- йэ, йу, йя сасăсен пĕрлешĕвĕсене е, ю, я сас паллисемпе паллă тунине, вĕсем икĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланни;
- сас паллисене тĕрĕс сыпăнтарса, сыпăксене тĕрĕс суйласа илсе сыпăнтарса сăмахсем тума пĕлни:
- схемăсене тивĕçтерекен сăмахсем тупма пултарни;
- сăмахри юлашки икĕ сас паллине вырăнĕпе ылмаштарса, сăмах (сыпăк) çумне сас палли (сыпăк) хушса, сăмахсенче пĕр хупă е уçă сас паллине тепĕр сас паллипе улăштарса çĕнĕ сăмах тума пĕлни;
- сас паллисене тишкерме, кашни сас паллин формине куçпа курма, йĕрлеме, сас паллин элеменчĕсене, сас паллисене çырма тата вĕсене ытти сас паллисемпе çыхăнтарма пĕлни;
- сассăн пичет тата çыру, пысăк тата пĕчĕк палийĕсене паллани;
- сас палли пайĕсене çыхăнтармалли йĕркене астуса юлни;
- çĕнĕ сас паллине вĕреннĕ сас паллисемпе сыпăкра, сăмахра, предложенире сыпăнтарса çырма, çырса илме пултарни;
- тăван чĕлхе тытăмне (текст, предложени, сăмах майлашăвĕ, сăмах, сыпăк, сасă), сăмахсене тĕрĕс калама, пусăм тĕрĕс лартма пĕлни;
- текстсене, предложенисене, сăмахсене, сыпăксене, сасăсене схемăсемпе тата модельсемпе кăтартма пĕлни;
- сас паллин пайĕсене уйăрса илме, вĕсен калăпăшне, шутне, ăçта вырнаçнине тата пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăннине ăнкарни;
- çыру тетрадĕнче панă элементсене сăнама, паян çырма вĕренмелли сас паллин пайĕсене суйласа илме, ячĕсене тĕрĕс калама пĕлни;
- икĕ сас паллине танлаштарма, сас паллисене ушкăнлама пултарни;
- сас паллине çырмалли алгоритма пĕлни.
Пуçламăш шкул вĕренĕвĕн патшалăх стандарчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеме пулăшакан универсалă вĕренÿ ĕç-хĕлсем
Вĕсене йĕркелеме май паракан ыйтусемпе ĕçсем.
Харпăр хăйлĕхĕн ĕç-хĕлĕсем:
- Яланах хăвăн шухăшна кала. Йăнăш пуласран ан хăра.
- ăнланмасан, ан хăра, ыйт.
- Çул çинче асăрхануллă пулмаллин правилисене аса ил. Вĕсене мĕнле пурнăçланине кăтартма хăвăн пурнăçăнта пулса пыракан тĕслĕхсемпе усă кур.
- Ваттисене сума сунине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пар.
- Таврари илемлĕхе эсĕ мĕнле куратăн?
- Мĕн вăл туслăх? Текста вуланă хыççăн мĕн калама пултаратăн?
- Атте-аннене, аслисене хисепленине мĕнле ăнлантарма пултаран?
- Эсĕ хăвăн çинчен «Эпĕ спортпа туслă» тесе калама пултаратăн-и?
- Эсĕ тирпейлĕ ача? Эсĕ тирпейлĕ пулнине мĕнле курма пулать?
- Эсĕ мĕнле профессисене пĕлетĕн? Çывăх çынсен ĕçĕсем пирки мĕн калама пултаратăн?
Пĕлÿлĕх ĕç-хĕлĕсем:
- Сасса мĕнле сас паллипе палăртнине сăна.
- Сас палли мĕн евĕрлине асăрха.
- Тĕрĕсле. Яланах и(ĕ, …) сас палли умĕнче тăракан хупă сас паллисен сассисем çемçе илтĕнеççĕ?
- Сас паллисем пире мĕн тума кирлĕ?
- Мĕн нумайрах: уçă сасăсем е сас паллисем, хупă сасăсем е сас паллисем?
- Й сасса мĕнле сас паллисемпе паллă тăватпăр?
Йĕркелÿ ĕç-хĕлĕсем:
- Хăш ĕçе пурнăçлама çăмăлрах пулчĕ? Мĕншĕн?
- Сăмаха тивĕçтерекен схемăна туп.
- Мĕнле шутлатăн, эсĕ ку ĕçе пурнăçлаятăн-и? Тĕрĕслесе пăх. Пурнăçланă хыççăн мĕн калама пултаратăн?
-Эсĕ мĕнле ĕçлеме шутлатăн? Ыттисемпе килĕшетĕн-и?
-Эсĕ мĕнле ĕçлесшĕн? Çак йĕркепех е Урăхла?
- Ачасем ĕçе тĕрĕс пурнăçланă-и?
Эсĕ кампа килĕшетĕн? Ирăпа Таня мĕншĕн Урăхла пурнăçланă?
Камăн хуравĕ тĕрĕс? Эсĕ мĕнле шутлатăн?
- Ĕçе палăртнă йĕркепе пурнăçла.
- Ĕçĕн юхăмне, результатне хак пар.
- Пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕслĕр, хаклăр.
- Ĕç тĕллевне кура вулав тĕсне суйласа ил.
- Тунă йăнăшсен сăлтавне ăнлантар.
Хутшăну ĕç-хĕлĕсем:
- Санпа юнашар ларакан ача килĕшет-и? Мĕншĕн?
- Эсĕ мĕнле ыйту парасшăн?
- Ачасем ăнлантарнипе эсĕ килĕшетĕн-и? Мĕншĕн?
- Сана ыйтăва хуравлама мĕн чăрмантарать?
- Вуланă чухне эсĕ мĕн тăватăн? Çырнă чухне?
- Ушкăнпа ĕçлеме мĕнрен пуçлатăр, мăнпе вĕçлетĕр?
Вулама-çырма вĕрентнĕ хыççăнхи тапхăр (34 сехет)
Вулама-çырма вĕрентнĕ хыççăнхи тапхăрăн ăшлăхĕ. Ачасен ĕçĕ-хĕлĕ.
|
Из за большого объема этот материал размещен на нескольких страницах:
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 |


